Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ

Автор: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ

Ҫӑлкуҫ: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03

Хушнӑ: 2019.09.27 14:43

Пуплевӗш: 57; Сӑмах: 754

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫар

Чӑваш Республикинчен тухнӑ офицерсен Мускаври «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» пӗрлешӳре тӑракан запасри полковник Э.В.Васильев тӑван Вӑрнар районне, хӑй вӗреннӗ шкулсене ялан килсе ҫӳрет. Хӑш-пӗр ҫулсенче ачасем патӗнче темиҫе хутчен те пулать. Кӑҫалхи тӗл пулусене ҫарпа флот уйӑхлӑхӗсене, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн ҫывхарса килекен юбилейне халалланӑ. Кӗҫӗн Кипекри вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем эпир ҫитнӗ тӗле строя тӑнӑччӗ ӗнтӗ. Уява хатӗрлекенсемпе хӑнасен ретӗнче шкул директорӗ Борис Терентьевич Семенов, физкультурӑпа спорт ӗҫӗсен тата патриотла мероприятисен организаторӗ Николай Дмитриевич Павлов, Кӗҫӗн Кипек ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Яковлевич Верендеев, район администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗн специалисчӗ Денис Юрьевич Трофимов, паллӑ математик – Пӗтӗм тӗнчери Геннадий Никандрович Волков академик ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ Вера Михайловна Гурьева, учительсем, космонавт пулма хатӗрленекен ачасем, фронтпа тыл ветеранӗсем тата, паллах, чаплӑ тӗл пулу пуҫаруҫи Эрик Васильевич Васильев. Унӑн кун йӗркинчи доклачӗпе, пӗтӗмӗшле илсен, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатӑн февралӗн 20-мӗшӗнче пичетленнӗ статйи тӑрӑх паллашма пултаратӑр. Кӑкӑр тулли наградӑсемлӗ ҫар ҫыннине ачасем куҫран пӑхса, хӑпартланса, тимлӗ итлерӗҫ.

— Ак, эппин, пӑхӑр, ҫак ялав чысне ӳкерместпӗр тесе тупа тӑвӑпӑр! — терӗ вӑл. — Совет Ҫарӗпе совет халӑхӗ ҫак ҫутӑ тӗнчене фашизмран ҫӗнтерӳллӗ те хӑватлӑ, ҫурлапа мӑлатуклӑ Хӗрлӗ ялавпа ҫӑлса хӑварнӑ.

Э.Васильев шкула ҫӗнтерӳҫӗ-воинсем Берлинти рейхстаг куполӗ ҫине 1945 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗ тӗлне хӑпартса ҫакнӑ ялав дубликатне парнелерӗ. Унта ҫапла ҫырса хунӑ: «150 стр. ордена Кутузова II ст. Идрицк. див. 79 с.к. ЗУ.А. 1Б.ф.». Кӗскен каласа хӑварар-ха. Ку ялава стрелоксен 150-мӗш дивизийӗн командирне 3-мӗш ударлӑ армин Ҫар канашӗ панӑ. Хӑпартса ҫакаканӗсем – асӑннӑ дивизири стрелоксен 756-мӗш полкӗнчи разведчиксем – М.Егоровпа М.В.Кантария. Вӗсене ертсе пыраканӗ – батальон командирӗн заместителӗ А.П.Берест лейтенант. Хураллаканӗсем – И.Я.Сьянов ротин автоматчикӗсем. Эрик Васильевич Псков облаҫӗнчи Себеж районне кӗрекен Идрица поселокӗ ячӗпе хисепленнӗ 219-мӗш стрелковӑй дивизире пирӗн ентеш, Мӑн Явӑш ҫынни Совет Союзӗн Геройӗ Федор Иванович Ашмаров ҫапӑҫни ҫинчен те каласа пачӗ. Берлин ҫийӗн (Ҫӗр-планета ҫийӗн тесен те йӑнӑш пулмӗ!) ялкӑшса вӗҫнӗ ялавӑн пысӑклатса рамкӑна лартнӑ фотоӳкерчӗкне шкул директорне тыттарчӗ. Хуравлӑ сӑмахӗнче Борис Терентьевич Константин Симоновӑн «Голос мира» сӑввине янраттарчӗ. Ялавҫӑсен, ҫӗнтерӳҫӗсен ӗмӗр-ӗмӗр асӑнмалӑх ятне-сумне тивӗҫлӗ пулма тӑрӑшар, терӗ.

Ҫӗнтерӳ Ялавӗн пирвайхи дубликачӗсене Мӑн Явӑшри вӑтам шкулпа Шупашкарти шкула панӑ. Виҫҫӗмӗшӗ – кӗҫӗн кипексен. Черетрине кӗҫех – майӑн 8-мӗшӗнче – Калининӑри вӑтам шкула ҫитереҫҫӗ.

Фронтпа тылӑн тӑватӑ ялтан пуҫтарӑннӑ хӗрӗх паттӑрне Раҫҫей Федерацийӗн «65 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941–1945 г.г.» медалӗпе наградӑларӗҫ. Ҫав шутра – ӗҫ ветеранӗ, ача амӑшӗ-героиня Елизавета Степановна Степанова. Тӑхӑр ача ӳстернӗ. Пилӗк хӗрӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ, учительте ӗҫлеҫҫӗ. Нина Васильевна Ветрова та ача амӑшӗ-героиня. Ӗҫ ветеранӗ Алевтина Дмитриевна Волкова виҫӗ ачине пӗччен ҫитӗнтернӗ, паха пӗлӳ илме пулӑшнӑ. Пелагея Петровна Журавлева та ҫирӗм ҫиччӗрех тӑлӑха юлнӑ, ывӑлпа хӗрне ӑмсанмалӑх ҫын тунӑ. В.И.Васильева, Е.С.Семенова, Р.Т.Кудрявцева, П.И.Иванова, Е.Т.Антонова – ытти нумай хӗрарӑмсем ҫинчен мухтав юррине тивӗҫлӗ сӑмахсем каларӗҫ. Э.Васильев КПРФӑн Госдумӑри фракцийӗ хушнипе педагогика ветеранӗпе патриотне, Аркадий Иванович Смирнова, И.В.Сталин юбилейӗн медалӗпе наградӑлани ҫинчен пӗлтерчӗ, ӑна ветеран кӑкӑрӗ умне ҫирӗплетрӗ, хӑй ятӗнчен асӑнмалӑх парнепе чысларӗ.

Мӑн Явӑшри вӑтам шкулти ҫар мухтавӗн залӗнче уяв малалла тӑсӑлчӗ. Ачасем строй йӗркипе юррисен парадне хатӗрленсе тӑнӑ. Вӗсене ӑнӑҫу сунса тата праҫник ячӗпе шкул директорӗ Андрей Анатольевич Матвеев, парад йышӑнакан Эрик Васильевич Васильев, ветерансем – Илья Лаврентьевич Лаврентьевпа Владимир Иванович Толстов, район администрацийӗн представителӗ Вячеслав Петрович Никифоров тухса калаҫрӗҫ. Парадра хӑйӗн пултарулӑхне кашни класс уйрӑммӑн кӑтартрӗ. Пӗрлӗхлӗ форма ҫӗлесе тӑхӑннипе 2-мӗш класс ачисем маҫтӑртарах тесе палӑртрӗҫ. Стройра утма, ҫаврӑнкалама, саламлама пӗлессипе 10-мӗш класс мала тухрӗ. Строй юррипе пӗрремӗш вырӑна 8-мӗш класс йышӑнчӗ. Пӗтӗмӗшле пӗрремӗш вырӑнта 10-мӗш класс, премийӗ – виҫӗ пин тенкӗ. Пӗтӗмӗшле иккӗмӗш вырӑнта – саккӑрмӗшсем, премийӗ – икӗ пин тенкӗ. Пӗтӗмӗшле виҫҫӗмӗш вырӑнта – 2-мӗш класс, премийӗ – пин тенкӗ. Чи лайӑх командира Леонид Федорова 500 тенкӗпе премилерӗҫ. Малти вырӑнсене пурне те ятарлӑ грамотӑсемпе ҫирӗплетнӗ.

Акт залӗнче пухӑнса калаҫнӑ вӑхӑтра космонавтикӑна пулӑшакан «Байконур – Чебоксары» ассоциацин президенчӗ, Раҫҫейри космонавтика федерацийӗн вице-президенчӗ Валериан Петрович Тихонов килсе ҫитрӗ. Ачасем ӑна питӗ интересленсе итлерӗҫ. Вӑл шкул директорӗн ҫумне Альбина Васильевна Павлована («40 лет первому в мире групповому полету в космос»), 10-мӗш класс хӗр ачине Лилия Владимирована («Юный гагаринец») космос медалӗсемпе наградӑланине хаваслӑн, нумайччен алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ. Лиля – шкулти космонавтсен «мастер» категориллӗ борт-инженерӗ, Раҫҫей шайӗнчи смотр-конкурсра 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

Э.Васильев Кӗҫӗн Кипекре те, Мӑн Явӑшра та вӗренӳ отличникӗсене хӑй ҫырнӑ кӗнекене парнелерӗ («Байконур: дороги в космос строятся на земле»), «Сыны Отечества» сборникӑн черетлӗ кӑларӑмне хӑварчӗ. В.Тихонов космоспа ҫыхӑннӑ буклетсем нумай илсе ҫитернӗ. Эрик Васильевич, ҫавӑн пекех, уяв кучченеҫӗн йӗркипе, Мускавранах икӗ шкулти мӗнпур ачасемпе учительсене тивӗҫмелӗх шоколад коробкисем турттарса килнӗ.

И.В.Сталин юбилейӗн медальне Мӑн Явӑшра И.Л.Лаврентьевпа В.И.Толстова пачӗҫ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ юбилейӗн медальне илнисем хумханса калаҫрӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхне шанчӑклӑн хӳтӗлеме паян та чӑн-чӑн халӑх ҫарӗпе флочӗ кирлӗ тесе палӑртрӗҫ. Совет салтакӗ хӑй мӗншӗн ҫапӑҫнине лайӑх пӗлнӗ, патшалӑхра заводсемпе фабрикӑсем, ҫӗрпе унӑн пуянлӑхӗсем ӗҫ халӑхӗн аллинче тӑнӑ, Совет ҫӗршывӗ пӗр пӗтӗмӗшле ҫемьери пек пурӑннӑ.

Каҫхине Мӑн Явӑшри культура ҫуртне лӑках тулнӑ халӑх Маргарита Туринген тата «Сеспель» ансамблӗн концертне пӑхнӑ. Артистсене Эрик Васильев чӗнсе илнӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех