Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лаша ура сассине илтсе, будкӑран, чӗресрен йӳҫсе ҫитнӗ чуста тӑкӑннӑ пек, Куприяновна тухса ӳкрӗ, аллине хуйха ӳкнӗ пек ҫупса илчӗ:
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫамрӑк та витӗр курӑнакан вӑрман вӗсене ҫулҫине ҫупса хапӑл туса кӗтсе илчӗ, Коншаковсем хӑнана Локтевӑна мар, ак ҫак хурӑнсем, ӑвӑссем, чӑрӑшсем патне килеҫҫӗ тейӗн ҫав.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов питрен ҫупса ярсан, Тарантьев ҫав самантрах чарӑнчӗ, пукан ҫине ларчӗ, тӗлӗннипе ухмахла куҫӗсене йӗри-тавралла ҫавӑркаларӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳлӗмре хыттӑн ҫупса яни илтӗнчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ача патне пычӗ те, малтанах ӑна ҫупса ячӗ, унтан: ухмах, терӗ.Он подошел к казачку, дал ему сначала оплеуху, потом назвал дураком.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Алексей Николаевича тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ, ӑна президиумри чи хисеплӗ вырӑна лартаҫҫӗ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пурте алӑ ҫупса янӑ.
Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Степан Осипович хӑйӗн докладне вӗҫлесен пурте алӑ ҫупса янӑ.Когда Степан Осипович кончил доклад, раздались аплодисменты.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫынсем савӑнӑҫлӑн кулса алӑ ҫупса янӑ.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Унтан вара вӑл шӑпах хамӑн «вӗҫне ҫити ӗҫлеме пултаракан талантӑма пула» Совет Арктики наукин хӑйӗн чи интереслӗ страницисенчен пӗри уҫӑлчӗ, терӗ, — ҫакна та хирӗҫ пулмарӑм вара эпӗ, ҫинчен тата пухӑннӑ ҫынсем пурте алӑ ҫупса ячӗҫ, Кира амӑшӗ вара пуринчен хытӑ ал ҫупрӗ пулас.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл шкул директорӗн ҫумне Альбина Васильевна Павлована («40 лет первому в мире групповому полету в космос»), 10-мӗш класс хӗр ачине Лилия Владимирована («Юный гагаринец») космос медалӗсемпе наградӑланине хаваслӑн, нумайччен алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03
Ҫук, поня! — кӑшкӑрать Гаврик ҫине пӑхса пӗчӗк хӗр, куклене-куклене аллисемпе ҫупса.Нет, поня! — кричала ему вслед девочка, как попугай, и, приседая, хлопала в ладоши.
XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Зенитчица-хӗрсем мана тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку вӑл Гитлера янратса ҫупса яни.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Катя вӑл мӗн каланине ӑнланайман, анчах ашшӗ калаҫма чарӑнсан, пурте алӑ ҫупса «урра» кӑшкӑрнине вӑл хӑйӗн асӗнче тытать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир вут тавра сикме пуҫларӑмӑр, е авӑна-авӑна илсе, е ҫаврӑна-саврӑна тытса, е алӑ ҫупса, е алӑран алла тытса, пӗр ура ҫинчен теприн ҫине сиксе ташларӑмӑр.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Манӑн доклад ачасен кӑмӑлне питӗ килӗшрӗ; алӑ ҫупса чарӑнсан, Ромка Каштан ман пата пычӗ те:Ребята были очень довольны, а Рома Каштан, когда кончили хлопать мне, сказал:
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Зал пӗрре хытса каять, тепре тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ярать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сцена ҫине укҫа енчӗкӗсем вӑркӑна пуҫларӗҫ, пурте сиксе тӑрса алӑ ҫупса ячӗҫ, пуринчен ытла гусар шавлать.И тут летят кошельки на сцену, все вскакивают и хлопают, и громче всех кричит гусар.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пурте сиксе тӑчӗҫ, алӑ ҫупса ячӗҫ.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950