Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чашкӑрса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан, куҫне «качтаки» ҫинче ҫивӗчлетсе, кӑркка аҫи пек чашкӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук, ку ятпа митинг мар, виҫ-тӑваттӑн пухӑнса калаҫни те пулмарӗ кунта, кашниех хӑй вырӑнӗнче ӗҫлерӗ, земснарядсем пӗр тикӗссӗн кӗрлерӗҫ, пульповодсем тӑрӑх хӑйӑр чашкӑрса юхрӗ, крансем темиҫешер тонна таякан хурҫӑ пӑрӑхсене ача тетти пек вылянтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Кӑмаки, ҫуллахи вӑхӑт пуҫланнӑ пулин те, локомотив пекех чашкӑрса ҫунать.

Которая, несмотря на то что было начало лета, пыхтела и шипела, как локомотив.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑш ҫунние аптранӑ Лавр Кузьмич чашкӑрса йӳҫекен кӑрчамана икӗ курка умлӑ-хыҫлӑ ӗҫрӗ те ура шӑнӑрӗсем ҫемҫелнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Йывӑҫсен хушшисемпе Ҫавал кукӑрӗ курӑнчӗ, чашкӑрса ӳсекен курӑка тапта-тапта ун хӗрнелле васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Шыв милӗк витӗр вӗри чул ҫине юхса анчӗ те чашкӑрса вӗресе пӑс пулса тӳпенелле сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тин ҫеҫ пӑртак лӑпланнӑ хӗрарӑмӑн чӗри каллех сиксе тапма, пӗтӗм ӳт-пӗвӗ тӑрӑх юнӗ пӗр вӗресе тӗ чашкӑрса чупма, пуҫӗнче темле тӗрлӗ шухӑшсем пӑтранма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӑмла, салат е чашкӑрса тӑракан кӑрчама!

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӗ те ӗнтӗ Пелихан чирлесен Кумар амӑшӗ Сехасин ҫинчен наркӑмӑшлӑ ҫӗлен пек чашкӑрса элек сарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Эсӗ, мӗн, Урасмет, хӑвна киреметрен те вӑйлӑ тесе шутлатӑн-и, — апат ҫисе ларакан алманчӑ патне чашкӑрса пырса аллинчи патаккипе темиҫе хутчен урайне таклаттарса илчӗ юмӑҫ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн ухмахланатӑн ҫак эсӗ, Эрнепи? — темиҫе шӑлӗ ӳкнипе селӗппӗн тата ҫӗлен пек чашкӑрса калаҫрӗ Сахвине.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Петр пачӑшкӑ чашкӑрса тӑракан сӑмавар пырса лартрӗ сӗтел ҫине, чашӑк-кашӑк шанкӑртаттарчӗ: пыл савӑчӗ, печени-канфет шутарчӗ кӗтмен хӑнасен ҫывӑхне.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ Арзамасрах хамӑр хула ҫумӗпе вут хӗлхемлӗ ялтӑртатакан ҫутӑсемпе чашкӑрса поездсемпе чи аван пурӑнӑҫ иртсе ҫӳренине куркаланӑ.

Еще в Арзамасе я видел, как мимо города вместе с дышавшими искрами и сверкавшими огнями поездами летит настоящая, крепкая жизнь.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫӗленле чашкӑрса чун илли йӑпшӑнать…».

Шипя как змея, вполз злодей…»

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Унта та кунта ҫын виллисем выртаҫҫӗ, темиҫе ҫын пӑравус карлӑкӗ ҫине ывтӑнса кайнӑ та, ҫурӑк хуранран чашкӑрса пӗрӗхекен вӗри шыв айӗнче ним тӑваймасӑр асапланса кӑшкӑраҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах юланутҫӑсен ушкӑнӗ ӗнер килнӗ ҫулпа — пахча ҫумӗпе каялла юрттарчӗ, ҫӗрле хуп-хуран курӑнса ларакан, кӑмӑлсӑррӑн чашкӑрса кӗтсе илекен кӗрхи вӑрмана кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сасартӑк унта, сӑрт тӳртӗнче, сӑрӑ тӗтӗм явӑнса ҫӗкленни курӑнчӗ, снаряд чашкӑрса иртрӗ, орудирен пенӗ сасӑ кӗрлесе кайрӗ.

Вдруг там, над гребнем, взвился желтый дымок, прошипел снаряд, раскатился орудийный выстрел.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Малтисем кӳлӗрен шыв ӑсса илсе, ӑна ҫумра тӑраканне тыттараҫҫӗ, вӗсем малалла ӑсатаҫҫӗ, эшелон ҫывӑхӗнчисем кочегара тыттараҫҫӗ, — вӑл вара шывне чашкӑрса тӑракан паровоза ярать.

Передние зачерпывали воду в озерце и пускали по рукам, задние подавали воду кочегару, и он лил в посапывающий паровоз.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Гришин, тарӑхнипе, хур аҫи майлӑ чашкӑрса калаҫать.

Гришин от негодования шипел, как гусак.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах ҫынсем пропусксӑрах иртсе тухма май тупаҫҫӗ, — вӗсем чугун ҫул хӗррине хӳме урлӑ сиксе каҫса тухаҫҫӗ; унта ҫурри ҫӗмӗрӗлсе ваннӑ поезд составӗсем ним йӗркесӗр тӑраҫҫӗ, маневр тӑвакан паровозсем мӗн вӑй ҫитнӗ таран чашкӑрса, кӑшкӑрашса ҫӳреҫҫӗ, тӗтӗм мӑкӑрлантараҫҫӗ.

Но люди просачивались и без пропусков, — махая через заборы на железнодорожные пути, где в беспорядке стояли полуразбитые составы, дымили, шипели, отчаянно свистели маневренные паровозы.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех