Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Лк 6

Пай: Библи –> Лука ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 12:10

Пуплевӗш: 54; Сӑмах: 817

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Пасхӑн иккӗмӗш кунӗ хыҫҫӑнхи малтанхи шӑматкун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ; Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе шӗкӗлчесе ҫинӗ. 2. Хӑш-пӗр фарисейсем вӗсене: мӗншӗн эсир шӑматкун тума юраманнине тӑватӑр? тенӗ. 3. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: пӗрре Давид хӑй те, унпа пӗрле пулнисем те выҫӑ аптӑрасассӑн мӗн туни ҫинчен вуламан-им эсир? 4. Епле вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе священниксемсӗр пуҫне урӑх никамӑн та ҫиме юраман парне ҫӑкӑрӗсене илсе хӑй те ҫинӗ, хӑйпе пӗрле пулнисене те панӑ? тенӗ. 5. Тата каланӑ вӗсене: Этем Ывӑлӗ — шӑматкунӑн хуҫи те, тенӗ.

6. Иисус тепӗр шӑматкун та синагогӑна кӗрсе халӑха вӗрентнӗ. Унта сылтӑм алли хӑрнӑ ҫын пулнӑ. 7. Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Ӑна айӑпламалли сӑлтав тупасшӑн, Вӑл шӑматкун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна сӑнаса тӑнӑ. 8. Вӑл, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе, хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна каланӑ: тӑр та варрине тухса тӑр, тенӗ; лешӗ тӑнӑ та варрине тухса тӑнӑ. 9. Унтан Иисус вӗсене каланӑ: Эпӗ сирӗнтен ыйтам-ха: шӑматкун мӗн тумалла? ырӑ тумалла-и е усал тумалла-и? чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле-и? тенӗ. Лешӗсем чӗнмен. 10. Унтан пурин ҫине те пӑхса илнӗ те ҫав ҫынна: аллуна тӑс, тенӗ. Вӑл ҫапла тунӑ та, алли тӳрленсе тепӗри пекех пулса тӑнӑ. 11. Лешӗсем вара, тилӗрсе кайсах, ку Иисуса мӗн тӑвар-ши? тесе пӗр-пӗринпе канашланӑ.

12. Ҫав кунсенче Иисус ту ҫине кӗлтума улӑхнӑ, унта ҫӗрӗпе Турра кӗлтунӑ. 13. Тул ҫутӑлсан Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе, вӗсенчен вуниккӗшне суйласа илнӗ; вӗсене апостол тесе ят панӑ; 14. акӑ вӗсем: Хӑй Петр тесе ят хунӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков тата Иоанн, Филипп тата Варфоломей, 15. Матфей тата Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков тата Зилот теекен Симон, 16. Иаков ывӑлӗ Иуда тата кайран Хӑйне тытса паракан Иуда Искариот.

17. Иисус вӗсемпе ту ҫинчен ансассӑн тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ; унта Унӑн вӗренекенӗсем те нумаййӑн пулнӑ, тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен те нумай халӑх пуҫтарӑннӑ; 18. вӗсем Вӑл вӗрентнине итлеме, чирӗсенчен сывалма пынӑ; усал сывлӑш ернипе асапланакансем те сывалнӑ. 19. Пӗтӗм халӑх Ӑна сӗртӗнесшӗн тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унран хӑват тухса пурне те сыватнӑ. 20. Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине пӑхса каланӑ:
Мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ: сире Турӑ Патшалӑхӗ пулӗ.

21. Халӗ выҫӑхса ҫунакансем телейлӗ: эсир тӑранӑр.

Халӗ йӗрекенсем телейлӗ: эсир савӑнса хӗпӗртӗр.

22. Сире ҫынсем Этем Ывӑлӗшӗн курайми пулсассӑн, хӑвӑра хӑваласа ярсассӑн, хӑртсассӑн, сирӗн ҫинчен усал ят сарсассӑн, эсир телейлӗ пулӑр. 23. Ҫав кун савӑнӑр, хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ. Ӗнтӗ вӗсенӗн ашшӗсем пророксене ҫапла хӗсӗрленӗ.

24. Сире вара, пуянсем, хуйхӑ ҫитӗ! Эсир ӗнтӗ хӑвӑр савӑнӑҫа илтӗр. 25. Халӗ ытлашшипех тутӑскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Эсир выҫӑ аптӑрӑр. Халӗ хавассӑн кулакансем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Эсир уласа йӗрсе ярӑр. 26. Сирӗн ҫинчен пурте мухтаса калаҫсассӑн, хуйхӑ ҫитӗ сире! Ӗнтӗ вӗсенӗн ашшӗсем суя пророксене ҫапла мухтанӑ.

27. Сире, итлесе тӑракансене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, 28. хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн кӗлтӑвӑр. 29. Хӑвна питӳнтен пӗр енчен ҫупса яракана эсӗ тепӗр енне те ҫавӑрса пар; санран ҫиелти тумтирне туртса илекене кӗпӳне илме те ан чар. 30. Хӑвӑнтан ыйтакана кирек кама та пар, хӑвӑнне илнӗ ҫынран каялла ан шыра. 31. Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр. 32. Хӑвӑра юратакансене ҫеҫ юратсан, сире уншӑн мӗн сӑвап пулӗ? хӑйсене юратакансене ҫылӑхлӑ ҫынсем те юратаҫҫӗ. 33. Хӑвӑра ырӑ тӑвакансене ҫеҫ ырӑ тусассӑн, уншӑн сире мӗн сӑвап пулӗ? ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫапла тӑваҫҫӗ. 34. Кивҫен панӑ чухне эсир ӑна каялла илессе шанса шанчӑклӑ ҫынна ҫеҫ паратӑр пулсассӑн, сире уншӑн мӗн сӑвап пулӗ? панӑ чухлех каялла илессе шанса, ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫылӑхлисене кивҫен параҫҫӗ. 35. Эсир вара хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, вӗсене ырӑ тӑвӑр, каялла илессе шанмасӑрах кивҫен парӑр; вара сире пысӑк сӑвап пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ывӑлӗсем пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл пархатарсӑррисемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ. 36. Ҫапла ӗнтӗ Аҫӑр епле ырӑ кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр.

37. Ан айӑплӑр, хӑвӑра та айӑпламӗҫ; ан хурлӑр, хӑвӑра та хурламӗҫ; каҫарӑр, хӑвӑра та каҫарӗҫ; 38. парӑр, хӑвӑра та парӗҫ: тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чӗркӗр ҫине хывӗҫ; ҫапла ӗнтӗ мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ, тенӗ. 39. Вӗсене ытарӑш та каласа панӑ: суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳреет-и? вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкмӗҫ-и? 40. Вӗренекен хӑйне вӗрентекенӗнчен аслӑ пулмасть; анчах та, вӗренсе ҫитсессӗн, кашнийӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать. 41. Мӗншӗн эсӗ хӑвӑн тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫӑнти пӗренене асӑрхамастӑн? 42. Хӑвӑн куҫӑнти пӗренене курмастӑн пулсассӑн, епле-ха эсӗ тӑванна: «тӑванӑм, сан куҫӑнти ҫӳппе кӑларам-ха» тесе калама пултаратӑн? Икӗ питлӗскер! малтан хӑвӑн куҫӑнти пӗренене кӑлар, вара тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине курӑн. 43. Лайӑх йывӑҫ начар ҫимӗҫ тумасть; начар йывӑҫ та лайӑх ҫимӗҫ тумасть. 44. Кирек епле йывӑҫа та ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Кӳкен йывӑҫҫи ҫинчен смоква татмаҫҫӗ, йӗплӗ тӗм ҫинчен иҫӗм ҫырли пуҫтармаҫҫӗ. 45. Ырӑ ҫын хӑйӗн чӗринче ырри нумайран ыррине кӑларать, усал ҫын хӑйӗн чӗринче усал нумайран усаллине кӑларать, мӗншӗн тесессӗн этем чӗлхи-ҫӑварӗ чӗри туллирен калаҫать.

46. Мӗншӗн эсир Мана: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Ҫӳлхуҫамӑр! тесе чӗнетӗр, хӑвӑр Эпӗ каланине тумастӑр? 47. Ман патӑма килекен, Манӑн сӑмахӑмсене итлесе, вӗсене пурӑнӑҫлакан ҫын кам евӗрлине каласа парам-ха сире. 48. Вӑл тарӑн алтса кӗрсе, никӗсне чул ҫине хурса ҫурт лартнӑ ҫын евӗрлӗ; шыв тулнӑ вӑхӑтра ҫав ҫурт патне шыв пырса капланнӑ, анчах ӑна хускатайман, мӗншӗн тесессӗн ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ. 49. Манӑн сӑмахӑмсене итлесе те хӑй вӗсене пурӑнӑҫламан ҫын — ҫуртне ҫӗр ҫине никӗссӗрех туса лартнӑ ҫын евӗрлӗ: ҫурчӗ патне шыв пырса каплансан, вӑл ҫавӑнтах ишӗлсе аннӑ; ҫав ҫурт ишӗлни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех