Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: LXIV

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.21 00:33

Пуплевӗш: 134; Сӑмах: 1001

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тепӗр икӗ кунтан Григорий, хӑйӗн дивизийӗ вырнаҫнӑ фронт тӑрӑх пӑхса ҫӳресе, каялла таврӑнчӗ. Командующи штабӗ Черный хуторне куҫса кайнӑ. Григорий Вешенски патӗнче утне ҫур сехет пек кантарса илчӗ, шӑварчӗ те станицӑна кӗмесӗрех Черный хуторне ҫул тытрӗ.

Кудинов ӑна тем каласшӑн пек савӑнӑҫлӑн кулкаласа кӗтсе илчӗ.

— Ну, мӗн куртӑн, Григорий Пантелеев? Каласа кӑтарт.

— Казаксене куртӑм, сӑртсем ҫинче хӗрлисене куртӑм.

— Нумай курса ҫӳренӗ эсӗ! Пирӗн пата ав виҫӗ аэроплан килсе кайрӗ, патронсем илсе килчӗ, хӑш-пӗр ҫырусем пур…

— Мӗн хыпарласа ҫырать сан Сидорин генерал тусу?

— Вӑл-и? — шӳтленӗ пек сасӑпа ыйтрӗ ытла та савӑнӑҫлӑ Кудинов. — Мӗн вӑй ҫитнӗ таран тытӑнса тӑрӑр, хӗрлисене Дон урлӑ каҫма ан парӑр, тет. Тата Дон ҫарӗ кӗҫ-вӗҫ татӑклӑ наступлени пуҫлать тесе пӗлтерет.

— Тутлӑ ҫырать.

— Кунталла хайӑрса килеҫҫӗ, — терӗ ним кулмасӑр Кудинов. — Пӗр сана кӑна тата питӗ секретлӑ калатӑп. Тепӗр эрнерен Саккӑрмӗш Хӗрлӗ ҫарӑн фронтне татса кӗрсе каяҫҫӗ. Унччен тытӑнса тӑрас пулать.

— Ахаль те тӑратпӑр.

— Мӑн Кӑмрӑк патӗнче хӗрлисем ку енне каҫма хатӗрленеҫҫӗ.

— Ҫаплах пуртӑ сассисем илтӗнеҫҫӗ-и? — тӗлӗнчӗ Григорий.

— Илтӗнеҫҫӗ… Ну, ху мӗн куртӑн тата? Ӑҫта пултӑн? Ӑнсӑртран Вешкинчех канса пурӑнмарӑн-и? Тен, ниҫта та кайман эсӗ! Виҫӗмкунччӗ-и-ха, сана шыраса пӗтӗм станицӑна ухтарса тухрӑм, пырать те посыльнӑй калать хай: «Мелехов хваттерӗнче ҫук. Ман пата курницӑран питӗ чипер хӗрарӑм тухрӗ те: «Григорий Пантелевич кайрӗ», тесе каларӗ, тет. Хӗрарӑмӗн куҫ айӗсем тӑртаннӑ», тет. Ҫавӑнпа шухӑшларӑм та эпӗ: «Тен, пирӗн комдив еркӗнӗпе йӑпанать, юри пирӗнтен пытанса пурӑнать?» — терӗм.

Григорий питне-куҫне шӑмарчӗ. Ӑна Кудинов шӳчӗ килӗшмерӗ.

— Санӑн тӗрлӗ лӑпӑр-лапӑра сахалтарах итлесчӗ тата хӑвӑн валли кӗскерех чӗлхеллӗ ординарецсене тупасчӗ! Енчен малашне те ман пата ытлашши шапӑлтисене яратӑн пулсан, эпӗ малтан вӗсен чӗлхисене хӗҫпе касса тататӑп… ан пакӑлтатчӑр пур кирлӗ-кирлӗ мара.

Кудинов, ахӑлтатса кулса, Григорие хулпуҫҫийӗнчен ҫапса илчӗ.

— Тепӗр чух эсӗ те шӳте ӑнлаймастӑн-и? Ну, юрӗ-ҫке, ҫитӗ шӑл йӗрсе! Ман санпа ӗҫ пирки калаҫмалли пур. «Чӗлхе» тупса килесчӗ пирӗн — ку пӗрре, унтан тата — ҫӗрле ӑҫта та пулин Казански чиккинчен аяларах пӗр-икӗ утлӑ сотня каҫарса ярасчӗ те пӑртак тӑрмаласа илесчӗ хӗрлисене. Тен Мӑн Кӑмрӑках каҫмалла мар-и вӗсен сехрисене хӑпартма? Мӗнле шухӑшлатӑн?

— Начар мар пулать, — хуравларӗ Григорий пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн.

— Эсӗ ху, — Кудинов юлашки сӑмахне татсарах каларӗ, — ху ертсе каяймӑн-и сотньӑсене?

— Мӗншӗн хам?

— Ҫивӗчрех командир кирлӗ, акӑ мӗншӗн! Питӗ ҫивӗччи кирлӗ, мӗншӗн тесен ӗҫӗ ку ача вӑййи мар. Каҫнӑ чух, асӑрханма пӗлмесен, пӗри те каялла таврӑнмасан пултарать!

Хавасланса ӳкнӗ Григорий ним шухӑшламасӑрах килӗшрӗ:

— Ертсе каятӑп, паллах!

— Эпир кунта планласа хӑтлантӑмӑр та ак ҫапла шут турӑмӑр, — хавхаланса калаҫма тытӑнчӗ Кудинов. Вӑл, пукан ҫинчен тӑрса, курницӑн чӗриклетекен урайӗ тӑрӑх каллӗ-маллӗ кумса ҫӳреме пуҫларӗ:  — Тыла пит шалах кӗрсе кайма кирлӗ мар, хӗрлисене Дон хӗрринчерехри икӗ-виҫӗ хуторта лайӑх кӑна тустармалла та патронсемпе снарячӗсене тытса илмелле, унтан вара тыткӑна илнисемпе пӗрле малтан кайнӑ ҫулпах каялла таврӑнмалла. Куна пӗр каҫ хушшинче тумалла, тул ҫути киличчен каҫӑ патне ҫитсе ӳкес пулать. Тӗрӗс калатӑп-и? Эсӗ шухӑшла халь лайӑхрах, ыран казаксене хуть кирек хӑшӗсене ху пӗлсе суйласа ил те — вӗҫтере пар. Малтанах эпир Мелеховсӑр пуҫне куна никам та тума пултараймасть тесе шутларӑмӑр. Ӗҫе тӑватӑн — Дон ҫарӗ манмасть сана уншӑн. Хамӑрӑннисемпе пӗрлешсенех наказной атаман патне ҫыратӑп. Санӑн пӗтӗм чаплӑ ӗҫӳсене ҫырса кӑтартатӑп, чинпа ӳстерме…

Кудинов Григорий ҫине пӑхса илчӗ те ҫур сӑмахрах такӑнчӗ: Мелеховӑн лӑпкӑ сӑнӗ хуралса-тӗксӗмленсе кайрӗ, тарӑху капланнипе нӗрсӗрленчӗ.

— Эсӗ мӗн? — Григорий хӑвӑрт аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытрӗ, ура ҫине тӑчӗ. — Эпӗ чин илесшӗн каятӑп пулӗ, тетӗн-и?.. Тара тытатӑн, эппин?.. Чинпа ӳстерме пулатӑн?.. Пӗр тесен…

— Ара, тӑхта-ха эсӗ!

— … сурнӑ эпӗ сан чинусем ҫине!

— Чим! Эсӗ мана тӗрӗс мар…

— … Суратӑп!

— Тӗрӗс мар ӑнлантӑн мана, Мелехов!

— Эпӗ йӑлтах ӑнлантӑм! — Григорий хаш сывласа ячӗ те каллех пукан ҫине кайса ларчӗ. — Урӑххине шыра, каймастӑп казаксемпе Дон леш енне!

— Ахалех эсӗ ытлашши вӗриленетӗн.

— Каймастӑп ертсе! Тек кун пирки сӑмах ҫук.

— Эпӗ сана ирӗксӗрлеместӗп, тархасламастӑп та. Кӑмӑлу пур — кай, ҫук пулсан — хӑвӑн ирӗк. Пирӗн халь лару-тӑру питӗ кӑткӑс, ҫавӑнпа хӗрлисене, ку енне каҫма хатӗрленме парас мар тесе, хуйхатса илме шутларӑмӑр. Чин хушас пирки тесен, эпӗ шӳтлесе ҫеҫ! Мӗнле-ха шӳте ӑнланмастӑн эсӗ? Леш хӗрарӑм пирки те ахаль ҫеҫ кулса каларӑм, унтан куратӑп — ҫиллентӗн кайрӑн эсӗ. Эппин, кӳр-ха куна тепрех тарӑхтарса пӑхам, терӗм. Пӗлетӗп-ҫке-ха эсӗ туса ҫитереймен большевикне, чин таврашне юратманнине. Эсӗ мӗн, эпӗ чӑнласах каларӑм, терӗн-и? — пӑркаланчӗ Кудинов. Вӑл пӗр чееленмен пек кулкаланине курса, Григорий пуҫӗнче пӗр самант шухӑш та йӑшаланса илчӗ: «Тен, чӑнах юри каларӗ?»  — Ҫук, куна эсӗ… ххха-ха-ха!.. — ытлашши-и хӗрсе кайрӑн, тӑванӑм! Турӑшӑн та, шӳтлесе каларӑм! Кӑштах вӑрҫтарас килсе кайрӗ…

— Пурпӗрех Дон леш енне каймастӑп. Улӑштартӑм хам шухӑша.

Кудинов пӳрнисемпе пиҫиххи вӗҫне вылятрӗ, вӑрахчен сӑмах чӗнмесӗр, сӳрӗккӗн пӑхкаласа тӑчӗ, унтан тин каларӗ:

— Мӗн-ха ӗнтӗ, шухӑшна улӑштартӑн-и е хӑраса ӳкрӗн — ку ниме те пӗлтермест. Плана пӑсатӑн, акӑ мӗн! Анчах, паллах, кама та пулин яратпӑрах эпир. Тӗнче пӗр санпа ҫеҫ тытӑнса тӑмасть… Халӗ лару-тӑру калама ҫук йывӑр пирӗн — ӑнланса ил. Паян Шумилинскинчен Кондрат Медведев ҫӗнӗ приказ парса янӑ. Хӗрлисем татах пирӗн ҫине ҫарсем яраҫҫӗ… Ху вуласа пӑх, ахаль ӗнентерме ҫук сана… — Кудинов полевой сумкӑран хӗррисенче юн хӑмӑрланса хытса ларнӑ сарӑ хут листи кӑларса Григорие пачӗ. — Темле Интернационаллӑ рота комиссарӗ ҫумӗнче тупнӑ. Комиссарӗ латыш пулнӑ. Юлашки патронӗ юлмиччен персе хӳтӗленнӗ, ҫӗлен, унтан винтовкине малалла тытса, казаксен взвочӗ ҫине кӗрсе кайнӑ… Вӗсен те, идейӑллисен, пулаҫҫӗ ун йышшисем… Комиссара Кондрат хӑй касса пӑрахнӑ. Вӑл тупнӑ та ак ҫак приказа унӑн кӑкӑр кӗсйинче.

Юнпа вараланса пӗтнӗ сара хут листи ҫине вӗтӗ хура шрифтпа пичетленӗ:

Экспедицилле Ҫарсене ПРИКАЗ 8 № 100 Богучар. 1919 ҫулхи майӑн 25-мӗшӗ. Мӗнпур ротӑсенче, эскадронсенче, батарейӑсемпе командӑсенче вуласа памалла.

Дон ҫинчи ирсӗр восстани путланса килет! Юлашки сехет ҫывхарчӗ!

Мӗн кирлине пӗтӗмпех хатӗрлесе ҫитернӗ. Сӗмсӗр сутӑнчӑксен пуҫӗсене лапчӑтса тӑкма вӑй пуҫтарса ҫитернӗ. Икӗ уйӑх ытла пирӗн кӑнтӑр фронтӑн ҫапӑҫакан ҫарӗсене хирӗҫ сутӑнчӑкла кӗрешнӗ Россия черносотенецсен улпут-хуҫисене — Деникинпа Колчака — Каинсене тавӑрмалли сехет ҫитрӗ. Пӗтӗм рабочисемпе хресченсен ултавлӑн хӗрлӗ ялав ҫӗклесе пулӑшакан Мигулински, Вешенски, Елански, Шумилински бандисем ҫине йӗрӗнсе те кураймасӑр пӑхать. Карательсен ҫарӗсен салтакӗсем, командирӗсемпе комиссарӗсем! Хатӗрленсе ҫитес ӗҫ вӗҫленнӗ. Пӗтӗм кирлӗ вӑйсемпе ҫар хатӗрӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарса пынӑ. Сирӗн ретсене йӗркелесе тӑратнӑ. Халӗ сигналпа — малалла!

Намӑссӑр сутӑнчӑксен йӑвисене ним шеллемесӗр тустармалла. Каинсене пӗтерсе тӑкмалла. Хирӗҫ тӑракан станицӑсене хӗрхенни пулмалла мар. Хӗҫпӑшала хӑйсен ирӗкӗпе парса, хамӑр енне куҫакансене ҫеҫ тивме юрамасть. Колчакпа Деникина пулӑшакан йӑх-яхсене хирӗҫ — тӑхлан, хурҫӑ, вут-хӗм!

Советлӑ Россия шанать сире, салтак юлташсем. Эпир темиҫе кун хушшинчех Дон тӑрӑхне сутӑнчӑксенчен тасатма тивӗҫлӗ. Юлашки сехет ҫывхарчӗ.

Пурте, пӗр ҫын пек, — малалла!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех