Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарӑн (тĕпĕ: ҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9-мӗш Хӗрлӗ ҫарӑн аркатса тӑкнӑ полкӗсем Шашкин хуторӗ патӗнче, Медведица юханшывӗ тӗлӗнче, казаксене тытса чарма хӑтланчӗҫ, анчах вӗсене тепӗр хут вирлӗн пырса ҫапрӗҫ те, вӗсен ҫапӑҫусӑр-мӗнсӗр тенӗ пекех Грязе-Царицын чугун ҫул юппи патне ҫити чакса кайма тиврӗ.

Под хутором Шашкином на Медведице разгромленные полки 9-й красной армии пытались задержать казаков, но были снова сбиты и отступали почти до самой Грязе-Царицынской железнодорожной ветки, не оказывая решительного сопротивления.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каменски станици патне, 36 орудипе 140 пулемет хушса парса, 16000 яхӑн хӗҫпе штык (пехотӑпа кавалери салтакӗсем) куҫарса каяҫҫӗ; 1918 ҫулхи ҫу кунӗсенче ят тухас ҫул ҫитнӗ ҫамрӑк казаксенчен йӗркеленӗ ҫарӑн — ҫамрӑк ҫар текенскерӗн — юлашки утлӑ чаҫӗсемпе чи лайӑх полкӗсем вӗҫе-вӗҫӗн тӑсӑлса пыраҫҫӗ.

К Каменской перебросили около 16000 штыков и сабель при 36 орудиях и 140 пулеметах; подтягивались последние конные части и отборные полки так называемой молодой армии, сформированной летом 1918 года из молодых, призывного возраста, казаков.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав ушкӑнӑн ҫакӑн пек задача пулнӑ: кирлӗ самантра Фицхалауров генерал чаҫӗсемпе пӗрле 8-мӗш Хӗрлӗ ҫарӑн 12-мӗш дивизине хӑваласа ямалла та восстани тӑвакан Тури Дон казакӗсемпе пӗрлешес майпа 13-мӗшпе Урал дивизийӗсене флангпа тылран пырса ҫапмалла, унтан ҫурҫӗрелле шӑтарса тухмалла.

В задачу этой группы входило: в соответствующий момент, совместно с частями генерала Фицхелаурова, сбить 12-ю дивизию, составлявшую часть 8-й красной армии, и, действуя во фланг и тыл 13-й и Уральской дивизиям, прорваться на север, с тем чтобы соединиться с восставшими верхнедонцами.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тӑххӑрмӗш ҫарӑн экспедицилле бригадинчен.

— Экспедиционной бригады Девятой армии.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр эрнерен Саккӑрмӗш Хӗрлӗ ҫарӑн фронтне татса кӗрсе каяҫҫӗ.

Через неделю порвут фронт Восьмой красной армии.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗ Ҫарӑн хӑйсем ҫине тапӑнса килекен 33-мӗш Кубань дивизине Григорий вуникӗ чи лайӑх сотньӑпа каҫ пуличчен чарса тӑчӗ.

До вечера Григорий с двенадцатью отборными сотнями удерживал натиск красной 33-й Кубанской дивизии.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав вӑхӑтрах Донец патӗнче Хӗрлӗ Ҫарӑн 1919 ҫулхи наступленийӗн ӑнӑҫлӑхне татса паракан событисем ахӑрса каяҫҫӗ.

А в это время у Донца разыгрывались события, решавшие успех наступления Красной Армии в 1919 году.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фронтӑн ҫак участокне ҫамрӑк ҫарӑн чи лайӑх кадрӗсене, ҫапӑҫусенче пӗрре мар тӗрӗсленнӗ анат енчи полксене — Гундоровски, Георгиевски полкӗсемпе ыттисене куҫарса килеҫҫӗ.

На этот участок фронта были стянуты лучшие силы из обученных кадров молодой армии, испытанные низовские полки: Гундоровский, Георгиевский и другие.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хальхи вӑхӑтра, пӗлетӗр ӗнтӗ, Хӗрлӗ Ҫарӑн Сердовск полкне ертсе пыратӑп.

В настоящее время, как вам уже известно, командую в Красной Армии Сердобским полком.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен каялла чакакан чаҫӗсене ҫине-ҫинех тапӑнса, повстанецсем вӗсене Еланка леш енне хӳтерсе кӑларчӗҫ; хыҫалтан йӗрлесе кайма утлӑ ҫарӑн вунпӗр сотнине ячӗҫ те, ҫав сотньӑсем вара, хӗрлӗармеецсен эскадронне Затоловски хуторӗ ҫывӑхӗнчерехри сӑрт ҫинче хӑваласа ҫитсе, пӗр ҫын юлмиччен тураса тӑкрӗҫ.

Наседая на отступавшие красные части, повстанцы вытеснили их за речку Бланку, выпустили в преследование одиннадцать сотен конницы, и та на бугре, неподалеку от хутора Заталовского, настигла и вырубила целиком эскадрон красноармейцев.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗнтерессе вӗсем хӗрлӗармеецсен Мускав полкӗпе утлӑ ҫарӑн икӗ эскадронӗ хӗснипе каялла чакакан Еланскипе Букановски полкӗсене пулӑшма вӑйлӑрах ҫар чаҫӗсене илсе пынипе ҫӗнтерчӗҫ.

И одержали потому, что на помощь Еланскому и Букановскому полкам, отступавшим под напором Московского красноармейского полка и двух эскадронов кавалерии, были кинуты сильные подкрепления.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна шӑпах 9-мӗш Хӗрлӗ Ҫарӑн штабӗ Хопер шывӗн анат тӑрӑхӗнчи станицисенче ӗҫлеме янӑ Малкин комиссар йӗркеленӗ пулнӑ.

Дружину организовал тот самый комиссар Малкин, посланный штабом 9-й красной армии в низовые станицы Хопра.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Полкӗ ку вунсаккӑрмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, нимӗҫ фронтӗнчен поход йӗркипе таврӑннӑ чух, Хӗрлӗ Ҫарӑн пӗр отрячӗпе пӗрлешнӗ те граждан вӑрҫи фрончӗсенче ҫулталӑк ҫурӑ ҫапӑҫнӑ хушӑра та унти тӗп кадрсене улӑштарман, Заамуретсен ҫи-пуҫ япалисемпе хӗҫпӑшал таврашӗ кирлӗ таранах пур, лашасем самӑр, лайӑх вӗрентсе ҫитернӗскерсем.

Полк этот в начале восемнадцатого года в походе с немецкого фронта целиком влился в один из отрядов Красной Армии и за полтора года боев на фронтах гражданской войны еще сохранил основные кадры, Заамурцы были прекрасно экипированы, лошади их — сыты и вышколены.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисем патӗнчен тарса каҫнисемпе тыткӑна илнисен сӑмахӗнчен ҫакӑ паллӑ: Тӑххӑрмӗш Хӗрлӗ Ҫарӑн штабӗ Обливпа Морозовскинчен Вуниккӗмӗш дивизири икӗ кавалерийски полка, ҫав полксем ҫумне хушса панӑ виҫӗ батарейӑпа пулеметчиксен командисене, пилӗк заградительнӑй отряда пирӗн ҫине кӑларса янӑ.

Со слов перебежчиков и пленных установлено, что из Облив и Морозовской направлены штабом Девятой красной армии два кавалерийских полка, взятых из Двенадцатой дивизии, пять заградительных отрядов, с приданными к ним тремя батареями и пулеметными командами.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр ҫур сехетрен, утлӑ ҫарӑн ҫӑра речӗсем урамсемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр иртме пуҫласан, Григорий чӗрине мӑнаҫлӑ савӑнӑҫ ытамласа ҫупӑрларӗ: вӑл халиччен нихҫан та ҫакӑн чухлӗ ҫынпа ертсе пырса курманччӗ-ха.

Через полчаса, когда густые лавы конницы нескончаемо потекли по улицам, Григорий остро ощутил горделивую радость: такой массой людей он еще никогда не командовал.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах наступлени пуҫлама май килмест: Фомин патӗнчен тарса каҫнӑ пӗр казак Хӗрлӗ Ҫарӑн самаях пысӑк вӑйӗсем Гороховкӑра ҫӗр каҫма чарӑнни, вӗсем январӗн 5-мӗшӗнче Вешанскине пырса кӗме кирли ҫинчен пӗлтерет.

Но наступление сорвалось: перебежчик из фоминских казаков сообщил, что значительные силы Красной Армии ночуют на Гороховке и 5-го должны быть в Вешенской.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казак ҫарӗсем Ҫурҫӗр фронтран пӑрахса кайнӑ вырӑнсене, ҫӗр ҫухрӑма яхӑн, 8-мӗш Хӗрлӗ ҫарӑн чаҫӗсем кӗпӗрленсе кӗрсе йышӑнаҫҫӗ.

В образовавшийся на Северном фронте стоверстный прорыв хлынули части 8-й Красной Армии.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кивӗ ҫарӑн аслӑ унтер-офицерӗ.

Старший унтер-офицер старой армии.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сирӗн император величествине ҫывӑххӑн парӑннӑ пирӗн Ҫарӑн Зимовой станицинчи атаманне эпӗ ҫак полномочисемпе ятӑм: Сирӗн император величествинчен Аслӑ Дон Ҫарӗн хӑй тӗллӗн пурӑнма правасем пуррине, Кубань, Астрахань тата Терек ҫарӗсене тата Ҫурҫӗр Кавказа ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн, ҫак пӗтӗм федерацин Донпа Кавказ союзӗ ятпа хӑй тӗллӗн пурӑнма право пуррине йышӑнма ыйтма.

Атаман Зимовой станицы нашей при дворе вашего императорского величества уполномочен мною: Просить ваше императорское величество признать права Всевеликого Войска Донского на самостоятельное существование, а по мере освобождения последних кубанских, астраханских и терских войск и Северного Кавказа право на самостоятельное существование и всей федерации под именем Доно-Кавказского союза.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Добровольчески ҫарӑн тылӗ пулса тӑнӑ Ростовпа Новочеркасск хулисем офицерсемпе тулса ларнӑ.

Ростов и Новочеркасск, являвшиеся тылом Добровольческой армии, кишели офицерами.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех