Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук

Автор: З.ГРИГОРЬЕВА

Ҫӑлкуҫ: «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Хушнӑ: 2016.06.15 10:34

Пуплевӗш: 25; Сӑмах: 213

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Ҫулла - ачасемшӗн чи кӗтнӗ, савӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Тӑрмӑшри вӑтам шкулта вӗренекен 60 ача каникула шкул ҫумӗнче йӗркеленӗ лагерьте ирттерет.

3 лагерь ӗҫлет кунта. Пӗри - социаллӑ хӳтлӗх пайӗ йӗркелени, иккӗшӗ вара сывлӑха ҫирӗплетмеллисем, «Улыбка» тата «Чародеи» ятлӑ лагерьсем. Софья Николаевна, София Геннадьевна, Наталия Владимировна, Марина Вениаминовна воспитательсем ачасемпе тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Вӗсене 7-мӗш класра вӗренекен Вика Симушкинӑпа Вика Кадикина вожатӑйсем пулӑшаҫҫӗ. Мероприятисем палӑртнӑ план тӑрӑх пулса пыраҫҫӗ. Ачасен канӑвӗ интереслӗ те усӑллӑ ирттӗр тесе мӗнле кӑна мероприяти йӗркелемеҫҫӗ-ши? Вӗсене ачасем хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.

Тӗслӗхрен, Пушкин кунӗ ачасемшӗн усӑллӑ иртрӗ. Ҫавӑн чухне ачасем ҫыравҫӑ ҫырнӑ произведенисем тӑрӑх ӳкернӗ мультфильмсем курчӗҫ, Александр Сергеевич ҫинчен аса илчӗҫ, унӑн кӗнекисемпе паллашрӗҫ. Викторина ыйтӑвӗсене ӑнӑҫлӑ хуравлани ачасем А.Пушкин ҫинчен аван пӗлнине палӑртрӗ.

Юлашкинчен ачасем ҫыравҫӑ юмахӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксем турӗҫ. Жюри Настя Кадикинан ӳкерчӗкӗсене аван хак пачӗ.

Р.П.Николаев физрук ачасене спорт вӑййисем выляттарать. Ятарлӑ сывлӑх кунӗ те пулса иртрӗ. Ачасем спорт вӑййисенче хӑйсен хастарлӑхне кӑтартрӗҫ. Футболла, волейболла кӑмӑлтан выляҫҫӗ ҫамрӑксем. Эрнере пӗр хутчен бассейна каяҫҫӗ.

Уҫӑ сывлӑшра ҫителӗклӗ пулнӑ хыҫҫӑн лагерь поварӗсем Надежда Андреевапа Лидия Иванова хатӗрленӗ тутлӑ апатпа сӑйланаҫҫӗ. Канакансем тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ салатне юратса ҫиеҫҫӗ, улма-ҫырлапа савӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ сӗткен ӗҫеҫҫӗ.

Кану лагерӗ пӗтиччен тата 2 эрне-ха. Походсемпе экскурсисенче, концертсемпе спектакльсенче пулса савӑнмалӑх та вӑхӑт пур.

Тунсӑхлама пӗр самант та ҫук ачасен. Каникулта вулама панӑ кӗнекесемпе пикенсех паллашаҫҫӗ, ялти библиотекӑсене ҫӳреме те вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех