Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑвӗсене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бандит ыйтӑвӗсене пурнӑҫлас вырӑнне Женя вӗсене хирӗҫ тӑчӗ, темле майпа Маргаритӑна ирсӗр хурахсен аллинчен ҫӑлма пултарчӗ.

Женя не стал выполнять никаких требований бандитов, а вместо этого вступил с ними в схватку и вырвал девушку из преступных лап самым героическим и невероятным образом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

«4. Енчен те Чӑваш Республикин ачасем валли социаллӑ инфратытӑм туса хуракан патшалӑх организацийӗ е муниципалитет организацийӗ хӑйне ҫирӗплетсе панӑ харпӑрлӑх объекчӗсене арендӑна, тӳлевсӗр усӑ курма парать пулсан, учредителӗн арендӑна парасси ҫинчен калакан договора тата тӳлевсӗр усӑ курма парасси ҫинчен калакан договора тӑвиччен ҫав договорсене туни ачасен кулленхи пурнӑҫӗ, вӗренӗвӗ, аталанӑвӗпе канӑвӗ ҫине тата вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетес, вӗсене медицина пулӑшӑвӗ парас, ачасем чирлессине асӑрхаттарас, вӗсене социаллӑ хӳтлӗх парас тата вӗсен социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫсем ҫине мӗнлерех витӗм кӳме пултарнине хак парас ӗҫе ҫак статьян 1-мӗш пайӗпе палӑртнӑ йӗркепе туса ирттермелле.

«4. Если государственная организация Чувашской Республики или муниципальная организация, образующая социальную инфраструктуру для детей, сдает в аренду, передает в безвозмездное пользование закрепленные за ней объекты собственности, заключению договора аренды и договора безвозмездного пользования должна предшествовать проводимая учредителем в порядке, установленном частью 1 настоящей статьи, оценка последствий заключения таких договоров для обеспечения жизнедеятельности, образования, развития, отдыха и оздоровления детей, оказания им медицинской помощи, профилактики заболеваний у детей, их социальной защиты и социального обслуживания.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ачасене социаллӑ пулӑшу парасси ҫинчен" саккунӗн 101 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №62 от 20 сентября 2018 г.

Чӑваш Енри ытти районсенчи пекех, Шӑмӑршӑ районӗнче те ҫӳп-ҫап ыйтӑвӗсене татса парассипе малалла тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӳп-ҫап валли ятарлӑ вырӑн пур // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Вӑл халӑха ертсе пыма, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма, вӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Чӗлхе комиссийӗ орфографин ҫивӗч ыйтӑвӗсене хӑвӑртрах татса парасса шанас килет.

Хочется ожидать, что языковая комиссия как можно скорее решит важные вопросы орфографии.

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Шупашкар ҫыннисен ыйтӑвӗсене 23-50-06 нумай каналлӑ телефонпа йышӑнӗҫ.

Вопросы чебоксарцев будут принимать по многоканальному телефону 23-50-06.

Алексей Ладыковӑн «тӳрӗ линийӗ» эрне каярах пулӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22355.html

— 1978 ҫулта Шупашкарта чӗлхе историйӗн ыйтӑвӗсене халалланӑ пысӑк конференци иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Чӑваш Ен влаҫ органӗсем прессӑшӑн уҫӑ тата халӑх интересӗсене пырса тивекен ҫивӗч ыйтусем тӗлӗшпе журналистсен ыйтӑвӗсене хуравлама яланах хатӗр.

Органы власти Чувашии открыты для прессы и всегда готовы ответить на вопросы журналистов по злободневным проблемам, затрагивающим интересы населения.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫак чирӗн ыйтӑвӗсене тӗпченӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06

Менторсем студентсене панӑ вӑхӑтне ӑнӑҫлӑн йӗркелеме пулӑшӗҫ, ыйтӑвӗсене тивӗҫтерӗҫ, проектӑн ятарлӑ хатӗрӗсемпе мӗнле ӗҫлемеллине тата пӗрлешӳри шыв-йӗркене мӗнле пӑхӑнмаллине ӑнлантарса парӗҫ.

Менторы помогают студентам планировать время, отвечают на вопросы и дают рекомендации по работе со специфическими для проекта инструментами и соблюдению норм, принятых в сообществе.

Кодӑн кашни йӗркипе тӗнчене лайӑхлатма пулӑш! // Google. https://github.com/ftyers/gsoc-flyers/bl ... er.chv.odt

Ҫакӑ экологин ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас енӗпе палӑрмаллах мала иртме май парать.

Это позволит значительно продвинуться вперед в решении экологических проблем.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Потребительсен кооперацийӗ яланах яллӑ вырӑнта ӗҫленӗ, ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

Ученӑйсем лингвокультурологи ыйтӑвӗсене тӗпченипе паллашнӑ вӑхӑтра мана Хусан патшалӑх университечӗн лингвокультурологи шкулӗн ертӳҫин Радиф Замалетдиновӑн монографийӗ кӑмӑла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Ял шкулӗнче те хамран хам, ыттисенчен вӑтанса учитель ыйтӑвӗсене хут ҫине ҫырса хурав пама тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Корреспондентсем тӗлпулӑва пуҫтарӑннисен ыйтӑвӗсене тулли кӑмӑлпа хуравларӗҫ, вӗсене лайӑх вӗренме тата пултарулӑхра ҫитӗнӳ тума ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем корреспондентсемпе тӗл пулчӗҫ // Татьяна ЗАХАРОВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

«Хыпарҫӑ» ҫулталӑкра пӗрре тухать, археологи, ӳнер пӗлӗвӗ, истори, право пӗлӗвӗ, социологи, чӗлхе пӗлӗвӗ, экономика, этнологи ыйтӑвӗсене ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Чыса упрасан шӑтӑк курка кирлӗ мар // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14853.html

Алексей Судленков Общество палати регионӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин, культурин аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе Чӑваш Республикинчи, федерацин территорири ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе, ҫӗршыври тата регионти общество пӗрлӗхӗсемпе, граждансен ытти институчӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Влаҫпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ // Юрий ПЕТРОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Влаҫ — полномочисем ҫеҫ мар, халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх та. Паян пирӗн умра тӑракан тӗп тӗллев — ҫынсен шанӑҫне тӑрӑшуллӑ ӗҫпе тӳрре кӑларасси. Эпир халӑхшӑн ӗҫлетпӗр! Граждансен ҫивӗч ыйтӑвӗсене халӑхран уйрӑм, пӳлӗмсенче ҫеҫ ларнипе татса параймӑн. Суйлавҫӑсемпе ҫывӑхарах пулмалла, ҫынсемпе хастартарах хутшӑнмалла, вӗсене итлемелле тата илтмелле», — калаҫӑва тӑсрӗ регион Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Сывлӑх» хаҫат ыйтӑвӗсене Шупашкар хулин клиника центрӗн диетолог врачӗ Лариса АГЕЕВА хуравлать.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Асӑннӑ пӗрлешӳн тӗп зоотехникӗ И. Г. Федотова 4 пинлисен клубӗн членӗсене сӗт сумалли технологи процесӗ ҫинчен каласа ӑнлантарчӗ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех