Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: III. Ӗҫӗ акӑ мӗнле пуҫланнӑ

Пай: Пионерсен сачӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Хушнӑ: 2020.04.12 18:52

Пуплевӗш: 48; Сӑмах: 472

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ку ӗҫ 1946 ҫул пуҫламӑшӗнчех пулса иртнӗ. Якуртушкӑн ялӗнчи пуҫламӑш шкулӑн чи пысӑк пӳлӗмӗнче ачасем пӗр утмӑла яхӑн пуҫтарӑннӑ. Класра тӑвӑр пулнӑ, кашни парта хушшинчех ачасем виҫшерӗн те тӑватшарӑн ларса тухнӑ.

Шкул заведующийӗ Никифор Арсентьевич та, ытти педагогсем те, пионерсен вожатӑйӗнче ӗҫлекен Федор Степанович Долгов учитель те — пурте пухӑннӑ кунта. Пысӑк пуху пуласси паллах пулнӑ. Ачасем часах лӑпланайман. Никифор Арсентьевич класс доски умне тухса уткаласа ҫӳренӗ, унтан вара ачасем ҫине пӑхса илнӗ те:
— Шӑпланӑр пурсӑр та, — тесе аллине ҫӗкленӗ.
Ачасем шӑпланнӑ. Никифор Арсентьевич тата кӑштах чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн сӑмахне хускатнӑ:
— Фашистла Германие вӑрҫӑра ҫӗнтерни, ачасем, ҫичӗ уйӑх ҫитет, — тенӗ вӑл васкамасӑр.
— Ҫав вӑрҫӑ пирӗн совет халӑхне мӗн чухлӗ сиен кӳнине пӗлетӗр ӗнтӗ эсир; темӗн чухлӗ хуласене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, фабрикӑсемпе заводсене аркатнӑ, нумай ялсемпе совхозсене ҫунтарнӑ. Халӗ пирӗн Тӑван ҫӗр-шывра вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи сталинла пилӗк ҫуллӑх плана тултарассишӗн пӗтӗм совет халӑхӗ чунне парса ӗҫленине те пӗлетӗр ӗнтӗ эсир. Ҫав план тӑрӑх вӑрҫӑ ҫулӗсенче мӗн арканнине, пӗтнине юсаса тунипе пӗрлех хамӑр Тӑван ҫӗршыва вӑрҫӑчченхинчен те пуянтарах, паттӑртарах тӑвас тетпӗр, пурнӑҫӑмӑр тата савӑнӑҫлӑрах, телейлӗрех пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Ку ӗҫ, чӑнах та, ҫӑмӑл мар. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе пур совет ҫыннисем те хутшӑнмалла, кашни ҫын хӑй мӗн тума пултарнине йӑлтах туса ҫитерме тӑрӑшмалла. Эпир те, ачасем, пурсӑмӑр та пӗрле шухӑшласа пӑхар-ха: Тӑван ҫӗршыва, хамӑр района, хамӑр яла пуянлатма мӗн те пулин тӑваймӑпӑр-и? Мӗнле шухӑшлатӑр эсир?

Никифор Арсентьевич калаҫма чарӑннӑ. Ачасем те шӑпах ларнӑ. Кӑштах вӑхӑт иртсен тин вӗсенчен пӗри ҫӗкленнӗ те:
— Мӗн тӑвайӑпӑр эпир? Пысӑк ҫынсем пулнӑ пулсан… — тенӗ.

— Е вӑтам шкулта вӗренеттӗмӗр пулсан, — тенӗ тата хӗрачасенчен пӗри.

Директор йӑл кулса илнӗ те ыйтӑва ответ памасӑрах:
— Эсир вуланӑ ӗнтӗ, большевиксем ҫӗршыв сӑн-сӑпатне епле ҫӗнетсе улӑштарни ҫинчен, — тенӗ.
— Сӑмахран акӑ, пуш-хирсем пур, тетпӗр-ха эпир, унта хӑйӑртан пуҫне нимӗн те ҫук, пӗр тумлам шыв та ҫук, теттӗмӗр. Халӗ унта каналсем чаваҫҫӗ те, хайхи вара часах ҫав пушхир ытарма ҫук лайӑх ҫӗр пулса тӑрать, унта улма пахчисем те чаплӑн ӳсме тытӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ плантацисем те нумай тӑваҫҫӗ. Чӑтлӑх тайгара та совет ҫыннисем калама ҫук пысӑк хуласем тӑва-тӑва лартаҫҫӗ. Тундрӑра ҫӗрулми ӳсет… Совет халӑхӗ, тинӗспе тинӗс хушшинче каналсем чавса, Тӑван ҫӗршыв географине те тӗпренех улӑштарать. Ҫакӑн пек хисеплӗ ӗҫре эпир те, ачасем, пайтах усӑ кӳме пултаратпӑр! Чӑнах та, эпир, пысӑккисем пек, пысӑк ӗҫсем тӑвас ҫук та ӗнтӗ, ҫапах хамӑр вӑй ҫитернине тума пултаратпӑрах!

Ачасем шавлама тытӑнчӗҫ.

— Мӗнле вара?

— Мӗн ҫӗнетсе улӑштарӑпӑр-ха эпир?

— Акӑ мӗнрен пуҫламалла пирӗн… Чӳречерен пӑхӑр-ха, мӗн куратӑр эсир?

Чӳрече патӗнче ларакансем пуҫӗсене пӑрса пӑхрӗҫ, ыттисем те, чӳрече патнерех кармашса, хӑйсен вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗҫ.

— Ну, мӗн куратӑр эсир унта? — ыйтнӑ Никифор Арсентьевич тепӗр хут.

— Унта нимӗн те ҫук.

— Пуш ана ҫинче юр куратпӑр.

— Ҫырма пур.

Никифор Арсентьевич пуҫне сулчӗ.

— Тӗрӗс калатӑр. Юр хӳсе кайнӑ пуш ана кӑна. Ҫуллахи вӑхӑтра мӗн ӳсетчӗ унта?

— Мӑян.

— Хупах та вӗлтрен.

— Анра-ҫарӑк та эрӗм.

— Ҫитет. Ҫавӑнта эпир, ачасем, мӑянпа вӗлтрен вырӑнне тутлӑ панулмисемпе грушӑсем, чиесемпе ҫырласем ӳсмелле тӑваймастпӑр-и? Пурте алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлесен ҫак пуш ана ҫинче чаплӑ сад ӗрчетеймӗпӗр-ши?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех