Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӑх-ха, — кӑтартрӗ вӑл Санькӑна, — пӑрсем мӗнле юхаҫҫӗ…
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов тӗлӗкре чӑн телейлӗ ҫӗршывра пек: унта пылпа сӗт шывӗсем юхаҫҫӗ, ӗҫлемесӗрех ҫиеҫҫӗ, ылтӑн-кӗмӗл тумпа ҫӳреҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломова хӑрушӑ тӗлӗксем курӑнсан та, чӗрине иккӗленӳ шаккасан та, Ольга ангел пекех хуралта тӑрать; вӑл хӑйӗн ҫутӑ куҫӗсемпе ӑна питӗнчен пӑхать те унӑн чӗринче мӗн пуррине пӗлет, — вара каллех шӑплӑх, каллех туйӑмсем, пӗлӗтӗн ҫӗнӗ тӗррисене хӑй ҫине ӳкерсе юхакан шыв пек, пӗр тикӗссӗн юхаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗнер ҫеҫ сӗм-тӗттӗм урам хушӑкӗсем паян ҫутӑпа тулнӑ аслӑ ҫырмасем пек ялкӑшса юхаҫҫӗ.Вчера еще темные, ущелья улиц сегодня превращаются в русла светоносных рек.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӳпе таса та тӑрӑ, таҫта ҫӳлте-ҫӳлте, пӗлӗтсем пӗр-пӗринчен иртсе каясшӑн пулнӑ пек васкаса юхаҫҫӗ.Небо было ясное, просторное; где-то высоко, перегоняя друг друга, быстро шли облака.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗвеланаҫӗнче пилӗк тӑрӑллӑ Бешту кӑвакарса ларать, «палланӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗ» пек, ҫурҫӗр енче перссен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ евӗрлӗ Машук тӑвӗ ҫӗкленет, ҫак енчи тӳпене вӑл пӗтӗмӗшпех хупӑрласа илнӗ; хӗвелтухӑҫнелле пӑхма савӑнӑҫлӑрах: ман умра аяларахра вӗр-ҫӗнӗ хула тӗрленсе ларать, симлӗ ҫӑл куҫӗсем юхаҫҫӗ, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх шавлать, — лере тата, катара, амфитеатр пек кӗпӗрленсе, кӑвакарса, тӗтреленсе тусем тӑсӑлаҫҫӗ, тавра курӑм хӗрринче юрпа витӗннӗ ту тӑррисен кӗмӗл тӗпекӗ тӑсӑлать.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та, Гуд-Гора тӑвӗ ҫинче тӗтре йӑсӑрланса тӑрать, аяккипе ҫӑмӑл пӗлӗтсем юхаҫҫӗ, чи тӑрринче вара хура пӗлӗт выртать, ҫав тери хура вӑл, тӗттӗм тӳпере те ҫав пӗлӗт хура саплӑк пек палӑрарах курӑнать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ, анчах вӑл пурӗпӗр хӑпарать.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ… ак япала!
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Камышинра пылчӑкпа епресе кайнӑ тротуарсем ҫуммипе, урама сарнӑ йӑлтӑртатакан чулсем тӑрӑх пӑтранчӑк шывсем юхаҫҫӗ, ӑшӑнса ирӗлнӗ ҫӗр шӑрши, нӳрлӗхпе лаша тислӗке шӑрши кӗрет.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хура-хӑмӑр пӗлӗтсем хӗвеланӑҫнелле юхаҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
7. Пур юханшыв та тинӗсе юхать, тинӗсӗ пӗрех тулса тӑкӑнмасть: юханшывсем ӑҫталла юхнӑ, вӗсем халӗ те ҫавӑнталлах юхаҫҫӗ.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫӑлсене айлӑмсем тӑрӑх янӑ: тусем хушшипе [шывсем] юхаҫҫӗ, 11. пур тӗрлӗ хир кайӑкне те шӑвараҫҫӗ; хир ашакӗсем ӗҫсе ӑшне кантараҫҫӗ.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах манӑн тӑванӑмсем юхӑм шыв пек шанчӑксӑр, хӑвӑрт юхакан шывсем пек улшӑнса тӑраҫҫӗ; 16. пӑр кайнӑ чухне ҫав шывсем пӑтранаҫҫӗ, юр ирӗлсессӗн кӗрлесе юхаҫҫӗ; 17. ҫанталӑк ӑшӑтсассӑн — чакаҫҫӗ, шӑрӑх вӑхӑтра типсех лараҫҫӗ.
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.