Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси

Пай: Пионерсен сачӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Хушнӑ: 2020.04.12 19:04

Пуплевӗш: 225; Сӑмах: 2151

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Акӑ виҫӗ кун иртнӗ. Ҫак кунсенче шкулта та сад ҫинчен кӑна калаҫнӑ. Урок пуҫланас умӗн-и, уроксем хушшинче-и, е киле таврӑнас чухне ачасем пулас сад ҫинчен кӑна сӑмахланӑ, шкул умӗнчи пуш анана темӗнччен сӑнаса, ун ҫине куҫ хывмасӑр иртсе кайман.

Шкулӑн пысӑк мар ҫурчӗ те тарӑн ҫырмана хирӗҫ ларнӑ. Ун умӗнче пӗр пӗчӗк палисадник пулнӑ, унта пӗр-икӗ тӗп улма йывӑҫҫи те чие тӗмӗ ҫеҫ курӑннӑ. Вӗсене хӗрӗх пӗрмӗш ҫултах вӗренсе тухнӑ ачасем лартнӑ пулнӑ. Шкулӑн тата ытти виҫӗ енче тумхахлӑ-путӑклӑ пуш ана сарӑлса выртнӑ. Ҫулла ӑна вӗлтрен те пиҫен пусса илнӗ, халь хӗлле юрпа витӗннӗ, ун тӑрӑх пӗр тӗлте ҫуна йӗрӗ хуралса выртнӑ. Ҫырма хӗрринче ӳсекен йӑмрасемпе пӗр-икӗ тӗп улма йывӑҫҫинчен урӑх, ҫӗршер метра ҫити пӗр йывӑҫ тӗми те курӑнман.

Миҫе хут иртсе ҫӳремен-ши ҫакӑнтан ачасем, анчах вӗсем пӗрре те пуш ана ҫинчен шухӑшласа пӑхман пулас. Тинех ҫак вырӑн ялти питӗ интереслӗ вырӑн пулса тӑнӑ. Ҫамрӑк натуралистсен кружокӗн старости Коля Симуков, Валя Алексеева, кӑшт хытканрах та, анчах ӗҫе питӗ тӑрӑшса тӑвакан Гена Корнилов тата яланах ҫивчӗ ҫӳрекен Валя Мозяков пилӗк таран юр ашса, ҫакӑнта каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ. Кунта вӗсем шӑтӑк-путӑксене мӗнле тикӗслемелле пулать, мӗнле канав ытлашши тата мӗн ҫитмест — йӑлтах ҫавсене сӑнаса ҫӳренӗ иккен.

— Кунта гектартан та ытла пулать, — хӗпӗртенӗ Валя Мозяков, — пӗлетӗр-и, кунта миҫе тӗп йывӑҫ лартма пулать? Пилӗкҫӗр тӗп лартсан та вырнаҫать!

— Лартӑпӑр та! — килӗшнӗ унпа Коля.

— Ҫапла ҫав, — пуҫне сулнӑ Галя. — Кунта ӗҫӗ те ҫук-ҫке, нимӗне те тӑмасть ӑна тӑвасси: шӑтӑк алт та — ҫамрӑк йывӑҫ ларт.

Шкул ачисен хӑйсен колхоз хирӗнче тахҫанах пӗр участок пулнӑ, унта ҫӗрулми те, пахча ҫимӗҫ те лартнӑ вӗсем. Тӑваттӑмӗш класра вӗренекенсенчен кашниех пахча ӗҫне лайӑх вӗренсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Анчах сад ӗҫне вӗсем пӗлмен-ха, ҫавӑнпа вӗсене сад ӗрчетес ӗҫ ытла та ҫӑмӑл пек туйӑннӑ, планӗсем, вӗсен калама ҫук пысӑк пулнӑ, ҫитменнине тата ӗмӗчӗсем кунсерен тенӗ пек ӳссе пынӑ.

— Чимӗр-ха, эпир мӗнле те пулин пӗр-пӗр ҫӗнӗ сорт тӑвар мар-и, Мичурин ҫинчен илтнӗ-и? Акӑ эпир пӗр-пӗр ҫӗнӗ сорт тӑвӑпӑр.

— Тӑватпӑр! — килӗшнӗ пӗри. — Эпир грушӑпа сливӑна сыпӑнтарӑпӑр та халиччен курман ҫӗнӗ ҫимӗҫ пулӗ.

— Чӑнах та-ҫке! Ҫав грушӑна вара эпир «Якуртушкӑн» тейӗпӗр, — хутшӑннӑ виҫҫӗмӗшӗ.

Тепри вара:
— Пӗр гектар сад ытла пӗчӗккӗ вӑл, улма йывӑҫҫисем лартас пулсан, пӗтӗм урамсене лартса тухмалла, — тенӗ.
— Ан тив, кашни иртен-ҫӳрен чиепе панулми татса ҫитӗр, пурне те ҫителӗклӗ пултӑр.

Ачасем ку сӑмахсене те ырӑ кӑмӑлпах йышӑннӑ.

Учительсене вара вӗсем канӑҫ паман. Ҫамрӑк натуралистсен кружокӗн занятийӗ хӑҫан пуҫланать тесе, пӗрмаях аптратнӑ. Пуринчен ытла Никифор Арсентьевич Антипова канӑҫ паман. Пӗррехинче Никифор Арсентьевич ачасене: кружок ытларикун ӗҫлеме пуҫлать, тенӗ.

Ачасем кӑмӑлсӑр пулнӑ.

— Ытларикун… ытларикунчченех кӗтмелле-и вара?

— Эсир хӑҫан тӑвасшӑнччӗ? — ыйтнӑ Никифор Арсентьевич.

— Паянах.

— Эпир сад ӗрчетессине ҫеҫ вӗренсен, шкулта вара кам вӗренӗ?

…Акӑ хайхи тахҫан кӗтнӗ ытларикун та ҫитнӗ. Уроксем пӗтсен, Федор Степанович Долгов вожатӑй Кольӑна чӗнсе илнӗ.

— Эсир ачасемпе, пӗр ҫунашка тупса, хӑвӑртрах колхоз садне пырӑр-ха, — тенӗ вӑл.

— Халех, ҫуна тупса колхоз садне пыратпӑр. Анчах мӗн тума кирлӗ вӑл Федор Степанович?

— Пырсан пӗлӗр.

Тата пӗр вунӑ минутран Якуртушкӑн урамӗ тӑрӑх ҫунашка иртсе кайнӑ та, часах вӑл шкул крыльци умне ҫитсе те чарӑннӑ. Ӑна тӑватӑ ача сӗтӗрнӗ, хыҫалтан пионерсен вожатӑйӗ тӗртсе пынӑ. Тулта сивӗ пулин те, пиллӗкӗш те чӑм шыва ӳкнӗ. Ҫунашки ҫинче тем пысӑкӑш ещӗк ларнӑ, ещӗкӗнче тап-таса тултарнӑ хура тӑпра пулнӑ. Чи хыҫалтан, кӑвак сухалне тирпейлӗн кастарнӑ пӗр старик утса пынӑ. Вӑл пӗтӗм районӗпе паллӑ сад ӑстаҫи: Александр Агапович Спеков колхозник.

Шкул ачисемпе учительсем хайхи ещӗке чи пысӑк класс пӳлӗмне ҫӗклесе кӗнӗ. Унтан вара ачасем пурте парта хушшине кӗрсе ларнӑ та, ҫамрӑк натуралистсен занятийӗ пуҫланнӑ.

Чи малтан Никифор Арсентьевич калама тытӑннӑ.

— Эпир тӑвас тенӗ ӗҫ ытла ҫӑмӑл пулать тетӗр пуль эсир? Ун пек шухӑшлакансем ҫинчен илткеленӗ ӗнтӗ эпӗ. Йывӑҫсем лартса тухмалла та — ӗҫӗ те пӗтрӗ, тенӗ пулать вара сирӗнтен нумайӑшӗ, тата сад та ҫур гектартан ытла кая ниепле те пулмалла мар, тенӗ иккен. Ҫапла мар-и? Калаҫнӑ-и эсир ҫавӑн пек?

— Калаҫнӑ, — тенӗ ачасем пурте.

— Питӗ лайӑх. Халь тата акӑ мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Лартӑпӑр эпир ҫамрӑк улма йывӑҫҫисем, ҫӗр ҫырли те лартӑпӑр. Мӗн калӑр-ха эсир, вӗсене сыснасем чавса пӗтермӗҫ-и, качакасем шуратмӗҫ-и йывӑҫсене?

— Апла пулма пултарать.

— Чи малтан мӗн тӑвас пулать эппин пирӗн?

— Карта тытмалла.

— Палисадник тумалла.

— Тӗрӗс. Решеткеллӗ карта тытмалла пулать пирӗн, пӗр чӑх та ан кӗрейтӗр. Апла тӑвас тесен решетке питӗ йӑвӑ пулмалла, пӗр метр тӑршшӗне пилӗк хӑмаран кая мар ҫапмалла пулать. Ҫур гектарлӑ пахча тӑвас тесен, сад тӑршшӗ виҫҫӗр метр пулать, вара пире пин те пилӗкҫӗр хӑма кирлӗ пулать.

— Ой-ой-ой!.. — тенӗ ачасем пӗр харӑсах.

— Куратӑр-и? Эпӗ сире пӗр йывӑрлӑх ҫинчен кӑна пӗлтертӗм-ха, ун пеккисем пирӗн чылаях пулаҫҫӗ, анчах чи пысӑк йывӑрлӑхӗ вара сирте, хӑвӑрта, ачасем.

— Епле апла? — тенӗ Коля.

— Мӗншӗн тесен сад ӗрчетесси ҫӑмӑл ӗҫ мар, ӑна пӗлсе тытӑнмалла, вӗренмелле. Вӗренессине ҫуркуннене хӑварсан, эпир кая юлатпӑр. Ҫуркунне йывӑҫсем лартмалла, лартиччен малтан ҫав ӗҫе лайӑх пӗлмелле. Пӗлмесӗр лартсан, кайран тӳрлетме ҫук йӑнӑшсем пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗренес ӗҫе пирӗн халех тытӑнмалла. Александр Агаповича, пире вӗрентме килнӗшӗн тав тӑватпӑр.

Ачасем ватӑ сад ӑстаҫи ятне асӑнсан, хаваслӑн алӑ ҫупса янӑ. Вӗсем шӑплансан, Спеков хайхи тӑпра тултарнӑ ещӗк патне пынӑ та хӑйӗн пӗрремӗш урокне пуҫланӑ.

— Халӗ хӗлле-ха, ҫӗр юр айне пулнӑ, — тенӗ вӑл. — Сад еҫне тӑпрасӑр вӗренме май ҫук. Сад ӑстаҫи пулас килет пулсан, улма йывӑҫҫи лартас тенӗ ҫӗр мӗнле иккенне пӗлмелле. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫак ещӗке тӑпра тултартӑм, вӑл ҫӗр ҫинче епле выртнӑ, ҫавӑн пекех ещӗке те тултартӑмӑр. Ҫак ещӗкре тӑпрана санӑса пӑхӑпӑр та ӗнтӗ эпир сирӗнпе.

Александр Агапович пӗр имшеркке кӑна тымарлӑ туна илсе пынӑ. Вӑл туна метртан вӑрӑмах та мар, унӑн пӗр вӗҫӗнчен пӗчӗк туратсем тухса сарӑлнӑ.

— Ку ҫамрӑк чие туни. Акӑ халӗ ӑна вырнаҫтармалли шӑтӑк алтӑпӑр.

Александр Агапович, аллине калак тытса, ещӗкри тӑпрана чавма пуҫланӑ, чавнӑ тӑприне вӑл сылтӑм енне хурса пынӑ.

— Мӗнле тӑпра-ха ку? — тесе ыйтнӑ вӑл ачасенчен. Хура тӑпра.

— Тӗрӗс. Ҫиелте, ҫӗр ҫинче хура тӑпра сийӗ выртать. Ӑна эпир чавса кӑларса шӑтӑкӑн сылтӑм енне купаларӑмӑр. Акӑ халӗ хура тӑпра сийӗ пӗтрӗ ӗнтӗ. Ман калак мӗн ҫине пулчӗ-ха?

— Тӑм ҫине.

— Тӗрӗс. Ку — тӑм пулать. Вӗсенчен хӑшӗ усӑллӑрах ӳсен-тӑрансем валли, хура тӑпра-и е тӑмлӑ тӑпра-и?

— Хура тӑпра!

— Юрӗ. Акӑ мӗн пулса тӑчӗ-ха пирӗн. Хура тӑпра ҫирӗм сантиметр тарӑнӑшӗ кӑна иккен, унтан вара тӑмлӑ тӑпра пуҫланать. Анчах эпир йывӑҫ лартатпӑр пулсан, ун тымарӗ тӑмлӑ тӑпра ҫине тӗреннӗ пулӗччӗ, унта ун валли ӗҫме-ҫиме сахал, эпир кӑларса лартакан пӗчӗк йывӑҫ имшеркке-ха, ӑна чирлӗ теме те пулать, мӗншӗн тесен ӑна куҫарса лартас умӗн кӑларнӑ чух тымарӗсене самаях ҫемҫетнӗ, пӑскаланӑ та. Куҫарса лартсассӑнах ӑна лайӑх ҫимӗҫ кирлӗ. Эпир акӑ ӑна тӑм ӑшне лартасшӑн-ха. Мӗн тумалла ӗнтӗ?

Ачасем шӑппӑнах итлесе тӑнӑ.

— Акӑ мӗн тумалла иккен, — тенӗ Александр Агапович хӑех. — Эпӗ шӑтӑк алтатӑп. Кӑларнӑ хура тӑпрана пӗр енне хурса пыратӑп. Халӗ акӑ тӑм тухать ӗнтӗ. Ӑна эпӗ тепӗр енне кӑларса купалатӑп. Акӑ манӑн шӑтӑк хатӗр те. Халӗ мӗн тӑватӑп-ха? Шӑтӑк тӗпне хура тӑпра саратӑп, унта йывӑҫ тымарне вырнаҫтаратӑп та сыхланса ҫеҫ тӑприне алӑпа яратӑп. Йывӑҫа лартрӑм ӗнтӗ, ҫӳлтен акӑ тӑмлӑ тӑпра саратӑп. Ҫапла-хайхи манӑн йывӑҫ шӑтӑка тарӑн вырнаҫрӗ. Ӑна унта ҫимӗҫ те ҫитет, мӗншӗн тесен хура тӑпра аяла пулчӗ, тӑмлӑ тӑпра ҫиеле. Ӑнлантӑр-и?

— Ӑнлантӑмӑр, — тенӗ хӗпӗртенӗ ачасем. Ҫак таранччен вӗсенчен пӗри те ҫакна мӗнле тумаллине тӗрӗссӗн пӗлеймен: шӑтӑк чавнӑ ҫӗрте те ҫакӑн пек ӑс ҫитермелле иккен…

Александр Агапович кашни ытларикун тенӗ пек ачасем патне киле-киле кайнӑ. Хӑш чухне занятисене Никифор Арсентьевич ирттернӗ, вӑл хӑй те сад ӗрчетес ӗҫе лайӑх пӗлнӗ. Вӗреннӗ мӑй, ачасем хӑйсем те сад ӗҫӗ пӗртте ҫӑмӑл мар иккенне туйса илнӗ. Пайтах пӗлмелле пулнӑ ҫав вӗсен: азот ҫинчен те, кали ҫинчен те тата ҫавӑн пек ытти япаласем те ӳсентӑрансен кун-ҫулӗнче епле кирлӗ иккенне йӑлтах пӗлмелле пулнӑ. Ҫавӑн йышши усӑллӑ япаласем чӑх-чӗп тислӗкӗпе кӗлре нумай иккен; эппин, ҫӗре ҫӗнетме пулӑшакан ҫав удобренисене пулас сад валли халех ҫителӗклӗ хатӗрлесе хумалла.

Пахча тытмалли хӑмасем… Чӑх-чӗп тислӗкӗ… Кӗл… Ачасемпе учительсене шухӑшлаттаракан ӗҫсем кунсерен хушӑнсах пынӑ. Ӗҫ, чӑнах та, питӗ нумай. Тинех акӑ Коля юлташӗсем — Валя Мозяков, Гена Корнилов, Галя Алексеева тата ыттисем те хӑйсем иртнӗ вӑхӑтра ытла ҫӑмӑлттайла шухӑшланинчен кула пуҫланӑ. Вӗсем пӗр ҫуркуннех гектар ытла сад лартасшӑн пулнӑ!

Кӗл пуҫтарасси вара вӗсене йывӑр пулман. Ҫапла пӗр кунхине, уроксем пӗтсен, ачасем ялта килӗрен киле ҫӳренӗ:

— Тарук инке (е кам та пулсан урӑххи), кӑмакари кӗлӗре урама кӑларса ан тӑкӑр. Эсир ӑна пӗр-пӗр витрене пуҫтарса хурӑр та, тепӗр кунне ӑна эпир илсе кайӑпӑр. Эпир сад лартатпӑр, пире ҫӗре ҫӗнетмелли удобренисем кирлӗ.

Хӗрарӑмсем ачасен сӑмахне итленӗ.

Тепӗр кунне пионерсен звенисем кашниех, кӗл пуҫтарма тесе харпӑр хӑйне валли урам уйӑрса илнӗ. Ҫунашкасем, кунтӑксемпе ещӗксем, михӗсем хатӗрленӗ те ачасем, кам нумайрах кӗл пуҫтарӗ-ха тесе, пӗрне-пӗри социализмлӑ ӑмӑртӑва чӗнсе, тӗрлӗ еннелле саланнӑ. Пуҫтарнӑ кӗле шкул хыҫӗнчи аслӑк айне тӑкнӑ. Кӗлне ытла нумай пуҫтарсан, Никифор Арсентьевич:
— Ҫитӗ, ачасем. Капла эсир пӗтӗм шкула кӗл айне тума пултаратӑр, — тенӗ.

— Ак хайхи! — кӑмӑлсӑр пулнӑ ачасем. — Эпир ҫур ялтан та пуҫтарман-ха.

Вара ачасем колхоз валли те кӗл пуҫтарса панӑ.

Чӑх-чӗп тислӗкне те ҫаплах пуҫтарнӑ вӗсем. Пахча тытса ҫавӑрмалли хӑмасем тупма вара кансӗр пулнӑ. Хӑма ӑҫтан тупас-ха тесе, Никифор Арсентьевич та чылай шухӑшланӑ. Ун пирки вӑл колхоз председателӗпе те калаҫнӑ. Анчах лешӗ:
— Хуть те мӗн ыйтӑр, юпа тумалли йывӑҫ парӑп, вӗрлӗксем кирлӗ-и, пурне те парӑпӑр, анчах хӑма ҫук вара, хӑма колхоза та питӗ кирлӗ, — тенӗ вӑл.

Ҫапах хӑма та тупӑннӑ, мӗншӗн тесен, пулас сад ҫинчен ачасемпе учительсем кӑна мар, колхозниксем те шухӑшланӑ. Ачасем шкултан таврӑнсан, вӗсем яланах:
— Мӗнле пурӑнать-ха сирӗн садӑр? Пахчине мӗнпе тытасшӑн? — тесе ыйтнӑ.

Ачисен сӑмахӗ яланах салхуллӑ пулнӑ:

— Хӑма ҫук.

Пӗррехинче хайхи учительсем патне ялти паллӑ платник Архид Кузьмич Кузьмин, уксахскер, пырса кӗнӗ. Пукан ҫине ларнӑ та вӑл, пирус чӗртсе, ҫав сӑмахах хускатнӑ:

— Мӗнле шутлатӑр пахча тытма?

— Нимӗн те шухӑшласа ҫитереймерӗмӗр-ха, Архип Кузьмич, — тенӗ Никифор Арсентьевич.

Архип Кузьмич шухӑша кайса тӑнӑ.

— Мӗнпе те пулин пулӑшаймӑп-и-ха, тесе кӗтӗм эпӗ.

— Мӗнле майпа?

— Йывӑҫ тупайӑр-и?

— Йывӑҫне тупӑпӑр ӑна. Сӑмахран ак ҫак йӑмранах касма пулать, епле вӑл арасланса ӳснӗ, класа ҫутӑ кӗме чарать. Анчах вӑл хӑма мар-ҫке-ха?

Кузьмин чӳрече патне пынӑ та тем пысӑкӑш йӑмра ҫине пӑхса илнӗ. Чӑнах та, вӑл пӗр класа тӗттӗмлетсе тӑрать иккен.

— Эсир мана ҫакна касса парӑр, эпӗ сире ҫуркунне ҫитиччен пахча тытмалли решетке хӑмисем туса парӑп. Кӗскерех татсан, пуртӑпа чутласа та решеткелӗх хӑмасем тума пулать. Вӑхӑтӑм ҫитет манӑн, пулӑшас кӑмӑлӑм та пысӑк.

Никифор Арсентьевич хӗпӗртесех кайнӑ, вӑл платник аллине хыттӑн чӑмӑртанӑ.

Вырсарникун колхозниксем ҫав йӑмрана касса антарнӑ та пӗрер метршар виҫсе пӑчкӑпа татнӑ, каскасем тунӑ. Унтан вара, пуртӑпа ҫурса, решетке хӑма тума Архип Кузьмича леҫсе панӑ. Архип Кузьмич вӗсене пуртӑпа чутласах хӑмасем тума тытӑннӑ. Анчах пахча ҫавӑрма пӗр йӑмра кӑна ҫитеймен, ачасем вара вӑрмана кайса пӗрер метрлӑ каскасем тупса килнӗ те, Архип Кузьмич ҫавсене те решетке тунӑ ҫӗре янӑ.

* * *

Вӗреннӗ май, сад лартма хатӗрленнӗ май, ҫуркунне сисӗнмесӗрех ҫитнӗ. Урамсем тӑрӑх шыв юха пуҫланӑ, ҫырмасем кӗрлеме тытӑннӑ. Ҫӗр типе пуҫланӑ чух йӑмрасем те ешернӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ачасене кӗреҫесемпе мӑлатуксем илсе килме хушнӑ. Ыран, вырсарникун, пахча тытма пуҫламалла.

Ҫав куна Якуртушкӑнри пуҫламӑш шкулӑн историллӗ кунӗ теме те юрать. Аслӑ классенчи ачасем кӑна мар, иккӗмӗшпе пӗрремӗш классенче вӗренекеннисем те ӗҫе тытӑннӑ! Симуков Кольӑн пӗчӗк йӑмӑкӗ Домаша та пынӑ. Ӑна вара:
— Домаша, мӗншӗн эс те кӗреҫе тытрӑн? Кӗреҫӳ хӑвӑнтан та пысӑк-ҫке, — тенӗ.
Анчах вӑл, шӑпах ытти пӗчӗк ачасем пек, кӗреҫине алӑран пӑрахман.

Ӗҫ хӗрсе те кайнӑ. Учительсемпе пӗрле хӑш-пӗр колхозниксем те тухнӑ. Ачасем вӗсемпе пӗрле шкул умӗнчи пушӑ вырӑна рулеткӑсемпе виҫсе палӑртса тухнӑ та, пулас карта валли юпасем лартма, шӑтӑксем алтнӑ. Юпасем лартнӑ, юпасем ҫумне вӗрлӗксем вырнаҫтарнӑ, вӗрлӗксем ҫине решетке хӑмисем ҫапнӑ. Решетке ҫапмалли пӗчӗк хӑмасене Архип Кузьмич пин ҫурӑ ытла хатӗрлесе хунӑ иккен. Вӗсене ҫапса тухнӑ май, ыттисем тӗмескесемпе лакӑм-тӗкӗмсене тикӗслекелесе, йывӑҫ лартмалли шӑтӑксем те алтнӑ.

Ик-виҫӗ кунтан ачасем колхоз садӗнчен ҫамрӑк улма йывӑҫҫисемпе чие йывӑҫҫисене хӑйсен участокне епле куҫарса лартнине курма пур колхозниксем те пынӑ. Тепӗр ик-виҫӗ кун иртсен, лартнӑ йывӑҫсем хушшине ҫырласемпе пахча ҫимӗҫ йӑранӗсем тунӑ.

Ҫуллахи вӑхӑт ҫитнӗ. Экзамен чухнехи хӗрӳллӗ кунсем кая тӑрса юлнӑ. Якуртушкӑн шкулӗнче вӗренекен ачасем каникула лайӑх отметкӑсемпе кӗтсе илнӗ. Лайӑх вӗренес пирки Якуртушкӑн ачисен хӑйсен йӑли пур — начартарах вӗренетӗн пулсан, сана ҫамрӑк натуралистсен кружокӗнче те тытмаҫҫӗ.

Каникул пуҫланас умӗн Коля Симуковӑн, Галя Алексеевӑн, Гена Корниловӑн, Катя Жугинӑн кӑмӑлӗсем улшӑннӑ. 1946 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӗсем Якуртушкӑн шкулӗнче вӗренекенсем пулман ӗнтӗ, вӗсен сентябрьте Якуртушкӑнӗнчен виҫӗ километрти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула ҫӳремелле пулнӑ. Хамӑр лартса ӳстернӗ сада епле пӑрахса кайӑпӑр-ха? — тенӗ вӗсем. Шӑпах ҫав пӗчӗк йывӑҫсем ҫулҫӑ сарнӑ вӑхӑтра, тӑрӑшса ҫумланӑ йӑрансенче пахча ҫимӗҫпе ҫырла тунисем ҫӳлелле, хӗвел патнелле туртӑннӑ чух, тепӗр шкула вӗренме каймалла-ҫке!

Пӗррехинче ҫапла, Коля Симуков, хӑйпе пӗрле пӗр вунӑ ача ертсе, учительсен пӳлӗмне пырса кӗнӗ.

— Никифор Арсентьевич, пирӗн малашне те садра ӗҫлес килет, ӗҫлеме юрать-и? — ыйтнӑ ачасем.

Никифор Арсентьевич хулпуҫҫине кӑна сиктеркелесе илнӗ.

— Мӗншӗн ан юратӑр, ун пирки ыйтса тӑмалли те ҫук.

Ыран-тепӗр кун каникула каятпӑр тенӗ чух ҫамрӑк натуралистсен пухӑвӗ пулса иртнӗ.

— Акӑ мӗнле ыйтӑва татас пулать пирӗн, — тенӗ Никифор Арсентьевич. — Тата пӗр-ик кунтан эпир сирӗнпе кунсеренех шкулта тӗл пулас ҫук, сада пӑхмасӑр хӑвармалла мар. Йӑрансене ҫумкурӑк пусать-и, е ҫумӑрӗ яланах кирлӗ вӑхӑтра пулаймӗ, вара пахча ҫимӗҫне шыв сапмалла пулать, е тата пирӗн ҫамрӑк йывӑҫсене сиен тӑвакан хурт-кӑпшанкӑсем тапӑнӗҫ. Мӗн тумалла пулать-ха вара пирӗн, ачасене пурне те васкавлӑн пуҫтарас тесен?

«Садра кунсерен дежурнӑй пулмалла, — тесе йышӑнать ачасен пухӑвӗ, — дежурнӑйӑн хӑйпе пӗрле пионерсен горнӗ пулмалла. Ачасене сада пуҫтарас тесенех, ҫав горнпа йыхӑрмалла. Кирлӗ мар чухне горн янратмалла мар».

Ҫавӑнтан вара ҫуллахи вӑхӑтра кашни кунсерен садра дежурнӑй пур. Вӑл яра-куна сад сыхлать, звеносем ӗҫленӗ чух йӗркелӗхе пӑхса ҫӳрет.

Хутран-ситрен ял тӑрӑх горн сасси янраса каять. Горнӗ сыпӑк-сыпӑкӑн татса янратсан, шкула учительсем кӑна пуҫтарӑнаҫҫӗ, сигнал вӑрӑммӑн илтӗнсен, учительсем кӑна мар, ачасем те пурте пухӑнаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех