Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫупса (тĕпĕ: ҫуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман пата ҫывӑхрах пычӗ те питрен хытӑ ҫупса ячӗ.

Подошел ближе ко мне и сильно ударил по щеке.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫынсем алӑ ҫупса хавхалантарни те пулӑшрӗ пулӗ ӑна.

Ей, наверное, помогла поддержка аплодисментами.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ, чылайӑшӗ сцена умне тухса ташларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

22. Вӑл ҫапла каласан, ҫавӑнта тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха? тенӗ.

22. Когда Он сказал это, один из служителей, стоявший близко, ударил Иисуса по щеке, сказав: так отвечаешь Ты первосвященнику?

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Эсир, ӑслӑ ҫынсем, ӑссӑрсене хапӑллатӑр: 20. вӗсем мӗн тунине чӑтатӑр — хӑвӑра пусмӑрлакана, хӑвӑртан тӑранса пурӑнакана, хӑвӑртан ытлашши пуҫтаракана, хӑйне асла хуракана, питӗртен ҫупса яракана чӑтатӑр.

19. Ибо вы, люди разумные, охотно терпите неразумных: 20. вы терпите, когда кто вас порабощает, когда кто объедает, когда кто обирает, когда кто превозносится, когда кто бьет вас в лицо.

2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Хӑвна питӳнтен пӗр енчен ҫупса яракана эсӗ тепӗр енне те ҫавӑрса пар; санран ҫиелти тумтирне туртса илекене кӗпӳне илме те ан чар.

29. Ударившему тебя по щеке подставь и другую, и отнимающему у тебя верхнюю одежду не препятствуй взять и рубашку.

Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: усалпа ан хирӗҫ; кам сана сылтӑм питӳнтен ҫупса ярать, эсӗ ӑна сулахаййине те ҫавӑрса пар; 40. кам санпа сутлашса санӑн кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар; 41. кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм пыма хистет, унпа пӗрле иккӗ кай.

39. А Я говорю вам: не противься злому. Но кто ударит тебя в правую щеку твою, обрати к нему и другую; 40. и кто захочет судиться с тобою и взять у тебя рубашку, отдай ему и верхнюю одежду; 41. и кто принудит тебя идти с ним одно поприще, иди с ним два.

Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сан ҫинчен хыпар илтнисем пурте сан инкекӳшӗн алӑ ҫупса савӑнӗҫ, мӗншӗн тесен санӑн ӗмӗрхи усаллӑху кама кӑна ҫитмен пулӗ?

Все, услышавшие весть о тебе, будут рукоплескать о тебе, ибо на кого не простиралась беспрестанно злоба твоя?

Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Эпӗ алӑ ҫупса тӑрӑп, Хамӑн ҫиллӗме кантарӑп; Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм.

17. И Я буду рукоплескать и утолю гнев Мой; Я, Господь, сказал.

Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Унсӑрӑн вӑл ҫылӑхӗ ҫумне ҫылӑх хушӗ — Турӑран татӑлса ӳкӗ, пирӗн хушшӑмӑрта алӑ ҫупса ҫӳрӗ, Турра хирӗҫ тата ытларах каласа тултарӗ.

37. Иначе он ко греху своему прибавит отступление, будет рукоплескать между нами и еще больше наговорит против Бога.

Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Эпӗ патшана тата унӑн сылтӑм енче ларакан Апаминӑна — мухтавлӑ Вартак хӗрне, патша ҫум-арӑмне — курнӑ; 30. ҫавӑ вара патшанӑн пуҫкӑшӑльне хывса илетчӗ те хӑй пуҫне тӑхӑнтартатчӗ, сулахай аллипе патшана питрен ҫупса илетчӗ.

29. Я видел его и Апамину, дочь славного Вартака, царскую наложницу, сидящую по правую сторону царя; 30. она снимала венец с головы царя и возлагала на себя, а левою рукою ударяла царя по щеке.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран мӗнле ҫулпа пӑрӑнса кайнӑ-ши вара? тенӗ.

23. И подошел Седекия, сын Хенааны, и ударил Михея по щеке, и сказал: по какой это дороге отошел от меня Дух Господень, чтобы говорить в тебе?

2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран уйӑрӑлса кайнӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ? тенӗ.

24. И подошел Седекия, сын Хенааны, и, ударив Михея по щеке, сказал: как, неужели от меня отошел Дух Господень, чтобы говорить в тебе?

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ачасем пухӑннисем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хак панишӗн хӑпартлансах кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫамрӑк юрӑҫ Резил Шарафутдинов илемлӗ юрӑ шӑрантарнӑ чухне куракансем пӗрле юрларӗҫ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Арҫын ача юрласа пӗтерсен куракансем ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.

После того, как мальчик закончил петь, зрители поблагадорили его бурными аплодисментами.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех