Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: LVII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.21 00:11

Пуплевӗш: 69; Сӑмах: 1119

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫурхи шыв-шур тапраниччен Дон ҫарӗн чаҫӗсене каялла чакарса пырса Донец леш енне каҫма пултарайман 8-мӗшпе 9-мӗш Хӗрлӗ ҫарсем ҫаплах-ха уйрӑм участоксенче наступлени тума пӑхрӗҫ. Анчах ҫак ӗҫ чылай чух ӑнӑҫсӑр вӗҫленчӗ. Пуҫару Дон командованийӗ енне куҫрӗ.

Май варринче Кӑнтӑр фронтра сисӗнмелле улшӑнусемех палӑрмарӗҫ-ха. Анчах ҫав улшӑнусем кӗҫех ӗнтӗ пулса иртме кирлӗ. Дон ҫарӗн командующийӗ пулнӑ Денисов генералпа унӑн штаб начальникӗ Поляков генерал хатӗрленӗ план тӑрӑх ударлӑ ушкӑн тесе ят панӑ чаҫсене Каменскипе Усть-Белокалитвенски станицӑсем патне пуҫтарас ӗҫ вӗҫне тухса пырать. Фронтӑн ҫак участокне ҫамрӑк ҫарӑн чи лайӑх кадрӗсене, ҫапӑҫусенче пӗрре мар тӗрӗсленнӗ анат енчи полксене — Гундоровски, Георгиевски полкӗсемпе ыттисене куҫарса килеҫҫӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, ҫак ударлӑ ушкӑнра вунпилӗк пин штыкпа хӗҫ, ҫирӗм тӑватӑ орудипе ҫӗр аллӑ пулемет шутланнӑ.

Генерал Поляков шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ударлӑ ушкӑнӑн Фицхалауров генерал чаҫӗсемпе пӗрле, Макеевка слободи еннелле наступлени туса, хӗрлисен 12-мӗш дивизине хӑваласа ямалла, унтан, 13-мӗш дивизине Урал дивизине флангсенчен, тылран пыра-пыра ҫапса, Тури Дон округне кӗрсе каймалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн повстанецсен ҫарӗпе пӗрлешмелле те большевизмпа чирленӗ казаксене сыватма Хопер округне каймалла.

Донец патӗнче тимлесех наступлени тума, фронта татса кӗме хатӗрленеҫҫӗ. Генерал Секретева ударлӑ ушкӑн командирӗ туса хураҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑх куҫкӗретех Дон ҫарӗ енне сулӑнма пуҫлать. Унӑн ҫӗнӗ командующийӗ Сидорин генерал, Краснов тӑрӑшнипе ӳссе кайнӑ генерал Денисов отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн ун вырӑнне йышӑннӑскер, тата каллех ӗнтӗ ҫар атаманне суйланӑ генерал Африкан Богаевский; союзниксем пулӑшасса шанаҫҫӗ. Акӑлчансемпе французсен ҫар миссийӗсен представителӗсемпе пӗрле вӗсем Мускав ҫине походпа каймалли, большевизма пӗтӗм Россия территорийӗпе пӗтерсе тӑкмалли анлӑ плансене хатӗрлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ.

Хура тинӗс хӗрринчи портсене хӗҫпӑшал тиенӗ транспортсем киле-киле чарӑнаҫҫӗ. Океан пӑрахучӗсем акӑлчансемпе французсен аэропланӗсене, танкӗсене, тупписене, пулемечӗсемпе винтовкисене ҫеҫ мар, кӳлсе ҫӳремелли мулсене те, Германипе мирлешнӗ хыҫҫӑн йӳнелнӗ апат-ҫимӗҫпе ҫар тумӗсене те иле-иле пыраҫҫӗ. Новороссийскри пакгаузсем акӑлчансен тӗксӗм симӗс шӑлаварӗсемпе, йӗс тӳмисем ҫине чӗвен тӑнӑ Британи арӑсланне ӳкернӗ френчсемпе тулса лараҫҫӗ. Складсем Америкӑран кӳрсе килнӗ ҫӑнӑхпа, сахӑрпа, шоколадпа, эрехсемпе чыхланаҫҫӗ. Большевиксен харсӑр чӑтӑмлӑхӗнчен хӑраса ӳкнӗ капитализмла Европа Российӑн кӑнтӑр пайне союзниксен ҫарӗсем нимӗҫсем ҫине персе пӗтереймен снарядсемпе патронсене ним хӗрхенмесӗр ярса тӑрать. Юнпа ҫӑвӑнакан Советлӑ Российӑна пӑвса хума пӗтӗм тӗнчери реакци пуҫне ҫӗклет… Акӑлчансемпе французсен офицер-конструкторӗсем Донпа Кубань тӑрӑхне казак офицерӗсемпе Добровольчески ҫар офицерӗсене танксемпе ҫӳреме, акӑлчан тупписемпе пеме вӗрентме килсе ҫитеҫҫӗ, малтанласах Мускава ҫӗнсе илсе уяв тӑвас савӑнӑҫпа эрехетленеҫҫӗ…

Ҫав вӑхӑтрах Донец патӗнче Хӗрлӗ Ҫарӑн 1919 ҫулхи наступленийӗн ӑнӑҫлӑхне татса паракан событисем ахӑрса каяҫҫӗ.

Паллах, Хӗрлӗ Ҫар наступлени тӑвайманнин тӗп сӑлтавӗ Тури Дон казакӗсен восстанийӗ пулнӑ. Ҫав восстани хӗрлӗ фронтӑн тылне виҫӗ уйӑх хушши усал шыҫӑ пек пӳрлентерсе тӑнӑ, чаҫсене пӗрмаях Дон ҫине куҫарса пыма хистенӗ, фронта боеприпассемпе апат-ҫимӗҫ вӑхӑтра парса тӑма чӑрмантарнӑ, аманнисемпе чирлисене тыла ӑсатма кансӗрленӗ. Пӗр 8-мӗшпе 9-мӗш Хӗрлӗ ҫарсенчен кӑна восстание путарма ҫирӗм пин ҫын патне янӑ.

Республика реввоенсовечӗ, восстани мӗн таран сарӑлса кайни ҫинчен тӗрӗс пӗлеймен пирки, ӑна путарас тӗлӗшӗпе вӑхӑтра тимлемен. Восстание хирӗҫ малтанах уйрӑм отрядсемпе пӗчӗк отрядсене (сӑмахран, акӑ, ВЦИК шкулӗ икҫӗр ҫынтан тӑракан отряд уйӑрса панӑ), комплектласа ҫитермен чаҫсене, тӑшман вӑйӗсене пӳлсе тӑма сахал йышлӑ отрядсене яраҫҫӗ. Пысӑк пушара стакансемпе шыв ҫӗклесе сӳнтерме хӑтланаҫҫӗ. Хӗрлӗармеецсен сапаланчӑк чаҫӗсем повстанецсен урлӑшӗпе ҫӗр тӑхӑрвунӑ километра ҫити тӑсӑлакан территорие хупӑрласа илеҫҫӗ, хӑйсем пӗлнӗ пек, пӗтӗмӗшпе оперативлӑ плана пӑхӑнмасӑр ҫапӑҫаҫҫӗ; повстанецсене хирӗҫ ҫирӗм пилӗк пин хӗрлӗармеец вӑрҫнӑ пулин те, вӗсем паллӑ ӳсӗмсем тӑваймаҫҫӗ.

Восстани сарӑлса каясран чарма умлӑн-хыҫлӑнах вунтӑватӑ маршевӑй рота, пӳлсе тӑма вуншар отряд яраҫҫӗ; Тури Дон тӑрӑхне Тамбов, Воронеж, Рязань хулисенчи курсантсен отрячӗсем пырса ҫитеҫҫӗ. Восстани амаланса кайсан, повстанецсем хӗрлӗармеецсенчен тытса илнӗ тупӑ-пулеметпа хӗҫ-пӑшаллансан тин вара 8-мӗшпе 9-мӗш Хӗрлӗ ҫарсем хӑйсен составӗнчен, артиллерипе пулемет командисем хушса парса, пӗрер дивизи уйӑраҫҫӗ. Повстанецсем пысӑк ҫухатусем тӳсеҫҫӗ, ҫапах та парӑнтараймаҫҫӗ-ха вӗсене.

Тури Дон тӑрӑхӗнче хыпса илнӗ вут-кӑварӑн хӗмӗсем кӳршӗри Хопер округне те сиксе ӳкеҫҫӗ. Офицерсем ертсе пынипе, унта казаксен пысӑк мар ушкӑнӗсем темиҫе хутчен кӗрешӗве тухма хӑтланса пӑхаҫҫӗ. Урюпински станицӑра ҫар старшины Алимов чылай казаксемпе вырӑнти хуторсенче пытанса пурӑннӑ офицерсене хӑй тавра пухать. Восстани майӑн 1-мӗшӗ умӗнхи каҫ тапранмалла пулнӑ, анчах ҫак каварлашӑва вӑхӑтра сиссе илеҫҫӗ. Алимовпа унӑн каварҫисен пӗр пайне, Преображенски станицӑри пӗр хуторта ярса тытса, ревтрибунал приговорӗпе персе вӗлереҫҫӗ. Шӑп вӑхӑтра утамансемсӗр хӑварнӑ пирки восстани пуҫлаймасӑрах путланать, ҫапла вара Хопер округӗнчи контрреволюцилле элементсем Тури Дон округӗнчи повстанецсемпе пӗрлешеймесӗр юлаҫҫӗ.

Хӗрлӗармеецсен сапаланчӑк чаҫӗсенчен пухса пӗрлештернӗ темиҫе полк вырнаҫнӑ Чертково станцине май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ВЦИК шкулӗн отрячӗ пуйӑспа пырса ҫитет. Чертково — Кӑнтӑр Хӗвелтухӑҫ чугун ҫулӗ ҫинчи юлашки станцисенчен пӗри. Вӑл лӑпах повстанецсен фрончӗн хӗвелтухӑҫ участокӗпе чикӗленет. Мигулински, Мешковски тата Казански станицӑсен казакӗсем ҫав вӑхӑтра Казански станица ҫӗрӗн чиккине питӗ нумаййӑн юланутсемпе капланса тулнӑ та наступлени пуҫласа янӑ хӗрлӗармеецсен чаҫӗсемпе урӑм-сурӑм хӑрушла ҫапӑҫнӑ.

Станцире: казаксем Чертковӑна хупӑрласа илнӗ, кӗҫ-вӗҫ наступлени пуҫлаҫҫӗ, текен сас-хура ҫӳренӗ. Вара фронт патне ҫитме сахалтан та аллӑ ҫухрӑм юлнине, умра Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем тӑнине, казаксем фронта татса кӗрес пулсан, ҫав чаҫсем хыпар пама кирлине шутламасӑрах, — станцире паника тапраннӑ. Строя йӗркелесе тӑратнӑ хӗрлӗармеецсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Таҫта чиркӳ леш енче тахӑшӗ янӑравлӑ сасӑпа: «В ружье-е-о-о!» тесе команда панӑ. Халӑх урамсем тӑрӑх тӗлсӗррӗн вӗткеленсе чупма тытӑннӑ.

Ку суя паника пулнӑ. Тахӑшӗсем Маньково слободи енчен станци патнелле ҫывхарса килекен хӗрлӗармеецсен эскадронне казаксем вырӑнне йышӑннӑ иккен. Курсантсен отрячӗпе уйрӑм чаҫсене пӗрлештернӗ икӗ полк Казански станица еннелле тухса кайнӑ.

Тепӗр кун иртсен, казаксем анчахрах пырса ҫитнӗ Кронштадт полкне пӗтӗмпе пекех пӗтерсе тӑкнӑ.

Повстанецсем Кронштадт хӗрлӗармеецӗсемпе малтанхи хут тытӑҫса илнӗ хыҫҫӑн вӗсем ҫине ҫӗрле тепре тапӑннӑ. Полк заставӑсемпе секретсем тӑратнӑ-мӗн те, казаксем пӑрахса кайнӑ хутора пырса йышӑнма хӑймасӑр, ҫеҫенхиртех ҫӗр каҫма вырнаҫнӑ. Казаксен юланутлӑ темиҫе сотни полка ҫур ҫӗр тӗлӗнче хупӑрласа илнӗ, тахӑшӗ юри хӑратма шухӑшласа кӑларнӑ пысӑк йывӑҫ шакӑрчасемпе меллӗ усӑ курса, винтовкӑсемпе урӑм-сурӑм пеме тапратнӑ. Ҫав шакӑрчасене повстанецсем ҫӗрлесенче пулеметсем вырӑнне ӗҫе янӑ: вӗсем шатӑртатнине чӑн-чӑн пулеметсемпе пенӗ сасӑсенчен уйӑрма та ҫук пулнӑ…

Унтан вара казаксем хупӑрласа илнӗ кронштадтсем ҫӗрлехи пӑч-тӗттӗмре питӗ нумай «пулеметсем» шатӑртатнине, хӑйсен застависем тӗлли-паллисӗр перкелешнине, казаксем хиклетнине, ҫывхарса килекен утлӑ ҫар ҫухӑрашнине тата лаша урисем янӑравлӑн тӗпӗртетсе ҫывхарнине илтнӗ те Дон еннелле тапса сикнӗ, ункӑран ҫӗмӗрсе тухнӑ, анчах повстанецсем вӗсен ҫулне утлӑ атакӑпа пӳлсе илнӗ. Полкри хӗрлӗармеецсенчен темиҫе ҫын ҫеҫ ҫурхи шывпа тулса сарӑлнӑ Дон урлӑ ишсе каҫма пултарнисем, вилӗмрен ҫӑлӑнса тухнӑ.

Май уйӑхӗнче повстанецсен фронтне Донец енчен хӗрлисен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ подкрепленийӗсем пыма пуҫлаҫҫӗ. ЗЗ-мӗш Кубань дивизийӗ килсе ҫитет те, Григорий Мелехов вара пуҫласа тӑшман чӑн-чӑнах хӑватлӑн пырса ҫапнин пӗтӗм вӑйне-шайне туйса илет. Кубань хӗрлӗармеецӗсем унӑн 1-мӗш дивизине сывлӑш ҫавӑрма памасӑр хӑваласа кайрӗҫ. Хутор хыҫҫӑн хутор хӑварчӗ Григорий. Ҫурҫӗрелле, Дон еннелле чакнӑ чух вӑл пӗр кунлӑха Чир чиккинче, Каргин патӗнче, чарӑнса тӑчӗ, унтан, хӗрлисен хӑватлӑрах вӑйӗ хӗснине пула, Каргинскинчен тухса кайма ҫеҫ та мар, васкасах ҫӗнӗ чаҫсем парса пулӑшма та ыйтма тиврӗ.

Кондрат Медведев ун патне хӑйӗн дивизийӗнчен сакӑр юланутлӑ сотня ячӗ. Унӑн казакӗсен мӗн кирл йӑлтах пур иккен. Патронсем пурин те ҫителӗклӗ, кашниннех ҫи-пуҫӗ питӗ, аттисем лайӑх — йӑлтах тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармеецсенне хывса-туртса илнӗскерсем. Казански казакӗсенчен чылайӑшӗ шӑрӑхне-мӗнне пӑхмасӑрах, сӑран пиншаксемпе шукӑлленсе ҫӳрет, кашнинпе пӗрех е наган, е бинокль пур… Вӗсем хӑюллӑн тапӑнса килекен 33-мӗш Кубань дивизине вӑхӑтлӑха тытса чарчӗҫ. Ҫакӑнпа усӑ курса, Григорий Вешенскине кайса килме шутларӗ, мӗншӗн тесен Кудинов ӑна канашлӑва пыма чӗнсе тӑнран ячӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех