Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тулай чӑвашӗсене

Автор: Людмила Смолина

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Хушнӑ: 2016.07.14 10:37

Пуплевӗш: 7; Сӑмах: 44

Текст тӗсӗ: Сӑвӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Культура

Аякри ҫывӑхах тӑвансем,
Авалхи пӗр кӑкран тухнисем.

Пӗр чӑвашлӑх чунра, пӗр илем...

Ыр сунса сӑввӑма парнелем.

Аякри ҫывӑхах тӑвансем,
Сиртен тухӗҫ татах талантсем.

Иртсе кайӗҫ ҫулсем, ӗмӗрсем...

Пӗр-пӗрне йыхравлар: «Килӗрсем!»

Аякри ҫывӑхах тӑвансем,
Тулашри те ӑшри чӑвашсем,
Сире пултӑр ҫак сӑвӑ-парнем,
Йышӑнсамӑр ӑна, илӗрсем!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех