Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: X

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Саккӑрмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.15 19:57

Пуплевӗш: 303; Сӑмах: 3383

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

1920 ҫулхи хура кӗркунне, продразверсткӑпа тырӑ сахал пуҫтарӑннӑ пирки продовольстви отрячӗсем туса хурсан, Дон тӑрӑхӗнчи казаксем хушшинче вӑрттӑн пӑлхавсем пуҫланса каяҫҫӗ. Дон облаҫӗн ту енчи Шумилински, Казански, Мигулински, Мешковски, Вешенски, Елански, Слащевски тата ытти станицӑсенче те пысӑках мар хӗҫпӑшаллӑ бандӑсем курӑнма тытӑнаҫҫӗ. Ҫав бандӑсем казак кулакӗсемпе пуянӗсене продовольстви отрячӗсем йӗркеленине тата совет влаҫӗ продразвереткӑна пурнӑҫа кӗртессине вӑйлатас енӗпе туса ирттерекен ӗҫсене хирӗҫ кӗрешме кирлӗ пулнӑ.

Бандӑсен йышӗ кашнинпе пӗрех пиллӗкрен пуҫласа ҫирӗм штык таран пулнӑ, вӗсен ытларах пайӗ унччен активлӑ шурӑ гвардеецсем пулнӑ вырӑнти казаксенчен тӑнӑ. Вӗсем хушшинче ак ҫаксене — вунсаккӑрмӗш-ҫирӗммӗш ҫулсенче карательсен отрячӗсенче ҫӳренӗ, кӗҫӗн командирсен составӗн сентябрьти мобилизацийӗнчен пӑрӑнса юлнӑ ӗлӗкхи Дон ҫарӗн уретникӗсене, вахмистрӗсемпе подхорунжийӗсене, пӗлтӗр Тури Дон округӗнчи восстани вӑхӑтӗнче тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармеецсене пере-пере пӑрахса паттӑра тухнӑ повстанецсене, — кӗскен каласан, совет влаҫӗпе пачах ҫула майлӑ мар ҫынсене курма пулнӑ.

Хуторсенче вӗсем продовольстви отрячӗсене тапӑннӑ тырӑ хывмалли пунктсене каякан тулли лавсене каялла тавӑра-тавӑра янӑ, коммунистсемпе совет влаҫне парӑннӑ, партире тӑман казаксене вӗлерсе ҫӳренӗ.

Бандӑсене тӗп тӑвас задачӑна пурнӑҫлама Тури Дон округӗн Вешенски станиципе Базки хуторӗнче хваттерсене вырнаҫнӑ хурал батальонне хушнӑ. Анчах округӑн пысӑк территорийӗ тӑрӑх сапаланнӑ вӑрӑ-хурахсене пӗтерсе тӑкма хӑтланни ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ, — мӗншӗн тесен, чи малтанах, вырӑнти халӑх хӑй бандитсен хутне кӗнӗ, вӗсене апат-ҫимӗҫ парса пулӑшнӑ, хӗрлӗармеецсен чаҫӗсем ӑҫтарах тӑни ҫинчен хыпарласа тӑнӑ, кунпа пӗрлех вӗсене йӗрлесе тытасран та пытарнӑ; унтан тата батальон командирӗ Капарин, патша ҫарӗн штабс-капитанӗ пулнӑ эсер, Тури Дон тӑрӑхӗнче каллех ак хальтерех пуҫ ҫӗкленӗ контрреволюцилле вӑйсене пӗтерсе тӑкма пачах та тӑрӑшман, вӗсене тӗп тӑвассине пур майпа та чӑрмантарса пынӑ. Вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ, унта та пулин партин округри комитечӗн председателӗ хӗстернипе, вӑл ҫывӑхри вырӑнсене тухкаласа бандӑсене йӗрленҫи тунӑ та, — Вешенскине тата унти округ учрежденийӗсемпе складсене тивӗҫлӗ хуралсӑр хӑварайманни, вӑйсене сапаласа ярса ӑссӑрла хӑтланайманни ҫине йӑвантарса — каллех Вешенскине таврӑннӑ. Тӑватҫӗр штыка яхӑн шутланакан вунтӑватӑ пулеметлӑ батальон гарнизон службине тытса пынӑ: хӗрлӗармеецсем арестленӗ ҫынсене хуралланӑ, шыв турттарнӑ, вӑрманта йывӑҫ каснӑ, ҫавӑн пекех, ӗҫ тумалли йӗркепе, чернил валли юман ҫӑпанӗ пуҫтарнӑ. Батальон округӗн йышлӑ учрежденийӗсемпе кантурӗсене пӗрне те вутӑпа чернилтан татӑк тӑратман, анчах ҫав хушӑрах вак-тӗвек бандӑсен хисепӗ пӗтӗм округӗпе хӑрушла йышланса кайнӑ. Декабрь уйӑхӗнче тин, Воронеж кӗпӗрнинчи Тури Дон округӗпе кӳршӗллӗ Богучар уесӗн территорийӗнче пысӑк восстани пуҫлансан, ирӗксӗрех вӑрман касасси те, юман ҫӑпанӗсем пухасси те чарӑнса ларнӑ. Дон облаҫӗнчи ҫарсен командующийӗн приказӗпе виҫӗ ротӑпа пулемет взводӗнчен тӑракан батальона хурал эскадронӗпе, 12-мӗш продовольстви полкӗн 1-мӗш батальонӗпе тата икӗ пысӑк мар заградительнӑй отрядпа пӗрле ҫав восстание путарма кӑларса янӑ.

Тип Донец сали ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура Яков Фомин командир пулса ертсе пынӑ Вешенски эскадронӗ, флангран пырса ҫапса, повстанецсен пысӑк ушкӑнне лӑскаса тӑкнӑ, лешсем тарма тытӑнсан, хыҫран хӑваласа кайса, ҫӗр ҫитмӗл ҫынна яхӑн хӗҫпе тураса тӑкнӑ, хӑйсенне пӗтӗмпе те виҫӗ боец кӑна ҫухатнӑ. Питӗ сахалӑшне шутламасан, эскадронра пурте Дон тӑрӑхӗнчи тури станицӑсенче ҫуралса ӳснӗ казаксем пулнӑ. Вӗсем кунта та казаксен ӗмӗртенхи йӑлинех тытнӑ: икӗ коммунист хирӗҫ пулнине пӑхмасӑр, эскадронри боецсем ҫуррине яхӑн хӑйсен кивӗ шинелӗсемпе ватка пиншакӗсене вӗлернӗ повстанецсенне хывса илнӗ селӗм кӗрӗксемпе улӑштарнӑ.

Восстание путарнӑ хыҫҫӑн тепӗр темиҫе кунран эскадрона Казански станицӑна чӗнсе илчӗҫ. Ҫар пурнӑҫӗн кулленхи чӑрмавӗсенчен каннӑ май, Фомин унта май килнӗ таран йӑпанса-илӗхсе пурӑнчӗ. Тӳрленейми чупкӑн ӗревӗҫ, ӗҫкӗ-ҫикӗшӗн хӗп-хӗпӗрчӗк те хавас кӑмӑллӑскер, вӑл кашни каҫ ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе таҫта ҫухалса ҫӳрерӗ, хваттере кӑвак ҫутӑлла тин сӗнкӗлтетсе таврӑнчӗ. Фомин хӑйсен умӗнче ним намӑс-симӗсне пӗлмесӗр ирӗклӗ тыткаланине хӑнӑхнӑ боецсем урамра-мӗнре аттине ҫап-ҫутӑ тасатнӑ командирне курсан, пӗр-пӗрне чеен куҫ хӗскелесе каларӗҫ:

— Ну, кайрӗ пирӗн ихахах ӑйӑр жалмеркӑсем тӑрӑх! Ӑна халь шуҫӑм ҫути ҫеҫ унтан сӗтӗрсе тухать.

Хӑйне эскадронри казаксенчен кам та пулин кӑмӑшка пурри тата ӗҫкӗ пуласси ҫинчен систерсен, Фомин эскадрон комиссарӗпе политрукран вӑрттӑн вӗсен хваттерӗсене те кайса ҫӳрерӗ. Кунашкалли час-часах пулчӗ. Анчах кӗҫех теветкел командир тунсӑхлама тытӑнчӗ, сӑнӗпе салхуланса, хӑй нумай пулмасть ӗҫсе супса, асса-пӗссе ҫӳренисене пачах маннӑ пек пулчӗ. Ӗнтӗ каҫсерен вӑл вӑрӑм кунчаллӑ шукӑль аттине унчченхи пек йӑл-тӑр-ялтӑр ҫуталиччен тӑрӑшса тасатма та, кашни кун хырӑнма та пӑрахрӗ, ҫапах та кӑштах калаҫкаласа ларма тата сыпкаласа илме хушӑран пӗрре тенӗ пек хӑйӗн эскадронӗнчи хутор казакӗсем патне ҫав-ҫавах кӗркелесе тухрӗ, анчах калаҫӑва-мӗне питех хутшӑнмарӗ.

Фомин ҫапла сасартӑк улшӑнасси отряд командирӗ Вешенскинчен илнӗ хыпартан пуҫланчӗ: унта Дончека политбюровӗ кӳршӗллӗ Усть-Медведица округӗнчи Михайловка ялӗнче хурал батальонӗнчи боецсем хӑйсен командирӗ Вакулин ертсе пынипе восстани пуҫлани ҫинчен кӗскен пӗлтернӗ.

Вакулин Фоминӑн службӑри тусӗ пулнӑ. Тахҫан вӑл унпа пӗрле Миронов корпусӗнче ҫапӑҫнӑ, пӗрле Саранскран Дон ҫине кайнӑ, Буденнӑйӑн утлӑ ҫарӗ Мироновӑн пӑлхав ҫӗкленӗ корпусне хупӑрласа илсен вара хӗҫпӑшалӗсене иккӗшӗ пӗрле пӗр купана пырса хунӑ. Фоминпа Вакулин мӗн юлашки вӑхӑтченех пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннӑ. Тин кӑна-ха, сентябрь пуҫламӑшӗнче, Вакулин Вешенскинче пулчӗ, ун чухнех вӑл, шӑлӗсене шӑтӑртаттарса, ӗлӗкхи тусӗпе «ҫӗр ӗҫченӗсене продразверсткӑпа юхӑнтарса, ҫӗршыва вилӗм патне илсе пыракан комиссарсем иртӗхсе хуҫаланни» ҫинчен ӳпкелешсе калаҫрӗ. Фомин Вакулин каланипе ӑшра килӗшрӗ-ха, анчах ҫутҫанталӑк панӑ ӑс ҫуккипе ун вырӑнне, яланхи пекех, чеелӗхӗпе усӑ курчӗ, — хӑйне асӑрханса тытрӗ. Ҫынни вӑл, калас пулать, кирек хӑҫан та асӑрханса пурӑннӑ, нихҫан та тӳрех, васкаса, юрать те, ҫук та тесе каламан. Анчах кӗҫех Вакулин батальонӗ восстани туни ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, Фомин хӑйне яланхи пек асӑрханса тытайми пулчӗ. Пӗр каҫхине, ҫапла, эскадрон Вешенскине кайма тапранас умӗн, казаксем взвод командирӗ Алферов вырнаҫнӑ хваттере пухӑнчӗҫ. Унта лаша шӑвармалли пысӑк витрепе чӑп тулли кӑмӑшка илсе пынӑччӗ. Сӗтел хушшинче нумайччен хӗрсе кайса калаҫрӗҫ. Ҫав ӗҫкӗ вӑхӑтӗнче Фомин пурне те шӑпӑрт шарламасӑр итлесе ларчӗ, ним сӑмах хушмасӑр витрери кӑмӑшкана ӑса-ӑса стакансене тултарчӗ. Анчах боецсенчен пӗри Тип Донец патӗнче атакӑна кӗрсе кайни ҫинчен аса илме пуҫласан — Фомин, мӑйӑх вӗҫне шухӑшлӑн пӗтӗркелесе, пӳлчӗ:

— Хохолсене начарах мар турарӑмӑр та-ха, атьсем, кӗҫех хамӑр ҫине хуйхӑ килсе ан тиентӗрччӗ… Вешенскине пырӑпӑр та, унта продотрядсем пирӗн ҫемьесенне пӗтӗм тыррине тасатса кайнӑ пулсан мӗнле? Казанскисем ай-ай мӗнле тарӑхаҫҫӗ ҫав продотрядсене. Лешсем пӳлмесенчи тырра шапӑрпа шӑлнӑ пек тасатса тухса каяҫҫӗ.

Пӳлӗмре шӑп пулса килчӗ. Фомин эскадронри казаксем ҫине сӑнаса пӑхса илчӗ, куланҫи туса каларӗ:

— Куна — шӳтлесе ҫеҫ эпӗ… Астӑвӑр, чӗлхесене йӳле яма кирлӗ мар, атту, мур пӗлес пур-и, шӳте таҫталла пӑраҫҫӗ кайран.

Вешенскине таврӑннӑ хыҫҫӑн Фомин хӗрлӗармеецсен ҫур взвочӗпе пӗрле килне, Рубежнӑй хуторне, кайрӗ. Хуторта, картишне кӗмесӗр, хапха патӗнче йӗнер ҫинчен анчӗ, чӗлпӗре пӗр хӗрлӗармееца ывӑтса парса, килнелле кӗрсе кайрӗ.

Вӑл арӑмне сиввӗн пуҫ сӗлтсе иртрӗ, ватӑ амӑшне пилӗк таран пуҫ тайрӗ те хисеплӗн алӑ парса сывлӑх сӳнчӗ, ачисене ыталаса тухрӗ.

— Атте ӑҫта тата? — пукан ҫине ларса ыйтрӗ Фомин, хӗҫне чӗркуҫҫисем хушшине хӗстерсе тытса.

— Армана кайрӗ, — терӗ те карчӑк, ывӑлӗ ҫине пӑхса илсе, ҫиллессӗн каларӗ:  — Ҫӗлӗкне хыв, ара, эсрел ҫури! Кам вӑл турӑш айне ҫӗлӗкпе пырса ларать? Ах Яков, ырӑпа пӗтмест те-ха сан…

Фомин мӑраннӑн кулса илчӗ, кубанка ҫӗлӗкне хывса хучӗ, анчах саланса тӑмарӗ.

— Мӗн тата хывӑнмастӑн?

— Эпӗ йӑпӑртлӑха ҫеҫ сире курма кӗтӗм, службӑра ним вӑхӑт та ҫук.

— Пӗлетпӗр эпир сан службуна… — терӗ сивлеккӗн карчӑк, ывӑлне аскӑнса пурӑннӑшӑн Вешенскинче хӗрарӑмсемпе явӑҫса кайнӑшӑн сӑмах тӗксе.

Фоминӑн вӑхӑтсӑр ватӑлнӑ, мӗскӗн те шуранка сӑнлӑ арӑмӗ, хунямӑшӗ ҫине шиклӗн пӑхса илсе, кӑмака патне кайса тӑчӗ. Упӑшкине мӗнпе те пулин юрас, ун кӑмӑлне килӗшсе, ӑна хӑть пӗрре те пулин хӑй ҫине ӑшшӑн пӑхтарасчӗ тесе, — вӑл пичуркаран мунчала илчӗ те урайне чӗркуҫленчӗ, кӗлеткипе пӗкӗрӗлсе, Фомин аттисем ҫумне ҫыпҫӑннӑ ҫӑра пылчӑка тасатма пуҫларӗ.

— Атту мӗнешкел чаплӑ сан, Яша… Хытӑ вараланса пӗтнӗ-ха вӑл… Эпӗ наччасрах тасатса яратӑп, тап-таса тӑвӑп! — пуҫне ҫӗклемесӗр илтӗни-илтӗнми пӑшӑлтатрӗ вӑл, чӗркуҫҫийӗсемпе упӑшки ури патӗнче шукаласа ҫӳренӗ май.

Фомин нумайранпа унпа пурӑнмасть, унӑн халь хӑй тахҫан ҫамрӑк чухне савнӑ ҫак хӗрарӑм патне, кӑшт йӗрӗнерех хӗрхеннисӗр пуҫне, нимӗнле туртӑм-туйӑм та юлман. Анчах арӑмӗ ӑна пӗрмаях юратнӑ, вӑл хӑҫан та пулин хӑй патне таврӑнасса вӑрттӑн ӗмӗтленсе пурӑннӑ, ӑна пуриншӗн те каҫарнӑ. Нумай ҫул вӑл килти хуҫалӑха тытса пынӑ, ачисене пӑхнӑ, кӑра ҫилӗллӗ хунямӑшне пуринпе те юрама тӑрӑшнӑ. Уй-хир ӗҫӗсен пӗтӗм йывӑрӑшӗ унӑн хыткан хулпуҫҫийӗсем ҫине тиеннӗ. Вӑйран ӳксе ӗҫлени тата иккӗмӗш ачине ҫуратнӑ хыҫҫӑн пуҫланнӑ чир ҫулсерен ун сывлӑхне хавшатса пынӑ. Вӑл ӗнтӗ пӗтӗмпех юхса тухнӑ. Сӑнӗ-пичӗ сарӑхса ларнӑ. Вӑхӑтсӑр килсе ҫитнӗ ватлӑх ун питҫӑмартийӗсене эрешмен хӗлӗхӗ пек вӗтӗ пӗркеленчӗксем каркаласа пӗтернӗ. Куҫӗсем чире кайнӑ ӑслӑ выльӑхсенни пек шиклӗн пӑхӑнса тинкерекен пулнӑ. Хӑй хӑвӑрт ватӑлса пынине, сывлӑхӗ кунран-кун хавшаса начарланнине вӑл хӑй те сисмерӗ, халӗ те ҫаплах тем ҫине шанчӑк хурать хутран-ситрен курма тивнӗ чух чипер упӑшки ҫине именчӗклӗн юратса, пӗт-пӗтӗм хӗпӗртесе пӑхкаласа илет…

Арӑмӗн хӗрхенмелле мӗскӗннӗн пӗкӗрӗлсе хутланнӑ ҫурӑмӗ ҫине Фомин ҫӳлтен аялалла пӑхса ларчӗ, унӑн кофта айӗнчен мӑкӑрӑлса тухнӑ типшӗм хул калаккисене, атӑ ҫумӗнчи пылчӑка тӑрӑшса тасатакан чӗтрекен пысӑк аллисене курса, ҫапла шухӑшларӗ: «Селӗм, калама та ҫук! Тахҫан ҫывӑрса та пурӑннӑ вӗт эпӗ ҫак халерпа… Чӑнах та хытӑ ватӑлнӑ-ха вӑл… Хӑрушла хытӑ ватӑлнӑ!»

— Ҫитӗ сана! Пурпӗр каллех варалатӑп, — тарӑхса каларӗ вӑл, урисене арӑмӗн алли ҫумӗнчен пукан айнелле туртса илнӗ май.

Арӑмӗ ҫурӑмне вӑйсӑррӑн тӳрлетсе ура ҫине тӑчӗ. Унӑн сарӑхса кайнӑ питне кӑшт ҫеҫ сисӗнекен шупка хӗрлӗ сӑн кӗнӗ. Ҫав тери юратса, йытӑ пек парӑнса пӑхрӗ вӑл шывлӑ куҫӗсемпе упӑшки ҫине. Фомин, ҫавна асӑрхаса, тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ларчӗ, амӑшӗнчен ыйтрӗ:

— Ну мӗнле пурӑнатӑр кунта?

— Пӗр майлӑ, — кӑмӑлсӑррӑн тавӑрчӗ карчӑк.

— Продотряд пулчӗ-и хуторта?

— Ӗнер анчах Анат Кривскине тухса кайрӗҫ.

— Пирӗнне илсе тухрӗҫ-и тырӑ?

— Илчӗҫ. Миҫе михӗччӗ-ха, Давыдушка?

— Маҫак пӗрле пулнӑ вӗсемпе, вӑл пӗлет, — терӗ ашшӗ сӑнлӑ вунтӑватӑ ҫулхи ывӑл ачи, ҫавӑн пекех анкӑш кӑвак куҫлӑскер. — Вунӑ михӗччӗ пулмалла.

— Та-а-ак… — Фомин ура ҫине тӑчӗ, ывӑлӗ ҫине йӑпӑрт пӑхса илсе, портупейне тӳрлетрӗ. — Каларӑр-и вӗсене кам тыррине илсе кайнине? — Куна ыйтнӑ чух сӑн-пичӗ кӑштах тӗксӗмленчӗ.

Карчӑк, аллипе сулса, мӑшкӑлланӑ пек кулса илчӗ:

— Вӗсем шутласах тӑраҫҫӗ сана! Асли вӗсен ҫаплах каларӗ: «Камне пӑхса тӑмасӑр, пурин те ытлашши тырра памалла. Фомин-и вӑл, округ председателӗ хӑй-и — ытлашши тырра пуринне те тиесе тухатпӑр!» — терӗ. Унтан пӳлмесене тӗрӗслеме кайрӗҫ.

— Эпӗ кӑтартӑп ак вӗсене, анне. Лайӑх кӑтартатӑп вӗсене! — терӗ те хуллен мӑкӑртатса Фомин кил-йышӗпе васкавлӑн сывпуллашса пӳртрен тухрӗ.

Килне кайса килнӗ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн эскадронӗнчи боецсен шухӑш-кӑмӑлне вӑрттӑн сӑнама тытӑнчӗ те нумайӑшӗ продразверсткӑна тарӑхнине ним ытлашши чӑрманмасӑрах ӑнланса ҫитрӗ. Хуторсемпе станицӑсенчен вӗсем патне арӑмӗсем, пӗлӗшӗ-хурӑнташӗсемпе ҫывӑх тӑванӗсем пыркаласа кайрӗҫ; продотряд ҫыннисем килсем тӑрӑх ухтарса ҫӳрени, акма тата ҫикелесе пурӑнма кӑна тырӑ хӑварса, ыттине пӗтӗмпех тиесе тухса кайни ҫинчен кала-кала кӑтартрӗҫ. Ҫакӑ вара январь вӗҫӗнче Базкире пулса иртнӗ гарнизон пухӑвӗнче эскадронри боецсем округ военкомӗ Шахаев сӑмах каланӑ вӑхӑтра тӳрремӗн чӗрре кӗрсе каясси патне илсе ҫитерчӗ. Ретсенчен пӗри те пӗри кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнсе тӑчӗҫ:

— Хӑвалӑр продотрядсене!

— Пӑрахас пулать тырӑ ҫаратма!

— Тасалччӑр продовольстви комиссарӗсем!

Вӗсене хирӗҫ хурал отрядӗнчи хӗрлӗармеецсем кӑшкӑрчӗҫ:

— Контрӑсем!

— Салатса ямалла йӗксӗксене!

Пуху вӑрах та асар-писер тӑвӑллӑн иртрӗ. Гарнизонри йышлах мар коммунистсенчен пӗри Фомина хыпӑнчӑклӑн каларӗ:

— Сан сӑмах каламалла, Фомин юлташ! Кур-ха, мӗн хӑтланать эскадрону!

Фомин мӑйӑх айӗпе вӑрттӑн кулса илчӗ.

— Эпӗ партире тӑмастӑп вӗт-ха, ӑҫтан мана итлеччӗр вӗсем?

Хирӗҫ ним каламасӑр, вӑл пуху пӗтиччен чылай малтан батальон командирӗ Капаринпа пӗрле унтан пӑрахса кайрӗ. Вешенскинелле ҫул тытнӑ май, вӗсем лару-тӑру ҫинчен сӑмах тапратса ячӗҫ те питӗ хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупрӗҫ. Тепӗр эрнерен Капарин Фомин хваттерӗнче ӑна куҫранах каларӗ:

— Эпир е халь восстани тӑватпӑр, е нихҫан та тӑваймастпӑр, пӗл ҫавна, Яков Ефимович! Майлӑ самантпа усӑ курмалла. Халӗ вӑхӑчӗ шӑп ҫавӑн пекки. Казаксем пирӗн майлӑ пулаҫҫӗ. Авторитет сан округра пысӑк. Халӑх шухӑш-кӑмӑлӗ тесен — кунтан селӗммине шутласа та кӑлараймӑн. Мӗн нимӗн те чӗнместӗн? Шухӑшла атя!

— Мӗн шухӑшламалли-ха кунта? — терӗ сӑмахӗсене майӗпен тӑсса Фомин, Капарин ҫинелле куҫ айӗн пӑхса илсе. — Кунта шухӑшласа хунӑ ӗнтӗ. Планне кӑна тӗплӗ хатӗрлемелле: пӗр йӗксӗк те ҫулӑхма ан пултартӑр, пурте чип-чипер пулса тухтӑр. Ҫавӑн ҫинчен калаҫар.

Фоминпа Капарин хушшинчи иккӗлентерекен туслӑх асӑрханмасӑр юлмарӗ. Батальонри темиҫе коммунист вӗсене сӑнаса пыма тытӑнчӗҫ, хӑйсем вӗсем пирки шикленни ҫинчен Дончека политбюровӗн начальникне Артемьева тата Шахаев военкома кайса пӗлтерчӗҫ.

— Хӑрама хӑнӑхнӑ йытӑ виҫ кун малтан вӗрнӗ, — терӗ кулса Артемьев. — Капарин вӑл — хӑравҫӑ, ӑҫтан-ха хӑйтӑр вӑл? Фомин мӗн хӑтланнине асӑрхӑпӑр, ӑна эпир тахҫанах сӑнама тытӑннӑ-ха. Темле-тӗр, пултарӗ-ши Фомин восстани пуҫласа яма? Йӑлтах пустуй япала ку, — татса каларӗ вӑл юлашкинчен.

Анчах асӑрхама кая юлчӗҫ: каварҫӑсем унчченех калаҫса татӑлма ӗлкӗрнӗ. Восстани мартӑн 12-мӗшӗнче ирпе сакӑр сехетре пуҫланмалла пулнӑ. Вӗсем ак ҫапла килӗшнӗ: ҫав ирхине Фомин эскадрона пӗтӗм хӗҫпӑшалӗ-мӗнӗпе уҫӑлма илсе тухать те, ним кӗтмен ҫӗртен станица хӗрринчи пулемет взводне тапӑнса, пӗтӗм пулемечӗсене тытса илет, унтан хурал ротипе пӗрле округ учрежденийӗсене «тасатма» тытӑнать.

Капарин пӗтӗм батальон хӑй майлӑ пуласса шансах каймарӗ. Кун ҫинчен вӑл Фомина та пӗлтерчӗ. Лешӗ ӑна пӗтӗмпех итлерӗ, унтан каларӗ:

— Пулеметсене ҫеҫ туртса илесчӗ, ун хыҫҫӑн сан батальонна питӗ хӑвӑрт лӑплантаратпӑр…

Фоминпа Капарина куҫ вӗҫертмесӗр сӑнаса пыни ним те памарӗ. Вӗсем хутран-ситрен кӑна, унта та пулин службӑри ӗҫсен йӗркипе ҫеҫ тӗл пулчӗҫ. Февраль вӗҫӗнчи пӗр каҫхине кӑна патруль вӗсене пӗрле иртсе пынине курчӗ. Фоминӗ йӗнерленӗ лашине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтнӑччӗ, Капарин унпа юнашар утса пыратчӗ. Патруль кӑшкӑрса чарсан, Капарин: «Хамӑрӑннисем», — тесе хӑварчӗ. Вӗсем Капарин патне хваттерне кайрӗҫ. Фомин утне крыльца карлӑкӗнчен кӑкарчӗ. Пӳлӗмре ҫутӑ ҫутмарӗҫ. Фомин унтан ирхине тӑваттӑмӗш сехетре тин тухрӗ, лаши ҫине утланса, хӑй патне кайрӗ. Пӗтӗмпе те ҫакӑ кӑна паллӑ пулса юлчӗ.

Округ военкомӗ Шахаев Дон облаҫӗнчи ҫарсен командующийӗ ячӗпе янӑ шифрлӑ телеграммӑра хӑй Фоминпа Капарина шанманни ҫинчен пӗлтернӗ. Командующирен Фоминпа Капарина вырӑнтан кӑларма тата арестлеме санкциленӗ ответ темиҫе кунтан тин каялла ҫитнӗ.

Партин округри комитечӗн бюровӗн канашлӑвӗнче ҫапла йышӑннӑ: окрвоенком приказӗпе Фомина ҫарсен командующийӗ урӑх вырӑна куҫарма Новочеркасска чӗнсе илни ҫинчен пӗлтермелле, эскадрона ун помощникне Овчинникова парса хӑварма хушмалла; ҫав кунах эскадрона, Казанскинче банда тустарса ҫӳрет тесе, унта кӑларса ямалла, ҫавӑн хыҫҫӑн вара, ҫӗрле, каварҫӑсене тытса арестлемелле. Бюро канашлӑвӗ эскадрона, Фомина арестлени ҫинчен пӗлсе, восстани тӑвасран станицӑран илсе тухма йышӑннӑ. Хурал батальонӗнчи иккӗмӗш рота командирне Ткаченко коммуниста батальонри коммунистсемпе взвод командирӗсене восстани пулма пултарасси ҫинчен асӑрхаттарса хума тата хулара вырнаҫнӑ ротӑпа пулемет взводне ҫапӑҫӑва хатӗрлесе тӑратма сӗннӗ.

Фомин приказа тепӗр ирхине илнӗ.

— Ну, йышӑн, эппин, эскадрона, Овчинников. Новочеркасска каятӑп, — тенӗ вӑл лӑпкӑ сасӑпа. — Отчетсене пӑхатӑн-и-ха?

Партире тӑман взвод командирӗ Овчинников, хӑйне никам та малтанах асӑрхаттарманскер, ӑна-кӑна нимӗн те чухламасӑр, хутсемпе чакаланма тытӑннӑ.

Майлӑ самантпа усӑ курса, Фомин Капарин патне кӗске ҫыру ҫырнӑ: «Паян пуҫлатпӑр. Мана кӑлараҫҫӗ. Хатӗрлен». Ҫыруне вӑл ҫенӗкре хӑйӗн ординарецне тыттарнӑ, хуллен пӑшӑлтатса каланӑ:

— Хутне ҫуха хушшине чик. Ҫил пек — ӑнлантӑн-и? — ҫил пек вӗҫтер Капарин патне. Ҫул ҫинче кам та пулин тытса чарас пулсан — тӳрех ҫӑтса яр. Ҫитсе панӑ-паман кунта таврӑн.

Казански станицӑна тухса каймалли ҫинчен приказ илнӗ хыҫҫӑн Овчинников эскадрона чиркӳ площадӗнче похода йӗркелесе тӑратрӗ. Ун патне Фомин юланутпа пырса чарӑнчӗ:

— Ирӗк пар эскадронпа сывпуллашма.

— Тархасшӑн, анчах кӗскенрех эсир, вӑрах ан тытӑр. Фомин эскадрон умне тухрӗ.

— Эсир мана, юлташсем, пӗлетӗр, — терӗ вӑл боецсене, ташласа тӑракан утне чара-чара. — Пӗлетӗр эпӗ мӗншӗн ялан кӗрешнине. Эпӗ пӗрмаях сирӗнпе пӗрле пулнӑ. Анчах халӗ эп казаксене ҫаратнипе, ҫӗр ӗҫченӗсене пурне те ҫапла ҫаратнипе килӗшсе пурӑнма пултараймастӑп. Ҫавӑншӑн кӑларчӗҫ те мана командиртан. Мӗн тӑваҫҫӗ манпа — куна пӗлетӗп эпӗ. Ҫавӑнпа сирӗнпе сывпуллашас терӗм…

Эскадронра шавласа кӑшкӑрашса кайнӑ сасӑсем самантлӑха Фомин сӑмахне пӳлсе хучӗҫ. Вӑл, йӗнер пускӑчисем ҫинче ҫӗкленерех тӑрса, сасартӑк хаяррӑн кӑшкӑрса каларӗ:

— Ҫаратасран хӑтӑлас килсен — хӑвалӑр кунтан продотрядсене, вӗлерӗр Мурзов йышши продкомиссарсемпе Шахаев пек комиссарсене! Вӗсем кунта Дон тӑрӑхне…

Фоминӑн юлашки сӑмахӗсем шӑв-шав айне пулчӗҫ. Майлӑрах саманта кӗтсе илсе, вӑл пӗтӗм площаде янратса команда пачӗ:

— Сылтӑмран виҫшерӗн, сылтӑмалла шагом-арш! Эскадрон командӑна ним сӑмахсӑр пӑхӑнчӗ. Ҫакна пурне те курса шак тӗлӗнсе хытнӑ Овчинников лашипе Фомин патне ывтӑнса пычӗ:

— Эсир ӑҫталла, Фомин юлташ?

— Ав чиркӳ тавра ҫаврӑнса килетпӗр… — мӑшкӑлласа хуравларӗ Фомин, пуҫне те пӑрмасӑр.

Ҫавӑн чухне тин Овчинников ҫак темиҫе минут хушшинче мӗн пулса иртнине ӑнланса илчӗ. Вӑл колоннӑран пӑрӑнса юлчӗ; политрукпа комиссар помощникӗ тата тепӗр хӗрлӗармеец ҫеҫ ун хыҫӗнчен кайрӗҫ. Вӗсем пӗр икҫӗр утӑма яхӑн аяккалла пӑрӑнсан, Фомин колоннӑра вӗсем ҫуккине асӑрхарӗ.

— Овчинников, тӑр!.. — кӑшкӑрчӗ вӑл, утне ҫавӑрса тӑратса.

Лашисене ҫӑмӑл юртӑпа чуптарса пынӑ тӑватӑ юланут сикӗпе тӗпӗртеттерсе кайрӗҫ. Ут чӗрнисем айӗнче сӗлкӗшлӗ юр чӑмаккисем пур еннелле те чӑлт-чалт сирпӗнсе пычӗҫ.

— Пеме хатӗрленӗр! — команда пачӗ Фомин. — Тытӑр Овчинникова!.. Пӗрремӗш взвод! Хыҫран!

Умлӑн-хыҫлӑн пӑшал сассисем кӗрӗслетсе кайрӗҫ. Пӗрремӗш взводран пӗр вунултӑ казак Овчинниковпа ыттисене хӑваласа ҫитме ыткӑнчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра Фомин эскадронри ытти боецсене икӗ ушкӑна уйӑрчӗ: пӗрне виҫҫӗмӗш взвод командирӗпе пӗрле пулемет взвочӗн хӗҫпӑшалӗсене тытса илме ячӗ, теприне станицӑн ҫурҫӗр вӗҫне — ӗлӗк станица ӑйӑрӗсене усранӑ витесенче вырнаҫса тӑнӑ хурал роти патне хӑй ертсе кайрӗ.

Малтанхи ушкӑн, кӗрӗс те кӗрӗс сывлӑшалла персе, хӗҫсене пуҫ тӑрринче вӑйкӑнтарса, тӗп урампа вӗҫтерсе пычӗ. Пӑлхавҫӑсем, ҫул ҫинче куҫ тӗлне ҫакланнӑ тӑватӑ коммуниста касса-чиксе пӑрахса, станица хӗрринче кӗпӗр-кӗпӗр йӗркеленсе тӑчӗҫ те ҫуртран сирпӗнсе тухнӑ пулемет взводӗнчи хӗрлӗармеецсем ҫине ним кӑшкӑрмасӑр, шӑппӑн атакӑна кӗрсе кайрӗҫ.

Пулемет взвочӗ вырнаҫнӑ ҫурт уйрӑм ҫӗрте ларать. Унтан станица хӗрринчи ҫуртсем патне ҫитме ҫӗр чалӑшран ытла та мар. Хӑйсене пулеметсемпе тӳрӗрен ӑшалантарма тытӑнсан, пӑлхавҫӑсем вӑрт кӑна каялла тапса сикрӗҫ. Ҫывӑхри тӑкӑрлӑка кӗрсе тарма ӗлкӗриччен виҫҫӗшне пульӑсем лашисем ҫинчен шӑлса ӳкерчӗҫ. Пулеметчиксене сисмен ҫӗртен пырса тапӑнасси пулмарӗ. Пӑлхавҫӑсем иккӗмӗш хут тытӑнса пӑхма шутламарӗҫ. Виҫҫӗмӗш взвод командирӗ Чумаков хӑй ушкӑнне хӳтӗрех вырӑна илсе тухрӗ; учӗ ҫинчен анмасӑр, чул сарай кӗтессинчен асӑрханса пӑхса, ҫапла каларӗ:  — Тата икӗ «максим» сӗтӗрсе тухрӗҫ. — Унтан тарланӑ ҫамкине ҫӗлӗкӗпе шӑлса боецсем еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ:  — Каялла кайрӑмӑр, атьсем!.. Фомин хӑй, ан тив, пулеметчиксене тытса илсе пӑхтӑр. Миҫе ҫынна пӑрахса хӑвартӑмӑр-ха юр ҫине, виҫҫӗшне-и? Ну, вӑт, ан тив, хӑй тапӑнса пӑхтӑр.

Станицӑн хӗвелтухӑҫ вӗҫӗнче перкелешӳ пуҫланнӑ-пуҫланман рота командирӗ Ткаченко хваттертен ывтӑнса тухрӗ — чупнӑ ҫӗртех шинельне тӑхӑнса, казарма еннелле ыткӑнчӗ. Вӑтӑра яхӑн хӗрлӗармеец казарма патӗнче шеренгӑсене йӗркеленсе тӑнӑ та ӗнтӗ. Рота командирне вӗсем нимӗн те ӑнланмасӑр кӗтсе илчӗҫ:

— Кам перет?

— Мӗн пулнӑ?

Ткаченко, хуравламасӑр, тин ҫеҫ казармӑран вӑркӑнса тухнӑ хӗрлӗармеецсене шеренгӑна тӑратрӗ. Темиҫе коммунист — округри учрежденисенче ӗҫлекенсем — унпа пӗр вӑхӑтра тенӗ пекех казарма патне чупса ҫитрӗҫ, строй ҫумне пӗрлешрӗҫ.

Станица тӑрӑх унта та кунта винтовкӑсемпе тӗлли-паллисӗр перкелешнӗ сасӑсем кӗрӗслетсе тӑчӗҫ. Таҫта станицӑн хӗвеланӑҫ вӗҫӗнче алӑпа ывӑтмалли граната хаяррӑн шартлатса ҫурӑлчӗ. Хӗҫӗсене йӗннисенчен кӑларса казарма еннелле сикӗпе сиктерсе килекен алла яхӑн юланута курсан, Ткаченко васкамасӑр наганне кобурӑран кӑларчӗ. Вӑл команда пама ӗлкӗреймерӗ: шеренгӑра тӳрех калаҫма чарӑнчӗҫ, хӗрлӗармеецсем хӑвӑрт винтовкисене пеме хатӗрлесе тытрӗҫ.

— Хамӑрӑннисем кусем! Пӑхӑр, ав, хамӑр комбат Капарин юлташ! — кӑшкӑрчӗ пӗр хӗрлӗармеец.

Юланутсем, урамран сирпӗнсе тухса, пуҫӗсемпе команда панӑ чухнехи пек харӑс лашисен мӑйӗсем ҫумнелле лӑпчӑнчӗҫ, казарма еннелле чавкӑнса ҫывхарчӗҫ.

— Ямалла мар! — хиврен кӑшкӑрчӗ Ткаченко.

Унӑн сассине хупласа хурса, пӑшал сассисем кӗрӗслетсе кайрӗҫ. Хӗрлӗармеецсем ҫума-ҫумӑн йӗркеленсе тӑнӑ шеренгӑран пӗр ҫӗр утӑмра пулӗ тӑватӑ юланут лашисем ҫинчен персе анчӗҫ, ыттисем мӗнле килнӗ ҫапла сапаланса каялла тарма тытӑнчӗҫ. Вӗсем хыҫӗнчен ҫине-ҫинех винтовкӑсем кӗрӗслетсе тӑчӗҫ. Пӗр юланучӗ, ҫӑмӑл аманнӑскер пулас, йӗнерӗ ҫинчен сирпӗнсе анчӗ, ҫапах та чӗлпӗре алӑран вӗҫертмерӗ. Сиккипе каякан учӗ хыҫӗнчен вӑл вунӑ чалӑша яхӑн сӑтӑрӑнса пычӗ, унтан ури ҫине сиксе тӑрса, малтан йӑранаран, унтан йӗнерӗн хыҫалти пӗкечинчен ярса тытрӗ те тахӑш самантра, сиссе юлмалла мар хӑвӑрт, лаши ҫине утланса та ларчӗ. Чӗлпӗре ҫилӗллӗн карӑнтарса туртса, сиккипе вӑркӑнса пынӑ ҫӗртех вӑл хӑвӑрт каялла ҫаврӑнчӗ, ҫывӑхри тӑкӑрлӑкалла вӗҫтерсе кӗрсе кайрӗ.

Овчинников хыҫӗнчен усӑсӑр хӑваланӑ хыҫҫӑн эскадронри пӗрремӗш взвод боецӗсем станицӑна таврӑнчӗҫ. Шахаев комиссара шырани ахалех пулчӗ. Вӑл ҫыннисем тарса пӗтнӗ пушӑ военкоматра та, хӑйӗн хваттерӗнче те тупӑнмарӗ. Перкелешнӗ сасӑсене илтсенех вӑл тӳрех Дон хӗррине чавтарнӑ, пӑр тӑрӑх вӑрмана, унтан Базки хуторне тарса ӳксе, тепӗр куннех Вешенскинчен аллӑ ҫухрӑмри Усть-Хопер станицине вӗҫтерсе ҫитнӗ.

Ертсе пыракан работниксенчен нумайӑшӗ вӑхӑтра тарса пытанма ӗлкӗрчӗҫ. Вӗсене шыраса хӑтланма эскадроншӑн хӑрушӑ пулчӗ, мӗншӗн тесен пулеметчиксен взводӗнчи ҫӑмӑл (ручной) пулеметсемпе станица центрӗ патнелле ҫывхарса ҫитнӗ хӗрлӗармеецсем тӗп площадь ҫумӗнчи пур урамсене те татти-сыпписӗр персе тӑчӗҫ.

Эскадронри боецсем шыраса аппаланма пӑрахрӗҫ. Дон хӗррине анчӗҫ те хӑйсем Овчинников хыҫӗнчен хӑваласа кайнӑ чиркӳ площачӗ патне ашӑпа вӗҫтерсе ҫитрӗҫ. Кӗҫех Фомин ҫыннисем пурте унта пуҫтарӑнчӗҫ, каллех строя йӗркеленсе тӑчӗҫ. Фомин эскадрона хураллама ҫынсем уйӑрттарчӗ, ытти боецсене, хваттерсем тӑрӑх саланса, лашисене йӗнерленипех канса илме хушрӗ.

Фоминпа Капарин взвод командирӗсемпе пӗрле станица хӗрринчи пӗр пӳртре пуҫтарӑнчӗҫ.

— Пӗтрӗмӗр, ним ӗҫ те тухмарӗ! — терӗ сехри хӑпнӑ Капарин, вӑй пӗтсе килнӗ пек йывӑррӑн сак ҫине ларса.

— Ҫук ҫав, станицӑна илеймерӗмӗр, эппин, тытӑнса тӑраймастпӑр кунта, — шӑппӑн каларӗ Фомин.

— Округ тӑрӑх ҫӳремелле, Яков Ефимович. Тин ӗнтӗ мӗн хӑрамалла пирӗн? Ҫавах вилӗм ҫитмесӗр вилместпӗр. Казаксене ҫӗклетпӗр те, ун чухне станица та пирӗн пулать, — сӗнчӗ Чумаков.

Фомин ним шарламасӑр ун ҫине пӑхса илчӗ, Капарин еннелле ҫаврӑнчӗ:

— Йӑшӑхрӑн-и, ваше благороди? Шӑлсам манкуна! Хӑмӑтне тӑхӑнтӑн-тӑк, урапи йывӑр тесе ан кала. Пӗрле пуҫларӑмӑр пулсан, пӗрлех сӗтӗрер… Мӗнле шутлатӑн — каймалла-и пирӗн станицӑран е тепре тытӑнса пӑхмалла?

— Ыттисем тытӑнса пӑхчӑр! — хиврен татса хучӗ Чумаков. — Эпӗ каймастӑп пулеметсем ҫине. Пустуй ӗҫ ку.

— Санран ыйтмастӑп эпӗ, шӑп пул! — Фомин Чумаков ҫине чӑрр! пӑхрӗ те, вӑл куҫӗсене ҫӗрелле тартрӗ.

— Ара-ҫке, тинех тепре тытӑннинчен ним усси те пулмасть, — терӗ Капарин кӑштах чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. — Вӗсем хӗҫпӑшалпа вӑйлӑ. Вӗсен вунтӑватӑ пулемет, пирӗн пӗрре те ҫук. Ҫыннисем те вӗсен ытларах… Каяс пулать те кунтан, казаксене восстани тутармалла. Ак кусем патне подкрепленисем янӑ хушӑра — пӗтӗм округӗпе восстани хыпса илет. Пӗртен-пӗр шанчӑк та ҫавӑнта кӑна. Ҫавӑнта кӑна!

— Мӗнех ӗнтӗ, ҫапла тума тивет, — терӗ Фомин вӑрахчен чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. — Взводнӑйсем! Халех снаряженисене кайса тӗрӗслӗр, шутласа пӗлӗр: камӑн мӗн чухлӗ патрон юлнӑ. Ҫирӗп приказ: пӗр патрон та усӑсӑр сая ямалла мар. Кам пӑхӑнмасть, чи пирвайхинех хам алӑпа тураса тӑкатӑп. Ҫаплах калӑр боецсене. — Вӑл каллех шӑпланчӗ те чукмар пек чӑмӑрӗпе сӗтеле ҫилӗллӗн кӑрӑслаттарса ҫапрӗ. — Эх, к… пулемечӗсем! Йӑлтах эсӗ, Чумаков! Тӑваттӑшне те пулин тытса илесӗнччӗ! Паллах, халь вӗсем пире станицӑран тапса сирпӗтеҫҫӗ… Ну, саланӑрах! Хамӑра хӳтерсе кӑлараймасан, станицӑра ҫӗр каҫатпӑр та, тул ҫутипе тапранса, округ тӑрӑх каятпӑр…

Ҫӗр лӑпкӑ иртрӗ. Вешенскин пӗр хӗрринче эскадронра восстани ҫӗкленӗ боецсем, тепринче хурал ротипе унта пырса пӗрлешнӗ коммунистсемпе комсомолецсем пулчӗҫ. Пӗтӗмпе те икӗ квартал ҫеҫ уйӑрса тӑчӗ тӑшмансене, анчах нихӑш енӗ те пӗр-пӗрин ҫине ҫӗрле тапӑнма хӑяймарӗ.

Ирхине пӑлхавҫӑсен эскадронӗ, станицӑна ним ҫапӑҫмасӑр хӑварса, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ еннелле тапранса тухрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех