Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн

Автор: Чӑваш хӗрарӑмӗ

Ҫӑлкуҫ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Хушнӑ: 2016.07.24 00:07

Пуплевӗш: 19; Сӑмах: 285

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев тата Федерацин патшалӑх статистика службин ертӳҫи Александр Суринов Шупашкар районӗнчи чылай объектра пулса ял хуҫалӑх ҫыравӗ мӗнле пынипе паллашнӑ.

Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май регион ертуҫи ҫакна аса илтернӗ: 2006 ҫултанпа, «АПК аталанӑвӗ» наци проекчӗ вӑй илнӗренпе, Чӑваш хутлӑхӗнчи аграрисем 26 миллиард тенкӗлӗх кредитпа усӑ курнӑ. Ҫак тапхӑрта ҫӗр ӗҫ культурине палӑрмаллах ҫӗнетсе улӑштарнӑ, хальхи техникӑсемпе пуянланнӑ. «Аграрисене ятран пулӑшмашкӑн эффективлӑ мерӑсем туса хатӗрлеме кирлӗ те ӗнтӗ ял хуҫалӑхӗнчи улшӑнусем пирки пухнӑ кӑтартусем», — палӑртнӑ Михаил Игнатьев. — Ҫырав пӗтӗмлетӗвӗсене налук хумашкӑн пухмаҫҫӗ. Килти хуҫалӑха тытса пыни паян предпринимательлӗх ӗҫӗ шутланмасть».

«Ольдеевская» агрофирма» АХО директорӗсен канашӗн председатетелӗ Евгения Беликова ял хуҫалӑх ҫыравӗ мӗнле пынипе интересленекен хӑнасене — Чӑваш Ен Пуҫлӑхне Михаил Игнатьева, Федерацин статистика патшалӑх службин ертӳҫине Александр Суринова, ЧР ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова тата Чӑвашстат пуҫлӑхне Эльвира Максимовӑна — теплицӑсене кӑтартса ҫӳренӗ, производство калӑпӑшне ӳстерме тата тӑкаксене чакарма май паракан ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ.

Ун хыҫҫӑн хӑнасем Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тренкассинчи Павловсен ҫемйин килти хуҫалӑхне ҫитсе курнӑ. Владимир Петровичпа Светлана Александровна вӑкӑр самӑртаҫҫӗ, чӑхсемпе кӑрккасем усраҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла, чечек ҫитӗнтереҫҫӗ. Александр Суринов массӑллӑ информаци хатӗрӗсен журналисчӗсемпе тӗл пулмашкӑн та вӑхӑт тупнӑ, ҫыравпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ.

— Умра — Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗн 2020 ҫулхи ҫыравӗ. Хальхи ҫивӗч ыйтусенчен унччен хӑтӑлмалла, — палӑртнӑ вӑл. — Ял халӑхӗ хуларинчен ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑрах, ҫырава пуҫаруллӑ хутшӑнать. Ҫапах унӑн та юн шайӗнче сыхланса юлнӑ сисчӗвленӳ пур: ҫывӑх ҫыннисем пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх йӗркеленнӗ, Хрущев хуҫаланнӑ тапхӑрсене кӳренӳллӗн аса илни ҫынсен асӗнче юлнах: выльӑх шутне е усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗн виҫине кура налука пысӑклатмӗҫ-и? Халӑха канӑҫсӑрлантаракан шикленӳ туйӑмне сирмелле: халӗ кӑна мар, совет саманинче те ҫыравсенче уйрӑм ҫын пирки информаци пухман. Вӗсемпе пӗтӗмлетӳ тумашкӑн кӑна усӑ кураҫҫӗ. Персонификаци кӑтартӑвӗсен вӑрттӑнлӑхне саккун хӳтӗлет. Хӑшӗ-пӗри выльӑх е хурт-хӑмӑр йышне тӗрӗс пӗлтермест, куҫӑхтарасран хӑрать. Унашкаллисен чунне те ӑшӑтма пултармалла ыйтӑм ирттерекенсен.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех