Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чашкӑрса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усал ҫӗлен пуҫне ҫӗклесе чашкӑрса илнӗ.

Гадина подняла голову и зашипела.

IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Хӑй ҫулӗ ҫинчи ватӑ тирексем хушшипе ҫӗмӗрттерсе пынӑ чух вӑл урӑм-сурӑм хаяррӑн чашкӑрса шавлать, унтан, ав, хӑй айне пулнӑ йывӑҫ тӗмӗсен тӑррисене чӳхентерме пуҫласа, темле шӑппӑн, ҫепӗҫҫӗн, тӳлеккӗн шӑнкӑртатса каять.

Она грозно шумела, прорываясь сквозь гряду вставших на пути ее старых тополей, и тихо, певуче, успокоенно лепетала, раскачивая верхушки затопленных кустов.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑнларах эрех те пур: пӑккине кӑларма ӗлкӗрмен-ха — кӗленче тутинчен урнӑ йытӑ ҫӑварӗнчи пек кӑпӑк чашкӑрса вӗресе тухать, турӑ курать — суймастӑп!

Есть такое вино, что не успеешь пробку вынуть, а из бутылки пена идет, как из бешеной собаки, видит бог — не брешу!

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дон тӑрӑх хӑлаҫ ҫӳллӗш хумсем явӑнса ҫӳрерӗҫ, вӑрманта шыв урса кайнӑ пек чӑшӑл-чашӑл чашкӑрса тӑчӗ, йывӑҫсем тӗрлӗ еннелле авӑнса йынӑшрӗҫ.

По Дону бугрились саженные волны, бешено клокотала вода в лесу, стонали, раскачиваясь, деревья.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫырмара, ӑмӑрткайӑк кӑрӑклатнӑ пек чашкӑрса, сӑртсем ҫинчен шавласа-кӗрлесе анакан пӑтранчӑк шыв вӑйкӑнса юхать.

В яру с орлиным клекотом мчалась мутная нагорная вода.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тарӑхса кайнипе Пантелей Прокофьевичӑн пӗтӗм ӑш-чикӗ чашкӑрса вӗрерӗ.

Внутри у Пантелея Прокофьевича все клокотало от негодования.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лешӗ мӑйне, пуҫне авса хунӑ, ҫунаттисене сарса, чашкӑрса, тӳрех ун патнелле пырать — кӑвак хур!

Пригнув к земле шею и голову, растопырив крылья и шипя, прямо на нее шел серый гусь.

III. Килӗшӳллӗ паллашу // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ҫӳлти пайне кӑвак, сарӑ, симӗс тӗслӗ виҫ кӗтеслӗ кантӑксем лартнӑ террасӑ ҫинче камка ҫитти витсе пысӑк сӗтел хатӗрлесе лартнӑ, сӗтел ҫинче ылтӑн пек йӑлтӑртатакан пуличчен тасатнӑ пысӑк хырӑмлӑ сӑмавар чашкӑрса, пӑс кӑларса ларнӑ.

На террасе, застекленной сверху цветными треугольниками — синими, желтыми, зелеными, — был накрыт большой стол, застланный камчатой скатертью, пофыркивал, пуская струйку пара, пузатый, до золотого блеска начищенный самовар.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӑх-ха, чашкӑрса кайрӗ, вӗри ҫатма!

— Ишь зашипела, сковорода горячая.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑранасса вӑл сӗтел ҫинче ҫап-ҫутӑ сӑмавар чашкӑрса ларнӑ чухне вӑранчӗ; хӑй ҫине ҫулӑм ҫути ӳкнӗ Аниҫҫе кӑмака умӗнче хыпаланать, хӗп-хӗрлӗ кӑвар ҫинче шурӑ икерчӗллӗ чашкӑракан хура ҫатмана кӗске аврипе вӑр-вар ҫавӑркалать.

Проснулся он, когда на столе уже шумел ярко начищенный самовар, а у печи, озаряемая отблесками пламени, суетилась Анисья, ловко поворачивала сковороду с пышными оладьями.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сарайпа кӗлете вут тивретсе аппаланнӑ хушӑра пӳртри ҫулӑм тулалла явӑнса тухрӗ, выҫкӑннӑн чашкӑрса хыр чӳрече харшисене ҫуларӗ, вӑрӑм аллисемпе пӳрт тӑрринелле кармашса хыпашларӗ…

И, пока зажег сарай и амбар, огонь в курене уже выбился наружу, с шорохом ненасытно лизал сосновые наличники окон, рукасто тянулся к крыше…

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ан чашкӑрса кай эсӗ! — сиввӗн чарчӗ ӑна ашшӗ.

— Да ты не сепети! — холодно остановил его отец.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эпир, ав, ҫав калчасене таптаса ним юлми ҫунтарса ярас вырӑнне, вӗсем чашкӑрса ӳснипеле йӑпанса ларатпӑр! — кӑшкӑрчӗ Атарщиков.

— А мы любуемся на всходы вместо того, чтобы вытоптать их и выжечь дотла! — крикнул Атарщиков.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫурӑлакан пульӑсем, вӑрман тӑрӑх шӑхӑрса вӗҫсе, хыр йӗпписене тӑка-тӑка хӑвараҫҫӗ, хырсен вуллисене шӑйӑрса чӗрпеклеҫҫӗ, хура ҫӗлен евӗр чашкӑрса, ҫӗр ӑшне чӑмаҫҫӗ те, мӗн ҫине те пулин ҫивӗччӗн тӑрӑнса, шартлатса ҫурӑлса каяҫҫӗ.

По лесу, осекая хвою, щепя сосны, с гадючьим шипом зарываясь в землю, скакали и, чмокая, рвались разрывные пули.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йӗплӗ пралуксен ним латтисӗр лутӑрканса таткаланнӑ чӑмаккисем патӗнче кӑвак кӑпӑклӑн чашкӑрса вӗресе, чӳхенсе, сайралса пырса, салтаксен сӑрӑ хумӗсем йӑванаҫҫӗ.

Колыхаясь, редея, закипая у безобразных комьев смявшейся колючей проволоки, накатывались серые волны людского прибоя.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑпӑркка чашкӑрса Аксинья пичӗ тавра явӑнса ларчӗ.

Взвизгнув, кнут плотно обвил лицо Аксиньи.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, Григорий тӑхӑннӑ кӗске кӗрӗкӗн кӗсйине тутлӑлла ҫӑрса тунӑ читнай чиксе, ҫилӗллен ҫапла чашкӑрса илчӗ:

Аксинья сунула в карман Григорьева полушубка пресную пышку, пришептывая:

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич чашкӑрса илнӗ те анкартине тухса кайнӑ.

Мирон Григорьевич запыхтел и ушел на баз.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чашкӑрса илсе, шӑлӗсене кашкӑр пек шаклаттарса, хайхи тӗлӗнмелле старик куҫран ҫухалчӗ.

И, зашипев и щелкнув, как волк, зубами, пропал чудный старик.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах ун шухӑшӗсем таҫта аякра вӗҫсе ҫӳрени паллӑ ҫав; унсӑрӑн вӑл йӑлтах илтнӗ пулӗччӗ; хӑйӗн ҫӳҫне михӗ анипе пӗрле пӗтӗрсе ҫыхнӑ пирки Чуб хытах чашкӑрса илнине те, пысӑк кӗлеткеллӗ голова хытах иклетме пуҫланине те илтнӗ пулӗччӗ.

Но заметно было, что его мысли гуляли бог знает где, иначе он бы услышал, как зашипел Чуб, когда волоса на голове его прикрутила завязавшая мешок веревка, и дюжий голова начал было икать довольно явственно.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех