Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ!

Автор: Юрий МИХАЙЛОВ

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хушнӑ: 2016.09.30 16:52

Пуплевӗш: 102; Сӑмах: 953

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне ҫӗрулмин 42,3 процентне кӑларнӑ, 71665 тонна пухса кӗртнӗ. Ҫулталӑк каяллахи кӑтартусем 92,4 процент тата 197503 тонна пулнӑ. Тухӑҫ чылай пысӑкрах /сӑлтавӗ пӗлтӗр культура ҫитӗннӗ тапхӑрта нӳрӗк ытларах ӳкнинче/. Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк хресчене каллех тӗрӗслерӗ.

Ҫанталӑк шухӑшлама хистет. Кашни хуҫалӑх ҫӗрулми кӑлармалли комбайн кирлӗ чухлӗ туянсан, дизтопливо ҫителӗклӗ хатӗрлесен, трактор-автомашина ҫителӗклӗ уйӑрсан ҫӗрулмине тырӑпа пӗрлех пухса кӗртме вӗренсе ҫитӗпӗр. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» тыр-пул хыҫҫӑн кӑларса йывӑрлӑха кӗрсе ӳкетпӗр. Ир тата маларах пулакан сортсене лартнисем ку тӗлӗшпе чӑрмав курмарӗҫ.

Мӗнпур харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсенче тӑрӑшса ҫитӗнтернине пухса кӗртессишӗн хӗрӳ ӗҫ пырать. Хӗвел тӑпрана кушӑхтарсанах комбайнсем уй-хире тухаҫҫӗ. Типӗ кунсенче механизаторсем, ҫӗрулмине складра-управра йышӑнакансем кунӗпех ӗҫре. Ҫак кунсенче Красноармейски, Шӑмӑршӑ, Элӗк райадминистрацийӗсен ял хуҫалӑх пайӗсемпе телефонпа ҫыхӑнтӑм. Пурте ҫӗрулмине кӑларса пӗтерес шухӑшпа пурӑннине пӗлтерчӗҫ. «Председательсемпе фермерсен журналистсемпе калаҫма ҫумӑр ҫунӑ чухне те вӑхӑт ҫук», — терӗҫ.

Ҫӗрулми чӑваш халӑхӗшӗн ӗлӗкех тӗп апатсенчен пӗри пулнӑ. Чылай хушӑ ӑна пахчара ҫеҫ ӳстернӗ, лаптӑкӗ майӗпен ҫеҫ пысӑкланнӑ. Сӑмахран, 1858 ҫулта Улатӑр удел ведомствин 16 уйӗнчен 4-че кӑна туса илни паллӑ. Ҫӗрулми патшалӑх хресченӗсен анкартине XIX ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче ҫитнӗ. Вӑрлӑх Европӑри ҫӗршывсенчен илсе килнӗ. Вӑл пирӗн тӑпрапа, ҫанталӑкпа «ҫураҫӑнайман», ҫавӑнпа тухӑҫӗпе савӑнтарман. Чӑваш хутлӑхне епле вӑрлӑх лартмалли, мӗнле агротехникӑпа усӑ курмалли ҫинчен 1910 ҫулта шухӑшлама тытӑннӑ. Ку ыйтупа патшалӑхӑн вӑрлӑхсене сӑнакан лаптӑкӗсе не уйӑрсан /колхозсен тапхӑрӗнче/, ятарлӑ специалистсене ҫирӗплетсен, тӗплӗн ӗҫленӗ. 1950 ҫулсенче «иккӗмӗш ҫӑкӑр» туса илес ӑсталӑха самаях ӳстернӗ, ӑна ҫитӗнтермелли, пухса кӗртмелли техника никӗсне ҫирӗплетнӗ. Тӑпрана сухаласа кӑпкалатассине — 100, лартассине 74 процент механизациленӗ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама районсенчи машина-трактор паркӗсене явӑҫтарнӑ.

1959 ҫулта лаптӑка 54478 гектара ҫитернӗ, вӑрлӑх хатӗрлессине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ — ку шутри 33705 гектара шӑпах ҫавна валли уйӑрнӑ. 1960 ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӑрлӑх тӑвакан хуҫалӑхсем кашни районтах пулнӑ. 1965 ҫул тӗлне ӑна лартассине — 73, пухса кӗртессине 36 процент механизациленӗ. Ҫав ҫулсенче ҫӗрулмин пусӑ ҫаврӑнӑшне йӗркелесе ҫитернӗ, кашни хуҫалӑхрах унпа килӗштерсе лартнӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх институчӗн доценчӗ А.Кузнецов, Ҫӗрпӳри сӑнав станцийӗн специалисчӗсем В.Борисова, З.Баранова, А.Гаврилова 1964 ҫулта культурӑна маларах туса илес, ир пулаканнин тухӑҫне ӳстерес ӑсталӑха алла илнӗ, ир пулса ҫитекен тата в& #259;там тапхӑрта кӑларакан 15 сорта сӑнанӑ. Каярахпа вӗсем республикипех сарӑлнӑ.

1970 ҫулсем ҫӗрулми анине химизациленипе палӑрса юлнӑ. «Кашни 100 центнер ҫӗрулми вӑрлӑхӗ тӑпраран вӑтамран азот — 50, фосфор — 20, кали 90 килограмран кая мар ыйтать, — теҫҫӗ агрономсем. — Ҫав апата вӑхӑтра памасан культура начар ҫитӗнет». Ҫавӑнпа асӑннӑ ҫулсенче уй-хире органика удобренийӗсем ҫителӗклӗ хывассишӗн тӑрӑшнӑ. Тӗслӗхрен, кашни гектар пуҫне ятарлӑ техникӑпа Шӑмӑршӑсем — 34,7, Ҫӗмӗрлесем — 27,6, Етӗрнесем — 25,4, Вӑрмарсем — 22,4, Вӑрнарсем 22,1 тонна хывнӑ.

Паха сортсен тӳпи 1970 ҫулта — 87,4, 1975 ҫулта 98,8 процентпа танлашнӑ. Кашни колхозпа совхоз вӑтамран ҫулталӑкра 6289,5 центнер ҫӗрулми туса илнӗ. 1980 ҫулсенче «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫитӗнтермелли техника никӗсне палӑрмаллах ҫирӗплетнӗ, тухӑҫа ӳстернӗ. Сӑмахран, 1980 ҫулта Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» колхозра кашни гектартан 225 центнер пухса кӗртнӗ.

1990 ҫулсенче ҫӗрулми лаптӑкӗ те, тухӑҫ та аванах чакрӗ. Сӑлтавне хуҫалӑхсем минерал удобренийӗ, ҫумкурӑкпа тата сӑтӑрҫӑсемпе кӗрешмелли хими им-ҫамӗ ҫителӗклӗ туянайманнипе, техника, ӗҫлекенсем ҫитменнипе ӑнлантармалла. 1990 ҫулта ял хуҫалӑх организацийӗсенче ҫитӗнтернӗ мӗнпур культура лаптӑкӗсенче ҫӗрулми 44 процент йышӑннӑ, 2001 ҫ. — 22. Ҫав вӑхӑтрах кил хуҫалӑхӗсенче вӑл 55 процентран 77 ҫитнӗ.

2001 ҫулта республикӑри мӗнпур харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсенче 573,8 пин тонна ҫӗрулми пухса кӗртнӗ. Кашни гектартан тухӑҫ 102,8 центнер. 2001-2006 ҫулсенче ӑна ҫуллен ӳстернӗ, вӑл 180 центнер патнех кармашнӑ. 2002 ҫулта — 591,9 пин, 2003 ҫ. — 659,5 пин, 2004 ҫ. — 692,6 пин, 2005 ҫ. — 775,1 пин, 2006 ҫ. — 793,2 пин, 2007 ҫулта 778,3 пин тонна пухса кӗртнӗ. Производствӑна ӳстерсех пынӑ. Мӗншӗн тесен мӗнпур харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсенче агротехникӑпа, минерал удобренийӗсемпе наука вӗрентӗвне тӗпе хурса усӑ курчӗҫ, чылай ҫӗрте пӗтӗм ӗҫе механизацилерӗҫ.

2008 тата 2009 ҫулсенче 781,6 пин тата 809,8 пин тонна пухса илнӗ. 2010 ҫулта ҫӗрулми те, ытти культура та ҫитӗнеймерӗ. 2011 ҫулта Чӑваш Ен 825,2 пин тонна пухса кӗртсе федерацин Атӑлҫи округӗнче — тӑваттӑмӗш, 2012 ҫулта 900 пин тонна ытла пуҫтарса Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Темиҫе ҫултан пӗр миллион тонна патне ҫитесси иккӗлентерместчӗ.

Шел, юлашки ҫулсенче производство самаях чакрӗ: 2013 ҫ. — 633 пин, 2014 ҫ. — 580,3 пин, 2015 ҫ. 700 пин тонна. Кӑтарту пӗчӗкленнине ытларах ҫут ҫанталӑк нӳрӗк сахалрах панипе, «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лайӑх сутӑнманран хӑшпӗр хуҫалӑх лаптӑка чакарнипе ӑнлантарас килет. Ҫӗрулми туса илекенсен ҫӗнӗлле шухӑшлама тивет. Тухӑҫа ӳстерессишӗн юлашки ҫулсенче культурӑна шӑваракан, ҫӗнӗ управ тунӑ, ӑна автоматизациленӗ, паха вӑрлӑх ҫеҫ лартакан, комбайн, ытти техника кирлӗ чухлӗ туяннӑ хуҫалӑх аванах хушӑнчӗ. Ҫапах та ҫак ӗҫсем чылайӑшӗн пысӑк тупӑш илмелли шая ҫӗкленмен-ха. Уйрӑмах продукцие тирпейлессипе малалла ка яймастпӑр. Тӑпраран тасатса миххе е пакета касӑк-кӗсӗксӗррине ҫеҫ тултармалла. Ҫак технологие Комсомольски районӗнчи «Ҫӗрулмине мухтав» тата Красноармейски тӑрӑхӗнчи «Таябинка» агрофирмӑсенче темиҫе ҫул каялла ӗҫе кӗртрӗҫ. Ыттисен те вӗсенчен тӗслӗх илесчӗ.

Иртнӗ ҫулсенче вуншар хуҫалӑхра автоматизациленӗ, пӗрпек температура тытса тӑракан управ турӗҫ. Кӑҫал 5-6 ҫӗрте хута яма палӑртнӑ. Кӗскен каласан — ҫӗнелӳ урапи ҫине ларнисем малаллах талпӑнаҫҫӗ.

Ҫӗр ӗҫченӗсен умӗнчи чи пысӑк чӑрмав — продукие усламлӑ выранҫтарасси. Хальхи вӑхӑтра кашни хуҫалӑх хӑй пӗлнӗ пек калаҫса татӑлнӑ хакпа сутать. Вӗсенчен курттӑммӑн туянса лавккасем патне ҫитерекен пайтаҫӑсем уйра пӗчӗк хакпах туянаҫҫӗ. Ҫавна пулах хресченсем тупӑшӑн пысӑк пайне ҫухатаҫҫӗ. Фермерсем, кил хуҫалӑхӗсем пасарсенче тата ҫулла пысӑк район-хуласенчи учрежденисемпе килӗшӳ ҫирӗплетнӗ ял хуҫалӑх организацийӗсем бюджет, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тытӑмӗсенче, ытти ҫӗрте аванах вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫапах та ку рынок ҫеҫ пирӗн хресчене ҫитмест. Курттӑммӑн темиҫе хут нумайрах сутма май тумалла, ҫак ӗҫе централизацилемелле. Шупашкар, Канаш, Патӑрьел районӗсенче хресченсенчен ҫӗрулми туянса пухакан, суту-илӗве вырнаҫтаракан логистика центрӗ йӗркелесчӗ. Вӗсен управсем, автотранспорт, продукцие тасатмалли, тирпейлемелли, миххе е пакета тултармалли машинӑсем пулччӑр. Ку тӗллеве пуҫаруллӑ та хастар предпринимательсем кооперациленсе пурнӑҫа кӗртессе шанас килет.

Кӗскен ҫеҫ сутлӑх хак ҫинчен. Ҫӗрулми ӑнса пулнӑ 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче кашни килограма лавккасенче вӑтамран — 8,8, пасарсенче — 9,9, шӑрӑх алхаснӑ 2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче лавккасенче — 24,7, пасарсенче 23,6 тенкӗлле сутнӑ. Ҫулталӑк каялла лавккасенче — 11,5, пасарсенче — 13,5, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче лавккара — 12,3, пасарсенче 15,3 тенкӗлле туяннӑ.

Петр ЯЛУКОВ, «Батыревский» АХО генеральнӑй директорӗ:

— Кӑҫал ҫӗрулми 309 гектар ҫинче ҫитӗнтертӗмӗр. Пухса кӗртме ҫумӑр чӑрмантарать. 154 гектар ҫинчен пуҫтарса илтӗмӗр. «Иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫитӗннӗ уйӑхсенче нӳрӗк ҫителӗксӗр ӳкрӗ. Ҫавӑнпа тухӑҫ иртнӗ ҫулсенчипе танлашаймасть. Ҫапах та шӑварнӑ уйра вӑл 350-400 центнер. Кашни килограма 9,5-11 тенкӗлле сутатпӑр. 2007-2015 ҫулсенче 5 управ турӑмӑр. Вӗсене 9 пин тонна таран хыватпӑр. Управсӑр хуҫалӑхсем ҫӗрулмине кӗркуннех сутса яраҫҫӗ, эпир ҫуркунне, хак хӑпарсан, сутатпӑр.

Эдуард МИТРОФАНОВ, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Колос» ФПУП директорӗ:

— Эпир 55 гектар лартрӑмӑр. 60 процентне пухса кӗртрӗмӗр. «Иккӗмӗш ҫӑкӑр» вӑрлӑхне хуҫалӑхсене сутма управа хуратпӑр. Унта лайӑх хӗл каҫать. Сывлӑш температурине ятарлӑ автомат кирлӗ пек йӗркелесе тӑрать.

Хасиятулла ИДИАТУЛЛИН, «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирмӑн генеральнӑй директорӗ:

— Пысӑк тухӑҫлӑ ҫӗрулми ҫитӗнтерес тесен чылай фактора ҫирӗп пӑхӑнмалла. Вӗсенчен пӗри — паха вӑрлӑх ҫеҫ лартмалла. Ҫак тӗллеве ҫуллен пурнӑҫлатпӑр. Ҫавӑнпа тухӑҫ лайӑх. Тепри — шӑвармалли лаптӑка пысӑклатсах пымалла. Ӑна та аслӑлатсах пыратпӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех