Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн чухлӗ ытларах шухӑшлатӑн, вӑл маншӑн ҫавӑн чухлӗ тӗлӗнтермӗш ҫын пек, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнатчӗ.и все таинственнее, все привлекательнее он мне представлялся.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑвна мӗн пӳрнинчен ытларах илес тени.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл лайӑх, йӑваш пӑхмалла, ытлашши ҫирӗп тытма кирлӗ мар, ытларах ирӗк памалла, чӗрӗп алсипе тытмалла, — терӗм эпӗ, пӗр суйман пек.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ста-канӑмран мӗн чухлӗ ытларах сыпатӑп, ҫавӑн чухлӗ хӑюлланса пыратӑп.Чем чаще прихлебывал я от моего стакана, тем становился отважнее.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мӗн чухлӗ ытларах вылянӑ, сӗтел айӗнче йӑваланасси ҫавӑн чухле тӑтӑшрах пула пуҫларӗ, юлашкинчен маркерӗ биллиард айнех йӑванса кайре.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫитменнине тата вӑл (хӑй калашле) бутылка тӑшманӗ те пулман, урӑхла каласан, ытларах сыпма юрататчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хам кӗнӗ хыҫҫӑн пӳлӗм алӑкне хупрӑм, ҫурта ҫутрӑм та вырӑн ҫине выртрӑм; ыйхӑм кӑна ку яхӑнта яланхинчен те ытларах кӗттерчӗ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халичченех тӗлӗнетӗп вара эпӗ, мӗнле кӑна туйӑм вӗремерӗ-ши ҫавӑн чух ман кӑкӑрта: ҫак мӑн кӑмӑллӑ та лӑпланнӑ чӑрсӑрлӑхпа пӑхса тӑракан ҫын хам чӗрене кӳрентерни те, курайманлӑх та, йӗрӗнтерни те пулчӗ, вӑлах-ҫке пӗр-икӗ минут каярахпа кӑна хӑйне нимӗнле хӑрушлӑх умне те тӑратмасӑр мана йытта вӗлернӗ пек персе вӗлересшӗнччӗ, урам кӑшт ҫеҫ ытларах суранланнӑ пулсан, эпӗ чул ту ҫинчен персе анаттӑмах ӗнтӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак площадкӑран аяла ҫитиччен пӗр вӑтӑр чалӑш пулать, ытларах пулмасан.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Выҫӑпа аптранӑ ҫын вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе ҫывӑрса каять те хӑйӗн умӗнче чаплӑ апат-ҫимӗҫсемпе эрехсем курать — ҫавӑн пек; вӑл тӗлӗкре курнӑ ҫимӗҫсене хавассӑн ҫӑтать те, вара ҫӑмӑлрах пек туйӑнать ӑна; анчах вӑранать кӑна — ӗмӗт ҫухалать… вӑл хайхи икӗ хут ытларах выҫса каять те тарӑхать!
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫапах нумайӑшӗ, гарнизон паттӑрлӑхне тата васкавлӑхне ытларах кӑтартнӑ пулсан, пӗр-ик теҫетке тискер вӑрӑ вырӑнтах выртса юлатчӗ тесе ҫирӗппӗнех шутларӗҫ пулӗ.
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗрарӑмсем хӑйсене пур арҫынсем те ман пекех лайӑх пӗлчӗрччӗ тесе ӗмӗтленмелле, мӗншӗн тесен вӗсенчен хӑрама пӑрахнӑранпа, пӗчӗк ҫитменлӗхӗсене пӗлсе ҫитнӗренпе эпӗ вӗсене ҫӗр хут та ытларах юрататӑп.
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав вӑхӑтра эпӗ пырса тӑтӑм та княжнана пуҫ тайрӑм, вӑл кӑштах хӗрелсе кайрӗ, унтан васкаварлӑн: — Тӗрӗс мар-и, мсье Печорин, мсье Грушницкие сӑрӑ шинель ытларах килӗшет вӗт… — терӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Чӑнах та, сире шинель ытларах килӗшет…
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Унтан та ытларах…
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ каҫхине урӑхла пулать, каҫхине вӑл манӑн нервӑсене канӑҫ памасть; мана вара ытла кичем пусать-и е ытларах хавасланатӑп-и.
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эпӗ сире мӗнпе те пулин кӳрентерме хӑйнӑ пулсан вара, каҫару ыйтма хӑймашкӑн та ытларах ирӗк парсамӑрччӗ мана…
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та, черкес костюмӗпе ут ҫине утлансан, нумайӑшӗ мана: эсӗ кабардинецсенчен те ытларах кабардинец пек, тетчӗҫ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗнтӗ юратсах пӑрахнӑ ҫав вӑл ӑна, мӗншӗн тесен вӑл тата ытларах шанакан пулчӗ; таҫтан вӑл куҫлӑ кӗмӗл ҫӗрӗ те тупнӑ, ҫӗррине ҫак таврашра кӑна тунӑ…
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тата калаҫман чух ытлашшине нимӗн те каласа ямастӑн; виҫҫӗмӗшӗнчен, урӑх ҫыннӑн вӑрттӑн шухӑшне пӗлме пулать; тӑваттӑмӗшӗнчен, сирӗн пек ӑслӑ ҫынсем итлекенсене калаҫакансенчен ытларах юратаҫҫӗ.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964