Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑнта сăмах пирĕн базăра пур.
ҫавӑнта (тĕпĕ: ҫавӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа ҫитсе пӗрлешме шутласа, ҫавӑнта ҫул тытрӗ те халӗ Фомин.

Туда и держал путь Фомин, решившийся на слияние.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑнта вӗҫсе ҫӳрерӗҫ унӑн салхуллӑ шухӑшӗсем.

Туда летели его невеселые думки.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл вара, лашасене ӑҫта та пулин ярса хӑварса, Аксиньйӑпа пӗрле ҫуранах Кубань тӑрӑхне, тусем ҫывӑхнелле, тӑван вырӑнсенчен аяккарах кайма, пӑтранчӑк вӑхӑта ҫавӑнта пурӑнса ирттерме шухӑшласа хучӗ.

Думал он, бросив где-нибудь лошадей, пешком с Аксиньей пробраться на Кубань, в предгорья, подальше от родных мест, и там пережить смутное время.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑнта кӑна!

Только на это!

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗртен-пӗр шанчӑк та ҫавӑнта кӑна.

Только на это и надежда.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах ӗҫ пачах та вӑл кӗтнӗ пек пулмарӗ: хӑйӗн тусӗсемпе пӗрле таҫта Дон леш енне тарса кайнӑ Кирилл Громов, Махно ҫывхарса килни ҫинчен илтсе, Донӑн сылтӑм енне ӳкнӗ те тӳрех Краснокутски станицӑна (сас-хура ҫӳренӗ тӑрӑх, Махно бандин малти отрячӗсем ҫавӑнта ҫитнӗ) ҫул тытнӑ.

Но расчеты его не оправдались: Кирилл Громов, скрывшийся вместе со своими приятелями где-то за Доном, — услышав о приближении Махно, перебрался на правую сторону Дона и отправился в станицу Краснокутскую, где, по слухам, оказались передовые отряды махновской банды.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑнта кайма тухрӑм халь тинӗсри тӑварлӑ шыва ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн.

Туда и иду, попивши в море соленой воды.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫапла вара — эпир шӑллӑмпа ҫавӑнта кайса хама виҫӗ кунлӑха пӗр-пӗччен хӑварма калаҫса татӑлтӑм, Робинзон пек ӗнтӗ…

Так вот, мы с братом решили, что он отвезет меня туда и оставит одного дня на три в качестве Робинзона…

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

— Хам та ҫавӑнта каятӑп терӗм.

— Сказал, что сам туда иду.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Мӗн тейӗр-ха эсир ҫавӑнта мина-тавраш юлнӑ пулсассӑн?

А что, если перед завалом еще остались мины?

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Вӗсем ҫавӑнта кирпӗч катӑкӗсем пуҫтараҫҫӗ.

Они на развалинах старые кирпичи собирают.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Галина ҫавӑнта аллисемпе пилӗкне тытса тӑрать, сенкер тутӑр ҫыхнӑ пуҫне кӑштах чикнӗ:

Галина стала перед кучей, уперев руки в бока, склонив голову в голубой косынке:

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Вӑл ҫавӑнта хӑма ҫапса хунӑ пӗчӗк сарай патӗнче вӗтеленсе ҫӳрет, сарай алӑкне ҫӑрапах питӗрсе илнӗ.

Он вертелся возле крохотного дощатого сарайчика с висячим замком на двери.

VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ирӗн-каҫӑн ҫавӑнта хурсем саркаланса ҫӳретчӗҫ, сысна ҫурисем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе нӑриклетсе чупатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI. Комсомол вӑтӑр ҫул тултарнӑ ятпа // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Куратӑр-и, ав ҫавӑнта кӳлӗ пур?

Куҫарса пулӑш

V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Ҫавӑнта эпир, ачасем, мӑянпа вӗлтрен вырӑнне тутлӑ панулмисемпе грушӑсем, чиесемпе ҫырласем ӳсмелле тӑваймастпӑр-и?

Куҫарса пулӑш

III. Ӗҫӗ акӑ мӗнле пуҫланнӑ // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Паян ҫавӑнта пирӗн автомашина тухса каять.

Сегодня туда идет ваша машина.

«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.

Ҫавӑнта усраҫҫӗ те ҫавсене…

В нём и содержат всех этих…

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

— Ӑҫта та пулин ҫавӑнта вӑл.

— Там где-то.

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

— Унӑн интересӗ ҫавӑнта тӑрать те ӗнтӗ: хӑйӑрӗ интереслӗ ӗҫ пек те мар, эс ӑна интереслӗ туса пӑх-ха!

— В том-то весь интерес и заключается: песок — неинтересное дело, а ты сделай его интересным!

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех