Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лашасем тулхӑра-тулхӑра апат ҫини те ҫывракансем харлаттарни ҫеҫ илтӗнме пуҫларӗ; таҫта ҫывӑхах мар пӗр текерлӗк йӗчӗ, хутран-ситрен чӗнмен хӑнасем кайнипе-кайманнине тӗрӗслеме вӗҫсе килнӗ виҫӗ шур качаки чийлеткелерӗҫ; пӗчӗкҫӗ юханшыв хуллен шӑнкӑртата-шӑнкӑртата юхрӗ, анчах ҫак сасӑсем пӗри те шӑплӑха пӑсмарӗҫ, хытса ларнӑ сывлӑша вӑратмарӗҫ, пачах урӑхла, ҫутҫанталӑка тӗлӗрме кӑна пулӑшрӗҫ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Лашасем, тулхӑра-тулхӑра, васкамасӑр чӑмларӗҫ, Дениска вӗсем патӗнчех ҫӳрерӗ, хуҫасем хӑяр, кукӑль, ҫӑмарта ҫини хӑйшӗн ниме те пӗлтерменнине кӑтартасшӑн пулса, ҫине тӑрсах лашасен ҫурӑмӗсемпе хырӑмӗсене сӑрса илнӗ шӑна-пӑвана вӗлерес ӗҫпе тӑрмашрӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Шӑнкӑртатса юхакан тӑп-тӑрӑ шыв хӗрринчи хӑва сулхӑнӗнче кӑкшӑмри эрехпе йӑпанни сехетлӗхе те пулин чуралӑхра пурӑннине манӑҫтарать, пуҫ тӗлӗнчи туратлӑ йывӑҫ айӗнче ҫемҫе курӑк ҫине ларса, какай татӑкне помидорпа, хӑярпа, техӗмлӗ петрушкӑпа та хӑватлӑ пӑрӑҫпа сӗтеклентерсе ҫини патша апачӗ пекех туйӑнса каять, енчен тата сӗрме купӑс калакан вӑйҫӑ та пулсан — этем курман ырлӑх ӗнтӗ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сире икӗ хут ҫини кирлӗ мар, сирӗн икӗ хут ҫиес килмест пулмалла, ҫавӑнпа пулӗ ӗнтӗ.Вероятно, просто потому, что это вам не нужно, что этого вам не хочется.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирӗк те ӗҫлӗ-хӗллӗ пурнӑҫ, кӑшт ачаша вӗренни — хӑйӗн ӑшӑ та ҫемҫе вырӑнӗнче ачашланса выртни, хӑйма тата хӑймапа пӗрле печенисем ҫини, — ҫак пурнӑҫ Вера Павловнӑна питӗ килӗшет.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Арендаторӑн хураха ҫини ҫинчен пыракан калавӗ шӑпах ҫав меслет ҫинчен калать те ӗнтӗ.
X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ман пичче «Кашкӑрсем» ялӗнчи арендатор калавӗнчен ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ, темиҫе кун каялла вӑл пирӗн пата килнӗччӗ те «ҫыннӑн чӗрипе пӗверне ҫини» ҫинчен каласа панӑччӗ.
V // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
— Пурте; пӗрмаях ӑмӑртмалла чупни, путсӗр туйӑмсен яланхи вӑййи, уйрӑммӑнах ӗмӗтсӗрлӗх, пӗр-пӗрин ҫулне пӳлни, элек сарни, ҫынна ҫын ҫини, пӗр-пӗрне тӗртсе калани, пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити пӑхни килӗшмест; мӗн ҫинчен калаҫнине итлетӗн те пуҫ ҫаврӑнса каять, анраса каятӑн.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑмахран, ӑна хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнчи мачча ҫурӑкӗ хӑратман: вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ; пӳлӗмре яланах пӑчӑ сывлӑш пулни тата ниҫта тухмасӑр питӗрӗнсе ларни ҫын сывлӑхӗшӗн каҫхи нӳртен те сиенлӗ пулни унӑн пуҫне пырса та кӗмен; кашни кунах ытлашши ҫини хуллен-хулленех вилӗм патне илсе пырать, анчах вӑл ҫакна та хӑнӑхнӑ, унран хӑраман.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗнтӗ — ҫини те пулмарӗ, хытӑлла пӗҫернӗ ҫӑмартасене кӑп-кап хыпкаласах тӑранчӗҫ.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Татах мороженӑй илсе ҫирӗм эпӗ, мана мороженӑй паракан хӗр виҫҫӗмӗш порци те илнӗ чух ахӑлтатса кулса ячӗ, эпӗ ҫапла мороженӑй нумай ҫини ун кӑмӑлне питӗ кайрӗ пулмалла, куҫкӗски патне пырса ҫӳҫне тӳрлеткеле пуҫларӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пур таркӑнсем те Оренбургра выҫлӑх тата мур пурри ҫинчен, унта вилӗсене те хисепе хурсах ҫини ҫинчен калаҫҫӗ, вӑл пур — пурте ҫителӗклӗ, тесе ӗнентерет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпир иксӗмӗр те, апат ҫини нумаях пулмасть пулин те, ватӑсем мӗн-мӗн хурса янӑ-ши тесе, корзинкӑсене пӑхма пуҫларӑмӑр.Мы оба только что отобедали, но нужно же было посмотреть, что старики положили в наши корзины.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла ӗнтӗ, вӑл пирӗн кӑвайт патне тӑнӑ та авал мӗнле ҫини ҫинчен каласа парать.Итак, он стоит у нашего костра и рассказывает, как ели в старину.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ вӑл пирӗн кӑвайт патне те ҫитсе чарӑнать, астивсе пӑхать те сурса кӑларать, унтан вара авалхи вӑхӑтра, ҫӗр ҫул ӗлӗк-и, икҫӗр ҫул-и, мӗнле апат ҫини ҫинчен калама тытӑнать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Темӗнле каскӑн ҫынран балра ҫупкӑ ҫини мар-ши вӑл, ваше сиятельство? — терӗм.Не пощечина ли, ваше сиятельство, полученная им на бале от какого-то повесы?
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тем пекех ҫиес килсен те, Алексей турилккене аяккалла пӑрса лартрӗ; чылайччен ҫимесӗр касӑлнӑ хыҫҫӑн пӗр тӑруках нумай ҫини хӑйшӗн вилмеллех хӑрушӑ пуласса ӑнланчӗ вӑл.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑшт кӑна ҫини хӑйсен хырӑмӗнчен тӑрӑхланӑ пек ҫеҫ пулнӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ача кӗтекен хӗрарӑмсене симӗс пӑрҫан ҫамрӑк хутаҫне кунне темиҫе ҫини усӑллӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.
Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.
Паллах, чи усӑлли, татнӑ ҫырлана ҫийӗнчех ҫини.
Пӗрлӗхен // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№