Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра

Автор: Н.Шишкина, Э.Михайлова

Ҫӑлкуҫ: «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Хушнӑ: 2016.05.22 19:21

Пуплевӗш: 43; Сӑмах: 666

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Политика

Майӑн 18-мӗшӗнче районта Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Информаци ушкӑнӗ йышӗнче ЧР транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн заместителӗ Н.Максимов, ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗн министрӗн заместителӗ Т.Казакова, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова, ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин вӗрентӳ сферинчи надзорпа контроль енӗпе ӗҫлекен Управленийӗн начальникӗ М.Федотов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Г.Васильев, Чӑваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчӗн ФГБУ информаципе аналитика центрӗн филиалӗн директорӗ В.Петров пулчӗҫ.

Халӑхпа тӗл пулса калаҫмалли темӑсем ҫаксем пулчӗҫ: ЧР 2016 ҫулхи бюджет политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем, экономика аталанӑвне тата халӑх пурнӑҫӗн шайне лайӑхлатассипе йышӑнакан мерисем ҫинчен; ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен ӗҫпе канӑвне йӗркелесси; 2016 ҫулхи ҫурхи-ҫуллахи тапхӑрсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси.

Малтанах йӑлана кӗнӗ йӗркепе ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ, амӑшӗн капиталӗн сертификачӗсене 3 ача амӑшне пачӗҫ. Ку хутӗнче сертификата Кӗтеснерти А.Кириллова, Чулкасри Л.Федорова, Кивӗ Вӑрмарти Н.Шестова илчӗҫ.

Унтан информушкӑн членӗсем 5 ушкӑна пайланса палӑртнӑ ял тӑрӑхӗсене ҫитсе курчӗҫ.

Кӗлкеш ял тӑрӑхӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, ЧР транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн заместителӗ Н.Максимов пулчӗҫ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче Николай Григорьевич граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ. Кӗлкешре пурӑнакансене ҫул-йӗр сарас ыйту канӑҫсӑрлантарать. Информаци ушкӑнӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫӗсене хунӑ салтаксене асӑнса, хисеплесе лартнӑ ялти палӑксене те тимлӗхсӗр хӑвармарӗ.

Тӗп темӑсене ӗҫлӗ ушкӑн Кӗлкешри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул коллективӗпе сӳтсе яврӗ. Пӗрремӗш ыйтӑва уҫӑмлатнӑ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов майӑн 1-мӗшӗ тӗлне Вӑрмар районӗн пӗрлештернӗ бюджечӗн тупӑшлӑ пайне 26,8 процент пурнӑҫланине палӑртнӑ. ЧР бюджетӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗне шута илсен пӗрлештернӗ бюджета 100069,4 пин тенкӗ куҫнӑ, ҫулталӑкри план 373893,6 пин тенкӗпе танлашать. Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ тӗле ҫуллахи вӑхӑтра ачасен канӑвне йӗркелесси, ачасене ӗҫпе тивӗҫтересси актуаллӑ пулса тӑрать. Александр Иванович районта шкул ҫумӗнчи 12 лагерь ӗҫне йӗркелеме палӑртни ҫинчен пӗлтерчӗ, ҫавӑн пекех Мӑнҫырмари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул ҫумӗнче ҫамрӑк армеецсен лагерӗ ӗҫлӗ. Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшакан «Романтика» лагерь ӗҫне 4 сменӑпа йӗркелеме палӑртнӑ. Кашни смена 21 кун тӑсӑлӗ, пӗр сменӑра 80 ача сывлӑхне ҫирӗплетӗ. Районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр урлӑ ҫул ҫитмен 401 ачана ӗҫпе тивӗҫтерме планланӑ.

Тӗп тӗллевсенчен пӗри - 2016 ҫулхи ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтра республика территорине пушартан сыхласси. Паянхи куна районта 4 пушар пулнине регистрациленӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта - 9. Пушарсен тӗп сӑлтавӗ - электрооборудованипе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑсни.

Информкун ыйтӑвӗсене «Ямуков Г.Н» хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗнче те сӳтсе явнӑ.

Ҫавӑн пекех ҫак кун яваплӑ ҫынсем Тупах ялӗнче пурӑнакан Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранне Григорий Иванович Иванова ҫитсе курчӗҫ.

Чулкас ял тӑрӑхӗ.

Район пуҫлӑхӗ М.Пуклаков, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова Чулкас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Л.Ивановпа тӗл пулса кунти лару-тӑрӑва сӳтсе яврӗҫ. Ялта пурӑнакансене чиркӳ енне каякан ҫул ишӗлме пуҫлани пӑшӑрхантарать. Ҫавна пулах чиркӗве каякансем те сахалрах. Йывӑр автомашинӑсем ку ҫулпа каҫаймӗҫ те - дамба ишӗлме пултарать. Тӗслӗхрен, пушар машини чӗнсе илсен те ӑна кунтан каҫарасси хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавӑн пекех шыв ыйтӑвӗ те ҫивӗч тӑрать. Ялта пурӑнакансем Г.Ивановпа Ю.Егоров хӑйсене тата ыттисене те пӑшӑрхантаракан ыйтусене татса парасса шанаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе ҫула юсас, ял ҫыннисене ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес ыйтусене еплерех татса пама май пуррине Л.Егоровӑпа, М.Пуклаковпа сӳтсе яврӗҫ вӗсем. Ял тӑрӑхӗсене кашни ҫулах ҫул-йӗр юсама укҫа-тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ, ку суммӑпа, паллах, пур ҫула та юсама май килмест. Апла пулин те унпа эффективлӑ усӑ курмалла.

Ӗҫлӗ ушкӑн ялти лавккасенчи тавар ассортименчӗпе паллашрӗ, хаксемпе кӑсӑкланчӗ. Ҫыхӑну уйрӑмӗн ӗҫӗ-хӗлӗ те интереслентерчӗ информаци ушкӑнне. Хаҫат-журнал ҫырӑнтарас вунӑкунлӑх иртнӗ вӑхӑтра почтальонсем пурте ялсем тӑрӑх саланнӑ. Ҫынсем ытларах «Хӗрлӗ ялав», «Хресчен сасси», «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх» йышши изданисене ҫырӑнасшӑн. Пӗтӗмӗшле вара ҫырӑнтару май уйӑхӗ хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗпе пӗр килнӗрен йывӑррӑн иртет.

Информаци кунӗн тӗп ыйтӑвӗсене информушкӑн членӗсем ялти шкулта вӗрентекенсемпе сӳтсе яврӗҫ. М.Пуклаков ҫуллахи вӑхӑтра ачасене инкек-синкекрен сыхламалли пирки аса илтерчӗ, хӑйӗн сӑмахне районта, республикӑра пулнӑ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе пачӗ. Л.Егорова тӗп ыйтусемсӗр пуҫне хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫрӗ: «2016 ҫулхи июлӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх перепиҫӗ иртет. Ҫак тӗллевпе халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пурне те ҫак ҫыравра яваплӑ пулма, активлӑ хутшӑнма ыйтатӑп. 2002 ҫулта ирттернӗ ялхуҫалӑх перепиҫӗ пире нумай информаци пачӗ. Шӑпах ҫак ҫырав хыҫҫӑн патшалӑх ҫӗнӗ программӑсене вӑя кӗртрӗ».

Вӗрентекенсем те информаци ушкӑн членӗсене хӑйсен ыйтӑвӗсене пачӗҫ. Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ ушкӑнсем Мӑнҫырма, Кивӗ Вӑрмар, Тикаш ял тӑрӑхӗсенчи халӑхпа куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех