Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланчӗҫ (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апат-ҫимӗҫ таврашне сутас килмесӗр сутрӗҫ, ыйтусенчен пӑрӑнма хӑтланчӗҫ.

Неохотно продавали продукты, увиливали от вопросов.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пурнӑҫра пулса иртекен ӗҫсене чӑтӑмлӑн сӑнаса тӑракан фронтовиксем турткаланса хӑтланчӗҫ, ҫырӑнмасӑр тӑчӗҫ, шӳтлесе ирттерсе яма пикенчӗҫ:

Фронтовики, сдержанно относившиеся ко всему происходившему, мялись, не хотели записываться, отшучивались:

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем унран демобилизаци хыҫҫӑн ӑҫта ҫӳрени ҫинчен шӗкӗлчесе пӗлме хӑтланчӗҫ, анчах Валет кашнинчех сӑмаха урӑх енне пӑрса ячӗ, хӑй пирки сарӑлнӑ хӑрушӑ сас-хура тӗрӗс мар тесе ӗнентерме пикенчӗ.

Казаки расспрашивали, где был после демобилизации, но Валет отвечал уклончиво, сводил на нет опасные разговоры.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чикарккӑ ҫутисене ҫанӑсем ӑшнелле пытаркаласа хӑтланчӗҫ.

Огни цигарок прятали в рукава.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗн хӑтланчӗҫ вӗт, э?

Что делали, а?

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Паян, кунта килнӗ чух, хурӑн хуппине вистекелесе хӑтланчӗҫ.

Сегодня, когда сюда шли, березовую кору обдирали.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ачасем, унта мӗн пулса иртнине курас тесе, пӗр вӑрттӑн шӑтӑк патне кайма хӑтланчӗҫ.

Ребята пытались пробраться к одному укромному лазу, чтобы выглянуть наверх.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Шуррисем пире ҫӗр айӗнчен тӑпӑлтарса кӑларма хӑтланчӗҫ те, анчах вӗсен нимен те тухмарӗ.

И, как ни хотели нас беляки из-под земли выковырять, ничего у них не получилось.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫӗн йӗркелӳ тапхӑрӗнче писательсен союзне темиҫе пая уйӑрса аркатма хӑтланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра // Петӗр Ялкир. «Хресчен сасси», 2003.12.16, 3 стр.

Хӑш-пӗрисем, истори чӑнлӑхне пӑсса, халӑх кӑмӑлӗ вӑл ҫӑпата сыракансен кӑна ҫӗкленнӗ тесе, кӑлӑхах сӳпӗлтетме хӑтланчӗҫ.

Напрасно некоторые в ущерб исторической истине и небеспристрастно пытаются приписывать это всеобщее воодушевление только тем слоям населения, ноги которых обуты в царвули.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Авалхи йӑлана пӑхӑнса, ашшӗ-амӑшсем кӑштах туртӑнкаласа тӑма хӑтланчӗҫ, анчах Андрей, каллех табак туртса ярса, вӗсен сӑмахне татӑклӑн пӳлсе хучӗ:

Соблюдая старые обычаи, родители хотели было поломаться, но Андрей, еще раз закурив, решительно пресек их попытки:

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑшӗсем савӑнчӗҫ, хӑшӗсем хурланчӗҫ, пӗр-пӗрне темӗн ӑнлантарма хӑтланчӗҫ.

Одни радовались, другие грустили, некоторые пытались что-то объяснить друг другу.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫа шыраса, ҫавӑн йышши кашни ҫуртрах никӗсне йӑлт салатса тӑкрӗҫ, — ҫавна арҫын ачасем мар, пысӑк арҫынсемех, шухӑшӗсене вылятма юратакансем мар, шанчӑклӑ та ҫирӗп ҫынсемех хӑтланчӗҫ.

Вплоть до фундамента, и даже земля под ними была вся изрыта в поисках клада — и не то что мальчишками, а положительными, солидными людьми, далеко не мечтателями.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Малтан вӗсем табак турткаларӗҫ, сулхӑнта сӑмахлакаласа ларчӗҫ, унтан, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулассине ытлах шанмасӑр, хӑйсен шӑтӑкӗнче аппаланса хӑтланчӗҫ.

Они посидели в тени, куря и болтая, потом покопались немного в последней по счету яме, без особенной надежды.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем пӗр ҫур сехет хушши чавса хӑтланчӗҫ, тарласа кайрӗҫ, анчах нимӗн те тупаймарӗҫ, тата ҫур сехет хушши пек ӗҫлерӗҫ, каллех нимӗн усси те пулмарӗ.

Они работали, обливаясь потом, около получаса, никаких результатов, они трудились еще полчаса, и все-таки ничего.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫынсем умӗнче тӑрасси ӑна хӑрамалла пек туйӑнса кайрӗ: унӑн урисем кукленсе анма хӑтланчӗҫ, пырӗнче темӗнле пӑвса лартнӑ пек пулчӗ, вӑл пӗр сӑмах та калама пултараймарӗ.

На него напал страх перед публикой, ноги под ним затряслись, и в горле перехватило дыхание.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каллех шыв ҫинелле тухсан, вӗсем мӑшлатрӗҫ, лашасем пек хартлатрӗҫ, кулчӗҫ, сура-сура хӑтланчӗҫ, чыхӑнчӗҫ.

А потом опять всплывали на поверхность, отфыркиваясь, отплевываясь, хохоча и задыхаясь.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ирхи апат хыҫҫӑн вӗсем пуҫ урлӑ сикмелле вылярӗҫ, шыв хӗрринчи ӑшӑх ҫӗрте сиккелесе, чупнӑ хушӑрах тумтирӗсене хыва-хыва пӑрахса, пӗр-пӗрин хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗҫ, унтан вара ҫаппа-ҫарамасах шывра вӑйлӑ юхӑмпа кӗрешмелле выляса хӑтланчӗҫ.

После завтрака они с воплями носились взад и вперед по отмели, гонялись друг за другом, сбрасывая на бегу платье, пока не разделись совсем, потом побежали далеко в воду, покрывавшую отмель.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавна вӑрланӑ чухне вӗсем темӗнле те хӑтланчӗҫ: кашни минутрах пӗр-пӗрне шӑп пулма чӗнсе пӳрнисене тутисем патне тытрӗҫ, ҫук кинжал аврисене аллисемпе яра-яра илчӗҫ, хаяррӑн пӑшӑлтатса пӗр-пӗрне ҫапла хушса тӑчӗҫ: «Тӑшман тапрансанах, ӑна ҫӗҫӗпе аври таранах яшт чикмелле, мӗншӗн тесен вилӗ ҫын каласа кӑтартаймасть», — терӗҫ.

Из этого они устроили целое приключение: то шикали друг на друга, то вдруг останавливались и прикладывали палец к губам, то клали руку на воображаемую рукоятку кинжала, то отдавали глухим шепотом приказания насчет того, что если «враг» зашевелится, то «вонзить ему кинжал в грудь по самую рукоятку», потому что «мертвецы не выдадут тайны».

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗрачасем, хӑйсен черечӗпе, тӗрлӗ майлӑ «мухтанса хӑтланчӗҫ».

Девочки тоже старались как могли.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех