Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сывлӑш лӑпах пулин те, ҫурта хумханнӑ, унӑн хӗлхемӗ, пӗрре крыльца юпине, тепре сӗтелпе ун ҫинчи савӑт-сапасене е старикӗн ҫӳҫне кастарнӑ шурӑ пуҫне ҫутатса, тӗрлӗ еннелле сулланчӗ.
XIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Дымова тахҫантанпах курайманскер, Егорушка сывлӑшра сасартӑк чӑтма ҫук пӑчӑ пулса ларнине, вут хӗлхемӗ унӑн питне мӗнле пӗҫертнине туйса илчӗ: унӑн хӑвӑртрах тӗттӗм ҫӗре, лавсем тӑракан еннелле, тарса каясси килчӗ, анчах ашкӑнчӑкӑн хаяр та тунсӑхлӑ куҫӗсем ӑна хӑйсем патнеллех туртрӗҫ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
«Анчах Бяла Черквана пушар хыпсан, ун хӗлхемӗ Стара-Планина тӑрӑхӗнчи ытти ялсене те ҫитсе хыпса илӗ тесе шухӑшларӗ вӑл.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Суккӑр ҫын тесен, вӑл ӗмӗрӗпех тӗттӗмре ҫӳрет, ӑна ҫакӑн пек самантсенче кӑна, ярӑм ҫутӑ пек, пӗртен пӗр хаваслӑх хӗлхемӗ кӑна ялкӑшса ҫутатать.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑмах — чӗре таппийӗн хӗлхемӗ», — ҫапла каланӑ патша.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вилӗ ҫуттӑн сивлек хӗлхемӗ пур ҫӗрте те ӑс-хакӑл чухӑнлӑхне уҫса кӑтартать, ҫав чухӑн ӑс-хакӑл вара, хӗпӗртенипе ҫиҫсе, ҫынсем тавра, пур ҫӗрте те тӗлӗрсе выртать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӑхӑт, вӗтӗ утӑмне хӑвӑртлатнӑҫем хӑвӑртлатса, иртнӗҫем иртсе пырать, ҫав вӑхӑтра ҫынсем хӗвелӗн хӗрлӗ хӗлхемӗ витӗр курӑнакан ылтӑн тусан пӗрчисем пек мӗлтлетеҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Акӑ хайхи, юлашкинчен, хытнӑ си ишӗлсе анчӗ те, шӑтӑкран факелӑн хӗрлӗ хӗлхемӗ, унтан такамӑн савнӑҫ куҫҫулӗпе йӗпеннӗ хура сӑн-пичӗ, унтан татах факелсемпе пит-куҫсем курӑнчӗҫ, вара ҫӗнтернипе, савӑннипе кӑшкӑрашнӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ — о, ку ман пурнӑҫра чи лайӑх кун пулчӗ, аса илетӗп те ӑна, ҫук, эпӗ кӑлӑхах пурӑнман тетӗп!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Чунра, леш, хӗлхемӗ ҫук… вӑй-хӑват ҫук, темелле-и?
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кӑмакара вӑрӑммӑн касса ҫурмаран ҫурнӑ вутӑ шартлатса ҫунать, унӑн хӗлхемӗ, пӗр сӑмахсӑр тем ҫинчен каласа панӑ пек, кӑвакарнӑ стена ҫинче чӗтренсе выляса тӑрать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ырханкка сӑнӗ сасартӑк шуралнӑ, ҫанҫурӑмӗ чулланнӑ, анчах, часах унӑн пичӗ ҫинче сарлака кулӑ палли ҫиҫсе ярӑмланнӑ; куҫӗсенчен вут хӗлхемӗ сирпӗнсе тухнӑнах туйӑннӑ.
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Вӑл мӗнле пурӑннине, унӑн ӑс-хакӑлӗ мӗнлине, пурнӑҫ хӗлхемӗ сӳннипе сӳнменнине — ют ҫын пӗлеймӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсенче каллех мӑнкӑмӑллӑхпа хӑюлӑх хӗлхемӗ ҫунма тытӑнчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга самантрах пӗр утӑм каялла чакрӗ; чаплӑ мӑнаҫлӑхӑн хӗлхемӗ, хӗрлӗ тӗс ун пит-куҫӗнчен сирӗлчӗҫ; йӑваш куҫӗсем хаяррӑн ялкӑшса илчӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Темӗн те вуларӑм эпӗ Олеҫҫӑн пысӑк хура куҫӗсенче: тӗлпулу пӑлханӑвне те, вӑрах хушӑ килмесӗр тӑнӑшӑн ӳпкелешнине те, юратӑвӑн вӗри-вӗри хӗлхемӗ пирки каланине те…
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Петербургра пурӑннӑ пирвайхи ҫулсенче, ҫамрӑк чухне, унӑн лӑпкӑ сӑн-питӗнче час-часах хавхалану палӑрнӑ, куҫӗсенче пурнӑҫ хӗлхемӗ ялкӑшнӑ, вӗсенче вӑй-хал, ҫутӑ пайӑркисем ҫиҫсе тӑнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вут хӗлхемӗ кӗлте пек сирпӗнчӗ.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн кӗске кӗпҫинчен тупӑ ӑшӗнчен тухнӑ пек, кӑн-кӑвак вут хӗлхемӗ вӗрсе тӑнӑ.Из короткого дула, как из пушечки, вырывалось сильное обрубленное лазурное пламя.
XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Дворниксем кил ламписене савӑнӑҫлӑ шӑла-шӑла ҫакаҫҫӗ — ан тив мӗн пур вӑйпа нимӗн пытанмасӑр ҫутатчӑр, ан тив пӗр хӗлхемӗ те паян сая ан кайтӑр!
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Марья Ивановна ятне ирсӗр тӑшман асӑнмарӗ: те лешӗ ӑна йышӑнманнипе кӑмӑлӗ хытнӑ, те мана та калаттарма чарнӑ шухӑш-сисӗмӗн хӗлхемӗ унӑн чӗрине те тивнӗ, — кирек-мӗнле пулсан та, комисси умӗнче Белогорскри комендант хӗрӗн ятне асӑнасси-тӑвасси пулмарӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940