Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫулсем (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулсем иртнӗҫемӗн вырӑс тата чӑваш чӗлхисем мӗнле улшӑнса пынине те ҫанӑ тавӑрсах тишкересшӗн.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Улмуҫҫи, груша тӗмӗсене урамра е ҫулсем хӗрринче сутакансенчен илме сӗнмест ӑста пахчаҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫапла вара автомобиль хуҫи ҫитиччен пирӗн ентешсем унти пурнӑҫпа киленнӗ теме те юрать: чаплӑ ҫулсем, хӑтлӑ хӑна ҫурчӗсем...

Таким образом, пока ждали владельца автомобиля, можно сказать, что наши земляки наслаждались тамошней жизнью: прекрасные дороги, удобные гостиницы...

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

1970 ҫулсем ҫӗрулми анине химизациленипе палӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ялти пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас тӗлӗшпе юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑра пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫ нумай пурнӑҫларӗҫ: хытӑ сийлӗ ҫулсем сарчӗҫ, ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртрӗҫ, нумай ҫӗрте социаллӑ ҫӗнӗ объектсем — ача сачӗсем, фельдшер-акушер пункчӗсем — хӑпартрӗҫ, халӑха ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерчӗҫ...

С целью улучшения условия жизни в последнее время в нашей республике проделали много большие, масштабные работы: постелили дороги с твёрдым покрытием, провели природный газ, во многих местах подняли социальные новые объекты - детские сады, фельдшерские и акушерские пункты, снабдили народ чистой питьевой водой...

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта район территорийӗнчи ҫулсем ҫинче 2 авари пулнӑ.

В первом квартале нынешнего года на дорогах, входящих на территорию района произошли две аварии.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

1931-1932 ҫулсем.

1931-1932 года.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Х.В. Рамазанов ҫулсем иртнӗ май Ҫӗнтерӳ уявӗ кашни ҫыншӑн хакланса, ветерансем сахалланса пынине каларӗ, ҫавӑнпа кашни ҫул майӑн 9-мӗшне юбилей ҫулӗ пек анлӑ та савӑнӑҫлӑ уявлама сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Х.В. Рамазанов ҫулсем иртнӗ май Ҫӗнтерӳ уявӗ кашни ҫыншӑн хакланса, ветерансем сахалланса пынине каларӗ, ҫавӑнпа кашни ҫул майӑн 9-мӗшне юбилей ҫулӗ пек анлӑ та савӑнӑҫлӑ уявлама сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

-Хӗлле йӗлтӗр ҫине тӑратпӑр та вӑрман енне ҫул тытатпӑр, юр ирӗлсен – ҫуран, ӑшӑтса ҫулсем типсен вара велосипед утланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ҫулсем иртрӗҫ.

Прошли годы.

Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Кунсем ҫеҫ мар, ҫулсем иртрӗҫ унтанпа.

Не только дни, но и года прошли с этого момента.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫулсем иртнӗ май вӑй чакать ҫав, ав чӗркуҫҫи те ыратать.

С уходом годов и сил меньше становится, вот и колено болит.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Нумай пулмасть агробизнес кадрӗсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра «Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫе сыхласси, унӑн тытӑмӗ, ҫивӗч ыйтӑвӗсем, вӗсене татса парас ҫулсем» темӑпа наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

— Юлашки ҫулсенче ялти пурнӑҫа хӑтлӑлатас тӗллевпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ: ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртнӗ, ҫӗнӗ ҫулсем сарнӑ, фельдшер-акушер пункчӗсем, ача сачӗсем хӑпартнӑ…

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Иртсе кайӗҫ ҫулсем, ӗмӗрсем...

Пройдут года, века..

Тулай чӑвашӗсене // Людмила Смолина. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Тӗслӗхрен, кӑҫал йӗлтӗрпе 635 ҫухрӑм чупнӑ, пӗлтӗр — 598. Ҫулсем шунӑ май кӑтартусем те япӑхланаҫҫӗ: малтанхи ҫулсенче уйӑхра 1000-1500 ҫухрӑма та парӑнтараттӑм.

Например, в этом году на лыжах пробежал 635 километров, в прошлом - 598. С годами показатель ухудшается: предыдущие годы в месяц мог преодолеть и 1500 километров.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Атте-анне, вӗрентекенсем пире вут-кӑварпа ашкӑнма юраманни, ирӗк паман вырӑнсенче шыва кӗме юраманни, аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче хамӑра мӗнле тытмалли, ҫулсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑх йӗркисем ҫинчен тӑтӑш аса илтерсех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Ҫулсем иртнӗҫемӗн мӗн чухлӗ ачана ҫут тӗнчене килме пулӑшнине шутласа та пӗтереймӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Иртеҫҫӗ ҫулсем, асӑмри вӑхӑтсем Килмеҫҫӗ каялла кунсем!

Проходят годы, воспоминания. Дней обратно не вернуть!

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех