Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытларах сăмах пирĕн базăра пур.
ытларах (тĕпĕ: ытларах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нина Капитоновна пӗкӗрӗлсе кӗнӗ, тата ытларах пӗтсе кайнӑ, куҫӗсем тавра ватӑ сӑнар ҫапнӑ, хӑй ҫине яланхи ҫанӑсӑр бархат курткине тӑхӑннӑ.

Это была Нина Капитоновна — согнувшаяся, ещё больше похудевшая, со старческими тенями вокруг глаз, в своей неизменной бархатной безрукавке.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ халӗ санӑн аҫу ҫинчен санран хӑвӑнтан та ытларах, ҫут тӗнчери мӗнпур ҫынсенчен ытларах пӗлетӗп.

— Я знаю теперь о твоём отце больше тебя, больше всех людей на свете.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ ун ҫине, унӑн йывӑҫ пек нимӗне пӗлтермен пичӗ ҫине мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑп, вӑл маншӑн ҫавӑн чухлӗ ватӑ пек, ҫав тери ватӑ пек туйӑнма пуҫлать.

Но чем дольше я всматривался в это деревянное лицо с ничего не выражавшим взглядом, тем всё более убеждался, что он очень стар.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маншӑн пӗтем тӗнчипе те унтан ытларах тӗлӗнтерекен япала тупӑнассӑн туйӑнмасть.

Кажется, во всём мире не было вещи более странной, чем он.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗтӗмпе кӗрешмелли виҫӗ май пур: ҫил вӗрекен енчен тӗтӗм тухмалли шӑтӑка питӗрсе хумалла, ун чухне тӗтӗм ытларах туртать.

— Есть три способа бороться с дымом: заслонить с наветренной стороны дымовое отверстие, и тяга станет сильнее.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малицӑсем ытларах та ытларах нӳрленеҫҫӗ, ҫав нӳрӗ пӑрланса ларасси ҫинчен шутласанах вара темӗнле ӳт-тире ҫӳҫентерекен сивӗ шӑмма та кайса тивет.

Всё больше сыреют малицы, и уже какой-то нервный холод заранее пробирает до костей, как подумаешь, что эта сырость может замёрзнуть.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Иваныч тухтӑра эпӗ ҫак кунсенче, «хир чӑххи» пек ларнӑ вӑхӑтра — ҫапла калаҫҫӗ кун пек ирттернӗ самантсене Пясина тӑршшӗнче — тата ытларах юратса пӑрахрӑм.

Я снова оценил доктора Ивана Иваныча в эти дни, когда мы «куропачили» — так это называется — у берегов Пясины.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата ытларах ҫывӑрас килет, Ҫаплах-ха пирӗн ҫумран ҫуран тӑман вӗҫтерет.

Ещё немного больше хочется спать, а снег по-прежнему несётся мимо нас.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата ытларах ӑшӑ сахалланать.

Ещё немного меньше тепла.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑшт ытларах ҫыврас килет.

Немного больше хочется спать.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуринчен ытларах манӑн ҫак самантра ҫыврассӑм килчӗ, анчах та эпӗ ниепле те куҫа хупма пултараймарӑм.

Больше всего на свете мне хотелось бы в эту минуту заснуть, но я не мог закрыть глаза.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сана, пӗлетни, пуринчен ытларах мӗн кирлӗ?

Знаешь, что тебе нужнее всего?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе калас пулсан, атте-аннене мӗн пуласси те маншӑн Марья Ивановна шӑпинчен ытларах шухӑшлаттармасть.

Признаться, и участь родителей моих не столько ужасала меня, как судьба Марьи Ивановны.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Юхса пыракан ӗмӗлке тата ытларах теттӗмленчӗ.

Плывучий призрак сделался еще неяснее.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫав ҫӗр ҫӑтман кӗлеткем мана пуринчен те ытларах тарӑхтарать.

Проклятый рост в особенности беспокоил меня —

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уйрӑммӑнах «Ху мӗн шухӑшланине пытар, кирӗк мӗнле пулсан та, ҫынна ан палӑрт» тени мана халӗ пуринчен те ытларах кирлӗ пулчӗ.

особенно одно: «Скрывать свои чувства или, по меньшей мере, не выражать их наружно».

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кораблев та вӗт ӑна юратнӑ, тен, пуринчен те ытларах юратнӑ.

Ведь он тоже любил ее и, может быть, больше всех.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тата ытларах кӑвакарса кайрӗ, сайра ҫӳҫ пайӑркисем, вирелле тураса вырттарнӑскерсем, сасартӑк ҫамки ҫинелле персе анчӗҫ.

Он еще больше побледнел, и редкая прядь волос, зачесанная на затылок, вдруг отстала и свесилась на лоб.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна ҫав тери хытӑ юратнине, ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере унтан ытларах никама та юратас ҫуккине туйса илтӗм!

и я чувствовал, что страшно люблю ее — ну, просто больше всего на свете!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кулма мар — унӑн сӑнӗ тата ытларах тӗксӗмленчӗ.

Напротив, лицо его стало ещё холодней.

19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех