Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иов 34

Пай: Библи –> Иов кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.16 11:40

Пуплевӗш: 34; Сӑмах: 424

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Елиуй малалла каланӑ:
2. манӑн сӑмахӑма итлӗр, ӑсчахсем,
хӑлхӑра ман еннелле тайӑр, ӑслӑ-пуҫлӑ ҫынсем!

3. Ҫӑвар апат тутине пӗлнӗ евӗр,
хӑлха та сӑмахсене уйӑрса илет.

4. Хамӑр хушшӑмӑрта канаш тӑвар та
мӗн лайӑххине палӑртар.

5. Акӑ Иов каларӗ-ха: «эпӗ тӳрӗ,
анчах Турӑ мана сутпа тӳрре тухма памарӗ.
6. Апла тӳрӗлӗхӗме суя вырӑнне хумалла-и манӑн?

Пӗр айӑпсӑрах тӳрленми суранлантӑм» терӗ.

7. Иов пек ҫын тата пур-ши?

Мӑшкӑлласа калаҫни уншӑн шыв ӗҫни евӗр ҫеҫ;
8. йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансемпе пӗрлешет вӑл,
ҫылӑхлӑ ҫынсемпе явӑҫать.

9. Вӑл ӗнтӗ ҫапла каларӗ:
«Турра юрӑхлӑ пурӑнни этеме усӑ кӳмест» терӗ.

10. Эппин, итлӗр-ха мана, ӑслӑ ҫынсем!

Туррӑн тӗрӗсмарлӑх пулас ҫук,
Пурне те Тытса Тӑракан суя сут тӑвас ҫук:
11. Вӑл этеме ӗҫне кура тавӑрса парать,
кашнийӗ хӑйне тивӗҫлине илет.

12. Чӑнах, Турӑ тӗрӗсмарлӑх тумасть,
Пурне те Тытса Тӑракан сута тӳнтер кӑтартмасть.

13. Турӑсӑр пуҫне ҫӗре кам пӑхса усрать?

Пӗтӗм тӗнчене кам тытса тӑрать?

14. Эхер те Вӑл чӗрине хупса хурас пулсассӑн,
Хӑйӗн сывлӑшне, пурӑнӑҫ чӗмне каялла Хӑй патне илес пулсассӑн,
15. тӗнчери пӗтӗм чун ҫавӑнтах пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ,
этем каллех тӑпра пулса тӑрӗччӗ.

16. Ӑсу-тӑну пулсассӑн итле ҫакна,
тӑнла манӑн сӑмахӑма.

17. Тӳрӗлӗхе курайманскер пуҫ пулса тӑрайӗччӗ-и?

Пуринчен те Тӳррине епле айӑплӑн эсӗ?

18. Патшана: «эсӗ усал ҫын» теме юрать-и?
улпутсене: «эсир йӗркесӗр ҫынсем» теме юрать-и?

19. Вӑл вара чаплӑ ҫынсене те уяса тӑмасть,
пуяна та чухӑнран мала хумасть,
мӗншӗн тесессӗн вӗсене пурне те Унӑн алли пултарнӑ.

20. Вӗсем сасартӑк вилсе выртаҫҫӗ;
ҫӗр варринче халӑх пӑлханать те, вӗсем тӗп пулаҫҫӗ;
вӑйлисене те вӑйсӑрах хӑваласа кӑлараҫҫӗ.

21. Этемӗн ҫулӗ-йӗрӗ — Турӑ куҫӗ умӗнче,
Вӑл этемӗн пӗтӗм утӑмне курса тӑрать.

22. Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене тарса пытанмашкӑн
тӗттӗм кӗтес те, вилӗм ӗмӗлки те ҫук.

23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Вӑл этеме
Хӑй умне сута тӑма та чӗнмест.

24. Вӑйлисене Вӑл тӗпчесе тӑмасӑрах аркатать,
вӗсем вырӑнне урӑххисене лартать:
25. Вӑл вӗсен ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать,
хӑйсене ҫӗрле сирпӗтет те — вӗсем тӗп пулаҫҫӗ.

26-27. Турӑран пӑрӑннӑшӑн,
Унӑн ҫулӗсем ҫинчен шухӑшламаншӑн
вӗсене Вӑл, йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ пек,
ыттисем умӗнче пӗтерет,
28. апла мӗскӗнсем йӗни Ун патне ҫитнӗ,
Вӑл асап тӳсекенсем йынӑшнине илтнӗ.

29. Вӑл чӗнмест пулсассӑн, Ӑна кам айӑплатӑр?

Сӑнне пытарсассӑн, Ӑна кам курайтӑр?

Халӑхшӑн-и, пӗр ҫыншӑн-и ҫакӑ — пӗрех:
30. икӗ питлӗ ҫын патшара ан ларайтӑр,
халӑхшӑн таната ан пулайтӑр.

31. Турра ҫапла каламалла:
«ӗнтӗ тӳссе куртӑм, тек ҫылӑха кӗмӗп.
32. Пӗлместӗп пулсассӑн, вӗрентсемччӗ мана;
йӗркесӗр ӗҫ турӑм пулсассӑн, урӑх тумӑп» темелле.

33. Турӑ мӗн кӑтартасси эсӗ шухӑшланӑ пек пулмалла-им?

Эсӗ ҫакӑнпа килӗшместӗн,
апла санӑн суйламалла, манӑн мар;
мӗн пӗлетӗн — ҫавна кала.

34. Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсем ҫапла калӗҫ мана,
итлесе тӑракан ӑсчах та ҫапла тейӗ:
35. «Иов ӑссӑрла калаҫать,
унӑн сӑмахӗсем вырӑнлӑ мар».

36. Ман шутпа, йӗркесӗр ҫынсем пек калаҫнӑшӑн
Иова тӗплӗн сӑнаса пӑхмалла.

37. Унсӑрӑн вӑл ҫылӑхӗ ҫумне ҫылӑх хушӗ — Турӑран татӑлса ӳкӗ,
пирӗн хушшӑмӑрта алӑ ҫупса ҫӳрӗ,
Турра хирӗҫ тата ытларах каласа тултарӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех