Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кодӑн кашни йӗркипе тӗнчене лайӑхлатма пулӑш!

Автор: Google

Ҫӑлкуҫ: https://github.com/ftyers/gsoc-flyers/bl ... er.chv.odt

Хушнӑ: 2018.02.24 11:52

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 160

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кодӑн кашни йӗркипе тӗнчене лайӑхлатма пулӑш!

2005 ҫулта никӗсленӗренпе GSoC 107 ҫӗршыври 13000 ытла студента 607 уҫӑ-ҫӑлкуҫлӑ (open-source) проектпа ӗҫлеме тата темиҫе миллион код йӗрки ҫырма май панӑ.

Программӑн тӗллевӗсем:

Студентсене уҫӑ программӑсенче хутшӑнма хавхалантарасси.

Компьютер ӑслӑлӑхӗпе е унпа ҫыхӑннӑ студентсене хӑйсем кӑсӑкланакан проектсемпе ӗҫлеме май парасси.

Программа мӗнле тӑвассине студенсене практикӑра кӑтартасси (тестлани-тӗрӗслени, верси контролӗ, лицензиленин проблемисем, электронлӑ рассылкӑсен этикечӗ т.ыт.те).

Уҫӑ кода нумайлатасси.

Уҫӑ-ҫӑлкуҫлӑ (open-source) проектсем валли ҫӗнӗ программҫӑсене илӗртесси.

Тетелте ӗҫленӗ май программӑна лайах пурнаҫлакансем стипенди илме тивӗҫӗҫ. Ҫавна май вӗсем виҫ уйӑхлӑха проекчӗсемпе тинкерӳллӗн аппаланма пултараҫҫӗ. Менторсем студентсене панӑ вӑхӑтне ӑнӑҫлӑн йӗркелеме пулӑшӗҫ, ыйтӑвӗсене тивӗҫтерӗҫ, проектӑн ятарлӑ хатӗрӗсемпе мӗнле ӗҫлемеллине тата пӗрлешӳри шыв-йӗркене мӗнле пӑхӑнмаллине ӑнлантарса парӗҫ.

Студентсем ытарайми паха опыт пухаҫҫӗ, уҫӑ программӑлӑхӑн тӗнче специалисчӗсемпе паллашса туслашаҫҫӗ, эппин хӑйӗн резюме те илӗртӳллӗрех тӑваҫҫӗ, пуласлӑхра ӗҫ те тупаҫҫӗ!

Программӑна хутшӑнакан организацисем пӗрлешӗве ӳсӗмлеҫҫӗ, хутшӑнакан хисепне нумайлантараҫҫӗ, Google-тан тава тивӗҫлӗ пулаҫҫӗ, хӑйӗн проект ырӑ ятне сараҫҫӗ.

Программа ҫинчен тӗплӗнрех, ӑна хутшӑнма мӗн кирлине, программӑн шывӗ-йӗркине, хӑҫан пуҫланса вӗҫленессине пӗлмешкӗн кунта вулӑр

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех