Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑвӗсене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунпа пӗрлех вӑл ҫитес кунсенче техника тӗрӗслевӗ витӗр вӑхӑтра тухманшӑн тата руль умне ӳсӗрпе ларнӑшӑн хуракан штрафсен виҫисем ӳсмелли ҫинчен асилтерчӗ, водительсен чылай ыйтӑвӗсене хуравларӗ.

Также он напомнил, что на днях для водителей, своевременно не прошедших техосмотр и разъезжавших в нетрезвом состоянии, возрастут размеры штрафа, ответил на многие вопросы водителей.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Юрий Данилович та, Ангелина Васильевна та депутатсен ыйтӑвӗсене те хуравларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Колхоз пуҫлӑхӗ пухӑннисемпе сывпуллашса, колхозниксен ыйтӑвӗсене хуравласа правление васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май регион ертуҫи ҫакна аса илтернӗ: 2006 ҫултанпа, «АПК аталанӑвӗ» наци проекчӗ вӑй илнӗренпе, Чӑваш хутлӑхӗнчи аграрисем 26 миллиард тенкӗлӗх кредитпа усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Директор кабинетӗнче вӗрентӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӑмӑр, паллах, кунта ытти шкултисенчи пекех лайӑххи те, хуйхӑрмалли те пур.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Ял хуҫалӑхӗнчи улшӑнусен кӑтартӑвӗсем аграрисене ятран пулӑшмашкӑн тухӑҫлӑ мерӑсем йышӑнма кирлӗ», - палӑртнӑ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене ку эрне пуҫламӑшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Правительство членӗсемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ чухне пляжсем, канмалли вырӑнсем ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ.

В начале недели на заседании членов Правительства в ходе обсуждения вопросов о безопасности на воде Председателем Кабинета Министров Чувашии Иваном Моторином было отмечено о нехватке пляжей, зон отдыха.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫакна тӗпе хурса ялта пурӑнакансем хӑйсем патне пынӑ ҫыруҫӑ ыйтӑвӗсене уҫҫӑн тата тӗрӗс хуравласса, ҫапла вара патшалӑх пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене пурнӑҫламашкӑн тӳпе хывасса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Округри субъектсен экологи хӑрушсӑрлӑхӗн чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗсене те хускатнӑ.

Также затронули вопросы экологической безопасности субъектов округа.

Информаци тӗлӗшӗнчен хӳтӗленме // Алина ТИМОФЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Викторина ыйтӑвӗсене ӑнӑҫлӑ хуравлани ачасем А.Пушкин ҫинчен аван пӗлнине палӑртрӗ.

Ответы на вопросы викторины показали, что дети хорошо знают о А. Пушкине.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравласа халӑх ял хуҫалӑх продукцине хапӑл йышӑннине палӑртнӑ.

Михаил Игнатьев отвечая на вопросы журналистов отметил, что сельхозпродукция пользуется большим спросом у народа.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Мана хула ҫыннисен хастарлӑхӗ, вӗсем Раҫҫей тата Чӑваш Ен шӑпи пирки шухӑшлани, ҫӗршывпа республикӑра обществӑпа политика тӑнӑҫлӑхне сыхласа хӑварас тени савӑнтарать», — терӗ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ляля Халиуллина доцент социаллӑ сетьсенче юрӑхсӑр информаци сарнӑшӑн юридици енӗпе явап тыттарассин ҫивӗч ыйтӑвӗсене ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсен ыйтӑвӗсене шута илсе ҫитес вӑхӑтра май килнӗ таран уҫӑмлатса хуравлама шантарчӗҫ, тӑрӑшса ӗҫлеме ҫирӗп вӑй-хал, ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ май ачасен ҫуллахи канӑвне пӗлсе йӗркелемеллине, пушар хӑрушсӑрлӑх правилисене ҫирӗп пӑхӑнмаллине каласа хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Кунсӑр пуҫне тата асӑннӑ тапхӑр ҫынсен ҫивӗч ыйтӑвӗсене пӗлме, вӗсене татса пама тӑрӑшма май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

– Халӑх ыйтӑвӗсене ӑнланас тесессӗн чиновниксен вырӑна тухса ҫӳремелле.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Информкунра Чӑваш Республикин 2016 ҫулхи бюджет политикин тӗп ҫул-йӗрӗн, ачасен ҫуллахи канӑвӗн ыйтӑвӗсене тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн темисене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Вӗрентекенсем те информаци ушкӑн членӗсене хӑйсен ыйтӑвӗсене пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Информаци кунӗн тӗп ыйтӑвӗсене информушкӑн членӗсем ялти шкулта вӗрентекенсемпе сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех