Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке –> Пиллӗкмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хушнӑ: 2020.03.14 12:12

Пуплевӗш: 215; Сӑмах: 1802

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Краснокутски станицӑна ҫитме тапаҫланса, экспедици темиҫе кун Донецк округӗ тӑрӑх шалалла кӗрсе пычӗ. Украина слободисенче вӗсене пӗрешкел тараватлӑхпа кӗтсе илчӗҫ; хаваслансах юр-вар таврашӗ, утсене ҫитерме апат сутрӗҫ, хваттерсене ячӗҫ, анчах Краснокутскипе ҫитерсе яма лава кӗрешес пирки сӑмах пулчӗ ҫеҫ, — украинецсем турткалашрӗҫ, ӗнсисене хыҫрӗҫ, юлашкинчен пачах килӗшмерӗҫ.

— Лайӑх тӳлетпӗр, мӗн сӑмсуна пӑркаласа тӑратӑн? — тӗпчесе пӗлме тӑчӗ Подтелков пӗр украинецран.

— Та шо ж, а мэни своя жизнь нэ дэшевше грошей стоить.

— Сан пурнӑҫу мӗн тума кирлӗ пире? Эсӗ леҫсе яма ҫеҫ кӗреш.

— Ни, нэ можу.

— Мӗншӗн пултараймастӑн?

— Та вы ж до казакив йидэтэ?

— Пулсан вара?

— Може зробиться яке лыхо, або ще шо. Чи мэни своей худобы нэ жалко? Загублють коней, шо мэни тоди робыть! Ни, дядька, выдчепысь, нэ поиду!

Краснокутски станица патнелле ҫывхарса пынӑ май Подтелковпа ыттисем ытларах та ытларах пӑлханма пуҫларӗҫ. Халӑх кӑмӑлӗнче те улшӑну сисӗнсе тӑчӗ: малтанхи слободасенче вӗсене юмарт хаваслӑхпа кӗтсе илчӗҫ пулсан, ыттисенче экспедици ҫине сисӗнмеллех сиввӗн те сехӗрленсе пӑхрӗҫ. Апат-ҫимӗҫ таврашне сутас килмесӗр сутрӗҫ, ыйтусенчен пӑрӑнма хӑтланчӗҫ. Халӗ слободасенчи капӑр пиҫихиллӗ ҫамрӑксем экспедици лавӗсем патне пырса сырӑнмарӗҫ ӗнтӗ. Чӗмсӗррӗн те ютшӑнса ҫеҫ чӳречесенчен пӑха-пӑха илчӗҫ, хӑвӑртрах пӑрӑнса кайма васкарӗҫ.

— Тӗне кӗнӗ-и эсир, ҫук-и? — тарӑхса кайса ыйтрӗҫ экспедицири казаксем. — Мӗн пирӗн ҫине тӑмана пек тӑрӑнса пӑхатӑр?

Наголин вулӑсенчи пӗр слободара Ванька. Болдырев, хӑйсене ҫавнашкал сиввӗн йышӑннипе урса кайнӑскер, ҫӗлӗкне ҫӗре пӑрахса, аслисенчен хӑшӗ те пулин килсе ан тухтӑр тесе унӑн-кунӑн пӑхкаласа, хӑрӑлтатса ятлаҫрӗ:

— Ҫынсем-и эсир, эсрелсем-и? Мӗн сӑмах та чӗнместӗр, шуйттан пуҫӗсем? Сирӗн ырлӑхӑршӑн юн тӑкса ҫӳретпӗр, эсир пур, куҫ ҫӗклесе пӑхмастӑр! Намӑс сире пирӗн ҫинчен ҫавӑн пек элек сарма! Халӗ пӗр танлӑх пирӗн, юлташсем, — казаксем те, хохолсем те ҫук; ҫавӑнпа та турткалашса тӑма та кирлӗ мар. Халех чӑхсемпе ҫӑмартасем илсе тухнӑ пултӑр, пуриншӗн те Микулай патша укҫисене тӳлетпӗр!

Украинецсем пӗр ултӑ ҫын, Болдырев ятлаҫса калаҫнине итленӗ май, акапуҫне кӳлнӗ утсем пек пуҫӗсене пӗксе тӑчӗҫ.

Унӑн хӗрӳ сӑмахӗсене хирӗҫ вӗсем ҫӑвар та уҫмарӗҫ.

— Эсир, мур илменскерсем, мӗнле хохол пулнӑ — ҫапла юлнӑ та! Ҫурӑлса пӗтесчӗ сирӗн, шуйттан пуҫӗсен, татӑк-татӑк пуличчен! Халер ҫук сире, шампа хырамлӑ буржуйсене! — Болдырев хӑйне пырса тыттарнӑ ҫӗлӗкне тепӗр хут ҫӗре ҫавӑрса ҫапрӗ те, тӳсме ҫук тарӑхса кайнӑскер, хӗремесленсе кӑшкӑрса ячӗ. — Сирӗнтен хӗл кунӗнче юр ыйтса илейместӗн.

— Ан харлатса тӑр! — тесе хӑварчӗҫ ҫеҫ ӑна украинецсем, тӗрлӗ еннелле саланса кайса.

Ҫав слободарах пӗр ватӑ украинка хӗрлӗ гвардеец-казакран тӗпчесе пӗлме тытӑнчӗ:

— Чи правда, шо вы усэ будэтэ грабыть и усих чоловиков ризат.

Казак ӑна хирӗҫ куҫне пӗрре сиктермесӗр хуравларӗ:

— Тӗрӗс. Кашни ҫыннах мар та-ха, стариксене пусатпӑр вара!

— Ой, боже ж мий! Та на шо ж воны вам нужни?

— Эпир вӗсене пӑтӑпа пӗрле ҫиетпӗр: така ашӗнчен халь курӑк тути калать, техӗмсӗр. Пӗр-пӗр мучие хурана яран та, вӑл ав чӗлхене ҫӑтса ямалла лайӑх ирӗлсе пиҫет…

— Та то вы, мабудь, шуткуете?

— Суять вӑл, кинеми! Ухмахла сӳпӗлтетет! — калаҫӑва хутшӑнчӗ Мрыхин.

Унтан иккӗшӗ ҫеҫ юлсан, шӳтлесе калаҫнӑ казака ҫилӗллӗн хӑтӑрса тӑкрӗ:

— Пел эсӗ кампа мӗн шӳт тумаллине! Ҫакӑн пек шӳтшӗн Подтелков пуҫна ҫапса ан шӑтартӑрччӗ! Мӗн эс халӑха пӑтратса ҫӳретӗн? Вӑл чӑнласах ак: эпир стариксене пусса ҫӳретпӗр тесе, сӑмах кӑларса ярать.

Подтелков канса тӑрас тата ҫӗр каҫас вӑхӑтсене чакарчӗ. Пӑлханнипе чунӗ хыпӑнма пуҫланӑскӗр, вӑл хӑвӑртрах малалла кайма хыпаланчӗ. Краснокутски станица ҫӗрӗ ҫине кӗрес умӗн чылайччен Лагутинпа сӑмахласа пычӗ, хӑйӗн шухӑшӗсене уҫса пачӗ:

— Пирӗн, Иван, пит шалах кӗрсе кайма кирлӗ мар. Усть-Хопер станицине ҫитетпӗр те тӳрех ӗҫе тытӑнатпӑр! Ҫар пухас пирки пӗлтеретпӗр, ҫӗршер тенкӗ шалу укҫи парса тухатпӑр, анчах лашасемпе ут хатӗрӗсем хӑйсеннех пулччӑр, халӑх укҫине ыт ахаль тӑккаласа пӗтерес мар. Усть-Хопертан вара сирӗн Букановски станица урлӑ ҫӳлелле — Слащавски, Федосеевски, Кумылженски, Глазуновски, Скуришенски станицӑсене — каятпӑр. Михайловкӑна ҫитнӗ ҫӗре — дивизи пуҫтарӑнчӗ те! Пухатпӑр пулӗ?

— Пухасса пухӑпӑрччӗ те-ха, унта чипер лӑпкӑ пулсан.

— Эсӗ унта та пуҫланнӑ пулӗ тетӗн-им?

— Ӑҫтан пӗлес? — Лагутин, сайра сухалне шӑлса илсе, ҫинҫе те кӳренчӗк сасӑпа каларӗ:  — Каярах юлтӑмӑр эпир… Ӗлкӗреймӗпӗр тесе хӑратӑп, Хветӗр. Унта офицер йӑх-яхӗ хӑйӗн ӗҫне тӑвать. Васкамаллаччӗ пирӗн.

— Васкасса халӗ те васкатпӑр-ха. Эсӗ ан пыр хӑраса. Пирӗн хӑрама юрамасть. — Подтелков куҫӗсем сивлеккӗн пӑхма пуҫларӗҫ. — Хамӑрпа пӗрле ҫынсене ертсе каятпӑр та, мӗнле вӑл хӑрама юратӑр? Ӗлкӗретпӗр! Татса тухатпӑрах! Тепӗр икӗ эрнерен шуррисене те, германецсене те тӳпелеме тытӑнатӑр. Дон ҫӗрӗ ҫинчен епле хӳтерсе кӑларатпӑр ак, эсрел амисене! — Унтан, чӗнмесӗр пычӗ-пычӗ те, пируса ҫӑтӑхса ҫитнӗ пек хӑвӑрт туртса ярса, хӑйӗн пуҫӗнчи вӑрттӑн шухӑшне уҫса пачӗ:  — Кая юлтӑмӑр пулсан — эпир те, Дон ҫинчи совет влаҫӗ те пӗтнӗ шутла. Эх, юлас марччӗ кӑна! Енчен те унта офицерсен пӑлхавӗ пирӗнтен малтан ахӑрса ҫитес пулсан, пӗтӗм ӗҫ пӑчланать!

Тепӗр кунхине, каҫ пулас умӗн, экспедици Краснокутски станица ҫӗрӗ ҫине кӗчӗ. Алексеев хуторне ҫитнӗ чухне малти лавсенчен пӗрин ҫинче Лагутинпа тата Кривошлыковпа пӗрле ларса пыракан Подтелков ҫеҫен хирте выльӑх кӗтӗвӗ ҫӳренине асӑрхарӗ.

— Ыйтса пӑхар кӗтӳҫрен, — сӗнчӗ вӑл Лагутина.

— Калаҫӑр кайса, — килӗшрӗ Кривошлыков. Лагутинпа Подтелков, лав ҫинчен анса, кӗтӳ патнелле утрӗҫ. Йӗпе курӑк кӗвел ӗнтсе янӑ пусура хӑмӑррӑн ҫуталса ларать. Курӑкӗ кунта лутра, пӗтӗмпех выльӑх-чӗрнисемпе таптанса пӗтнӗ; ҫул хӗрринче ҫеҫ ҫеҫкери анра ҫарӑк пӗчӗкҫӗ сарӑ тӗмсем пек курӑнса ларать тата, мамӑк пек шереписемпе ҫемҫен чӑшӑлтатса, ҫӳллӗ ӳснӗ хир сӗлли хумханать. Ватӑлса кайнӑ армути тӑррине ывҫинче йӑваласа, унӑн йӳҫенкӗ шӑршипе сывласа, Подтелков кӗтӳҫ патне пычӗ.

— Сывӑ пурӑнатӑн-и, мучи?

— Пурӑнкалатӑп, турра шӗкӗр.

— Кӗтӳ кӗтетӗн эппин?

— Ҫапла.

Старик, шӑртланса тӑракан кӑвак куҫ харшисен айӗпе тӗксӗммӗн пӑхса, туйипе вылякаласа тӑчӗ.

— Ну, пурнӑҫсем Подтелков.

— Аптрамасть, пурӑнатпӑр турӑ пулӑшнипе. Мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем илтӗнеҫҫӗ? Нимех те илтмен. Эсир камсем пулатӑр?

— Служивӑйсем, киле таврӑнатпӑр.

— Ӑҫтан вара эсир?

— Усть -Хоперсем.

— Леш Подтелкин текенни сирӗнпе мар-и?

— Пирӗнпе.

Кӗтӳҫӗ, шикленнипе пулас, палӑрмаллах тӗксӗмленсе кайрӗ.

— Эсӗ мӗн хӑраса кайрӑн, асатте?

— Мӗнле-ха хӑрамӑн, ывӑлӑмсем: эсир православнӑйсене пурне те вӗлерсе ҫӳретӗр тесе калаҫҫӗ те…

— Суеҫтереҫҫӗ! Кам ун пек сӑмах сарать?

— Атаман каларӗ ӗнер халӑх пухӑвӗнче. Такамран илтнӗ-и вӑл е хут илнӗ ҫавӑн пекки, — Подтелкин калмӑксене ертсе килет, казаксене пӗр ҫын юлмиччен тура-тура тӑкаҫҫӗ тесе пӗлтерчӗ.

— Сирӗн атамансем-и-ха ӗнтӗ? — Подтелков ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ Лагутин.

Подтелков сарӑ асавӗсемпе курӑк тунине ҫыртса лартрӗ.

— Тин анчах суйларӑмӑр. Советсене хупрӑмӑр.

Лагутин татах темскер ыйтма тӑнӑччӗ, анчах ҫак самантра пусу хӗрринчи тӗреклӗ хушка вӑкӑр, темле ӗне ҫине сиксе, ӑна хӑй айне тӗркелесе чикрӗ.

— Ватса пӑрахать, эсрел! — ахлатса илчӗ кӗтӳҫӗ; унтан вӑл ҫулне кура мар хӑвӑрт кӗтӳ еннелле чупса кайрӗ, чупнӑ ҫӗртех кӑшкӑрашса пычӗ:  — Наҫтаҫсен ӗни… Ватать!.. Ӑҫта!.. Ӑҫта мурне сикетӗн, хушка!..

Подтелков, аллисемпе сарлакан хӑлаҫланса, тачанка патнелле утрӗ. Хуҫалӑхри типтерлӗхе юратакан Лагутин чарӑнса тӑчӗ те вӑкӑр авса антарнӑ ырхан ӗне ҫине пӑлханчӑклӑн сӑнаса пӑхрӗ, ҫак самантра ирӗксӗррӗн шухӑшларӗ: «Хуҫса антарать вӗт-ха ҫурӑм шӑммине, хуҫрӗ те пулас! Ах эсӗ, эсремет!»

Вӑкӑр айӗнчен ӗне тӗрӗс-тӗкеллӗн тухнине курсан ҫеҫ вӑл лавсем патне утса кайрӗ. «Мӗн тӑвӑпӑр-ши? Нивушлӗ Дон леш енче те атамансем?» — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ вӑл. Анчах ҫул айккинче тӑракан илемлӗ вӑкӑр, ӑратшӑн усраканскер, ун шухӑшне тепӗр хут татрӗ. Вӑкӑр халӗ, мӑнттай ҫамкаллӑ пуҫне каҫӑртса хурса, пысӑк та сарлака кӳлепеллӗ хура ӗнене шӑршласа тӑрать. Ӑмри ун чӗркуҫҫи патне ҫитиех усӑнса аннӑ, кӗлетки вӑрӑм, тӗреклӗ; хӑй хӗлӗх пек тӳррӗн туртӑнса тӑрать. Кӗске чӗрнисем кӑпӑшка ҫӗр ӑшне путса кӗнӗ. Лайӑх ӑратлӑ вӑкӑр ҫине ирӗксӗр ҫӗртен киленсе пӑхса тата куҫӗпе унӑн сарӑрах хӗрлӗ ҫӑмне ачашласа, Лагутин ассӑн сывласа илчӗ те пӑлханчӑк шухӑшсен чӑлханчӑк ҫыххинчен пӗрне кӑна туртса кӑларчӗ: «Пирӗн станицӑначчӗ ҫакӑ. Вӗтӗрех пирӗн енчи вӑкӑрсем». Ҫака унӑн пуҫне сисмен ҫӗртен, сарӑмсӑр пырса кӗчӗ. Тачанка патне утса кайнӑ май, казаксен салхуллӑ сӑн-пичӗсем ҫине пӑхса, Лагутин хӑйсем хӑш маршрутпа каясси ҫинчен шутласа пычӗ.

* * *

Сив чир шӑнтнипе халтан кайнӑ Кривошлыков ӗмӗтленӗвҫӗ тата поэт — каларӗ Подтелкова:

— Эпир контрреволюци хумӗнчен тарса каятпӑр, ун умне тухма тапаҫланатпӑр, вӑл ав пирӗн урлах ывтӑнса пырать. Ӳкме пулмасть пулӗ ун умне. Айлӑмалла ывтӑнса анакан тинӗс хумӗ пек хӑвӑрт малалла каять.

Мобилизаци комиссийӗн членӗсем хушшинче пӗртен пӗр Подтелков ҫеҫ килсе тухнӑ лару-тӑрӑвӑн мӗн пур йывӑрлӑхӗсене витӗр курса пынӑн туйӑнать. Вӑл урапа ҫине кӗлеткипе малалла ӳпӗнсе ларнӑ та минутсерен ямшӑка хыпалантарса илет:  — Хӑвала!

Хыҫалти лавсем ҫинче юрласа ячӗҫ, кӗҫех шӑпланчӗҫ. Унтан, урапасем лачӑртатнӑ сасӑсене хупласа, каҫса кайса ахӑлтатнӑ, янӑравлӑн кӑшкӑрашнӑ сасӑсем киле-киле илтӗнеҫҫӗ.

Кӗтӳҫӗ пӗлтернӗ хыпарсем тӗрӗс пулчӗҫ. Ҫул ҫинче экспедици лавӗсене арӑмӗпе пӗрле Свечников хуторне кӑйма тухнӑ фронтовик-казак хирӗҫ пулчӗ. Хӑй вӑл пакунсем ҫакнӑ, кокардӑпа. Подтелков унран тӗплӗнрех ыйткаласа пӗлчӗ те сӑнӗпе унчченхинчен те ытла тӗксӗмленчӗ.

Алексеев хуторӗнчен иртрӗҫ. Ҫумӑр шӑпӑртатса ҫӑвать. Тӳпе шӑмалнӑҫем шӑмалать. Хӗвелтухӑҫ енче ҫеҫ, хура пӗлӗт ҫурӑкӗнчен, чалпашшӑн ҫутатса пӑхакан хӗвел шевлисемпе чӗнтӗрленсе, кӑвак тӳпе татӑкӗ сенкерленсе курӑнать.

Сӑрт ҫинчен Рубашкин участокне анма пуҫларӗҫ кӑна — ҫынсем унтан урӑх еннелле чупа-чупа кайни, темиҫе лав сиккипе ӗрӗхтерсе пыни курӑнчӗ.

— Тараҫҫӗ. Хӑраҫҫӗ пирӗнтен… — пӑлханчӑклӑн мӑкӑртатса илчӗ Лагутин, ыттисем ҫине пӑхса илсе.

— Тавӑрса килер ҫавсене! Кӑшкӑрӑр хӑть, эсрел кӗвентисем! — ҫухӑрса ячӗ Подтелков.

Казаксем, лавсем ҫине хӑпарса тӑрса, ҫӗлӗкӗсемпе сулкалама пуҫларӗҫ. Тахӑшӗ хыттӑн кӑшкӑрчӗ:

— Э-хе-хей!.. Ӑҫта эсир? Тахтӑр!..

Экспедици лавӗсем участок еннелле уҫӑ юртӑпа анса кайрӗҫ. Этем чунӗ те юлман сарлака урамра ҫил ҫавӑрттарса ҫӳрет. Пӗр кил хушшинче ватӑ украинка кӑшкӑра-кӑшкӑра минтерсене лав ҫине ывӑтать. Унӑн упӑшки, ҫарран та ҫӗлӗксӗр-мӗнсӗрскер, утне йӗвенрен тытса тӑрать.

Рубашкинра Подтелков кӑларса янӑ квартирьера казаксен разъезчӗ тыткӑна илни, ӑна сӑрт хыҫне илсе кайни ҫинчен пӗлчӗҫ. Казаксем ҫывӑхрах тӑраҫҫӗ пулмалла. Кӗскен канашласа илнӗ хыҫҫӑн экспедици членӗсем каялла таврӑнса кайма йышӑнчӗҫ. Чи пирваях малалла кайма хистенӗ Подтелков халӗ иккӗлене пуҫларӗ.

Кривошлыков сӑмах та чӗнмерӗ, ӑна каллех ӗнтӗ сив чир шӑнтса чӗтретме тытӑнчӗ.

— Тен, малалла кайӑпӑр? — ыйтрӗ Подтелков канашлӑва пынӑ Бунчукран.

Бунчук сӳрӗккӗн хул пуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ. Уншӑн пулсан — малалла каймалла-и, каялла-и — кирек ӑҫталла пулсан та халӗ пӗрех пулчӗ; вӑл ӑҫта та пулин кайма, хӑй хыҫҫӑн ниҫта юлмасӑр йӗрлекен асаплӑ тунсӑхлӑн тарса ӳкме ҫеҫ тӑрӑшрӗ. Тачанка патӗнче уткаласа ҫӳренӗ май Подтелков Усть-Медведица еннелле кайсан аванрах пуласси ҫинчен калаҫкаларӗ. Анчах пӗр казак-агитатор ӑна ҫавӑнтах сиввӗн пӳлсе хучӗ:

— Ухмаха ермерӗн пулӗ? Пире ӑҫта унта ертсе каятӑн? Контрреволюционерсем патне-им? Выляса ан хӑтлан, тӑванӑм! Каялла таврӑнатпӑр! Вилес килмест-ха пирӗн! Ав ҫавӑ мӗн? Куртӑн-и? — Вӑл аллипе сӑрт тӗмески ҫине кӑтартрӗ.

Пурте ҫаврӑнса пӑхрӗҫ; ҫӳлл ех мар улӑп тӑпри ҫинче виҫӗ юлан ут кӳлепи курӑнса кайрӗ.

— Казаксен разъезчӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Лагутин.

— Ав тепре унта!

Сӑрт тӳпинче юлан утлӑ ҫынсем кумса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пӗр ҫӗре пуҫтарӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ еннелле саланса каяҫҫӗ, пӗр вӑхӑт сӑрт тӗмески хыҫӗнче ҫухалса ҫӳреҫҫӗ те каллех килсе курӑнаҫҫӗ. Подтелков каялла тапранма хушрӗ. Алексеев хуторӗ витӗр кайрӗҫ. Унта та ҫынсем, казаксем асӑрхаттарнипе-тӑр, экспедици лавӗсем ҫывхарнине курсан, пытанса, тӗрлӗ еннелле тарса пӗтрӗҫ.

Каҫ сӑнӗ ҫапрӗ. Йӗрӗнтерсе ҫитерекен, сивӗ, вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхтерет. Ҫынсем витӗрех йӗпеннӗ, сив чир тытнӑ пек сиксе чӗтреҫҫӗ. Вӗсем лавсем хыҫҫӑн винтовкисене хатӗр тытса утаҫҫӗ. Ҫул, тӑвайкки хӗррипе ҫаврӑнса, айлӑмалла анать; кукӑрӑлкаласа, тӑтӑшах сӑрт тӗмески ҫине шӑвӑна-шӑвӑна тухса, лапамлӑ вырӑнпа иртет. Ҫут ҫинче ҫаплах казаксен разъезчӗсем курӑна-курӑна ҫухалаҫҫӗ. Вӗсем, ҫынсен ахаль те тӑвӑнса ҫитнӗ кӑмӑлӗсене татах пӑркӑчласа туртӑнтарнӑ пек, экспедици хыҫҫӑн ниҫта юлмасӑр йӗрлесе пыраҫҫӗ.

Айлӑм урлӑ каҫакан пӗр тип ҫырма патӗнче Подтелков лав ҫинчен сикрӗ те кӗскен кӑшкӑрса пӗлтерчӗ. «Хатӗрленӗр!» Унтан вӑл, кавалерийски карабин ҫумӗнчи предохранителе куҫарса лартса, лавпа юнашар утса кайрӗ. Тип ҫырмара пӗве пуҫӗ тытса тӑракан ҫурхи шыв кӑвакарса выртать. Пӗве хӗрринчи юшкӑн тӑпри шыв ӗҫме пырса кайнӑ выльӑхсен чӗрнисемпе йӗрленсе пӗтнӗ. Пӗве хӗрринчен ҫырма тӗпнелле юхса аннӑ тӑпра ҫинче хыт хурапа йыт пырши ашкӑрса кайнӑ; аялта, шыв хӗрринче, имшеркке сарӑ хӑях ӳсет, вӗтӗртетсе ҫӑвакан ҫумӑр айӗнче ҫинҫе ҫулҫӑллӑ шыв амӑш хумханса чаштӑртатать. Подтелков казаксен засадине ҫак вырӑнта кӗтнӗччӗ, анчах ҫул пӑхма кӑларса янӑ разведка унта никама та курмарӗ.

— Федор, эсӗ вӗсене халех ан кӗт, — пӑшӑлтатрӗ Кривошлыков, Подтелкова лав патне чӗнсе илсе. — Вӗсем халех тапӑнмаҫҫӗ. Ҫӗрле тапӑнаҫҫӗ.

— Хам та ҫапла шухӑшлатӑп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех