Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ачасене социаллӑ пулӑшу парасси ҫинчен" саккунӗн 101 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №62 от 20 сентября 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.31 19:52

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 254

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче ачасене социаллӑ пулӑшу парасси ҫинчен» саккунӗн 101 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче ачасене социаллӑ пулӑшу парасси ҫинчен» 2004 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 48 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 61 №; 2005, 62, 65 №-сем; 2007, 73 №; 2008, 75–77 №-сем; 2009, 79 №; 2010, 85 №; 2012, 92 (I том), 94 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2014, 3, 6, 12 №-сем; 2015, 6 №; 2016, 10 №; 2017, 2 №) 101 статйин 4-мӗш пайне улшӑну кӗртес, ӑна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«4. Енчен те Чӑваш Республикин ачасем валли социаллӑ инфратытӑм туса хуракан патшалӑх организацийӗ е муниципалитет организацийӗ хӑйне ҫирӗплетсе панӑ харпӑрлӑх объекчӗсене арендӑна, тӳлевсӗр усӑ курма парать пулсан, учредителӗн арендӑна парасси ҫинчен калакан договора тата тӳлевсӗр усӑ курма парасси ҫинчен калакан договора тӑвиччен ҫав договорсене туни ачасен кулленхи пурнӑҫӗ, вӗренӗвӗ, аталанӑвӗпе канӑвӗ ҫине тата вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетес, вӗсене медицина пулӑшӑвӗ парас, ачасем чирлессине асӑрхаттарас, вӗсене социаллӑ хӳтлӗх парас тата вӗсен социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫсем ҫине мӗнлерех витӗм кӳме пултарнине хак парас ӗҫе ҫак статьян 1-мӗш пайӗпе палӑртнӑ йӗркепе туса ирттермелле.

Енчен те асӑннӑ договорсене туни мӗнлерех витӗм кӳме пултарнине уҫӑмлатас тӗллевпе туса ирттернӗ хаклав ҫак пайӑн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ условисем япӑхланма пултарнине ҫирӗплетсе панӑ пулсан, арендӑна парасси ҫинчен калакан договора тата тӳлевсӗр усӑ курма парасси ҫинчен калакан договора тумаҫҫӗ.

Тӳлевсӗр усӑ курма парасси ҫинчен калакан договор мӗнлерех витӗм кӳме пултарнине хак парас ӗҫе тӑвасси ҫинчен ҫак пайӑн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ требовани Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнчи вӗренӳ ҫинчен» 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗн 41 статйин 3-мӗш пайӗнче палӑртнӑ тӗслӗхе пырса тивмест.».

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех