Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Раксем мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 109-111 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.18 15:10

Пуплевӗш: 43; Сӑмах: 458

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Тӗлӗнетӗп ҫав раксенчен — вӗсен темӗн те пӗр ытлашши нумай пек туйӑнать: мӗн чухлӗ ура, сухалӗсем темӗн чухлӗ, хаччисем епле, тата вӑл хӳрипе малалла утать, унӑн хӳрине вара — мӑй теҫҫӗ. Анчах пуринчен ытла мана ача чухне раксене тытса витрене ярсан, вӗсем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатни тӗлӗнтеретчӗ. Пӑшӑл-пӑшӑл, пӑшӑл-пӑшӑл тӑваҫҫӗ, — мӗн ҫинчен пӑшӑлтатнине пӗлме ҫук.

«Раксем пӑшӑлтатма чарӑнчӗҫ» тени, ку вӑл — вӗсем вилсе пӗтрӗҫ ӗнтӗ тенине пӗлтерет.

Пирӗн Вертушинка ятлӑ пысӑк мар юханшывра ӗлӗк раксем пулӑран та нумайтарахчӗ. Акӑ пӗрре асанне, Домна Ивановна, хӑйӗн ывӑлӗн хӗрӗпе, Зинӑпа пирӗн Вертушинкӑна раксем тытма килчӗҫ. Ҫул килнӗ хыҫҫӑн пӑртак канчӗҫ те — шыв хӗррине кайрӗҫ. Унта вӗсем хӑйсен рак тытмалли атмисене лартнӑ. Рак тытмалли ҫав атмасене пирӗн пурте хӑйсем тӑваҫҫӗ: хӑваран кӑшӑл аваҫҫӗ, кӑшӑл ҫине кивӗ сӗреке татӑкӗ караҫҫӗ, — атма пулса тӑчӗ те. Вара атма ҫине аш татӑкӗ е урӑх мӗн те пулин хураҫҫӗ, пуринчен ытла раксен кӑмӑлне питех те каякан шӑршланма пуҫланӑ ӑшаланӑ шапа ашӗ татӑкне хурсан аван… Унтан атмана шыв тӗпне антараҫҫӗ. Ӑшаланӑ шапа шӑршине сиссе, раксем хӑйсен шӑтӑкӗсенчен тухса, тӳрех атма ҫине шуса кӗреҫҫӗ. Атмана вӑхӑтран-вӑхӑта ҫӳлелле туртса кӑлараҫҫӗ, раксене пуҫтарса илеҫҫӗ те атмана каллех шыва антараҫҫӗ.

Ҫӑмӑл ӗҫ ку. Асаннепе Зина ҫӗр каҫичченех раксем кӑларнӑ. Пӗр пысӑк корзинках тытнӑ та, ирхине калле, хӑйсен ялне кайма пухӑннӑ. Вӗсен ялӗ кунтан вунӑ ҫухрӑмра пулнӑ. Хӗвел тухса хӑпарнӑ, асаннепе Зина аран утса пыраҫҫӗ, тарланӑ, ӗшеннӗ.

Вӗсем раксем ҫине пӑхмаҫҫӗ те, киле ҫеҫ хӑвӑртрах ҫитесчӗ, теҫҫӗ.

— Раксем пӑшӑлтатма ан чарӑнччӗр, — тет асанне.

Зина тимлӗн итленӗ.

Асанне ҫурӑмӗ хыҫӗнчи корзинкӑра раксем пӑшӑлтатаҫҫӗ.

— Мӗн ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ вӗсем? — ыйтрӗ Зина.

— Вилес умӗн, ачам, пӗр-пӗринпе сывпуллашаҫҫӗ, — терӗ асанне.

Раксем ҫав вӑхӑтра пӗртте пӑшӑлтатман иккен. Вӗсем хӑйсен ҫурӑмӗсем ҫинчи хупписемпе, хаччисемпе, сухалӗсемпе, урисемпе, мӑйӗсемпе пӗр-пӗрин ҫумне сӑтӑрӑлнӑ, ку ӗнтӗ ҫынсене раксем пӑшӑлтатнӑ пек туйӑннӑ. Раксем вилесшӗн мар, пурӑнасшӑн пулнӑ. Кашни рак хӑйӗн урисемпе ӗҫленӗ, ӑҫта та пулсан шӑтӑк тупма тӑрӑшнӑ. Ҫапла корзинкӑра шӑп чи пысӑк рак тухмалӑхах шӑтӑк тупӑннӑ. Пӗр пысӑк рак тухнӑ, ун хыҫҫӑн пӗчӗкҫӗреххисем ҫӑмӑллӑнах пынӑ, вара кайнӑ та кайнӑ: корзинкӑран асанне сӑкманӗ ҫине, сӑкман ҫинчен — кӗпе арки ҫине, кӗпе арки вӗҫӗнчен — ҫул ҫине, ҫул ҫинчен — курӑк ӑшне; курӑк ӑшӗпе вара нумай та каймалла пулман — шывӗ юнашарах пулнӑ.

Хӗвел хӗртет те хӗртет. Асаннепе Зина малалла та малалла утаҫҫӗ; раксем те ҫаплах шӑваҫҫӗ те шӑваҫҫӗ. Акӑ асаннепе Зина ял патне ҫитеҫҫӗ. Сасартӑк асанне чарӑнса тӑрать те, раксем корзинкӑра мӗн тунине итлет, анчах нимӗн те илтӗнмест.

Карчӑк, ҫӗр каҫа куҫ хупманнипе пӗтӗмпех ӗшенсе ҫитнӗскер, корзинка ҫӑмӑлланнине те туймасть.

— Вилнӗ-и вӗсем? — ыйтать Зина.

— Ҫывӑраҫҫӗ пулмалла, — тет асанне, — пӑшӑлтатмаҫҫӗ.

Вӗсем килне ҫитеҫҫӗ, асанне корзинкине ҫурӑмӗ ҫинчен илсе ҫӗре лартать, унтан витнӗ тутӑрне сирсе пӑхать.

— Акӑ тамаша, раксем ӑҫта кайнӑ?

Зина та пырса пӑхать — корзинка пуш-пушӑ.

Асанне Зина ҫине пӑхса илет те — аллисене шартах ҫапать.

— Акӑ вӗсем, раксем, — тет вӑл, — пӑшӑлтатрӗҫ! Эпӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе вилес умӗн пӑшӑлтатаҫҫӗ пулӗ, тесе шухӑшланӑ, вӗсем пирӗнпе, ухмахсемпе сывпуллашнӑ иккен.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех