Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнмалла (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӑхӑ, — тет Вихтӗр хӑйне хӑй, — манӑн та кайӑк чӗлхине вӗренме, ҫутҫанталӑка сӑнама тытӑнмалла…»

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Унта пурӑнма хула профессийӗ ҫук, пурнӑҫа унта каллех ҫӗнӗрен тытӑнмалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ун пек чух ҫынсенчен ытларахӑшӗсем ним тӗлли-паллисӗр, вӑли-шали пурӑнма тытӑнмалла, мӗншӗн тесен: «Халлӗхе пурӑнар, тепӗр ӗмӗрӗнче те ӗҫлеме ӗлкӗрӗпӗр», — тесе лӑпланса пурӑнма пулать-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чӑваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерствин Цифра аталанӑвӗн министерствипе пӗрле кӑҫал Чӑваш Республикин пӗтӗм территорийӗнче асӑннӑ паха опытпа паллаштарма хатӗрленсе ҫитсе анлӑн сарма тытӑнмалла.

Минпромэнерго совместно с Минцифры Чувашии необходимо в текущем году подготовить и начать масштабирование данного опыта на всей территории Чувашской Республики.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Малтанхи пӗтӗмлетӳсене тумалла та хальччен тунӑ результатсене, даннӑйсене, аталанӑвӑн улшӑннӑ планӗсене шута илсе, ҫӗнетме тытӑнмалла.

Подвести промежуточные итоги и начать актуализацию данных исходя из достигнутых результатов, изменившихся планов развития.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫ министерствин тата Чӑваш Ен Ӗҫлев министерствин ҫак ӗҫе малалла тӑсмалла тата кӑҫалах лайӑх та уҫӑмлӑ «ҫул карттине» туса хатӗрлемелле тата халӑхӑн мӗн пур категорийӗ валли реабилитаци ӗҫӗн комплекслӑ тытӑмне пурнӑҫлама тытӑнмалла.

Минздраву и Минтруду Чувашии необходимо продолжить эту работу, в течение текущего года сформировать четкую «дорожную карту» и начать реализацию комплексной системы реабилитации всех категорий населения.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пысӑк объектсене кӑҫалах пурнӑҫа кӗртме тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар хулине 555 ҫул ҫитнине палӑртса хулашӑн пӗлтерӗшлӗ вун-вун объект хута кайӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/09/shup ... sa-hulasha

Ҫук, тем пулсан та, ответлӑха хӑй ҫине илсе, ӗҫе тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай вӑхӑт илекен плансем пур тӑк вӗсене пурнӑҫлама тытӑнмалла.

Если у вас есть планы, требующие большого времени на исполнение, нужно начинать их реализовывать.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тасалӑха пӗтерес йӗрпе кайсан, кӗҫех вырӑсла-акӑлчанла-чӑвашла ҫырма тытӑнмалла пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Тытӑнмалла ӗнтӗ, тытӑнмалла, мӗн тӑсса пымалли пур.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Дубовпа Арсентьев шутласа пынӑ тӑрӑх, бригадӑн ҫак кунсенчех пилӗк ҫуллӑх планӗ тулма тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑна, тен, малашне пуҫ ҫапма тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Юсама тытӑнмалла пулнӑ.

Приходится делать ремонт.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫак йӗркене мӗнле пӗтермелле, тӗрӗс ҫулпа мӗнле пыма тытӑнмалла?

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тытӑнмалла ҫеҫ…

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑнасем хӗрчӗҫ, кӗҫ-пӗҫ юрлама, ташлама тытӑнмалла ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Малтан ҫынсем умӗнче хирӗҫме-ятлаҫма тытӑнмалла, пӗр-икӗ хут тӳпелешсе илсен те кансӗрлемест, — пурте курччӑр вӗсен пурнӑҫӗ пӑсӑлса кайнине!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Больницӑра ӑна: «Ҫулталӑк каярах сывалма тытӑнмалла пулнӑ санӑн», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чипер пулсан, виҫӗмҫулах пенси илме тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех