Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнмалла (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн шухӑшпа, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель Америка ҫӗрне Лӑпкӑ океанӑн ҫыранӗнчен пуҫласа кӗрсе кайнӑ вырӑнтан тытӑнмалла та, Атланти океанне ҫитичченех ҫак параллельрен ниҫта та пӑрӑнмасӑр пӗтӗм материк урлӑшӗпе каҫса каймалла.

— Я думаю, что надо начать с места, где тридцать седьмая параллель пересекает американский материк на берегу Тихого океана, и пройти весь материк, не уклоняясь ни на полградуса от этой параллели, до того самого места, где она доходит до берега Атлантического океана.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ман шухӑшпа — станци хыҫӗнчи кӗпере ҫӗмӗрсе, ыран ирех чакма тытӑнмалла.

Мое мнение — завтра же утром отходить, взорвав мостик за станцией.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тепӗр виҫӗ кунтан таса та сивӗ шыв тусан ҫинчен лагерь патнелле юхма тытӑнмалла пулнӑ.

И через три дня целый поток холодной, свежей воды должен был хлынуть с гор к лагерю.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Сергей ҫапла тума хушрӗ: чул йӑран ҫаралса юлсанах ҫӗр айнелле пӑрапа шӑтарма тытӑнмалла, ҫӗр чавакансене тепӗр пысӑк мар айлӑм патне канав алтма тӑратмалла, вӑл канав вара шыва туртса илсе, шыв тулса ҫитсе ҫиелтен юхассине тата виҫ-тӑватӑ сехете тытса тӑма пултарать.

Сергей приказал: как только обнажится каменная гряда, поставить бурить скважины, а землекопов перебросить рыть канаву к другой небольшой впадине, которая могла оттянуть воду и задержать перелив ещё на три-четыре часа.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Манӑн фотоаппарата тӳлесе илмелле те, ӑна ҫийӗнчех юнашарти кивӗ япаласен магазинне сутмалла, прачкӑна укҫа памалла, юлашкипе вара ҫӗнӗлле пурӑнма тытӑнмалла.

Надо было выкупить фотоаппарат, продать его тут же рядом в скупочный магазин, отдать деньги прачке, а на остаток начинать жить по-новому.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ҫак «перекетлӗ производство» мелӗсене ӗҫе кӗртмелли лайӑх опытпа пирӗн республикӑри предприятисенче те хастарлӑн усӑ курма тытӑнмалла тесе шухӑшлатӑп.

Считаю, что этот положительный опыт использования инструментов «бережливого производства» необходимо активно внедрять на предприятиях нашей республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Кӗҫех ака-суха тума тытӑнмалла.

Надо было пахать и сеять.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗлмесӗр лартсан, кайран тӳрлетме ҫук йӑнӑшсем пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗренес ӗҫе пирӗн халех тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

— Мӗншӗн тесен сад ӗрчетесси ҫӑмӑл ӗҫ мар, ӑна пӗлсе тытӑнмалла, вӗренмелле.

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Хӑйне вӑл мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтернӗ, хыҫала тӑратса хӑварнӑ пек тыткаларӗ: халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ пуҫланчӗ, апла пулсан чӑннипех те ҫӗнӗлле пурӑнма тытӑнмалла, нимӗнле тӗксӗмлӗх ҫинчен те шутлама кирлӗ мар.

Всем своим видом показывала, что все трудное позади, наступила новая жизнь и жить надо по-новому, не поддаваясь печали.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Фронт резервӗнчен тухнӑ хӗрлисен 21-мӗш стрелковӑй дивизийӗ 3-мӗш Дон корпусне кӑштах чарса тӑма пултарчӗ-ха, анчах казаксен пӗрлешнӗ корпусӗсем хӗссе пынипе унӑн ирӗксӗрех чакма тытӑнмалла килсе тухрӗ.

Введенная в дело 21-я стрелковая красная дивизия, находившаяся до этого во фронтовом резерве, несколько задержала продвижение 3-го Донского корпуса, но под давлением соединившихся казачьих корпусов должна была начать отход.

XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Чи малтан мӗнрен тытӑнмалла?

— На что обратить главное внимание?

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл ҫакӑн пек шухӑш тытрӗ : юланутсене кӑшкӑрса сасӑ памалла та, вӗсем ниҫталла кайма аптӑраса пӗр ҫӗре кӗпӗрленсен, — пеме тытӑнмалла.

У него уже созрело решение: окликнуть едущих и, когда они в замешательстве собьются в кучу, открыть огонь.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫар правительстви ҫапла тума хушать: Ҫарпа революци комитечӗ арестленӗ ҫынсене пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ирӗке кӑлармалла, облаҫра йӗркеллӗ пурнӑҫ пуҫланса кайтӑр тесе, администрацин халех кулленхи тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыма тытӑнмалла.

Войсковое правительство требует, чтобы все арестованные Военно-революционным комитетом были немедленно освобождены, а администрация, с целью восстановления нормальной жизни в области, должна быть возвращена к исполнению своих обязанностей.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ас туса тӑма хушатӑп, господа: пирӗн шӑпах халӗ, Атарщиков калашле, казаксене чӑн-чӑн лару-тӑру ҫинчен чӑтӑмлӑн ӑнлантарса пама тытӑнмалла.

— Прошу запомнить, господа, что наша работа сейчас должна сводиться вот именно, как сказал Атарщиков, к разъяснению казакам истинного положения вещей.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫурт тӑрринчи типсе шултӑрканӑ хӑмӑш ҫине пӗр пысӑкрах хӗлхем пырса ӳксенех пӗтӗм хутор мӑкӑрланма тытӑнмалла.

Одну добротную искру в сухой слежалый камыш крыши — и дымом схватится хутор…

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ӑҫтан чупма тытӑнмалла? — ыйтрӗ Митькӑран сотник, пэнснине тӳрлетсе лартса тата Митька ӑйӑрӗн ӑмринчи тӗреклӗ шӑнӑрӗсем ҫине ӑшшӑн куҫ хывса.

— Откуда скакать? — обратился к Митьке сотник, поправляя пенсне и любуясь могучими грудными мускулами Митькиного жеребца.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Салтаксем, котелокӗсене хӑвӑрттӑн пушатса, хӗҫпӑшалӗсене пӑхса тухрӗҫ, патронсемпе гранатӑсем хатӗрлерӗҫ, суранӗсене ҫыхнӑ бинтсене майларӗҫ: часах нимӗҫсен батарейисем кӗмсӗртетме тытӑнмалла.

Быстро опорожнив котелки, солдаты осмотрели оружие, запаслись патронами и гранатами, поправили бинты на ранах: скоро должны были загрохотать немецкие батареи.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халлӗхе тӑшман ҫине ӑнсӑртран тапӑнмалла, вӗсене сиенлӗ ӗҫсем тумалла, Болотнӑйри гарнизона тапӑри пек тытмалла, кайран, пирӗннисем малалла кайма тапратсан, территорине ирӗке кӑларас енӗпе ӗҫе анлӑрах та анлӑрах тытӑнмалла пулӗ?

На врага сейчас нужно неожиданно напасть, организовать подрывную деятельность, держать гарнизон в Болотном под ударом, а потом, когда наши двинутся дальше, надо будет шире и шире вести работу по освобождению территории?

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Малалла кайма тытӑнмалла, тытӑнмалла пулсан, малалла кайма пуҫлаҫҫӗ, тата ҫитес вӑхӑтрах пулас.

Надо начинать наступать, а если надо начинать, то начнут наступать, да еще и в ближайшее время.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех