Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Малаллах талпӑнаҫҫӗ

Автор: Юрий МИХАЙЛОВ

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хушнӑ: 2016.05.22 18:55

Пуплевӗш: 42; Сӑмах: 526

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Экономика

Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Волгастальконструкция» обществӑра пулчӗ.

Производство корпусӗсенче курса ҫӳрерӗ, ООО ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗ. Предприятие 1969 ҫулта уҫнӑ, 473 ҫын вӑй хурать /пӗлтӗр 370-ӗн тӑрӑшнӑ/. Пӗрремӗш кварталри кашни уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 25390 тенкӗпе танлашнӑ /иртнӗ ҫул — 23080/. Общество 2015 ҫула ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ, кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче ҫулталӑк каяллахи ҫав тапхӑртинчен чылай лайӑхрах кӑтарту тунӑ. Кӗскен: экономика санкцийӗсен витӗмне пачах туймасть.

Халиччен ку предприятире пулса курманччӗ. Куҫ умне 4-5 хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсене аса илтерекен ҫӗнӗ цехсем тухса тӑчӗҫ. Вӗсене иртнӗ ҫулсенче ҫӗнӗ инвестор — Олег Дельман генеральнӑй директор — ертсе пынипе хӑпартнӑ. Цехсенче сивӗре те ӑшӑ.

Тӗп продукци — тимӗр тата тент конструкцийӗсем, пенополистирол. «Вӗсен 80 проценчӗ ҫар промышленноҫне тивӗҫтерме каять, — пӗлтерчӗ ертӳҫӗ. — 20-шӗ республикӑра вырнаҫать».

ЧР Пуҫлӑхӗ ӗҫ технологийӗпе кӑсӑкланнӑ хыҫҫӑн коллективпа тӗл пулчӗ. Юнкун республикӑра Информаци кунӗ иртнӗ май экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫри пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене ҫутатрӗ. Сӑмахне предприятири ырӑ улшӑнусене палӑртнинчен пуҫларӗ. «Сирӗн общество ӳлӗм ӗҫе вӑйлатас шанӑҫ пур, — терӗ. — Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче регионсен ертӳҫисен умне 5-10 ҫул хушшинче ҫынсене пурӑнмалли вырӑнпа туллин тивӗҫтерме тӗллев лартрӗ. Сирӗншӗн ҫуртсем валли тимӗр конструкцийӗсем хатӗрлеме ҫул уҫӑлӗ».

Республикӑн социаллӑ кӑтартӑвӗсем лайӑхланнине ҫирӗплетекен цифрӑсене тишкерчӗ. Ҫӗр ҫулран иртнӗ ҫын Чӑваш Енре паян — 93, пӗлтӗр 64 ҫеҫ пулнӑ. 85 ҫулран иртнисем — 16565-ӗн. Экономикӑра вӑй хуракансен кашни уйӑхри ӗҫ укҫи чакнӑ, ҫемьесен бюджетне тупӑш иртнӗ ҫулсенчипе танлаштарсан сахалрах кӗрет пулин те ытларах пурӑнас туртӑм куҫкӗрет.

«Эпир тупӑш сахал илекен ҫемьесене ҫӑмӑллӑх туса парассишӗн — коммуналлӑ пулӑшу тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарассишӗн — республикӑн 2016 ҫулхи хыснинче укҫа пӗлтӗрхинчен 20 процент нумайрах пӑхса хӑвартӑмӑр, — терӗ Михаил Игнатьев. — Ӑна ҫемьесем кашни уйӑхра вӑхӑтра илеҫҫӗ».

2015 ҫулта Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче тӗнче шайӗнчи стадион хута янине, вӑл пӗр кун та пушӑ тӑманнине, ҫавӑн пеккине малашне те чылай тӑвассине палӑртрӗ. Залра ларакан рабочи тӗп хулари «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗпе юнашар лаптӑкра стадион уҫас ыйтупа кӑсӑкланчӗ. Леонид Черкесов мэр ӑна килес ҫул татса пама пулчӗ. Часах Алькешре ҫӗнӗ поликлиника уҫӑлӗ. Ӑна Сад микрорайонӗнче те ӗҫе кӗртме тӗллев лартнӑ. Ҫурчӗ пур, тӗпрен юсаса оборудованисем вырнаҫтармалла ҫеҫ.

«Республикӑн онкологи диспансерӗн хирурги уйрӑмне тума кӑҫал федераци бюджетӗнчен 363 миллион тенкӗ илетпӗр, — пӗлтерчӗ М.Игнатьев. — Ӑна хута ярсан медоборудовани 175 миллион тенкӗлӗх вырнаҫтаратпӑр. Кунта ҫуллен 5 пин операци тӑвӗҫ. Хирургин кивӗ корпусне тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ оборудовани лартнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑкра пурӗ 12 пин операци тума тытӑнмалла».

Кӑҫал Шупашкарти «Радужный» микрорайонта тепӗр ача сачӗн никӗсне яраҫҫӗ. Гладков урамӗнче шкул ҫуртне ҫӗклеҫҫӗ. «Виҫӗ ҫулран тӗп хулара икӗ сменӑпа вӗренекен ачасем пулмалла мар, — терӗ ЧР Пуҫлӑхӗ. — Ҫак тӗллеве пурнӑҫлассишӗн ҫуллен шкул уҫатпӑр».

Тӗлпулӑва хутшӑннисен ыйтӑвӗсене хуравласа ҫитес ҫулсенче нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн автотранспортран тытакан налука пӗчӗклетме палӑртманнине, патшалӑхпа муниципалитет органӗсенче ӗҫлекенсене ҫывӑх вӑхӑтра 65 ҫул тултарсан ҫеҫ пенсие кӑларассине пӗлтерчӗ.

Республика Пуҫлӑхне пенсионерсем кӑҫалччен усӑ курнӑ ҫӑмӑллӑха та аса илтерчӗҫ. Сӑмах пенси укҫи ҫумне кашни уйӑхра хушса панӑ 1082 тенкӗ пирки пырать. Республикӑн ӗҫлекен ветеранӗсене ӑна кӑҫалтан памаҫҫӗ. Ҫав укҫана производствӑран кайсан кӑна уйӑхсерен илеҫҫӗ.

М.Игнатьев коллектива «Трактор завочӗсем» концернӑн Шупашкарти предприятийӗсен умӗнчи йывӑрлӑхсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Вӗсен продукцийӗ аванах сутӑннӑ чухне кунта 9,5 пин ҫын тӑрӑшнӑ. Укҫа ҫаврӑнӑшне йӗркелейменрен тата производство чарӑннӑран кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен коллективӑн пысӑк пайӗ ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. ЧР Пуҫлӑхӗ ку ыйтӑва Раҫҫей Правительстви шайӗнче пӗрре ҫеҫ мар ҫӗкленине палӑртрӗ. Концернӑн Красноярскри тата Волгоградри завочӗсене сутнӑ хыҫҫӑн, кӑҫалхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, Шупашкарти предприятисем тепӗр хут трактор туса кӑларма пуҫлас шанӑҫ пуррине асӑнчӗ. Юлашкинчен вӑл тата Л.Черкесов журналистсен ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех