Шырав
Шырав ĕçĕ:
Олег Николаев ОНФ хастарӗсен ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк тенӗ, вӗсем республикӑра пурӑнакансен ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса пама витӗм кӳнине каланӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн активӗпе тӗл пулнӑ // ЧР Пуҫлӑх администрацийӗн пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=5c ... b4575c9e35
— А эсӗ кӑштах ху пуҫӑнтан шутласа хушмастӑн-и? — тенӗ полковник Травкин ҫине симӗсрех чакӑр куҫӗсене хӗссе пӑхса тата кӗтмен ҫӗртенех хӑйӗн ыйтӑвӗсене вӗҫлесе.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Ҫитес кунсенче отряд комиссарӗ Корнилов юлташ парти пурнӑҫӗн кулленхи ыйтӑвӗсене сӳтсе явма парти пухӑвне пуҫтарать, ҫак ӗҫе туса ирттермеллех тесе шутлатӑп.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӗрачасен ыйтӑвӗсене йӗрӗнсе итлесе ларакан Володя сыхланчӗ.Володя, пренебрежительно слушавший вопросы девочек, тут насторожился.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӳренмелле, атте те ҫав пурнӑҫ ыйтӑвӗсене ӑнлансах ҫитеймест те вара.Обидно, что отец даже в житейских делах не может разобраться.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
— Апла пулсан, евитлесе хуратӑп, Петерсон капитанӑн ыйтӑвӗсене эпӗ пӗрне те хуравламастӑп, — терӗ Ромашов.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Д. Дефо ҫӗршыври политика ыйтӑвӗсене хастар хутшӑннӑ.
«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.
Тепӗр виҫӗ минутран Егорушка ӗнтӗ унпа юнашар ларчӗ, унӑн вӗҫсӗр-хӗрсӗр ыйтӑвӗсене хуравларӗ, ҫавна май ҫуллӑ купӑста шӳрпи ҫирӗ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чернышевский политикӑпа экономика ыйтӑвӗсене, философие, литературӑпа эстетикӑна, историе, естествознани наукисене лайӑх пӗлнӗ, наукӑсенче кашнинчех ҫӗнӗ шухӑшсем каланӑ, вӑл хӑюллӑ новатор, революционер-мыслитель, материалист пулнӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Сирӗн заявленисене эпӗ паянах Нагульнова парӑп, халӗ бригадӑна кай та юлташусене пӗлтер: вырсарникун каҫхине вӗсен ыйтӑвӗсене партин уҫӑ пухӑвӗнче пӑхса тухатпӑр.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пуп ыйтӑвӗсене хирӗҫ: «Ҫылӑхлӑ, пачӑшкӑ», — тесе пилӗк хутчен каларӗ тӗ ыйтать: «Митрий атте, леш тӗнчере утсем пур-и?»
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Чӑннипе илсен, вӑл кунне-ҫӗрне яланхи, анчах хуҫалӑхра кирлӗ ӗҫсемпе ирттерчӗ: счетовод хатӗрленӗ отчетсене, шутсӑр нумай сводкӑсене тӗрӗслерӗ, бригадирсен доклачӗсене итлерӗ, колхозниксен тӗрлӗ ыйтӑвӗсене пӑхса тухрӗ, производствӑ канашлӑвӗсем ирттерчӗ, пӗр сӑмахпа каласан, пурне те турӗ, унсӑрӑн ушкӑнлӑ пысӑк хуҫалӑх пурӑнма пултараймасть, анчах ӗҫре ку Давыдова ҫырлахтарсах каймасть.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫавӑн чухне, Филимонов килӗ тӗлне ҫитичченех, вӗсем тырӑ акса хӑварасси ҫинчен калаҫса пычӗҫ, анчах ҫемьепе йӑла ыйтӑвӗсене урӑх тӗкӗнмерӗҫ вара.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ унӑн пӗр вӑхӑтрах васкавлӑн персе янӑ ыйтӑвӗсене хирӗҫ нимӗн те каламастӑп, унӑн тӗл пулнӑшӑн савӑнса кӑмӑллӑн ҫиҫсе тӑракан ырӑ пит-куҫне пӑхса йӑл кулса ҫеҫ тӑратӑп.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпӗ, хама итлекене хирӗҫ чун тарӑхма тытӑннине туйнипе, чӗнмерӗм; вӑл хӑйне тӗнче ыйтӑвӗсене ӑнланма пултарайман ҫын вырӑнне хурать пулас, терӗм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Анчах, яланах савӑнӑҫлӑ та ҫивӗчскер, вӑл паян темскершӗн кӑмӑлсӑр пулас, ҫын ыйтӑвӗсене хирӗҫ татса, кӑшкӑрса тавӑрать.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Обломов хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне пурне те пӗлекен, пурнӑҫӑн пур ыйтӑвӗсене те тахҫанах татса панӑ, ҫамрӑксене ӑслӑн тӗпчесе вӗреннӗ ҫынсем хушшинче пурӑннӑ пулсан та, туслӑха, юратӑва, ҫынсен чысне ӗненни унӑн чӗринче ӑшӑнса тӑнӑ, ҫынсем пирки мӗн чухлӗ йӑнӑшнӑ пулсан та тата темӗн чухлӗ йӑнӑшсан та вӑл чӗрипе тертленнӗ, унӑн ырлӑхпа ӗненӳ никӗсӗ пӗр хутчен те пӑсӑлман.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Карап ыйтӑвӗсене уҫса панипех ҫырлахман вӑл, наукӑпа техникӑн ытти облаҫӗсенче те тӗрлӗ йышши задачӑсене татса пама хутшӑннӑ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Алексей Николаевич та Николай Егорович та техника ыйтӑвӗсене математика анализӗ туса татса пама тӑрӑшнӑ.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кун йышши ҫухатусем теори ыйтӑвӗсене шута хуманнипе, пӗлӳ ҫитменнипе пулнӑ.Немало случалось аварий и гибели судов по невежеству или пренебрежению к вопросам теории.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.