Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кашниех витаминсемпе пуян

Автор: Сывлӑх

Ҫӑлкуҫ: Сывлӑх, 2015,11,03.

Хушнӑ: 2018.08.10 17:25

Пуплевӗш: 39; Сӑмах: 356

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Пӑрҫа йышшисем сывлӑха ырӑ витӗм кӳреҫҫӗ. Пӑрҫа акӑ чи авалхи культурӑсенчен пӗри шутланать. Ӗлӗк типӗ тытнӑ вӑхӑтра вӑл тӗп апат пулнӑ, вӑй-хала, сывлӑха йӗркере тытса тӑма пулӑшнӑ. Ача кӗтекен хӗрарӑмсене симӗс пӑрҫан ҫамрӑк хутаҫне кунне темиҫе ҫини усӑллӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Ку ҫимӗҫ витаминсен пуян комплексӗ пулнипе ҫыхӑннӑ.

Диабетиксем валли - пӑрҫа

Курӑк пайне шӑк хӑвалама, чулсене ирӗлтерме вӗретсе ӗҫеҫҫӗ. Пӑрҫин шӗвекӗ те ҫакӑн пекех витӗм кӳрет. Паллах, вӑл кӑшт вӑйсӑртарах. Ҫавӑнпа типӗтнӗ пӑрҫа яшки уйрӑмах паха.

Диабетпа чирлӗ ҫынсемшӗн те усӑллӑ. Пӑрҫари хром юнри сахӑр шайне чакарма, инулин организма углеводсене йышӑнма пулӑшаҫҫӗ.

Халӗ тата шурӑ пӑрҫа нут ӳстереҫҫӗ. Тутипе вӑл мӑйӑра аса илтерет, ӑна тӗрлӗ техӗмлӗх хушса хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл ахаль пӑрҫа пекех усӑллӑ.

Шӑнтсан та паха

Шурӑ, ула шалча пӑрҫи /фасоль/ - тутлӑ, лайӑх тӑрантакан, усӑллӑ апат. Унра протеинсем, А, В1, В2 витаминсем, кали, тимӗр, ытти минерал япалисем пур. Хырӑм ай парӗн шыҫҫипе /панкреатит/, япаласен ылмашӑнӑвӗ пӑсӑлнипе /уйрӑмах ватлӑх ҫулӗсенче/, пыршӑлӑх ӗҫӗ пӑсӑлнипе аптракансен час-часах ҫамрӑк шалча пӑрҫинчен хутаҫӗпе пӗрлех апат хатӗрлесе ҫимелле. Хутаҫӗнче организмри ылмашӑну ӗҫне йӗркелесе тӑракан, юнри сахӑр шайне чакарма пулӑшакан аргинин пур. Морозильникре шӑнтсан та хутаҫӗ ҫак пахалӑха ҫухатмасть.

Шалча пӑрҫинче хром пур, вӑл та диабетиксене кирлӗ. Усӑллӑ япаласем хутаҫӗнче уйрӑмах нумай. Диабетпа чирлӗ чухне ӑна хура ҫырла /черника/ ҫулҫипе хутӑштарсан лайӑх.

Куккурус ҫӳҫипе тата тинкӗле курӑкӗпе /толокнянка/ пӗрле пӳрен шыҫӑ чирӗсенчен сипленнӗ чухне усӑ кураҫҫӗ. Пӗр виҫепе куккурус ҫӳҫи, тинкӗле курӑкӗн ҫулҫи, шалча пӑрҫин хутаҫӗ илмелле. 40 грамм пухха тин вӗренӗ 1 литр шыва ямалла, шыв мунчине лартса 15-20 минут пиҫӗхтермелле, сӑрӑхтармалла. Пӗр талӑкра ултӑ сӑтӑрккӑпа ӗҫсе ямалла. Ҫапла сипленнӗ вӑхӑтра тӑварсӑр сӗт диетине пӑхӑнмалла.

Шута илме: куккурус ҫӳҫи хушнӑ препаратсемпе 15 кунлӑх курссемпе, 10 кунлӑх тӑхтавсем туса, сипленеҫҫӗ.

Шалча пӑрҫин микробсене хирӗҫле витӗмӗ пысӑк пулнине кура унпа ытти ҫивӗч инфекци чирӗсем аптратсан та усӑ кураҫҫӗ. Хырӑмлӑх сӗткенӗн йӳҫеклӗхӗ пӗчӗк чухнехи гастрит пулсан диета апатне шалча пӑрҫин нимӗрне кӗртеҫҫӗ.

Диета ҫимӗҫӗ

Нимӗҫ пӑрҫи /бобы/ белок апачӗпе туллин тивӗҫтерме пултарать. Белок унра пӑрҫара, шалча пӑрҫинче, ҫӑмартара, ӗне ашӗнче, сӗтре пурринчен чылай ытларах. Унсӑр пуҫне нимӗҫ пӑрҫинче нимӗнпе те улӑштарма ҫук аминойӳҫексем, клетчатка, пектин, С, В витаминсем, каротин нумай.

Калори шайӗпе ҫӗрулмирен - 3,5 хут, купӑстаран 6 хут ирттерет. Пӗҫернӗ нимӗҫ пӑрҫине организм шурӑ ҫӑкӑра йышӑннӑ пекех лайӑх йышӑнать. Ҫавӑнпа ӑна вар-хырӑм чирлӗ пулсан диета рационне кӗртме сӗнеҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех