Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XL

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.19 23:33

Пуплевӗш: 149; Сӑмах: 1508

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тӗрӗслесе пӗлнӗ хыҫҫӑн Усть-Хоперта нимӗнле дружина та туманни паллӑ пулчӗ. Пӗрине йӗркеленӗ-мӗн, анчах Усть-Хоперта мар, Букановски станицӑра. Ӑна шӑпах 9-мӗш Хӗрлӗ Ҫарӑн штабӗ Хопер шывӗн анат тӑрӑхӗнчи станицисенче ӗҫлеме янӑ Малкин комиссар йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫавӑн пирки каласа килчӗ те паҫӑр старовер-казак. Елански, Букановски, Слащевски тата Кумылженски станицӑсенчи коммунистсемпе совет работникӗсем ҫумне хӗрлӗармеецсене хушса панӑ та, ҫак дружина вара самаях пысӑк вӑй пулса тӑнӑ. Унта икҫӗр штык (пехотинец) шутланать, кунсӑр пуҫне тата темиҫе хӗҫлӗ (кавалеристлӑ) утлӑ разведка хушса панӑ. Дружина, Еланкӑпа Зимовнӑй шывӗсем тӑрӑх ту енчен наступлени тума талпӑнакан повстанецсен ҫулне Мускав полкӗн пӗр ротипе пӳлсе, вӑхӑтлӑха халь Букановскинче тӑрать.

Патша ҫарӗнче кадровӑй офицер пулнӑ ҫиллес те шӑрчах кӑмӑллӑ штаб начальникӗпе тата Мускаври Михельсон заводӗнче рабочире ӗҫленӗ политкомиссарпа калаҫса илнӗ хыҫҫӑн Штокман Усть-Хопертах, Мускав полкӗн 2-мӗш батальонӗнче, юлма шутларӗ. Тӑлавар тӗркисем, телефон пӑралукӗн купчашкисемпе ытти тӗрлӗ ҫар япалисем купаласа хунӑ таса пӳлӗмре Штокман чылайччен Политкомпа калаҫса ларчӗ.

— Куратӑн-и, юлташ, — терӗ васкамасӑр сарӑ питлӗ лутака комиссар, аппендицит каса-каса ыратнипе аптраканскер, — кӑткӑс механика кунта. Ман патра ытларахӑшӗ ак Мускавпа Рязань йӗкӗчӗсем, тата Чулхуларан кӑштах пур. Ҫирӗп ҫамрӑксем, чылайӑшӗ рабочи. Нумай пулмасть-ха кунта Вунтӑваттӑмӗш дивизин пӗр эскадронӗ тӑчӗ, унтисем вара тытӑнкӑсӑр. Каялла Усть-Медведицӑна тавӑрса яма тиврӗ… Эсӗ юл, ӗҫ пайтах кунта. Халӑхпа ӗҫлес, ӑнлантарас пулать. Эсӗ пӗлетӗн вӗт-ха, казаксем вӗсем… Кунта хӑлхана чӑнк тӑратса ҫӳремелле.

— Куна пурне те санран каях ӑнланмастӑп эпӗ, — комиссар хӑйне асла хурса калаҫнине хирӗҫ йӑл кулса тата унӑн сарӑхса кайнӑ чирлӗ куҫ шуррисем ҫине пӑхса каларӗ Штокман. — Кала-ха вӑт мана: мӗнлескер вӑл — Букановскинчи комиссар?

Политком касса тикӗсленӗ сӑрӑ сухалне шӑлса илчӗ, кӑвакрах ҫурта тӗслӗ куҫ хупанкисене вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӑна ҫӗклесе, сӳрӗккӗн хуравларӗ.

— Унта пӗр вӑхӑтра ытлашширех хӑтланни пулчӗ-ха ун. Йӗкӗчӗ аванскерех, анчах политикӑллӑ лару-тӑрӑва пит ӑнкарсах пӗтереймест. Ара, вӑрман касаҫҫӗ, турпас сирпӗнет… Халӗ вӑл станицӑсенчи арҫынсене Россия варрине куҫарать… Кӗр завхоз патне, вӑл сирӗн кошта кӗртет, — терӗ комиссар, питне-куҫне тертлӗн пӗркелентерсе, ҫулланнӑ ватка шӑлаварне аллипе тытса.

Тепӗр ирхине 2-мӗш батальон, тревогӑпа вӑранса, винтовкӑсемпе хӑвӑрт строя йӗркеленсе тӑчӗ, перекличка пулса иртрӗ. Пӗр сехетрен батальон походри колоннӑсемпе Крутовски хуторӗ еннелле кайма тапранчӗ.

Тӑватшар ҫынлӑ пӗр ретре Штокман, Кошевой тата Иван Алексеевич юнашар утрӗҫ.

Крутовскине ҫитсен, Дон леш енне утлӑ разведка ячӗҫ. Ун хыҫӗнчен колонна Дон урлӑ каҫрӗ. Сарӑрах хӑмӑр тислӗкпе витӗннӗ лӗпӗшке ҫул ҫинче унта та кунта шыв кӳлленчӗкӗсем палӑраҫҫӗ. Дон ҫинчи пӑр тӗтӗм пек кӑваккӑн хампӑчланса выртать. Ҫыран хӗрринчи пысӑк мар катрамсем картасем ҫинех кӗрсе кайнӑ. Хыҫран, сӑрт ҫинчен, батарея Елански хуторӗ хыҫӗнче курӑнакан ҫӑра ӳснӗ тирек катисем ҫинелле снаряд хыҫҫӑн снаряд кӑлара-кӑлара ярать. Батальонӑн, казаксем пӑрахса кайнӑ Елански хуторӗнчен иртсе, Елански станица еннелле куҫмалла, унтан, З-мӗш батальонӑн Букановски енчен наступлени тӑвакан ротипе ҫыхӑнса, Антонов хуторне пырса йышӑнмалла. Диспозици тӑрӑх батальон командирӗн хӑйӗн чаҫне Безбородов хуторӗ патнелле ертсе каймалла пулчӗ. Утлӑ разведка кӗҫех Безбородов енче тӑшмана тупайманни, хутортан сылтӑмарах, пӗр тӑватӑ ҫухрӑмра пулӗ, ҫине-ҫинех перкелешни ҫинчен хыпар ҫитерчӗ.

Хӗрлӗармеецсен колонни ҫийӗн, таҫта ҫӳлте, вичкӗннӗн вшиклетсе снарядсем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ. Инҫетре те мар, ҫӗре кисретсе, гранатӑсем ҫурӑлаҫҫӗ. Хыҫалта, Дон ҫинче, пӑр шатӑртатса кайрӗ. Иван Алексеевич ҫавӑрӑнса пӑхрӗ.

— Шыв хӑпарать пулас.

— Ку вӑхӑтра Дон урлӑ каҫни уссӑр, — кӳренчӗклӗн мӑкӑртатрӗ Мишка, халӗ те-ха пехота салтакӗ пек ҫивӗччӗн те пӗр ураран утма хӑнӑхаймасӑр. — Пӑр ура айӗнчех лаштӑр анса кайма пултарать.

Штокман умра пыракан хӗрлӗармеецсен пиҫиххипе карӑнтарса ҫыхнӑ ҫурӑмӗсене, сывласа тарлатнӑ, тӗтӗм пек кӑвак штыклӑ винтовка кӗпҫисем пӗр виҫеллӗн енчен енне сулкаланнине пӑхса пычӗ. Унтан вӑл хыҫалалла тинкерсе илчӗ те хӗрлӗармеецсен сивлек те сӳрӗк, кашни хӑйне расна, ҫав хушӑрах виҫесӗр пӗрешкел сӑнӗсене курчӗ, пилӗк кӗтеслӗ хӗрлӗ ҫӑлтарлӑ кӑвак ҫӗлӗксем, кивелсе сарӑхнӑ е ҫӗнӗрех пирки кӑштӑрка ҫутӑ тӗслӗ сӑрӑ шинельсем ӗмӗлтетсе чухеннине курчӗ; похода тухнӑ ҫынсен пысӑк ушкӑнӗ сӗлкӗшлӗ юра ашса йывӑррӑн утнине, уҫӑмсӑррӑн калаҫнине, тӗрлӗ сасӑллӑн ӳсӗрнине, флягӑсем чӑнклатнине илтрӗ; нӳрелсе лӳчӗркеннӗ атӑсен, махорка тӗтӗмӗн, чӗн амуницин чуна кӑтӑклантаракан шӑршине сывларӗ. Куҫӗсене кӑштах хупса, вӑл ыттисемпе пӗр тикӗс утма тӑрӑшрӗ, ҫак ӗнер ҫеҫ курман-пӗлмен йӗкӗтсене пурне те хӑй халь пӗтӗм чун ӑшшипеле савса кӑмӑлланине туйрӗ. «Ку аван-ха, анчах мӗншӗн вӗсене халь эпӗ нихҫанхинчен ытла юратса хӗрхенсе пӑрахрӑм? Мӗн-ши кунта пӗрлештерсе тӑраканни? Ну, пӗр идея тейӗпӗр… Ҫук, идея ҫеҫ те мар-ха, ӗҫӗ хӑй те, ахӑр. Тата мӗн? Тен, хӑрушлӑхпа вилӗм ҫывӑх пулнӑран ҫапла? Темшӗн тӑванран та тӑваннӑн туйӑнаҫҫӗ вӗсем мана халь», — шухӑшларӗ вӑл. Унтан куҫӗсемпе кулса илчӗ. «Нивушлӗ ватӑлатӑп, ара?»

Штокман хӑй умӗнче утса пыракан хӗрлӗармеецӑн патвар, йӑрӑс тӳрӗ те тӑлпан хул-ҫурӑмӗ ҫине, шинель ҫухипе ҫӗлӗкӗ хушшинче курӑнакан хӗрлӗ те таса, кӗреш каччӑнни пек ҫаврака майӗ ҫине тӑван ашшӗ пек киленсе пӑхрӗ, унтан куҫне юнашар утакан кӳрши ҫине куҫарчӗ. Юн тӗслӗрех ҫутӑ хӗрлӗ, лайӑх хырӑнӑ кӗре сӑн-пит, ҫӑт чӑмӑртанӑ ҫирӗп те ҫӳхе тута; хӑй — ҫӳллӗ, анчах кӑвакарчӑн пек йӑрӑс та тӑпӑл-тӑпӑл; пушӑ аллине ним сулламан пек утса пырать, питне-куҫне темӗн ыратнӑ пек пӗркелентернӗ, куҫ хӗррисенче — ватӑ ҫын пӗркеленчӗкӗсен каркаланчӑкӗ. Вара Штокманӑн калаҫас килсе кайрӗ.

— Ҫарта чылайранпа-и, юлташ?

Кӳршӗ ҫутӑрах хӑмӑр куҫӗсене Штокман ҫинелле сиввӗн те кӑшт чалӑшшӑнрах тинкерсе пӑхса илчӗ.

— Вунсаккӑрмӗш ҫултанпа, — сӑрӑхтарса каларӗ шӑл витӗр.

Типпӗн хуравласа каланӑ сӑмах Штокмана кӳрентермерӗ.

— Ӑҫтисем-ха?

— Ентеше шыратӑн-и, атте?

— Ентеше хавас пулӑттӑм.

— Мускавсем эпӗ.

— Рабочи?

— Ӑхӑ.

Штокман кӳршӗ алли ҫине пӑхса илчӗ. Тимӗрпе ӗҫленӗ йӗрсене вӑхӑт тикӗслеме ӗлкӗреймен-ха.

— Металлист-и?

Унтан каллех хӑмӑр куҫсем Штокман пичӗпе кӑшт кӑвакара пуҫланӑ сухалӗ ҫийӗн шуса иртрӗҫ.

— Металпа ӗҫлекен токарь. Эсӗ те ҫав-и? — унтан сивлеккӗн пӑхакан хӑмӑр куҫ хӗррисем ӑшшӑн ҫуталнӑ пек пулчӗҫ.

— Эпӗ слесарь пулнӑ… Эсӗ мӗн пӗрехмай питне пӗркелентерсе пыратӑн, юлташ?

— Атӑ урана шӑйӑрать, типсерех кайнӑ. Ҫӗрле секретра пулса та, йӗпетрӗм урана.

— Хӑрамастӑн-и? — тавҫӑрнӑ пекрех йӑл кулса илчӗ Штокман.

— Мӗнрен?

— Мӗнле — мӗнрен, ҫапӑҫӑва каятпӑр…

— Эпӗ — коммунист…

— Коммунистсем-мӗн-ха, хӑрамаҫҫӗ-и вилӗмрен? Ҫав ҫынсемех мар-и ара вӗсем? — калаҫӑва хутшӑнчӗ Мишка.

Штокман кӳрши Мишка ҫинелле пӑхмасӑрах винтовкине ҫӑмӑллӑн тӳрлетсе тытрӗ те, кӑштах шухӑша кайса, хуравларӗ:

— Эсӗ, шӑллӑм, кунашкал ӗҫе пит тӗшмӗртсех пӗтерейместӗн-ха. Манӑн юрамасть хӑрама. Хама хам ҫапла хытартӑм, — ӑнлантӑн-и? Ҫавӑнпа та эсӗ таса алсасӑр ман ӑшчике ан кӗрсе кай… Эпӗ пӗлетӗп кампа мӗншӗн вӑрҫнине, хамӑр ҫӗнтерессе те пӗлсех тӑратӑп. Ку чи кирли вӑл. Ытти-хытти пурте ҫӳпӗ! — Унтан темскер аса илсе йӑл кулчӗ те, Штокман ҫинелле хӑяккӑн пӑхса, калама пуҫларӗ:  — Пӗлтӗр эпӗ Украинӑра Красавцев отрядӗнче пулнӑччӗ, ҫапӑҫусем пулчӗҫ. Пире пӗрехмаях хӗсрӗҫ. Ҫухатусем ӗнтӗ. Аманнисене пӑрахса хӑваракан пултӑмӑр. Кӗҫех тата Жмеринка патӗнче хупӑрласа илме тытӑнчӗҫ. Пирӗн шуррисен ункинчен чугун ҫул линийӗ урлӑ ҫӗмӗрсе тухмаллаччӗ. Вӗсен бронепоездне хамӑр пата ярас мар тесен, ҫаксен тылӗнчи юханшыв урлӑ хывнӑ кӗтере сывлӑша сиктерсе, ҫӗр хута лини урлӑ каҫмаллаччӗ. Кӑмӑлпа каясшӑннисене чӗнеҫҫӗ. Ҫук ун пеккисем. Коммунистсем — эпир сахаллӑнчӗ унта — калаҫҫӗ: «Шӑпа ярӑпӑр, пирӗнтен хӑшне тухать», — теҫҫӗ. Эпӗ шухӑшласа пӑхрӑм та хайхи — хамах килӗшрӗм. Шашкӑсем, шнур, шӑрпӑк илтӗм, тухса кайрӑм хай юлташсемпе сывпуллашса. Каҫӗ пӑч-тӗттӗм, тӗтреллӗ. Пӗр ҫӗр чалӑш чухлӗ пуль кайсан, хырӑмпа шӑва пуҫларӑм. Вырман ыраш уйӗпе, унтан тата ҫырмапа шуса пытӑм. Ҫырмаран упаленсе хӑпарма тытӑнтӑм та, халӗ те астӑватӑп, сӑмса айӗнченех темӗнле кайӑк пӑрр! вӗҫсе тухса тарчӗ. Мда-а-а… Хурал отрячӗ патӗнчен пӗр вунӑ чалӑш пек айккарахран ҫаврӑнса иртрӗм те ҫитрӗм йӑпшӑнса кӗпер патне. Кӗперне пулеметчиксен застави хураллать-мӗн. Меллӗ саманта кӗтсе пӗр-икӗ сехет патне выртрӑм. Вырнаҫтарса хутӑм хайхискер шашкӑсене, унтан шинель аркипе хупласа шӑрпӑк ҫута пуҫларӑм, анчах шӑрпӑкӗсем нӳрелнӗ-мӗн те — вил чӗрӗлмеҫҫӗ. Эпӗ унта хырӑмпа шуса ҫитнӗ-ҫке-ха, сывлӑмпа ҫире мӗн пурри йӑлтах пӑрсан шыв тухмалла йӗпеннӗ, шӑрпӑк пуҫӗсене те нӳрӗ ҫапнӑ. Вӑт ҫавӑн чух вара, атте, мана чӑн та хӑрушӑ пулса килчӗ. Кӗҫех тул ҫутӑлмалла, хамӑн ав алӑсем чӗтреҫҫӗ, куҫа тар хуплать: «Йӑлт пӗтрӗ», — шухӑшлатӑп ӑшра. «Сиктерсе яраймастӑп — перӗнсе вилетӗп!» — тетӗп. Аппалантӑм-аппалантӑм ҫапла, юлашкинчен чӗртрӗм-чӗртрӗмех. Хам тӳрех айккинелле тапса сикрӗм. Хыҫалта кӗпер сиксе кайнӑ тӗле эпӗ тӑпрас хыҫӗнче, хӳтлӗх картасем айӗнче, выртаттӑмччӗ. Шуррисем енче — шӑри-шари. Тревога. Икӗ пулеметпа шатӑртаттарса ячӗҫ. Ман ҫывӑхранах нумай юланут ӗрӗхтерсе иртсе кайрӗ, анчах епле-ха ҫӗрле асӑрхӑн? Хӳтлӗх карта айӗнчен тухрӑм та — ыраш хушшине. Пӗлетӗн пулсан, ҫакӑнта тин манӑн алӑ-ура итлеми пулчӗ, вырӑнтан тапранаймастӑп, хуть ҫӗр тӗпне анса кай! Выртрӑм. Каясса чиперех, пӗр хӑрамасӑр кайрӑм-ха, таврӑнма ав, — куратӑн епле… Пӗлетӗн-и, тата хӑсӑк килсе аптрарӑм эпӗ, пӗтӗм ӑш йӑтӑнса тухрӗ, тейӗн! Туятӑп-ха — ӑшра ним те юлман, ҫапах хӑсӑк килтерет. Мда-а-а… Ну, хамӑрӑннисем патне ҫитсе ӳкрӗм, паллах. — Унтан вӑл хавасланчӗ, хӗрӳллӗн йӑлкӑшма пуҫланӑ хӑмӑр куҫӗсем ӑшшӑн ҫуталса чиперленчӗҫ. — Ирхине, ҫапӑҫу пӗтсен, ачасене шӑрпӑкпа пулса иртнӗ мыскара ҫинчен каласа кӑтартрӑм та, тусӑм кала хур мана: «Эсӗ зажигалкуна ҫухатрӑн-и-мӗн, Сергей?» — тет. Эпӗ — алӑпа кап! кӑкӑр кӗсйине, — унтах!  — Кӑлартӑм, чӑрк тутартӑм та — пӑх-халӗ: тӳрех чӗрӗлчӗ вӗт.

Ҫил варкӑштарса хумхатакан тирексен инҫетри утравӗ енчен, ҫӳлтен-ҫӳлтен, икӗ ҫӑхан хӑвӑрт вӗҫсе пыни курӑнчӗ. Ҫил вӗсене енчен енне ывтӑнтарса вӗрет. Пӗр сехет хушши пемесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Крутовски сӑрчӗ ҫинче каллех тепӗр хут тупӑ сасси кӗрӗслетсе кайрӗ. Ҫӑхансем ҫак тӗлелле хӗрлисен колоннинчен пӗр ҫӗр чалӑшра пулӗ вӗҫсе пыратчӗҫ. Тӗрӗслемелле персе янӑ снаряд чуна ҫӳҫентермелле ҫивӗччӗн сӳлетсе ҫывхарчӗ, ҫак вичкӗн сасӑ вӑйланса-вӑйланса пырса, хӑйӗн юлашки чиккине ҫитнӗ пек туйӑннӑ тӗле вара пӗр ҫӑханӗ, кӑшт ҫӳлтентерех вӗҫекенни, сасартӑк ҫавраҫил ярса илнӗ турпас пек хӑвӑрт-хӑвӑрт пӗтӗрӗнме пуҫларӗ те, ҫунаттисене чалӑшшӑн сарса пӑрахса, сывлӑшра ҫаплах тытӑнса тӑрасшӑн майӗпен ҫавӑрӑнкаласа, тӗм-хура пысӑк ҫулҫӑ ӳкнӗ пек, ҫӗрелле вӗлтӗртетсе ӳкме тытӑнчӗ.

— Вилӗм ҫине пырса тӑранчӗ! — тӗлӗнсе каларӗ Штокман хыҫӗнче утса пыракан хӗрлӗармеец. — Мӗнле пӗтӗрӗнтерчӗ вӑл ӑна, вӑйлӑ!

Колонна пуҫӗ енчен, сӗлкӗшлӗ юра сирпӗнтерсе, ҫӳллӗ хура турӑ лаша утланнӑ рота командирӗ сиктерсе тухрӗ.

— В це-епь!..

Шӑпӑрт чӗнмесӗр утса пыракан Иван Алексеевич ҫине юр чӑмаккисем ывтӑнтарса, пулеметсем тиенӗ виҫӗ ҫуна сикӗпе иртсе кайрӗ. Чи хыҫалти ҫуна ҫинче ларса пыракан пӗр пулеметчикӗ сулӑнкӑра юр ҫине ывтӑнса юлчӗ те, ездовой, усаллӑн ятлаҫса илсе, лашисене хӑвӑрт ҫул хӗрринелле пӑрса тытрӗ; сирпӗнсе юлнӑ пулеметчик ҫуна ҫине сиксе ларичченех вара хӗрлӗармеецсем ҫӑвар тулли ахӑлтатса кулчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех