Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пулӑҫӑ

Автор: Сувар

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хушнӑ: 2016.07.11 13:02

Пуплевӗш: 30; Сӑмах: 306

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Ялти шкулта тӑватӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн кӳршӗ ялӑн шкулне ҫӳреме тытӑнтӑмӑр. Чие Ӗшни пиртен ҫухрӑм ытларах анчах пулнипе шкула ирхине кайса уроксем пӗтнӗ хыҫҫӑн киле таврӑнаттӑмӑр.

Ҫак ялсем хушшинче ҫулран инҫех те мар пӗчӗк ҫырма пур (Путек ҫырми). Ӗҫсӗр аптранӑ хӑш-пӗр ватӑ стариксем унта пулӑ тытма та ҫӳрекелеҫҫӗ.

Вӑл кун ҫанталӑкӗ те питӗ лайӑхчӗ. Ирхине юлташсемпе иртсе пынӑ май пӑхатпӑр – пӗр старик пулӑ тытать. Маратине силлет те ҫерем ҫине пулӑсем ӳкни курӑнать. Пӗлместӗп мӗн шухӑшларӗҫ юлташсем, эпӗ вара: «Паян киле пулӑсӑр таврӑнмастӑп», – терӗм. Таврӑннӑ чух инҫетрен пӑхса килетӗп, никам та курӑнмасть. Савӑннипе хыпаланса чупса ҫитрӗм. Маратин аврисем ҫатан шалҫисенчен вӑрӑмрах пулнипе таҫтанах курӑнса тӑраҫҫӗ. Пӗрне ҫӑлса кӑлартӑм та ҫерем ҫине илсе тухса пӗрре анчах силлерӗм, хыҫран: «Чо-во де-ла-ешь!», – тенӗ тискер сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Ҫаврӑнса пӑхрӑм та ман ҫумра пулӑҫӑ (ӑна Ваняшин-хирург тетчӗҫ) тӑрать. Ман пата ҫывӑхрах пычӗ те питрен хытӑ ҫупса ячӗ. Эпӗ шанк хытса кайрӑм, алӑсем те, урасем те вырӑнтан куҫмаҫҫӗ. Пирӗн ҫумрах ҫӗр ҫинче пӗчӗк патак выртать, старик ӑна илме пӗшкӗнсен эпӗ куян пек тапса сикрӗм. Юлташсем ҫав вырӑнтах пирӗн ҫине «спектакль» курнӑ пек пӑхса тӑраҫҫӗ. Пӗри те пӗр сӑмах чӗнмесӗр килелле утрӑмӑр. Мана вӗсен умӗнче мӗнле намӑс пулнине хам кӑна пӗлетӗп.

Килте нумай та вӑхӑт иртмерӗ, атте ӗҫрен таврӑнчӗ. Анне сӗтел ҫине апат хатӗрлерӗ те ҫиме лартӑмӑр.

– Тетюк, мӗншӗн-ха паян эсӗ пулӑ пӗҫермерӗн? – ыйтрӗ атте.

– Ахванеҫ, мӗн калаҫса ларатӑн, эпӗ сана ӑнланмарӑм, – терӗ анне.

Атте эпӗ мӗнле пулӑ тытни ҫинчен, аннене хӑй курнӑ ҫын пек каласа пачӗ те ман ҫума пырса ларчӗ.

– Ывӑлӑм, паян эсӗ тӗлӗнмелле начар япала тунӑ. Ун ҫинчен хамӑр ялта анчах мар, кӳршӗ ялта та пӗлеҫҫӗ. Тӗнчере «вӑрӑ» сӑмахран начар сӑмах пулман, вӑл ятран хӑтӑлма пурнӑҫра питӗ нумай лайӑх ӗҫ тумалла. Нихӑҫан та ҫыннӑн япалине илме ан тӑрӑш, тупнӑ япалана та хуҫине тавӑрса пар, – терӗ атте.

Аттен сӑмахӗсем ӗмӗрлӗхех асра юлчӗҫ. Кун ҫинчен ачасене кӑна мар, мӑнуксене те каласа паратӑп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех