Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑвӗсене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Информкун ыйтӑвӗсене «Ямуков Г.Н» хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗнче те сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Малтанах йӑлана кӗнӗ йӗркепе ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ, амӑшӗн капиталӗн сертификачӗсене 3 ача амӑшне пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Малтанхи сасӑлава хатӗрленни республикӑра пурӑнакансен умӗнче тухса тӑракан ыйтӑвӗсене тарӑнрах пӗлме, ҫивӗч ыйтӑвӗсене хӑвӑртрах татса пама май парать.

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынӑ мероприятире строительство комплексӗн аталанӑвӗпе тата асӑннӑ сферӑн ӗҫне лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑвӗсене пӑхса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Юлашкинчен вӑл тата Л.Черкесов журналистсен ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Тӗлпулӑва хутшӑннисен ыйтӑвӗсене хуравласа ҫитес ҫулсенче нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн автотранспортран тытакан налука пӗчӗклетме палӑртманнине, патшалӑхпа муниципалитет органӗсенче ӗҫлекенсене ҫывӑх вӑхӑтра 65 ҫул тултарсан ҫеҫ пенсие кӑларассине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Халӑха кирлӗ саккунсем кӑларакан хастар та пуҫаруллӑ депутат, ӑста ертӳҫӗ, хуҫалӑх ыйтӑвӗсене лайӑх ӑнланакан-пӗлекен тата пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене спонсор пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫын, Чӑваш Енӗн тата тӑван ҫӗрӗн чӑн-чӑн патриочӗ.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Хамӑр ҫинчен пӗлтерес, тӑван район, ял ыйтӑвӗсене пӗрле татса парас, пӗр тӑрӑхра ҫуралса ӳснисене пулӑшса пырас, пӗрле вӑхӑта усӑллӑ ирттерес тӗллевпе ентешлӗх йӗркелеме шут тытрӑмӑр, — вунӑ ҫул каялла пуҫарнӑ ӗҫ-хӗл ҫинчен аса илчӗ Юрий Александрович.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекен бизнеса малалла та пулӑшса пырӑпӑр, вӑл вара предпринимательсен тата пӗтӗм республика экономикин ыйтӑвӗсене те туллинрех тивӗҫтерӗ.

Поддержка добросовестного бизнеса будет продолжена и станет лучше отвечать запросам предпринимателей и экономики республики в целом.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн критика паянхи пурнӑҫпа таччӑн ҫыхӑнса, хӑйӗн ӗҫне социализм строительствин куллен кунхи ыйтӑвӗсене пӑхӑнтарса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Ачасене, ашшӗ-амӑшне кунта кану условийӗсем хальхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерни, меню питӗ пуян пулни килӗшет.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫакна питӗ лайӑх ӑнланатпӑр, — тет райпо канашӗн председателӗ, ЧР халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес сферӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, депутатсен район Пухӑвӗн депутачӗ Юрий Харитонов. — Тӑрӑшсах хатӗрленетпӗр, йӗркелӳ мероприятийӗсене малтанах палӑртса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Райпо коллективӗ халӑх ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерес тӗлӗшпе нумай ҫул тӗллевлӗн ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хастарсен шухӑшӗпе экономика ыйтӑвне мала хурса Сергей Калашников социаллӑ тата культура ыйтӑвӗсене, наци факторне шута илмест.

По мнению активистов, выводя на передний план экономические вопросы Сергей Калашников не принимает в расчет социальные и культурные вопросы, национальный фактор.

«Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускав чиновникӗн сӑмахӗсене хак пама ыйтать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12235.html

Тӗлпулусенче ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ, вӗсене татса памалли майсене палӑртнӑ, вырӑнта пурӑнакансен ыйтӑвӗсене тӗплӗн хуравланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Асанкасси вӑтам шкулӗнче ирттернӗ тӗлпулура Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явма учительсем активлӑн хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

-Район тата ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем, ҫынсем 2015 ҫулта Тӑвай енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарассипе, халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерессипе, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе вӑйлатассипе, инвестицисем явӑҫтарассипе ӗҫленӗ, социаллӑ сферӑн ыйтӑвӗсене татса панӑ, бюджет укҫи-тенкипе эффективлӑ усӑ курма тӑрӑшнӑ, - тесе пуҫларӗ калаҫӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлесе канӑва тухнисене, халь тӑрӑшакансене саламланӑ хыҫҫӑн. -Пӗлтӗр районӑн пӗрлештернӗ бюджетне тупӑшсем 259249,7 пин тенкӗ пырса кӗнӗ, ку вӑл планпа палӑртнин 98,7 проценчӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Чи малтанах ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче райадминистрацин пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

23. Антиохире патшалӑха тытса пыма хӑварнӑ Филипп хӑйӗнчен уйрӑлса кайнине пӗлсессӗн, патша аптӑраса ӳкнӗ: иудейсене ӳкӗтлеме тытӑннӑ, йӑвашланнӑ, вӗсенӗн вырӑнлӑ ыйтӑвӗсене пӗтӗмпех тивӗҫтерме тупа тунӑ, унтан вӗсемпе килӗшнӗ, парне кӳнӗ, Турӑ Ҫуртне хисеп тунӑ, хулана ырӑлӑх кӳнӗ, 24. Маккавее йышӑннӑ, ӑна Птолемаидӑран пуҫласа Герар таранах ҫарпуҫ пулма лартнӑ.

23. Узнав же, что Филипп, оставленный в Антиохии правителем, отложился, он пришел в смущение: стал уговаривать Иудеев, смирился и клялся исполнить все справедливые требования, затем примирился с ними и принес жертву, почтил храм и оказал милости городу, 24. принял Маккавея и поставил его военачальником от Птолемаиды до самого Геррин.

2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патшалӑхӑн ӗҫ тӑвакан тата саккунсем йышӑнакан влаҫ органӗсен представителӗсем вӗсен тата ыттисен ыйтӑвӗсене те тулли хуравсем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех