Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Робинзон Крузо» роман ҫинчен

Автор: Василий Долгов

Ҫӑлкуҫ: Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.

Хушнӑ: 2019.12.10 07:40

Пуплевӗш: 31; Сӑмах: 407

Текст тӗсӗ: Ӑслӑлӑх статьи

Вырӑсла Тема: Культура

«Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем» кӗнекене Даниэл Дефо ҫырнӑ. Вӑл кӗнеке 1719 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ. Ӑна ҫырнӑранпа икҫӗр аллӑ ҫул иртрӗ пулин те, вӑл ҫаплах кивелмест. Ӑна кашни ҫӗршыврах пысӑк хаваспа вулаҫҫӗ, вӑл пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ произведени.

Акӑлчан писателӗ Даниэл Дефо (1660 е 1661 — 1731) сутӑҫӑ ывӑлӗ пулнӑ. Вӑл хӑй те суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑнма хӑтланса пӑхнӑ, анчах унӑн ӗҫӗ ӑнса пыман.

Д. Дефо ҫӗршыври политика ыйтӑвӗсене хастар хутшӑннӑ. Вӑл журналист, писатель, экономист пулнӑ. Унӑн чи чаплӑ кӗнеки «Робинзон Крузо». Унта автор герой пурнӑҫӗпе, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫеҫ мар, тата тинӗспе, утрав ҫинчи ҫанталӑкпа, унти чӗрчунсемпе паллаштарать.

Кӗнекере автор чӑн-чӑн пулнӑ ӗҫе илсе кӑтартнӑ. Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, Шотланди морякӗ Александр Селькирк карап капитанӗпе тавлашса кайнӑ та, ӑна ҫавӑншӑн Лӑпкӑ океанра, Чили ҫыранӗсем патӗнче, Хуан Фернандес утрав ҫине антарса хӑварнӑ. Утрав ҫинче ҫав матрос тӑватӑ ҫул та тӑватӑ уйӑх пурӑннӑ. Ҫак факта шута илсе, Д. Дефо хӑйӗн произведенине ҫырнӑ чухне ӑна ытти материалсемпе пуянлатнӑ, уйрӑмах вӑл Англи сутӑҫисен тата ҫулҫӳревҫисен тӗрлӗ ҫырӑвӗсемпе, асаилӗвӗсемпе, кун кӗнекисемпе усӑ курнӑ.

Д. Дефон ҫак произведенине тӗнчери нумай халӑх чӗлхине куҫарнӑ. 1762 — 1764 ҫулсенче ӑна вырӑсла пичетлесе кӑларнӑ.

Мӗн килӗшет-ха вулакансене ҫак кӗнекере?

Робинзон иксӗлми вӑй-халлӑ ҫын, вӑл пӗр самант та ӗҫсӗр лармасть. Ҫав утрав ҫинче вӑл ҫирӗм сакӑр ҫул ытла пурӑнать. Ун вырӑнӗнче тепри йывӑрлӑхсенчен хӑраса ӳксе ним тума пӗлмен пулӗччӗ. Робинзон тӗрлӗ инкексем умӗнче шикленсе тӑмасть, вӑл хӑйне хӑй йӑпатма пӗлет, хӑйӗн вӑл-халне, ӑс-хакӑлне пухать, ҫутҫанталӑка тӗпчет, вӗренет. Хӑйӗн чаплӑ крепоҫне тӑвать-и, уй-хирӗнче тырӑ акать-и, качака кӗтӗвӗ ӗрчетет-и, пысӑк йывӑҫран кимӗ ӑсталать-и — кашни ҫӗнӗ ӗҫех вӑл пӗтӗм вӑйне парса тӑвать. Япаласене, апат-ҫимӗҫе Робинзон калама ҫук тирпейлӗ те перекетлӗ тытать, татӑк-кӗсӗксенченех хӑйне кирлӗ япаласем тӑвать.

Робинзон Крузо ХVII-ХVIII-мӗш ӗмӗрсенчи Англи ҫыннисен сӑнарӗсене пӗр ҫӗре пухса пӗрлештерсе тунӑ сӑнар ҫеҫ. «Анчах Робинзон чӗрӗ ҫын пекех-ҫке!» — тесе хурӗ ҫамрӑк вулакан. Тӗрӗс, вӑл пирӗн шухӑшра чӗп-чӗрӗ ҫын пек курӑнса тӑрать. Ҫакӑ вӑл, чи малтан, автор ҫак сӑнара питех те ӑста кӑтартнинчен, пултаруллӑ ҫырса панинчен килет, урӑхла каласан, ҫакӑ вӑл — произведени вӑйӗ, илемлӗ литература, искусство вӑйӗ.

Паллах, Робинзон Крузо пире пур тӗлӗшпе те килӗшет теме эпир пултараймастпӑр. Вӑл — икҫӗр-виҫҫӗр ҫул ӗлӗкрех буржуаллӑ Англире пурӑннӑ ҫын, сутӑҫӑ, ҫын пурӑнман утрав ҫине лекичченех вӑл пуясси, ытларах ылтӑн пухасси ҫинчен ӗмӗтленет. Утрав ҫинче те, ун патне Эрне лексен, хӑйне хӑй хуҫа пек тыткалать: вӑл — Эрне хуҫи, Эрне — унӑн чури.

Робинзон Крузон сӑнарӗ пире, совет ҫыннисене, ҫакӑншӑн хаклӑ: вӑл этем ӗҫӗн вӑйне чун-чӗререн ӗненет, нимӗнле ӗҫрен те пӑрӑнса тӑмасть, вӑл ҫутҫанталӑкӑн этеме пӑхӑнман вӑйӗсене хирӗҫ ӗҫпе кӗрешет, ҫак ӗҫре вара хӑюлӑх, тимлӗх, хастарлӑх кӑтартать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех