Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Математика мыскари

Автор: Александр Галкин

Ҫӑлкуҫ: https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Хушнӑ: 2019.06.30 18:39

Пуплевӗш: 202; Сӑмах: 1328

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

I

Эпир Ҫимушпа иксӗмӗр — туссем. Эпӗ ӑҫта — Ҫимуш унта, Ҫимуш ӑҫта — эпӗ унта.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, сӑнран та, кӗлеткерен те эпир пӗр пекех имӗш. Чӑн та, иксӗмӗр те пӗр тан ӗнтӗ. Иксӗмӗрӗн те ҫӳҫсем сарӑ, сӑмсасем каҫӑр, питсем кантӑр вӑрри хуппипе сапнӑ пек кук тӗрриллӗ. Ҫавӑнпах пулӗ ялта пире йӗкӗрешсем тесе чӗнеҫҫӗ, пӗр-пӗринчен уйӑрса илеймесӗр хӑшкӑлаҫҫӗ. Куншӑн эпир Ҫимушпа иксӗмӗр савӑнатпӑр ҫеҫ.

Шкулта та эпир пӗр парта хушшинче ларатпӑр. Пӗрле кӗнеке вулатпӑр, пӗрле апат ҫиетпӗр, пӗрле вылятпӑр, пӗрле кулатпӑр. Хурланма кӑна пӗрле пултараймастпӑр. Инкекӗ вара пирӗн мӗнпурӗ те математикӑра. Вӑл пулман пулсан эпир хуйхӑ мӗнне те пӗлес ҫук! Эх, кам шутласа кӑларнӑ-ши ӑна! Нивушлӗ математикӑсӑр пурӑнма май ҫук? Манӑн асатте ав пӗр уравнени те пӗлмест, ҫаплах пурӑнать-ха…

Ҫапла шухӑшласа ларнӑ вӑхӑтра хамӑр пата Ҫимуш килсе кӗнине те сисмен. Аллинче хӑйӗн — футбол мечӗкӗ.

— Ну, шутларӑн-и киле панӑ задачӑна? — ыйтрӗ вӑл алӑк урлӑ каҫнӑ-каҫманах. — Отвечӗ тухрӗ-и?

— Ҫук-ха, тухасшӑн мар…

— Ан та тӑрӑш. Кӑлараймастӑн. Пӗчӗк Павӑл та аран шутларӑм тет. Отличника йывӑр пулнӑскер, пире парӑнас ҫук ӗнтӗ вӑл. Атя луччӗ футболла выляма. Тен, уҫӑ сывлӑшра ҫӳренӗ хыҫҫӑн самантрах шутласа пӑрахӑпӑр?..

— Николай Ивановича мӗн калӑпӑр-ха вара ыран? — кӑн-н пӑхрӑм Ҫимуша куҫран.

— Вар чирӗпе аптрарӑмӑр тейӗпӗр.

— Иксӗмӗр те-и?

— Ҫук. Эс — варпа, эп — пуҫпа.

— Апла мар, — хирӗҫлерӗм эпӗ, — варпа эсӗ чирле, пуҫпа — эпӗ.

— Кирек хӑшӗнпе чирлесен те ҫавах мар-и вара? — тӗлӗнчӗ Ҫимуш.

— Ҫавах мар ҫав. Вар ҫеҫ ыратнӑ чух пуҫ мими чип-чиперех ӗҫлеме пултарать, мӗншӗн тесен вӑл — сывӑ, — тӑрӑшсах ӑнлантартӑм тусӑма.

— Апла эпӗ те пуҫ ыратрӗ тейӗп.

— Ҫук, ун пек юрамасть.

— Ма юрамасть?

— Учитель ӗненмесӗр тӑма пултарать. Эс луччӗ куҫ ыратрӗ тесе кала.

— Манӑн куҫсем сывах вӗт.

— Эх, айван та иккен эсӗ! Хӑрах куҫна бинтпа ҫых та — пулчӗ те.

Ҫак самантра урамра ши-и! шӑхӑртрӗҫ. Эпир чӳрече патне ывӑнтӑмӑр. Пӑхатпӑр — пирӗн пӳрт умӗнче пӗр ушкӑн ача кӗпӗрленсе тӑрать. Вӗсем эпир футболла выляма тухасса кӗтеҫҫӗ имӗш.

— Тухатпӑр-и? — куҫне-пуҫне ялкӑштарнӑ Ҫимуш.

Эпӗ чӑтаймарӑм — килӗшрӗм.

Сӗм ҫӗрлечченех вылянӑ вара эпир анкарти хыҫӗнчи сарӑхма ӗлкӗрнӗ кӗрхи ҫерем ҫинче. Тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах манса кайнӑ. Мечӗк курӑнми пулсан тин тапма пӑрахрӑмӑр.

Ирхине эпӗ апата ларнӑччӗ ҫеҫ — Ҫимуш персе те ҫитрӗ. Вӑл кӗрсен сӗтел хушшинчен ҫинӗ-ҫименех сиксе тӑтӑм.

— Ӑҫта васкатӑр ҫав тери? Ытла ир вӗт, шкулне те уҫман пуль? — тесе юлчӗ анне.

— Васкавлӑ ӗҫ пур-ха, — терӗм эпӗ карттуса атте пек васкамасӑр тӑхӑнса. — Иртерех пыма хушрӗҫ.

Ытти ачасем курасран эпир шкула урампа мар, анкартисем хыҫӗпе кайрӑмӑр. Шкул садне кӗрсен Ҫимуш кӗсйинчен йӑпӑр-япӑр бинт тӗрки туртса кӑларчӗ.

— Ме, ҫыхса яр хӑвӑртрах, — хушрӗ вӑл ман еннелле тӑсса. — Паян ҫӑлӑнса юлсан малашне куҫ курӗ унта…

Эпӗ ҫыхма пикентӗм. Пуҫӗ урлӑ ҫавӑрса илсе сылтӑм куҫне хупласа хутӑм. Анчах ниепле те йӗркеллӗ пула пӗлмест. Бинт вӗҫӗ пӗрмаях алӑран шуса тухать.

— Хӑвӑртрах эс! — васкатать Ҫимуш. Ачасем курма пултараҫҫӗ.

— Васканӑран ҫапла пулать те вӑл! Ӗҫе тӗплӗн туни кирлӗ, унсӑр инкек курма тивӗ, — тетӗп эпӗ тусӑма.

Ҫыхса пӗтерсен Ҫимуш часах лӑпланчӗ. Кунашкал ҫӑлӑнӑҫ шухӑшласа кӑларма пултарнӑшӑн мана ырласа та илчӗ. Вӑл ырланине эпӗ хавхалансах кайрӑм, хама хам нумай пӗлекен ҫын пек кӑтартма шутларӑм.

— Эсӗ Мюнхгаузена пӗлетӗн-и? — ыйтрӑм унран сасартӑк.

— Пӗлместӗп. Кам вӑл? — тӗлӗнчӗ Ҫимуш.

— Кирек мӗнле йывӑрлӑхран та часах тухма пӗлекен ҫын.

— Мӗнле майпа?

— Манӑнни пек ӑслӑ пуҫне пула.

— Эппин, мӗншӗн эсӗ задача шутласа кӑлараймарӑн? — йӗкӗлтерӗ Ҫимуш. — Халь эп унашкал асапланман та пулӑттӑм.

— Уншӑн эс айӑплӑ. Кам мана футболла выляма сӗтӗрсе тухрӗ?

Ҫапла пакӑлтатса пынӑ май эпир кӗҫех шкула та ҫитрӗмӗр. Ир пулин те ачасем чылайӑшӗ пухӑннӑ ӗнтӗ. Урам енчи кантӑк патӗнче пӗрисем хӗрсех темӗн тавлашаҫҫӗ. Тӑсланкӑ Кирук апата пикеннӗ — килӗнче ҫисе ӗлкӗреймен ӗнтӗ. Хӗрлӗ Прохор сӑвӑ пӑхмасӑр калама вӗренет — пӗччен пӗтӗм класа янраттарать.

Эпир тӳрех тавлашакансем патне пытӑмӑр. Пӗчӗк Павӑл киле панӑ задачӑна хӑй мӗнле шутлани ҫинчен каласа парать. Кеша унпа килӗшмест: вӑл урӑхла шутланӑ иккен. Шел, эпир пуҫламӑшне итлеймерӗмӗр, каярах юлтӑмӑр.

Ҫимуша курсан ачасем тӳрех шавлама тытӑнчӗҫ. Мӗн пулнӑ та мӗн пулнӑ тесе тӗпчеме пуҫларӗҫ.

— Мӗн пултӑр, амӑшӗ хӗненӗ! — пат татса каласа хучӗ Типшӗм Тимуш.

— Сана вӑл аннӳ кашни кун тыллать, ҫавӑнпа эс хур шӑмми пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ! — хирӗҫлерӗ Ҫимуш. — Мана анне нихҫан та хӗнемен. Ку инкек те ӑнсӑртран ҫакланчӗ. Ӗнер, ӗнӗ кӗтме кайсан, куршанак ҫӳппи лекрӗ. Халь те унтах ларать, тухтӑр та кӑлараймасть.

Ачасем вара шӑпланчӗҫ. Эпӗ ун-кун пӑхкаларӑм та темӗн ҫырса ларакан Кеша патне пытӑм.

— Кеша, инкеке лекрӗм, ҫӑл-ха.

— Мӗн пулчӗ? — ман еннелле ҫаврӑнчӗ вӑл.

— Пуҫ мими шӗвелчӗ.

— Эппин, больницӑна кай.

— Больницӑра юсаймаҫҫӗ ҫав ӑна. Эс кӑна ҫӑлма пултаратӑн…

— Мӗнле майпа? — тата ытларах тӗлӗнчӗ Кеша,
— Ҫаплах.
Математикӑпа ҫыртарса илтер те -пулчӗ те. Ӗнер ерҫеймерӗм, ӗҫсем чӑрмавларӗҫ…

— Ерҫмелле пулнӑ. Футбол хыҫҫӑн сахалтарах чупмаллаччӗ, — сиввӗн пӑхрӗ Кеша.

Хыт кукар Кешӑпа ӗҫ тухас ҫуккине эпӗ ҫийӗнчех туйрӑм. Вара тек йӑлӑнмарӑм.

— Юрӗ, катӑк пуртӑ та кирлӗ пулӗ-ха, — тесе аяккалла пӑрӑнтӑм.

Ҫав вӑхӑтра шӑнкӑрав сасси янӑраса кайрӗ.

II

Эпир пурте вырӑнсене кӗрсе лартӑмӑр. Учитель килессе кӗтсе алӑк еннелле куҫ хыврӑмӑр, Класа Николай Иванович васкаса кӗчӗ.

— Паян эпир сирӗнпе тӗрӗслев ӗҫӗ туса ирттерӗпӗр, — терӗ вӑл. — Киле панӑ задачӑна ҫитес урокра пӑхӑпӑр. — Хӑй доска еннелле ҫаврӑнчӗ те темӑна ҫырма тытӑнчӗ.

— Пӗтрӗмӗр! — пӑшӑлтатрӗ Ҫимуш. — Мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ? Шухӑшла.

— Мӗншӗн пӗрмай ман шухӑшламалла? Ку хутӗнче эсӗ шухӑшла! — тарӑхрӑм эпӗ.

Ҫимуш кӑвакарсах кайрӗ. Ним тӑвайманнипе мана вӑрҫма пикенчӗ.

— Тупӑннӑ ӑслӑ юлташ! Минхаус! — терӗ вӑл шӑл витӗр сӑрхӑнтарса. — Сана пула ман халь хӑрах куҫпа тертленсе ларас пулать…

— «Иккӗ» туянас килмесен вӗри кӑмакана та кӗрсе ларӑн, — пӑрӑнмарӑм эпӗ.

Анчах эпир тавлашса пӗтереймерӗмӗр. Ачасем шӑпланчӗҫ те, класра пӗр йӑлӑхтармӑш шӑна вӗҫни кӑна илтӗне пуҫларӗ.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ — Пӗчӗк Павӑл шутласа та пӗтерчӗ. Вӑл тетрадьне учитель сӗтелӗ ҫине хурса тулалла савӑнӑҫлӑн тухса кайрӗ. Эпир ҫаплах нимӗн те тӑваймастпӑр-ха. Ҫимуш текех каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать —Прохортан цифрӑсем ҫырса илет. Эпӗ Ҫимушран сӑптӑратӑп.

Ачасем ӗнтӗ пӗрин хыҫҫӑн тепри сӗтел патне пырса хӑйсен тетрачӗсене хурса хӑвараҫҫӗ. Акӑ Прохор та пӗтерчӗ. Хут листисене майлаштарчӗ те тетрадьне хупрӗ. Унтан парта хушшинчен тухрӗ те пирӗн тӗлпе иртнӗ чухне кӑштӑрт кӑна ман ума икӗ хут листи хурса хӑварчӗ. Вӑт тӑк Проша! Епле тавҫӑруллӑ вӑл! Маттур! Халь ӗнтӗ вӑр-вартарах ҫеҫ пул!

Ҫимушпа иксӗмӗр васкасах ӗҫе пикентӗмӗр. Кӗҫ-вӗҫ урок вӗҫленмелле-ҫке-ха! Ӗлкӗреймесен — пӗтетпӗр! Ҫимуша, сылтӑм куҫне ҫыхса лартнӑскере, ман еннелле пӑхма кансӗр пулас. Вӑл пӗтӗм кӗлеткипе ҫаврӑнать. Ниҫта кайса кӗрейми ӑшталанать. Хӑйӗн ҫамки ҫине шултра тар пӗрчисем тапса тухнӑ.

Ҫапах ӗлкӗртӗмӗр. Шӑнкӑрав сасси янӑраса кайнӑ самантра эпӗ задача вӗҫне шӑпах пысӑк пӑнчӑ лартса хутӑм. Ҫимуш та пӗтерчӗ. Эпир вара тетрадьсене сӗтел ҫине савӑнӑҫлӑн кайса хутӑмӑр.

Инкек куҫа курӑнса килмест иккен. Математика урокӗ каллех ҫитрӗ. Тетрадьсене валеҫсе ларсан ачасем шавлама тытӑнчӗҫ. Хӑшӗсем савӑнчӗҫ, хӑшӗсем хурланчӗҫ, пӗр-пӗрне темӗн ӑнлантарма хӑтланчӗҫ.

Эпӗ нимӗн шухӑшласа тӑмасӑр тетраде ваш уҫрӑм та — шаках хытса кайрӑм: тем пысӑкӑш «иккӗ» лара парать! Хӗрлӗскер. Таҫтанах курӑнать. Ӗненмесӗр тетрадь хуплашкине ҫавӑрса пӑхрӑм — хамӑнах. Ҫимуш еннелле тайӑлтӑм, унӑн — «пӗрре», Прошӑн — «тӑваттӑ». Ӑна вараланчӑк ҫырнӑшӑн ҫеҫ «пиллӗк» лартман пулмалла. «Ак тамаша, мӗншӗн капла-ха?» — вӗҫсе иртрӗ шухӑш пуҫӑмра. Танлаштарса пӑхрӑмӑр. Эпир Ҫимушпа иксӗмӗр васканипе йӑнӑшсем туса тултарнӑ иккен. «Тӑххӑр» вырӑнне «иккӗ», «саккӑр» вырӑнне «виҫҫӗ» ҫырса пӗтернӗ. Хӑш-пӗр вуншарлӑ ваксем тата пачах тепӗр май ҫаврӑнса ларнӑ. Ҫимуш, хӑрах куҫпа ҫырма хӑнӑхманскер, манран та ытларах йӑнӑшнӑ.

Эпӗ ирӗксӗрех йӑл кулса илтӗм. Ҫимуш ҫакна асӑрхарӗ те:
— Эх, эсӗ те ҫав, — терӗ сиввӗн.
— Хурланас вырӑнне савӑнса ларатӑн, Минхаус!

Манӑн ҫапах та Ҫимуша парӑнас килмерӗ. Вӑл тӗрӗс мар каланине ҫирӗппӗн тӳрлетсе хутӑм:
— Минхаус мар — Мюнхгаузен! — терӗм.

Ҫимуш урӑх чӗнмерӗ, кӳренчӗ пулас, парта хӗрнерех шуса ларчӗ.

Николай Иванович пире сӑнасах тӑнӑ курӑнать. Вӑл ҫутӑ хашаклӑ куҫлӑхне сулахай аллипе тӳрлетсе илчӗ те иксӗмӗр ҫине кӑн пӑхса:

— Нуккӑ, калӑр-ха, тусӑмсем, задачӑна эсир камран сӑптӑрса илтӗр? — терӗ.

Эпир шартах сикрӗмӗр. Пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илтӗмӗр те вӑраххӑн ура ҫине тӑтӑмӑр.

— Эп мар, — терӗ Ҫимуш кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле.

— Эп мар, — хуравларӑм эпӗ те.

— Эппин, мӗншӗн-ха эсир иксӗр те пӗр пек йӑнӑшсемех туса тултарнӑ? — каллех тӗпчерӗ учитель.

Капла каласан манӑн хӑлхасем кӑвар пек пӗҫерсе илчӗҫ. Ҫимуш помидор евӗр хӗрелсе кайрӗ. Ҫапах вӑл аптӑрамарӗ, учитель енне пӑхрӗ те:

— Пирӗн пуҫсем пӗр пек ӗҫлеҫҫӗ пуль, — тесе хучӗ.

Ҫакна илтсен ачасем ахӑлтатсах кулса ячӗҫ. Николай Иванович ҫеҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Вӑл куҫне сӗлӗ пӗрчи пек хӗстерсе пӑхрӗ те пире ларма хушрӗ.

— Астӑвӑр, ачасем, — терӗ учитель кӑмӑлсӑррӑн, — вӗренӳре ҫынна шанакан этем хӑйне ҫеҫ улталать, хӑй ӗҫне ҫынна сӗнекен этем юлташне шыва ярать.

Эпӗ куҫ хӳрипе Ҫимушпа Прохор еннелле пӑхса илтӗм. Вӗсем пуҫӗсене уснӑ та учитель еннелле пӑхма вӑтанса лараҫҫӗ. Эпӗ те вара хам йӑнӑша туйса пуҫа парта ҫинелле пӗкрӗм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех