Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑнӗ-пичӗсем вӗсен лӑпкӑ, хӑшӗ-пӗрин куҫӗнче савӑнӑҫ хӗлхемӗ те пур.Лица были сдержанные, у некоторых даже с веселинкой в глазах.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Куҫӗсем те тӗксӗм — ӗлӗкхи савӑнӑҫ хӗлхемӗ выляса тӑмасть.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗлӗтсем хушшинчен темле майпа хӗвел хӗлхемӗ сиксе тухрӗ, вара тӳпере асамат кӗперӗ карӑнчӗ: унӑн пӗр вӗҫӗ Кубань ҫине, тепри — инҫетре, сӑртра кӑштах курӑнса ларакан вӑрман ҫине перӗнсе тӑрать.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Питне чӗркелесе пӗтернӗ, кӑвак мӑйӑхӗсем — юнлӑ, пысӑк куҫхаршийӗсем айӗн пӑхакан куҫӗсенче виҫесӗр тунсӑх, аран ҫеҫ шӑнарса тӑракан ҫилӗ хӗлхемӗ йӑлкӑшать.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шухӑшран вӑраннӑ хыҫҫӑн Ерошка пуҫне ҫӗклерӗ те ҫуртан хумханакан хӗлхемӗ тавра вӗлтӗртетсе вӗҫсе ҫӳрекен, ҫӳресен-ҫӳресен вут ҫине ӳкекен ҫӗрлехи лӗпӗшсене тинкерсе пӑхма пуҫларӗ.
XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Сывлӑш лӑпах пулин те, ҫурта хумханнӑ, унӑн хӗлхемӗ, пӗрре крыльца юпине, тепре сӗтелпе ун ҫинчи савӑт-сапасене е старикӗн ҫӳҫне кастарнӑ шурӑ пуҫне ҫутатса, тӗрлӗ еннелле сулланчӗ.
XIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Дымова тахҫантанпах курайманскер, Егорушка сывлӑшра сасартӑк чӑтма ҫук пӑчӑ пулса ларнине, вут хӗлхемӗ унӑн питне мӗнле пӗҫертнине туйса илчӗ: унӑн хӑвӑртрах тӗттӗм ҫӗре, лавсем тӑракан еннелле, тарса каясси килчӗ, анчах ашкӑнчӑкӑн хаяр та тунсӑхлӑ куҫӗсем ӑна хӑйсем патнеллех туртрӗҫ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
«Анчах Бяла Черквана пушар хыпсан, ун хӗлхемӗ Стара-Планина тӑрӑхӗнчи ытти ялсене те ҫитсе хыпса илӗ тесе шухӑшларӗ вӑл.
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Суккӑр ҫын тесен, вӑл ӗмӗрӗпех тӗттӗмре ҫӳрет, ӑна ҫакӑн пек самантсенче кӑна, ярӑм ҫутӑ пек, пӗртен пӗр хаваслӑх хӗлхемӗ кӑна ялкӑшса ҫутатать.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑмах — чӗре таппийӗн хӗлхемӗ», — ҫапла каланӑ патша.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вилӗ ҫуттӑн сивлек хӗлхемӗ пур ҫӗрте те ӑс-хакӑл чухӑнлӑхне уҫса кӑтартать, ҫав чухӑн ӑс-хакӑл вара, хӗпӗртенипе ҫиҫсе, ҫынсем тавра, пур ҫӗрте те тӗлӗрсе выртать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӑхӑт, вӗтӗ утӑмне хӑвӑртлатнӑҫем хӑвӑртлатса, иртнӗҫем иртсе пырать, ҫав вӑхӑтра ҫынсем хӗвелӗн хӗрлӗ хӗлхемӗ витӗр курӑнакан ылтӑн тусан пӗрчисем пек мӗлтлетеҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Акӑ хайхи, юлашкинчен, хытнӑ си ишӗлсе анчӗ те, шӑтӑкран факелӑн хӗрлӗ хӗлхемӗ, унтан такамӑн савнӑҫ куҫҫулӗпе йӗпеннӗ хура сӑн-пичӗ, унтан татах факелсемпе пит-куҫсем курӑнчӗҫ, вара ҫӗнтернипе, савӑннипе кӑшкӑрашнӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ — о, ку ман пурнӑҫра чи лайӑх кун пулчӗ, аса илетӗп те ӑна, ҫук, эпӗ кӑлӑхах пурӑнман тетӗп!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Чунра, леш, хӗлхемӗ ҫук… вӑй-хӑват ҫук, темелле-и?
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кӑмакара вӑрӑммӑн касса ҫурмаран ҫурнӑ вутӑ шартлатса ҫунать, унӑн хӗлхемӗ, пӗр сӑмахсӑр тем ҫинчен каласа панӑ пек, кӑвакарнӑ стена ҫинче чӗтренсе выляса тӑрать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ырханкка сӑнӗ сасартӑк шуралнӑ, ҫанҫурӑмӗ чулланнӑ, анчах, часах унӑн пичӗ ҫинче сарлака кулӑ палли ҫиҫсе ярӑмланнӑ; куҫӗсенчен вут хӗлхемӗ сирпӗнсе тухнӑнах туйӑннӑ.
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Вӑл мӗнле пурӑннине, унӑн ӑс-хакӑлӗ мӗнлине, пурнӑҫ хӗлхемӗ сӳннипе сӳнменнине — ют ҫын пӗлеймӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсенче каллех мӑнкӑмӑллӑхпа хӑюлӑх хӗлхемӗ ҫунма тытӑнчӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга самантрах пӗр утӑм каялла чакрӗ; чаплӑ мӑнаҫлӑхӑн хӗлхемӗ, хӗрлӗ тӗс ун пит-куҫӗнчен сирӗлчӗҫ; йӑваш куҫӗсем хаяррӑн ялкӑшса илчӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Темӗн те вуларӑм эпӗ Олеҫҫӑн пысӑк хура куҫӗсенче: тӗлпулу пӑлханӑвне те, вӑрах хушӑ килмесӗр тӑнӑшӑн ӳпкелешнине те, юратӑвӑн вӗри-вӗри хӗлхемӗ пирки каланине те…
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.