Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑнкӑртатать

Автор: Василий Хударсем

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Ҫул: 1941; Хушнӑ: 2020.05.19 20:31

Пуплевӗш: 399; Сӑмах: 3869

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

…Эпӗ сире акӑ мӗн каласа парам, — терӗ Ермолай, ман пата пӳрте кӗрсе, — эпӗ тин ҫеҫ кӑнтӑрлахи апат ҫинӗччӗ те, чылай ӑнӑҫлӑ, анчах ӗшентернӗ ухутара ӑсансемшӗн ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫул ҫине илсе ҫӳрекен кровать ҫине канма выртнӑччӗ — ку ӗҫ июнӗн вуннӑмӗш числи тӗлнелле пулчӗ, вӑл кунсенче тӳсме ҫук шӑрӑхчӗ. — …Эпӗ сире акӑ мӗн каласа парам: пӑшал пулькки пирӗн йӑлтах пӗтрӗ, — терӗ Ермолай.

Эпӗ кровать ҫинчен сиксе тӑтӑм.

— Пульккӑ пӗтрӗ? Мӗнле-ха апла? Эпир санпала ялтан вӑтӑр кӗрепенке майлах вӗт илсе тухрӑмӑр — михӗ туллиех!

— Вӑл тӗрӗсех; миххи те пысӑккӑ: пулькки икӗ эрнене ҫитнӗ пулӗччӗ. Анчах кам ӑна пӗлет! Те михӗ ӑҫтан та пулин шӑтнӑ; — ҫапах та, ҫав-ҫавах, пульккӑ ҫук… Пӗр вуннӑ авӑрламаллӑх юлнӑ-и, тен.

— Эпир халӗ мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ? Малта питех те лайӑх вырӑнсем пур, ыранхи куна пире ултӑ пусалӑх кайӑк пулать тесе шантараҫҫӗ…

— Ярӑр мана Тула хулине. — Унта кайма инҫе мар: пӗтӗмпе те хӗрӗх пилӗк ҫухрӑм ҫеҫ. Пӗр начасра кайса пульккӑ илсе килетӗп, хушатӑр пулсан, пӗр пӑтах илсе килӗп.

— Хӑҫан кайӑн-ха вара эсӗ?

— Хӑть халех. Мӗн мӗшӗлтетмелли пултӑр? Анчах акӑ мӗн: лав тытас пулать.

— Мӗншӗн лав тытмалла?  — Хамӑр лашасем мӗне валли?

— Хамӑрӑннисемпе кайма юрамасть. — Тӗпри лаша ытла та уксахла пуҫларӗ.

— Хӑҫантанпа вара?

— Нумай пулмасть-ха, — кучер ӑна таканлама илсе кайрӗ. Таканланӑ та вара. Тимӗрҫӗ юрӑхсӑрскер пулнӑ, ахӑрнех. Халӗ ура ҫине те тӑма пултараймасть. — Малти ури. Сӗтӗрет ҫеҫ ӑна… Йытӑ пек.

— Мӗнле-ха? Таканне каялла вистерӗҫ-и хӑть?

— Ҫук, вистемен; вистеме ӑна кирлех ӗнтӗ. — Пӑтине ури какайӗ ӑшнех кӗртсе янӑ пулас.

Эпӗ кучера чӗнме хушрӑм. Ермолай суйман мӗн: тӗпри лаша чӑнах та ура ҫине пусаймасть. Эпӗ тӳрех таканне вистесе лашине нӳрӗ тӑм ҫине тӑратма хушрӑм.

— Мӗнле-ха, Тулӑна каймашкӑн лав тытма хушатӑр-и? — каллех сырӑнчӗ Ермолай.

— Ара ҫакӑн пек тӗттӗм вырӑнта лашасем тупма пулать-и? — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ тарӑхнипе ирӗксӗрех…

Эпир чарӑннӑ ял куҫа курӑнсах тӑман, тӗттӗм пулнӑ; унта пурӑнакансем ҫарамас пекех чухӑн пурӑнаҫҫӗ; эпир аран-аран пӗр кӑшт та пулин аслӑрах пӳрт шыраса тупрӑмӑр, — шурӑ пӳрт ҫинчен ӗнтӗ каламалли те ҫук.

— Тупма пулать, — ответлерӗ Ермолай, хӑй яланхи пекех хӑнк та тумасть. — Эсир кунти ял ҫинчен тӗрӗс каларӑр; анчах та шӑпах ӗнтӗ ҫак вырӑнта пӗр хресчен пурӑннӑ. Ытла та ӑслӑскер! Пуянскер! Тӑхӑр лаша тытнӑ. Хӑй ӗнтӗ вӑл вилнӗ, аслӑ ывӑлӗ вара халӗ пурне те тытса тӑрать. Вӑл — ухмахсенчен те ухмах ҫын, ну, анчах та, ашшӗ пурлӑхне салатса яма ӗлкӗреймен-ха. — Эпир унран лашасем тупӑпӑр. Хушӑр, эпӗ ӑна илсе килӗп. Илтнӗ тӑрӑх, унӑн шӑлнӗсем шухӑ ачасем… анчах та вӑл вӗсемшӗн пуҫлӑх.

— Мӗншӗн-ха вӑл апла?

— Мӗншӗн тесен — асли! Ҫавӑнпа, кӗҫӗннисен, — пӑхӑнмалла. — Ермолай кунта пур шӑллӑм тенӗскерсем ҫинчен те вӑйлӑ, пичете юрӑхсӑр сӑмахсемпе каласа хучӗ. Унтан вӑл: — Эпӗ ӑна илсе килетӗп. Вӑл аван ҫын. Унпа та калаҫса татӑлмасан? — терӗ.

Ермолай «аван ҫынна» чӗнме кайнӑ хушӑра манӑн пуҫа ҫакӑн пек шухӑш килсе кӗчӗ: Тула хулине манӑн хамӑн кайса килсен авантарах мар-ши? Пӗрремӗшӗнчен, эпӗ, опыта пула вӗреннӗскер, Ермолай ҫине сахал шанаттӑм; эпӗ пӗрре ӑна хулана япаласем илме ятӑм, вӑл эпӗ хушнисене пӗр кун хушшинче тума пулчӗ — кайсан вара эрнипех ҫухалса пурӑнчӗ, пӗтӗм укҫана ӗҫсе ячӗ — ҫуранах килчӗ, каясса хӑй ҫӑмӑл урапапа кайрӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Тулӑра манӑн хам пӗлекен лаша усламҫи пурччӗ; эпӗ унран тӗпри уксах лаша вырӑнне лаша илме пултаратӑп.

— Ҫапла тӑвас та! — шухӑшларӑм эпӗ. — Хам кайса килӗп; ҫывӑрма ҫул ҫинче те пулать — лайӑх, тарантасӗ манӑн канлӗ.

— Илсе килтӗм! — кӑшкӑрчӗ Ермолай, пӗртак вӑхӑт иртсен, пӳрте йӑраланса кӗрсе. — Ун хыҫҫӑн пӗр мужик кӗчӗ, ҫийӗнче унӑн шурӑ кӗпе, кӑвак йӗм, урине ҫӑпата сырнӑ, хӑй суккӑртарах, сап-сарӑ ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ, шӗвӗр сухаллӑ, вӑрӑм, тачка сӑмсаллӑ, ҫӑварӗ уҫӑ. Вӑл чӑн та «ним чееленмесӗр» пӑхать.

— Акӑ вӑл, — терӗ Ермолай, — лашасем унӑн пур — хӑй ӗнтӗ килӗшет.

— Ҫапла-иҫ, эпӗ вара… — калаҫма тытӑнчӗ мужик тытӑнчӑклӑн, уҫах мар сасӑпа, хӑйӗн сайра ҫӳҫӗсене силлесе, аллине тытнӑ ҫӗлӗкӗ тӑрӑх пӳрнисемпе сӑтӑркаласа. — Эпӗ, вара…

— Сана мӗнле чӗнеҫҫӗ? — ыйтрӑм эпӗ.

Мужик аялалла пӑхса шухӑша кайнӑ пек пулса тӑчӗ.

— Мана мӗнле чӗнеҫҫӗ тетӗн-и?

— Ҫапла; санӑн яту мӗнле?

— Ятӑм манӑн — Филофей пулать.

— Ну, вӑт мӗн, шӑллӑм Филофей; эпӗ санӑн лашасем пур тенине илтрӗм. Кунта виҫҫӗшне илсе кил-ха, — эпир вӗсене манӑн тарантаса кӳлӗпӗр, — вӑл манӑн ҫӑмӑл — илсе кай эсӗ мана Тулӑна. — Халӗ каҫпа уйӑх ҫути пур, тӗттӗм мар, кайма та уҫӑ. Ҫулӑр сирӗн унта мӗнле?

— Ҫул-и? Ҫул — аптӑрамасть!  — Мӑн ҫул ҫине тухиччен пӗр ҫирӗм ҫухрӑм пулать, — пӗтӗмпе те пӗр выран пур… аван марри, ытти ҫӗрте аптӑрамасть.

— Мӗнле апла аван мар вырӑн пур?

— Шыв урлӑ ӑшӑх вырӑн тупса каҫма тивет.

— Эсир вара Тулӑна хусамӑр каятӑр-и мӗн? — ыйтса пӗлчӗ Ермолай.

— Ҫапла, хам каятӑп.

— Ну! — терӗ те манӑн шанчӑклӑ тарҫӑ пуҫне силлерӗ. Н-н-у! — терӗ татах вӑл, унтан сурчӗ те пӳртрен тухса кайрӗ. Тулӑна каяссинче уншӑн халӗ кӑмӑлли нимех те пулмарӗ пулас; вӑл уншӑн пушӑ, интереслӑ мар ӗҫ пулса тӑчӗ.

— Эсӗ ҫулне лайӑх пӗлетӗн-и? — ыйтрӑм эпӗ Филофейран.

— Пирӗн ҫулне мӗнле пӗлес мар!  — Анчах эпӗ, пӗлетӗр ирӗкӗ сирӗн, пултараймастӑп… Мӗншӗн тесен, мӗнле-ха апла сасартӑк…

Филофея лава тытнӑ чухне, Ермолай: эсӗ ан иккӗлен, сана, ухмаха, тӳлеҫҫӗ, тенӗ мӗн… анчах та! Ермолай сӑмахӗсем тӑрӑх, Филофей ухмах пулин те, — ҫапла каланипех ҫырлахман. Вӑл манран аллӑ тенкӗ кивӗ хут укҫапа — калама ҫук пысӑк хак ыйтрӗ; эпӗ ӑна вунӑ тенкӗ, — йӳне хак, — пама пултӑм. — Эпир хаклашма тытӑнтӑмӑр; Филофей малтан парӑнмарӗ — кайран чакма пуҫларӗ, анчах тӳрех мар. Пӗр минутлӑха ҫеҫ кӗнӗ Ермолай: «Вӑл ухмах» (куратна, мӗнле сӑмаха юратать! — тесе илчӗ Филофей ҫур сасӑпа) — «вӑл ухмахскер укҫан шутне пачах та пӗлмест», тесе ӗнентерме тытӑнчӗ, — сӑмах май вара, вӑл мана акӑ мӗне асаилтерчӗ: пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗк халӑх нумай иртсе ҫӳрекен вырӑнта, икӗ пысӑк ҫул тӑваткалӗнче, манӑн аннеҫӗм тунӑ постоялӑй двор, — унта хуҫа пулса тӑма лартнӑ дворовӑй чӑнахах та укҫасен шутне пӗлмен пирки, — пӗтӗмпех саланса кайрӗ, ҫав дворовӑй укҫасене вӗсем миҫе пулни тӑрӑх хаклатчӗ, урӑхла каласан, сӑмахран, четвертак кӗмӗл укҫана ултӑ пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫалла паратчӗ, хӑй ҫапах та хытӑ ятлаҫатчӗ.

— Эх, эсӗ, Филофей, чӑн-чӑн Филофей! — кӑшкӑрса ячӗ юлашкинчен Ермолай — пӳртрен тухса, хӑй вара, ҫиленнипе, алӑка шалт! хупрӗ.

Филофей ӑна хирӗҫ ним те шарламарӗ, — чӑнах та — Филофей ятне илтни ытла ырах мар, ҫавӑн пек ятшӑн, чӑннипе каласан, уншӑн пуп айӑплӑ пулсан та, ҫынна ӳпкелеме пулать, мӗншӗн тесен тӗне кӗртнӗ чухне ӑна ҫителӗклех кӑнӑҫтарман та мӗн тӑвас-ха тесе, тавҫӑрса илнӗ пек пулса, Филофей ним те каламарӗ.

Юлашкинчен, эпир, ҫапах та, унпала ҫирӗм тенкӗ ҫинче килӗшрӗмӗр. — Вӑл лашасем илме кайрӗ те пӗр сехетрен суйласа илме пилӗк лаша таранах илсе килчӗ. Лашасем, — вӗсен ҫилхисемпе хӳрисем чӑмакланса пӗтнӗ, хырӑмӗсем пысӑк, параппан пек, пӑнкӑ-пӑнкӑ пулсан та, — лайӑхскерсем пулчӗҫ. Филофейпа пӗрле унӑн икӗ шӑлнӗ килчӗ, вӗсем пӗрре те ун евӗрлӗ мар. Вӗсем, пӗчӗкскерсем, хура куҫлӑскерсем, шӗвӗр сӑмсаллӑскерсем, тӗрӗссипех те «шухӑ» ачасем пек туйӑнчӗҫ, — нумай та хӑвӑрт калаҫаҫҫӗ, — Ермолай калашле, «пакӑлтатрӗҫ», — анчах та вӗсем аслине итлерӗҫ.

Вӗсем аслӑк айӗнчен тарантас туртса тухрӗҫ, вара вӗсем тарантаспа лашасем патӗнче пӗр сехет ҫурӑ мутасланчӗҫ; вӗсем турта пӑявӗсене е ытлашши пушатса яраҫҫӗ, е ытлашши хытарса хураҫҫӗ. Икӗ шӑлнӗн те, мӗн пулсан та, «пӑвӑррине» тӗпе кӳлес килнӗ, мӗншӗн тесен «вӑл тӑвайкки ҫинчен антарма пӗлет»; анчах Филофей ҫӑмламассине кӳлме йышӑнчӗ! Ҫапла вара ҫӑмламассинех тӗпе кӳлчӗҫ.

Тарантас ӑшне утӑ персе тултарчӗҫ, ларчӑк айне уксах лашан хӑмӑтне хучӗҫ, — Тулӑра ҫӗнӗрен илес лашана юрамӗ-ши тесе… Филофей киле чупса кайса, ашшӗн вӑрӑм шурӑ балахонне тата тикӗтленӗ атӑ тӑхӑнса килчӗ те ларчӑк ҫине хаваслӑн хӑпарса ларчӗ. Эпӗ сехет кӑларса пӑхрӑм та лартӑм: вунпӗр ҫине вунпилӗк минут кайнӑ. Ермолай ӗнтӗ манпа сывпуллашмарӗ те, вӑл хӑйӗн Валеткине хӗнеме тытӑнчӗ; Филофей тилхепесене турткаларӗ те ҫинҫерен те ҫинҫе сасӑпа: «Эй, эсир, вӗтӗрмӗшсем!» тесе кӑшкӑрса ячӗ, — шӑлнӗсем икӗ енчен чупса пычӗҫ те хӗрӗнчи лашасене хырӑмӗсенчен хулӑсемпе вӑшлаттарчӗҫ — тарантас вара тапранчӗ те алӑкран тухса, урамалла ҫавӑрӑнса кайрӗ, — ҫӑмламас лаши хӑйӗн картинелле вӗҫтересшӗн пулчӗ, — анчах Филофей пушӑпа ҫапса, ӑна ӑса кӗртрӗ, — акӑ ӗнтӗ, эпир ялтан тухса чылаях тикӗс ҫулпа, шӗшкӗ йывӑҫҫисен нумай та ҫӑра тӗмӗсем хушшипе, чуптарса кайрӑмӑр.

Каҫӗ тӳлекскер, аванскер, ҫул ҫӳреме питех те лайӑхскер пулчӗ. Ҫил е пӗрре тӗмсем хушшинче пӑшӑлтатса, туратсене силлесе илет, е тепре пачах ҫухалса ларать; тӳпере, хӑшпӗр ҫӗрте, тапранмасӑр тӑракан кӗмӗл пӗлӗт татӑкӗсем курӑнаҫҫӗ; уйӑх ҫӳлте тавралӑха ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑрать. Эпӗ утӑ ҫине чӑсӑлса выртрӑм та тӗлӗрсе те кайрӑм… анчах «аван мар вырӑн» ҫинчен асаилтӗм те шарт сиксе илтӗм.

— Филофей, мӗнле-ха? Хайхи каҫмалли вырӑн инҫе-и?

— Каҫмалли вырӑн тетӗн? Пӗр сакӑр ҫухрӑм пулать.

— Сакӑр ҫухрӑм, — шутларӑм эпӗ. — Пӗр сехетсӗр ҫитейместпӗр. Халӗ ҫывӑрса илме те пулать. — Эсӗ, Филофей, ҫулне лайӑх пӗлетӗн-и? — ыйтрӑм эпӗ каллех.

— Пӗлмесӗр ӑна, вӑл ҫула мӗнле пӗлес мар-ха? Пӗрре ҫеҫ мар ҫӳретпӗр…

Вӑл татах та темӗскер хушса каларӗ, анчах эпӗ ӑна илтеймерӗм. Эпӗ ҫывӑрнӑ.

Эпӗ шӑп пӗр сехетрен хам вӑранас тенипе мар вӑрантӑм, кун пекки вӑл час-часах пулать, — мана хам пуҫ айӗнчех шыв, вӑйлах мар пулин те, темӗнле палкаса пӑкӑртатни вӑратрӗ. Эпӗ пуҫа ҫӗклерӗм…

Ку мӗнле япала-ха? Эпе малтанхи пекех тарантас ҫинче выртатӑп, тарантас тавра — тата унӑн хӗрринчен ҫур аршӑн аялта, унтан ытла мар, — уйӑх ҫуттипе ҫутӑлса выртакан шыв талккӑшӗ хумханса, пӗрчӗленсе, пӗчӗк хумсемпе силленсе тӑрать. Эпӗ — пӑхатӑп та малалла: ларчӑк ҫинче Филофей, тӑмана пек, пуҫне усса, курпунне кӑларса ларать, — кӑшт малтарах — шӑнкӑртатса юхакан шыв ҫинче пӗкӗ тата лаша пуҫӗсемпе ҫурӑмӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ. Никам та йӑшӑлт та тумасть, нимӗнле сас-чӗв те илтӗнмест, — тухатса хунӑ тӗнчере тейӗн: тӗлӗкри пек, юмахри пек тӗлӗк… Мӗнле кӗтмен япала-ха? Эпӗ — тарантас хыҫӗнчен каялла пӑхатӑп… Эпир шӑпах шыв варӗнче тӑратпӑр… ҫыран пиртен пӗр вӑтӑр утӑмра.

— Филофей! — кӑшкӑртӑм эпӗ.

— Мӗн? — терӗ вӑл.

— Мӗнле, мӗн-ха? Турӑ ҫырлах! Ӑҫта-ха эпир капла?

— Шывра.

— Шыврине эпӗ куратӑп та. Анчах капла эпир халех путатпӑр. Каҫмалли вырӑна эсӗ ҫапла каҫатӑн-и?  — Ҫапла-и? Ҫывӑратӑн-и эсӗ, Филофей! Каласам!

— Кӑштах йӑнӑшрӑм, — терӗ манӑн лавҫӑ: — аяккала тытрӑм пулмалла, мурилесшӗ, халӗ ӗнтӗ кӗтме кирлӗ.

— Мӗнле кӗтме кирлӗ? Эпир мӗне-ха кӗтӗпӗр?

— Антив-ха, ҫӑмламасси ӑнкарса илтер. Вӑл ӑҫталла туртӑнать, ҫавӑнталла, вара, кайма кирлӗ те.

Эпӗ утӑ ҫине хӑпарса тӑтӑм. Тӗпри лашан пуҫӗ шыв ҫинче йӑшӑлтатмасть те. Ҫап-ҫутӑ уйах ҫуттинче унӑн пӗр хӑлхийӗ хуллен-хуллен пӗрре каялла, тепре малалла вылянине ҫеҫ курма пулать.

— Вӑл, санӑн ҫӑмламас лашу, ҫывӑрать вӗт!

— Ҫук, — ответлерӗ Филофей, — вӑл халӗ шыва шӑршлать.

Каллех пурте шӑпланса ларчӗ, шыв ҫеҫ малтанхи пекех хуллен пӑкӑртатса тӑрать. Эпӗ те туйми пултӑм.

Уйӑх ҫутти, тата каҫ, тата шыв, шывра вара эпир…

— Мӗн вӑл чӑшӑлтатать? — ыйтрӑм эпӗ Филофейран.

— Вӑл? Кӑвакалсем хӑмӑш ӑшӗнче… е ҫӗленсем.

Тӗпри лаша сасартӑк пуҫне силлерӗ, хӑлхисене тӑратрӗ, тулхӑрчӗ, тапаланчӗ. Утӑр-утӑр-р-р! сисмен ҫӗртенех кӑшкӑрса ячӗ Филофей хӑйӗн пӗтӗм карланкипе, унтан ҫӗкленчӗ те пушшипе хӑмсарчӗ. Тарантас ҫав вӑхӑтрах вырӑнтан тапранчӗ, вӑл ҫырмари хумсене хирӗҫ малалла туртӑнчӗ — вара силленсе, тайкаланса малалла кайрӗ… Мана эпир аялалла путса аннӑ пек туйӑнчӗ малтан, анчах, лашасем ик-виҫ хут тапса чӑмнӑ хыҫҫӑн, шыв талккӑшӗ хӑвӑрт аялалла аннӑ пек туйӑнчӗ… Вӑл чакнӑҫемӗн чакса пычӗ, тарантас шывран тухса ҫитӗнсе пычӗ, — акӑ ӗнтӗ кусатӑрансемпе лашасен хӳрисем те курӑнчӗҫ — акӑ ӗнтӗ вӗсем шывӑн пысӑк та вӑйлӑ пӗрчисен алмазлӑ, — ҫук алмазлӑ мар — мерченлӗ кӗлтисене уйӑхӑн шупка ҫуттинче салатрӗҫ, — лашасем савӑнса пире хӑйӑрлӑ ҫыран ҫине хавассӑн илсе тухрӗҫ те, ҫул тӑрӑх ту ҫинелле йӑлтӑртатакан йӗпе урисене пӑтраштарса илсе кайрӗҫ.

— Куратӑн-и, эпӗ йӑнӑшмарӑм вӗт! — калӗ ӗнтӗ Филофей, е ҫавнашкаллине мӗн те пулин каламӗ-ши? — килчӗ манӑн пуҫа шухӑш. Анчах Филофей нимӗн те шарламарӗ. Ҫавӑнпа та асӑрхарах ҫӳременшӗн эпӗ те ӑна ятлама шутламарӑм, утӑ ҫине чӑрканса выртса, каллех ҫывӑрма хатӗрлентӗм.

Анчах эпӗ ҫывӑраймарӑм, ухутара ҫӳресе ывӑнман пирки мар, хам курса ирттернӗ ӗҫсем ыйӑха хӑваласа янӑран та мар эпӗ ҫывӑраймарӑм, — пире ытла та илемлӗ вырӑнсемпе кайма тиврӗ. Вӗсем сарлака, аслӑ, ҫуркунне шывпа тулакан, симӗс курӑкпа витӗннӗ улӑхсем пулчӗҫ, унта вӗтӗ ҫӳҫесемпе хӑвасем сырса илнӗ вырӑнсем, пӗчӗк кӳлӗсем, юханшывсем, шыв кукрашкисем темӗн чухлех пулчӗҫ, — чӑннипех те вырӑссен вырӑнӗсем, вырӑс ҫынӗсем юратакан вырӑнсем пулчӗҫ, пирӗн авалхи юмахсенчи улӑп-паттӑрсем шурӑ акӑшсемпе кайӑк-кӑвакалӗсем тытма ҫӳренӗ евӗрлӗ вырӑнсем пулчӗҫ. Халӑх ҫӳрекен ҫул сарӑрах лента пек авкаланса выртать, лашасем ҫӑмӑллӑн чупаҫҫӗ — эпӗ ӗнтӗ куҫӑмсене хупаймарӑм, — юратса савӑнса пытӑм! Ҫаксем пурте аякра, юратуллӑ уйӑх айӗн ҫав тери ҫемҫен те йӗркеллӗн шуса иртсе пычӗҫ. Филофей — вӑл та илеме сисрӗ.

— Ҫак пирӗн улӑхсене Святоегорьевски улӑхсем теҫҫӗ, — терӗ вӑл мана. — Вӗсем хыҫҫӑн вара Великокняжески улӑхсем каяҫҫӗ; кун пек улӑхсем урӑх пӗтӗм Раҫҫейӗпе те ҫуккӑ… Ытла та ӗнтӗ илемлӗ! — Тепри лаша тулхӑрчӗ те силленчӗ…  — Турӑ ҫырлахтӑр!.. — терӗ Филофей ҫурӑ сасӑпа вӑраххӑн. — Ытла та илемлӗ! — терӗ вӑл каллех, унтан йывӑррӑн сывларӗ те мӑн сасӑпа вӑрӑммӑн:  — Часах вӑт утӑ ҫине тухатпӑр, ҫакӑнта вара ҫав утта пухса тултараҫҫӗ — калама ҫук нумай! Шыв кукрашкисенче вара пулӑ та нумай. Ҫупах пулӑсем! — терӗ те вӑрӑммӑн каларӗ:  — Пӗр сӑмахпа калас-тӑк: вилме те кирлӗ мар.

Вӑл сасартӑк аллине ҫӗклерӗ.

— Лере! пӑх-ха! кӳлӗре… те чарлан тӑрать? ниушлӗ вӑл каҫпа та пулӑ тытать? Эх-ма! Турат иккен — чарлан мар. Вӑт тӗрӗс мар каларӑм! Пӗрмаях уйӑх улталать.

Ҫапла эпир кайрӑмӑр, кайрӑмӑр… Акӑ улӑхсен вӗҫӗсем патне те ҫитрӗмӗр, вӑрмансем, сухаласа пӑрахнӑ уйсем курӑнчӗҫ; аякри ялтан ик-виҫ хӑйӑ ҫути курӑнчӗ, — аслӑ ҫул патне ҫитиччен пӗтӗмпе те пӗр пилӗк ҫухрӑм ҫеҫ юлчӗ. Эпӗ ҫывӑрса кайрӑм.

Каллех эпӗ хам вӑранмарӑм. Халӗ мана Филофей сасси вӑратрӗ.

— Улпут… э, улпут!

Эпӗ сиксе тӑтӑм — Тарантас шӑпах пысӑк ҫул варринче, тикӗс вырӑнта тӑрать: Филофей, ларчӑк ҫинчен ман патӑмалла ҫаврӑнса, куҫӗсене чарса пӑрахса (эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм, эпӗ унӑн куҫӗсем ҫавӑн пек пысӑк пулӗ тесе шухӑшламан та), — нумайччен вӑрттӑн пӑшӑлтатрӗ:

— Тӑнкӑртатать!.. Тӑнкӑртатать! — терӗ.

— Эсӗ мӗн калатӑн?

— Тӑнкӑртатать, тетӗп эпӗ!  — Таянса итлӗр-ха. Илтетӗр-и?

Эпӗ тарантас ӑшӗнчен пуҫа кӑлартӑм та сывлама чарӑнтӑм: — чӑн та, таҫта инҫетре-инҫетре пирӗн хыҫра чупса пыракан, кусатӑрансен сасси пек хуллен, чарӑна-чарӑна тӑнкӑртатнӑ сасӑ илтрӗм.

— Илтетӗр-и? — терӗ каллех Филофей.

— Ҫапла ӗнтӗ, — ответлерӗм эпӗ. — Темӗнлескерсем урапапа килеҫҫӗ.

— Илтетӗр-и-ха… шӑп! Во… шӑнкӑравсем… шӑхӑрнисем… Илтетӗр-и? Ҫӗлӗкӗре хывӑр… уҫҫӑнтарах илтӗнӗ.

Эпӗ ҫӗлӗке хывмарӑм, анчах таянсах итлерӗм. — Ҫапла ӗнтӗ… Пулма пултарать. Анчах мӗн-ха вара?

Филофей лашисем еннелле ҫаврӑнса ларчӗ.

— Урапа чупать… ҫӑмӑллӑн, кусатӑранӗсене тимӗрленӗ, — терӗ те вӑл тилхепесене пухса тытрӗ. — Вӗсем, улпутӑм, ырӑ ҫынсем мар; кунта вӗт, Тула ҫывӑхӗнче, аташаҫҫӗ… нумай.

— Мӗнле вырӑнсӑр сӑмах! Эсӗ мӗншӗн вӗсем ятнех ырӑ мар ҫынсем тетӗн-ха?

— Тӗрӗс калатӑп. Шӑнкӑравсемпе… тата пушӑ урапапа… Камсем пулччӑр-ха?

— Мӗнле-ха, Тулӑна ҫитиччен инҫе-и-ха?

— Пӗр вунпилӗк ҫухрӑм пулать, ку таврара нимӗнле кил-ҫурт та ҫук.

— Ну, апла-тӑк, хӑвӑртрах хӑвала, йӑраланса тӑрас та мар.

Филофей пушшине сулчӗ те, тарантас каллех вырӑнтан тапранса кайрӗ.

Филофея нимӗн ҫинчен те систермерӗм пулин те, эпӗ ӗнтӗ ҫывӑраймарӑм. — Мӗнле вара, чӑнахах та ҫавӑн пек пулсан? Ырӑ мар туйӑм пӑлханма пуҫларӗ манӑн ӑшӑмра. Эпӗ тарантас ҫине тӑрса лартӑм, — ку вӑхӑтчен выртса пыраттӑм, — вара аяккалла пӑхма тытӑнтӑм. Эпӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра ҫӳхе тӗтре сырса илнӗ, — ҫӗре мар, пӗлӗте сырса илнӗ; вӑл тӗтре ҫӳлте тӑрать, шупка пӑнчӑ пек уйӑх ун ҫине пырса ҫакӑннӑ пек, тӗтӗм ӑшӗнче пек курӑнать. Ҫӗр ҫинче, ҫутӑ пулнӑ пулин те пурте тӗксӗмленсе, пӗр ҫӗре хутшӑнса кайрӗ. Йӗри-тавра — тӳрем, салху вырӑнсем: уйсем, вӗҫӗ-хӗррисӗр уйсем, унта-кунта хӑвасем, шырлансем, унтан вара каллех уйсем, пуринчен ытла ҫӗртме уйӗ, сайра-хутра — ҫумкурӑкӗсем. Пушӑ… никам та ҫук! Путене те пулин хӑть сасӑ патӑрччӗ.

Эпир пӗр ҫур сехет майлӑ кайрӑмӑр. Филофей пӗрмаях пушшипе ҫапкаланса, тутипе вӑчлаттарса пычӗ, анчах эпир: вӑл та, эпӗ те, пӗр сӑмах та хушмарӑмӑр. Акӑ эпир ҫӳлерех вырӑна хӑпартӑмӑр… Филофей лашасене виҫҫӗшне те тӑратрӗ — хӑй вара часах:
— Тӑнкӑртатать… Тӑнкӑртатать, улпутӑм! — терӗ.

Эпӗ каллех тарантасран тухса итлерӗм; эпӗ кӳме айӗнче ларса пыма пултарнӑ пулӑттӑм, анчах халӗ, инҫетрен пулин те, ман хӑлхамсем патне урапа кусатӑранӗсен сасси, ҫынсем шӑхӑрни, шӑнкӑравсен сасси пырса ҫитрӗ, лаша урисен сасси те илтӗнсе кайрӗ; юрланипе кулни те илтӗннӗ пек туйӑнчӗ мана. Чӑн та, ҫилӗ вӑл енчен вӗретчӗ, анчах эпир пӗлмен ҫынсем пирӗн пата пӗр ҫухрӑм таранах, тен, икӗ ҫухрӑм майлах ҫывхарчӗҫ, — кун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

Филофейпа эпир пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илтӗмӗр, — вӑл шлепкине ҫамка ҫинерех пусса лартрӗ кӑна, унтан часах, тилхепесем ҫинелле уртӑнса, лашасене хӗртме тытӑнчӗ. Вӗсем сиккипе чупма пуҫларӗҫ, анчах сиккипе нумаях каяймарӗҫ, вӗсем каллех юртса чупма тытӑнчӗҫ. Филофей вӗсене хӗртсех пычӗ. Тарса хӑтӑлмалла-ҫке!

Эпӗ хама хам ӑнланма пултараймарӑм: мӗншӗн эпӗ ку чухне, Филофей шикленнине малтан ӗненменскер, часах — пирӗн хыҫран чӑннипех ырӑ мар ҫынсем пыраҫҫӗ тесе ӗненсе пӑрахрӑм… Ҫӗннине эпӗ нимӗн те илтмерӗм: ҫав шӑнкӑравсен сассиех, ҫав пушӑ урапа тӑнкӑртатниех, ҫав шӑхӑрнисемех, ҫав йӗркесӗр сасӑсемех илтӗнеҫҫӗ… Эпӗ ӗнтӗ халӗ иккӗленмерӗм. Филофей йӑнӑшма пултарайман!

Каллех акӑ пӗр ҫирӗм минута яхӑн иртрӗ… Ҫак вӑхӑтра вара пирӗн хамӑр тарантас тӑнкӑртатса пынӑ ҫӗртех пире урӑх урапа тӑнкӑртаттарни илтӗнсе пычӗ…

— Чарӑн, Филофей, — терӗм эпӗ, — тем пулсан та, пӗр вилӗм!

Филофей хӑра-хӑрах: тӑр-р-р! терӗ лашасене. Лашасем, канма май килнипе савӑннӑ пекех, хӑвӑрттӑн чарӑнчӗҫ.

Атсемӗр! шӑнкӑравсем пирӗн ҫурӑмсем хыҫӗнчех хыттӑн янӑраҫҫӗ, урапи кисренсе чупать, ҫыннисем шӑхӑраҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, лашисем тулхӑраҫҫӗ, урисемпе ҫӗре тапаҫҫӗ…

Хӑваласа ҫитрӗҫ!

— И-и-инкек, — тесе ячӗ Филофей ҫур сасӑпа вӑраххӑн, — унтан вара, тутисене шиклӗн вӑчлаттарса, лашисене ӗрлеме тытӑнчӗ. Анчах шӑп ҫак самантра темӗскер, персе аннӑ пек, сасартӑк ҫухӑрса ячӗ, янраса кайрӗ, — виҫӗ лаша кӳлнӗ, пысӑк та сарлака урапа, ҫил-тӑвӑл пек вӗҫсе, пирӗн ума ҫаврӑнса тухрӗ те часах, пирӗн ҫула пӳлсе, хуллен кайрӗ.

— Чӑн-чӑн вӑрӑ-хурах йӑли, — пӑшӑлтатрӗ Филофей.

Калас пулать, манӑн чӗрене сивӗ пӑчӑртарӗ… Эпӗ тинкерсе пӑхма тытӑнтӑм, — уйӑхӑн пӑспа тулнӑ, тӗксӗмленсе кайнӑ ҫуттине пӑхма тытӑнтӑм. Пирӗн умра, урапа ҫинче, ултӑ ҫын таран; вӗсем ларнӑ пек те, выртнӑ пек курӑнаҫҫӗ, хӑшӗсем сӑхманӗсене уҫса пӑрахнӑ, теприсем кӗпесемпе кӑна; иккӗшӗ ҫара пуҫӑнах; атӑ тӑхӑннӑ пысӑк урисем урапасен аяккинче силленсе пыраҫҫӗ; аллисене вырӑнсӑрах пӗрре ҫӗклеҫҫӗ, тепре антараҫҫӗ… кӗлеткисем чӗтреҫҫӗ… Паллах ӗнтӗ: ӳсӗр халӑх. Хӑшӗсем: мӗн лекет — ҫавна кӑшкӑраҫҫӗ; пӗри ҫивӗччӗн те уҫҫӑн шӑхӑрать, тепри ятлаҫать; ларчӑк ҫинче темӗнлескер, улӑп пек ҫын, кӗрӗк тӑхӑннӑскер ларать, вӑл лашасене тытса пырать. Лашисене вӗсем уттарса пыраҫҫӗ, хӑйсем пирӗн ҫине пӑхмаҫҫӗ пек.

Мӗн тумалла пулчӗ-ха? Эпир те вӗсем хыҫҫӑн ирӗксӗрех лашасене уттарса… кайрӑмӑр.

Ҫапла майпа эпир чӗрӗк ҫухрӑм кайрӑмӑр. Мӗн пулассине кӗтсе пыма питех те йывӑр… Хӑтӑлма, хӳтӗленме… ӑҫта-ха унта! Вӗсем улттӑн; манӑн вара патак та пулин ҫук-ҫке! Каялла ҫаврӑнса тарас-и? Анчах вӗсем часах хӑваласа ҫитеҫҫӗ вӗт. Жуковский сӑввине (Каменский фельдмаршала вӗлерни ҫинчен калакан вырӑна) асаилтӗм:
Вӑрӑ-хурахӑн киревсӗр пуртти…

Апла тумасан — мӑя лапӑрчӑк вӗренпе пӑвӗҫ те… канава пӑрахӗҫ… хӑрӑлтатса вырт унта, хул айне хупланӑ мулкач пек тапаланса вырт вара…

Эх, ырӑ мар-ҫке!

Вӗсем ӗнтӗ паҫӑрхи пекех лашисене уттарса пыраҫҫӗ, пирӗн ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ.

— Филофей! — пӑшӑлтатрӑм эпӗ, — лашасене сылтӑмалла, аякран иртсе кайнӑ пек, тытса пӑх-ха.

Филофей лашасене сылтӑмалла тытса пӑхрӗ, — анчах та лешсем те хӑйсен лашисене часах сылтӑмалла тытрӗҫ… иртсе кайма пулмарӗ.

Филофей лашасене сулахаялла тытма хӑтланчӗ. Анчах вӗсем ӑна каллех урапаран иртме памарӗҫ. Кулса илчӗҫ. Ҫапла, вӗсем ирттермеҫҫӗ.

— Вӑрӑ-хурахсемех, — терӗ Филофей хулпуҫҫи урлӑ шӑппӑн.

— Анчах вӗсем мӗне кӗтеҫҫӗ-ха? — ыйтрӑм эпӗ те шӑппӑн.

— Авӑ лере малта, — лӑпам вырӑнта, — ҫырмара, пӗчӗк кӗпер пур… Вӗсем пире унта! Вӗсем яланах ҫавӑн пек… кӗперсем патӗнче… Пирӗн ӗҫ, улпутӑм, тап-таса! — хушрӗ вӑл, вӑрӑмӑн сывласа: — пире чӗррӗн ярӗҫ-ши; ҫавӑнпа та вӗсене кирли: тунӑ ӗҫӗн вӗҫӗсене шӑлса лартасси пулать. — Маншӑн, улпутӑм, ҫакӑ ҫеҫ шел: манӑн лашасем виҫҫӗшӗ те пӗтрӗҫ, — шӑллӑмсене те вӗсем лекеймеҫҫӗ ӗнтӗ.

Ҫакнашкал самантра Филофей хӑйӗн лашисене мӗнле хӗрхеннӗ пирки эпӗ тӗлӗннӗ пулӑттӑм, — анчах тӳрех калатӑп, ун ҫинчен шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ… Вӗлереҫҫех-ши ӗнтӗ? — шухӑшласа пытӑм эпӗ. Мӗншӗн? Эпӗ вӗсене мӗн пуррине пӗтӗмпех паратӑп вӗт.

Пӗчӗк кӗпер ӗнтӗ ҫывхарсах пычӗ, лайӑхрах та лайӑхрах курӑнакан пулчӗ.

Сасартӑк хаяррӑн ахрашса ҫухӑрни илтӗнчӗ, лашисем виҫҫӗшӗ те пирӗн умра авкаланса илчӗҫ, вӗҫне пек иртсе кайрӗҫ те кӗпер патне ҫитрӗҫ; ҫултан кӑшт аяккарах пӗр харӑс чарӑнса тӑчӗҫ. Манӑн чӗрем татӑлсах кайрӗ пек туйӑнчӗ.

— Ах, Филофей шӑллӑм, — персе ятӑм эпӗ, — иксӗмӗр вилӗм ҫинех каятпӑр. Сана эпӗ пӗтертӗм пулсан, каҫар мана.

— Санӑн мӗнле айӑп пултӑр, улпутӑм! Пӳрнинчен иртме ҫук! Ну, ҫӑмламас лашам, тӳрӗ утӑм, — тесе калама тытӑнчӗ Филофей тӗпри лашана, — чуптарах, тӑванӑм, малалла! Эпӗ хушнине юлашки хутра туса пар!  — Пурӗ пӗр ҫӗрте… Турӑ каҫартӑр!

Филофей хӑйӗн лашине юрттара пуҫларӗ.

Эпир пӗчӗк кӗпер патне ҫитсе пыратпӑр, — хайхи, тапранмасӑр тӑракан урапа патне… Вӑл урапа ҫинче, юри тенӗ пекех, пурте шӑпланчӗ. Пӗр сас-чӗв те ҫук! Мӗн те пулин тытас вӑхӑт ҫывхарать пулсан, ҫӑрттан, хурчӑка, кирек мӗнле тискер кайӑк та ҫавӑн пек шӑпланать. — Акӑ ӗнтӗ эпир ҫав урапа тӗлне ҫитсе танлашрӑмӑр… Сисмен ҫӗртенех хайхи кӗрӗк тӑхӑннӑ улӑп пек ҫын урапа ҫинчен сиксе анчӗ те — тӳрех пирӗн пата пычӗ!

Филофея вӑл нимӗн те каламарӗ, вӑл хӑех тилхепесене ҫавӑрса тытрӗ… Тарантас чарӑнса тӑчӗ.

Улӑп пек ҫын хӑйӗн икӗ аллине кӳме алӑкӗ ҫине хучӗ те — хӑйӗн ҫӑмламас пуҫне тайса тата кулса, — хуллен те пӗр пек сасӑпа, фабрикӑри ҫынсен евӗрлӗ чӗлхене, — акӑ ҫакна каларӗ:

— Хисеплӗ господин, эпир тӳрӗ ӗҫкӗ-ҫикӗрен, туйран, таврӑнатпӑр; хамӑр йӗкӗте авлантартӑмӑр; мӗнле кирлӗ пек ҫавӑрса хутӑмӑр; пирӗн ачасем пурте ҫамрӑкскерсем, хастар пуҫсем, — ӗҫме нумай ӗҫнӗ, — анчах мухмӑртан уҫӑлма ним те ҫук; — эсир кӑшт та пулин пире кӑмӑл тумӑр-ши, пире пӑртакҫӑ укҫа памӑр-ши, — кашнин тӳпине пӗрер черккелӗх парӑрччӗ?  — Эпир вара сирӗн сывлӑхӑршӑн ӗҫеттӗмӗр, — пире кӑмӑл тумастӑр пулсан — ан ҫиленӗр вара!

«Мӗн пулать-ха ку?» — шухӑшларӑм эпӗ… «Кулни-и?.. Тӑрӑхлани-и?»

Улӑп пек ҫын ҫаплах пуҫне чиксе тӑрать. Ҫак самантрах уйӑх тӗтре айӗнчен тухрӗ те унӑн питне ҫутатрӗ. Вӑл кулса тӑрать, — куҫӗсемпе те, тутисемпе те кулать. Анчах хӑратасси унӑн питӗнчен курӑнмасть… Хатӗрленсе кӑна тӑрать пек… шӑлӗсем унӑн ҫав тери шурӑ, ҫав тери пысӑк…

— Эпе кӑмӑлласах паратӑп… илӗр… — хыпаланса каларӑм та, кӗсйерен кошелёк туртса кӑларса, икӗ тенкӗ патӑм; ун чухне Руҫра кӗмӗл укҫасем ҫӳретчӗҫ-ха. — Акӑ, сире ҫакӑ ҫитет пулсан, — терӗм.

— Питех те тав! — салтак евӗрлӗ ҫухӑрса ячӗ улӑп пек ҫын, — унӑн мӑнтӑр пӳрнисем часах икӗ тенкӗ укҫана ҫавӑрса тытрӗҫ, — кошелека тивмерӗҫ. — Питех те тав! — терӗ те, ҫӳҫне-пуҫне вӗҫтерсе, урапа патнелле чупрӗ.

— Атсемӗр! — кӑшкӑрчӗ вӑл, — иртсе каякан господин пире икӗ тенкӗ пачӗ! — Лешсем харӑссӑн ахӑлтатса илчӗҫ… Улӑп вара пырса уплӑк ҫине йӑванса кайрӗ…

— Телейлӗ пулӑр!

Вӗсене эпир курса та юлаймарӑмӑр! Лашисем тапса сикрӗҫ, урапи шатӑртатса тӑвайкки ҫинелле вӗҫтерчӗ, — акӑ вӑл ҫӗрпе пӗлӗте уйӑрса тӑракан хура йӗр ҫинче тепӗр хут курӑнчӗ, акӑ вӑл кусса кайрӗ те ҫухалчӗ.

Акӑ ӗнтӗ урапа сасси те, кӑшкӑрнӑ сасӑсем те, шӑнкӑрав сассисем те илтӗнми пулчӗҫ…

Нимӗнле сас-чӗв те илтӗнмест.

Филофейпа эпир часах астуса илеймерӗмӗр.

— Ах, мурилесшӗ! — терӗ вӑл юлашкинчен, унтан, ҫӗлӗкне хыврӗ те сӑхсӑхма пуҫларӗ. — Чӑннипех те, мурилесшӗ, — хушрӗ те вӑл ман еннелле ҫавӑрӑнчӗ, хӑй пӗтӗмпех хӗпӗртесе ӳкнӗ. — Вӑл вара аван ҫын пулмалла — чӑннипех те. Утӑр-утӑр, вӗтӗрмӗшсем! ҫавӑрӑнкалӑр! Тӗрӗс-тӗкӗл пулӑр! Пурте тӗрӗс-тӗкӗл пулӑпӑр! Вӑл ҫавӑ вӗт, иртме памарӗ; лашисене вӑл-ҫке тытса пычӗ. Мурилесле йӗкӗт! Утӑр-утӑр-р-р! — ҫӑва патне вӗсене!

Эпӗ шарламарӑм, анчах ман чунӑм ҫӑмӑлланчӗ. Тӗрӗс-тӗкӗл пулӑпӑр! терӗм эпӗ те тепӗр хут, унтан вара утӑ ҫине тӑсӑлса выртрӑм. Йӳнех хӑтӑлтӑмӑр!

Мана кӑштах намӑс та пулчӗ, мӗншӗн-ха эпӗ Жуковский сӑввине асаилтӗм.

Манӑн пуҫӑма сасартӑк шухӑш килсе кӗчӗ:

— Филофей!

— Мӗн?

— Эсӗ авланнӑ-и?

— Авланнӑ.

— Ачасем те пур-и?

— Ачасем те пур.

— Мӗнле-ха эсӗ вӗсене аса илмерӗн? Лашасене хӗрхентӗн, — арӑмна, ачусене вара хӗрхенмерӗн?

— Вӗсене мӗн хӗрхенмелли пур-ха? Вӗсем вӑрӑсен аллине лекмеҫҫӗ вӗт. Пуҫӑмра вӗсене эпӗ пӗрмаях асра тытрӑм, — халӗ те асрах… Вӑт мӗнле. — Филофей чарӑнчӗ. — Тен… пире иксӗмӗре турӑ вӗсемшӗн каҫарчӗ.

— Ҫапла, вӗсем вӑрӑ-хурахсем пулманран-и?

— А кам пӗлет? Ҫынӑн ӑшне ӑҫтан кӗрсе куран? Ют ҫынӑн ӑшӗ — паллӑ ӗнтӗ — тӗттӗм кӗтес. Турӑпа вара пӗрмаях лайӑх. Ҫук… Эпӗ хам ҫемьене пӗрмаях… Утӑр-утӑр, вӗтӗрмӗшсем, ҫӑва патне вӗсене!

Эпир Тула патне ҫывхарнӑ чухне тул ҫутӑлса ҫитнӗпе пӗрехчӗ. Эпӗ мӗн пулнине манса, тӗлӗрсе пытӑм…

— Улпут! — терӗ мана сасартӑк Филофей, — пӑх-ха-лӗ; авӑ вӗсем хупах умӗнче тӑраҫҫӗ… Урапийӗ ӗнтӗ вӗсен.

Эпӗ пуҫӑма ҫӗклерӗм… вӗсем пекех: урапи те вӗсеннех, лашисем те. Хупах умӗнче часах хайхи кӗрӗк тӑхӑннӑ улӑп пек ҫын курӑнса кайрӗ. — Господин! — терӗ вӑл, ҫӗлӗкне силлесе, — сирӗн укҫӑра ӗҫсе пӗтеретпӗр! А мӗн, ямшӑк, — хушрӗ вӑл, Филофей еннелле пуҫне тайса, — вӑлӑ-ӑ-ӑ ӗнтӗ хӑраса ӳкрӗ пулас?

— Питех те савӑнӑҫлӑ ҫын, — асӑрхаттарчӗ Филофей, хупахран пӗр ҫирӗм чалӑш иртсе кайсан.

Эпир, тинех ӗнтӗ, Тулӑна ҫитрӗмӗр; эпӗ пульккӑсем илтӗм, хулана килнӗ май тата чей, эрех илтӗм — лаша усламҫинчен лаша та туянтӑм. Кӑнтӑрла эпир каялла кайрӑмӑр. Ҫав эпир хамӑр хыҫра малтанхи хут урапа сасси илтнӗ вырӑнпа иртсе пытӑмӑр; Филофей, Тулӑра ӗҫкеленӗскер, питех те калаҫма юратакан ҫын пулчӗ, — вӑл мана юмахсем те каласа пачӗ, — ҫав вырӑнтан иртсе кайнӑ чухне Филофей сасартӑк кулса ячӗ.

— Астӑватӑн-и, улпутӑм, эпӗ сана пӗрмаях: тӑнкӑртатать… тӑнкӑртатать, терӗм, — тӑнкӑртатать!

Вӑл темиҫе хутчен аллине сулса кӑтартрӗ… Ҫак сӑмах вара ӑна питех те кулӑшла туйӑнчӗ.

Ҫак каҫхинех эпир унӑн ялне таврӑнтӑмӑр.

Эпӗ ҫул ҫинче пирӗнпе мӗн пулса иртнине Ермолая каласа патӑм. Вӑл йӗркеллӗ пулин те, пачах та хӗрхенсе каламарӗ, — йӑлт! анчах турӗ — ырласа-и е хурласа-и, — ҫакӑн ҫинчен вӑл хӑй те пӗлмерӗ пулӗ, тетӗп. Анчах икӗ кун иртсен, мана вӑл васкасах пӗр хыпар ҫинчен пӗлтерчӗ, — шӑпах ҫав эпир Филофейпа Тулӑна кайнӑ каҫ, — шӑпах ҫав ҫул ҫинче пӗр купеца ҫаратнӑ та вӗлернӗ. Эпӗ малтан ҫак хыпара ӗненмерӗм; анчах кайран ӗненмех тиврӗ; вӑл хыпар тӗрӗс пулнине следстви тума каякан становой ҫирӗплетсе пачӗ. Ҫав «туйран» мар-ши вара таврӑннӑ пирӗн йӗкӗтсем, ҫав «йӗкӗте» мар-ши вӗсем, шутник-улӑп каланӑ тӑрӑх, ҫавӑрса хунӑ? Филофей ялӗнче эпӗ тата тепӗр пилӗк кун пурӑнтӑм. Филофея кашни курмассеренех ҫакӑн пек калаттӑм: епле? тӑнкӑртатать?

— Савӑнӑҫлӑ ҫын, — тесе ответлетчӗ вӑл мана кашни хутрах, хӑй вара кулатчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех