Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020)

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Хушнӑ: 2020.04.24 12:15

Пуплевӗш: 451; Сӑмах: 6765

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Политика

Хисеплӗ депутатсем, чӗннӗ хӑнасем!

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

Эпир 2020 ҫула кӗтӗмӗр.

Кӑҫал ҫӗршывӑмӑр чаплӑ куна — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине — паллӑ тӑвать. Пирӗн халӑх нихӑҫан манӑҫми мухтава тивӗҫнӗ — Тӑван ҫӗршыв никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварнӑ, пӗтӗм тӗнчене фашизм чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин палӑртнӑ пек, Раҫҫей малашлӑхне пирӗн патриотлӑх, Тӑван ҫӗршывпа ҫуралнӑ ҫӗре, тӑвансемпе ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене чунтан юратни хӑват парса тӑракан ҫирӗп никӗс ҫинче йӗркелемелле.

Никама та манман, нимӗн те манӑҫман! Хӑйсен пурнӑҫне тӑнӑҫлӑхшӑн тата килес ӑрусен ирӗклӗхӗшӗн панӑ паттӑрсем нихӑҫан та асран тухмӗҫ. Ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлесе фронта мӗн кирлине пӗтӗмпех парса тӑнӑ хӗрарӑмсен, ватӑсемпе ачасен ӗҫри паттӑрлӑхӗ те хӑйне хӗрхенменлӗхӗн ӗмӗрхи ырӑ тӗслӗхӗ пулса юлӗ.

2020 ҫул ҫавӑн пекех тивлетлӗ чӑваш ҫӗрне, халӑхӑмӑрӑн культурине, авалхи йӑли-йӗркине сума сӑвакан пӗтӗм ҫыншӑн пӗлтерӗшлӗ, — эпир чаплӑ пулӑма, Чӑваш автономи облаҫӗ ҫӗр ҫул тултарнине, паллӑ тӑватпӑр!

Ӗмӗр хушшинче пирӗн республика хӑйӗн пур енлӗ аталанӑвӗнче «суха пуҫӗнчен космоса ҫити» утса иртсе тӗлӗнмелле пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.

Хисеплӗ депутатсем, хаклӑ ҫыннӑмӑрсем!

2020 ҫул пирӗншӗн уйрӑмах паллӑ ҫулталӑк.

Эпир Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлатпӑр!

Паянхи промышленноҫпа ял хуҫалӑх, культурӑпа наука тата спорт ҫитӗнӗвӗсемпе эпир тивӗҫлипех мухтанма пултаратпӑр. Халӑхӑн пуян йӑли-йӗркипе истори еткерлӗхне сыхласа упрасси, ҫамрӑк ӑрӑва ӑс-хакӑлпа илемлӗх хаклӑхӗсене туйма вӗрентесси питех те пӗлтерӗшлӗ.

Ҫак чаплӑ уява паллӑ туни пирӗн вӑя тата та ҫирӗпрех пӗрлештерессине шанса тӑратӑп.

Паян Чӑваш Ен хӑватлӑ промышленноҫ вӑй-хӑвачӗпе, ку чухнехи пысӑк тухӑҫлӑ ял хуҫалӑхӗпе, лайӑх аталаннӑ социаллӑ сферӑпа палӑрса тӑрать. Ҫакӑ пурте республикӑра пурӑнакан ҫынсен темиҫе ӑрӑвӗн пӗрлехи ӗҫ кӑтартӑвӗ, вӗсенчен кашниех унта хӑй пултарнӑ таран курӑмлӑ тӳпе хывнӑ.

Чӑваш Республикинче пурӑнакансене тӑван ҫӗре хастарлӑн юратнӑшӑн, унӑн ырлӑхӗпе аталанӑвӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн пурне те тав тӑватӑп!

Пирӗн малашнехи аталану ытларах наци проекчӗсенче палӑртнӑ стратегиллӗ тӗллевсене мӗнлерех пурнӑҫланинчен килет.

Ҫав проектсем технологи тӗлӗшӗнчи ӗҫ-хӗле хӑвӑртлатма, экономикӑра экспорт тӗллевӗллӗ пысӑк тухӑҫлӑ сектор туса хума, инфратытӑма аталантарма, социаллӑ сферӑна лайӑхлатма пулӑшас тӗллевлӗ.

Ҫитес виҫӗ ҫулта вӗсене пурнӑҫлама республикӑра 26 миллиард ытла тенкӗ яма палӑртнӑ.

Анчах та сире ҫакна шута илме ыйтатӑп: наци проекчӗсем пӗртен-пӗр тӗллев шутланмаҫҫӗ. Вӗсем пирӗн тӗп тӗллевӗмӗре — халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхӗпе тулӑхлӑхне лайӑхлатассине — пурнӑҫламалли мел кӑна.

Халӑхӑн чӑн тупӑшӗсене ӳстерни экономика аталанӑвӗн тӗп кӑтартӑвӗ пулса тӑрать. Ҫавӑнпа та ӑна тума, чи малтанах, экономикӑн чӑн секторӗнчи мӗн пур отрасльтех пысӑк тухӑҫлӑ, лайӑх шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелемелле.

Тухӑҫлӑ ӗҫ — ырлӑх никӗсӗ!

Халӑх калашле, ӗҫлемесессӗн, пурлӑх пулмасть.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Ӗҫе кӗнӗ программӑсемпе проектсене пурнӑҫламалли тӗп хатӗр, паллах, вӑйлӑ та ҫирӗп финанс тытӑмӗ, ҫавӑн пекех яваплӑ та шайлашуллӑ бюджет политики пулса тӑраҫҫӗ.

Пӗлтӗр Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджечӗн тупӑшӗсем, 2016 ҫулхипе танлаштарсан, 1,3 хут ӳсрӗҫ. Бюджетӑн хӑйӗн тупӑшӗсем ҫав тапхӑрта 1,2 хут пысӑкланчӗҫ.

Бюджет инвестицийӗсем экономика аталанӑвне хавхалантармалли витӗмлӗ вӑй пулса тӑчӗҫ. Вӗсене пула эпир ача сачӗсем, шкулсемпе культура керменӗсем, социаллӑ сферӑпа сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсем тума, вун-вун поликлиникӑпа больницӑна юсаса ҫӗнетме, ҫӗршер ҫухрӑм ҫул тума тата юсама пултартӑмӑр.

Бюджетӑн инвестици тӑкакӗсен тӳпи енӗпе Чӑваш Ен 2019 ҫулта федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Ҫав хушӑрах, ҫакна уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп: тӗрлӗ проектпа программа валли бюджетран укҫа-тенкӗ ытларах уйӑрассине республикӑн патшалӑх парӑмне тӗллевлӗн чакарса пынипе пӗрле туса пынӑ.

Пирӗн тӗп тӗллев, ӑна пурнӑҫламаллине Раҫҫей Президенчӗ хытарса палӑртать, — чухӑнлӑхпа кӗрешесси тата халӑх тупӑшӗ ӳссе пырассине тивӗҫтересси.

Ӑна пурнӑҫлас тесен, пирӗн экономикӑна ҫирӗппӗн ӳстерсе пымалла, ӗҫ тухӑҫлӑхне пысӑклатмалла, предпринимательлӗх пуҫарулӑхне аталантармалла.

Чӑваш Ен Правительстви предприятисене патшалӑх пулӑшӑвне илме мӗн пур майпа пулӑшать. Хаклав тӑрӑх, республикӑри промышленноҫ предприятийӗсене кӳнӗ ҫавнашкал пулӑшӑвӑн калӑпӑшӗ 2019 ҫулта 1 миллиард та 800 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

Шупашкарпа Канаш хулисенче индустри паркӗсене хута янӑ. Канаш хулинче социаллӑ пурнӑҫпа экономика хӑвӑрт аталанакан территори йӗркеленӗ. Ҫавнашкал территорие Ҫӗнӗ Шупашкарта та тума палӑртнӑ.

Пӗлтӗр республикӑри промышленноҫ производствин индексӗ ҫулталӑк тӑршшӗпех Раҫҫейри ҫавнашкал кӑтартуран пысӑкрах шайра йӗркеленсе пычӗ тата, юлашкинчен, 104 процентпа танлашрӗ. Ӳсӗмӗн ҫавнашкал ҫӳллӗ шайри кӑтартӑвӗ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен промышленноҫ организацийӗсем пӗтӗм регион продукчӗн виҫҫӗмӗш пайӗнчен ытларах калӑпӑшне йӗркелеҫҫӗ тата республикӑри мӗн пур шайри бюджетсене тӳлевсемпе пуҫтарусен ҫурринчен ытларах пайӗ пырса кӗрессине тивӗҫтереҫҫӗ.

Юлашки 4 ҫулта ҫӗнӗ производствӑсем туса хума тата халь ӗҫлекеннисене ҫӗнетме пирӗн промышленноҫ предприятийӗсем бюджет тулашӗнчи ҫӑл куҫсенчен 170 ытла миллиард тенкӗ янӑ, 11 пине яхӑн пысӑк тухӑҫлӑ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленӗ.

Тулашри экономика лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех пулманнине пӑхмасӑр, 2019 ҫулта эпир экспорт ӗҫ-хӗлӗн кал-каллӑхне сыхласа хӑварма пултартӑмӑр. Республикӑн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ, хаклав тӑрӑх, АПШ ҫур миллиард ытла доллар шайне, ҫав шутра экспорт — АПШн 200 миллион ытла долларӗн шайне ҫитнӗ.

Экономикӑри тата социаллӑ сферӑри пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывакан — производствӑна аталантаракан, пахалӑхлӑ пулӑшу ӗҫӗсем паракан, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелекен — предпринимательсемпе организацисене тав тӑватӑп.

Экономикӑра эпир хамӑр ума мӗнлерех кӗске вӑхӑтлӑх тата вӑрах вӑхӑтлӑх тӗллевсем лартатпӑр-ха?

Пӗрремӗш тӗллев.

Экономикӑна инвестицисем ытларах килсе тӑрассине тивӗҫтерес шутпа пӗлтӗрхи кӗркунне эпир регионти налук саккунӗсене, инвестици тунӑшӑн тупӑшран илекен налука чакарассине пӑхса хӑварса, улшӑнусем кӗртрӗмӗр. Паян налука чакармалли виҫе предприятисем тунӑ тӑкаксен суммин ҫур пайӗпе танлашать.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Ҫырӑвне шута илсе, налук ӗҫне йӗркелесе пынӑ чухне республикӑри налук тӳлекенсене пулӑшу памалли мерӑсене анлӑлатмалла тесе шухӑшлатӑп. Министрсен Кабинечӗн республикӑри Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе пӗрле ҫак ыйтӑва кӗске вӑхӑтра татса памалла.

Унсӑр пуҫне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне Промышленноҫа тата инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли фонда Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫӗр лаптӑкӗсене пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ производствӑсем йӗркелеме суйласа илмелли тата хатӗрлесе ҫитермелли полномочисемпе тивӗҫтерме сӗнетӗп.

2020-2024 ҫулсенче Чӑваш Республикин тӗп капиталне 350 миллиард тенкӗрен кая мар виҫепе инвестицисем явӑҫтарассине тата пӗтӗм регион продуктӗнчи вӗсен тӳпине 27 процента ҫитерессине тивӗҫтермелле.

Ҫакӑн валли Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствине ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле республикӑн инвестици аталанӑвне вӑйлатмалли хушма мерӑсен комплексне туса хатӗрлеме хушатӑп. Муниципалитет пӗрлӗхӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем инвесторсемпе ӗҫлени ҫинчен калакан отчетсене кашни кварталтах тӑратассине йӑлана кӗртни вырӑнлӑ пулмалла тесе шутлатӑп.

Иккӗмӗш тӗллев.

Республика «Ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси тата ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси» наци проектне пурнӑҫлакан Раҫҫейри малтанхи 16 регион йышне кӗчӗ. Вӑл производствӑри вӑхӑт ҫухатӑвне чакарма тата туса кӑларакан продукци шутне пысӑклатма тӗллев лартать. Проекта пурнӑҫлама паян пирӗн 30 ытла предприяти хутшӑнать.

Ҫак «перекетлӗ производство» мелӗсене ӗҫе кӗртмелли лайӑх опытпа пирӗн республикӑри предприятисенче те хастарлӑн усӑ курма тытӑнмалла тесе шухӑшлатӑп. Пирӗн тӗллев — 2024 ҫул тӗлне ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелли мероприятисене 60-тан сахал мар организацие явӑҫтарасси.

Виҫҫӗмӗш тӗллев.

Паян республикӑри халӑхӑн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн йышӗ пӗчӗк тата вӑтам бизнес организацийӗсенче вӑй хурать. Пӗтӗм регион продуктӗнчи вӗсен тӳпи 33 ытла процентпа танлашать, налукран кӗрекен укҫа-тенкӗн 45 яхӑн процентне республика бюджетне ҫав предприятисем парса тӑраҫҫӗ.

Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене ҫӑмӑллӑхлӑ укҫа-тенкӗ илмелли, оборудование лизинг мелӗпе туянмалли, патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курмалли, пысӑк заказчиксен патшалӑх туянӑвӗсене хутшӑнмалли майсемпе тата ытти пулӑшу мелӗпе тивӗҫтермелле.

Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствине пӗчӗк калӑпӑшлӑ финанс пулӑшӑвне илсе тӑракансен шутне 2024 ҫул тӗлне 1,7 хут, ҫавӑн пекех пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене гарантиленӗ пулӑшу парассин калӑпӑшне 9 миллиард тенке ҫитерме хушатӑп.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, ҫавӑн пекех пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене вӑйра тӑракан саккунсемпе килӗшӳллӗн тара пама юрӑхлӑ пӗтӗм пурлӑха инвентаризаци туса ирттермелле.

Пӗрлехи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ 2024 ҫул тӗлне Чӑваш Республикинче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх сферинче ӗҫлекенсен шутне 20 процента ҫити — 190 пин ҫын таран — ӳстерни пулса тӑмалла. Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхӗн пӗтӗм регион продуктӗнчи тӳпи асӑннӑ тапхӑрта 38 процента ҫити пысӑкланмалла.

Хисеплӗ ӗҫтешсем, хисеплӗ депутатсем!

Ялпа аграри отраслӗ валли уйрӑм наци проекчӗ палӑртман, анчах та ҫӗршыв Президенчӗ «ҫӗр ӗҫченӗсемпе ял ҫыннисен интересӗсене кашни наци проектӗнчех шута илмеллине, мӗн пур ведомствӑн планӗсемпе ӗҫӗсене те уҫӑмлӑн тата тӗплӗн йӗркелесе ҫитермеллине» палӑртса хӑварчӗ.

Ӗҫ коллективӗсен, инвесторсен тата патшалӑхӑн пӗрлехи ӗҫ-хӗлне пула юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑра агропромышленноҫ комплексӗ экономикӑн хӑвӑрт аталанакан пайне ҫаврӑнчӗ.

Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх ял хуҫалӑх производствин индексӗ 105,1 процентпа танлашнӑ.

Эпир федерацин Атӑлҫи округӗнче ҫӗр улми туса илес енӗпе пӗрремӗш, сӗт туса илессипе — иккӗмӗш, тӗш тырӑ туса илессипе — виҫҫӗмӗш тата акӑнакан лаптӑкӑн 100 гектар пуҫне шутласа аш-какай туса илессипе тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнатпӑр. Иртнӗ ҫул пахча ҫимӗҫпе ҫӗр улми тата тӗш тырӑ тухӑҫӗ республикӑри агропромышленноҫ аталанӑвӗн кун-ҫулӗнче халиччен пулман рекордлӑ кӑтартупа палӑрса юлчӗ.

Ку пысӑк ҫитӗнӳ, уншӑн пирӗн хамӑрӑн ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене чун-чӗререн тав тумалла.

Республикӑри агропромышленноҫ комплексӗ тӗнчери стандартсене тивӗҫтерекен продукци туса кӑларать. Ҫакна чӑваш апат-ҫимӗҫӗ лайӑх сутӑнни ӗненмелле ҫирӗплетет.

2013 ҫултанпа регионти агроэкспорт шайӗ 3,2 хут ӳснӗ. Унӑн вӑйлӑ енӗ, тӗпрен илсен, 80 проценчӗ ӗҫлесе тирпейлекен продукцирен йӗркеленни шутланать. Ҫакӑ чӗр тавара ӗҫлесе тирпейленинчен пулакан укҫа-тенкӗ регион экономикинче, пирӗн ҫӗршыв экономикинче юлнине пӗлтерет. Ку туртӑма сыхласа хӑвармалла.

Паян пирӗн ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем Чӑваш Енре пурӑнакансене апат-ҫимӗҫпе туллин тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ кӑна мар, унпа пӗрлех хӑйсен продукцине ҫулсерен тӗнчери 37 ҫӗршыва АПШн 25 миллиона яхӑн долларӗпе танлашакан шайпа экспорта ӑсатаҫҫӗ. Тата ҫакӑ юлашки чикӗ мар. Ҫитес 5 ҫулхи тӗллев — экспорт шайне икӗ хут ӳстересси.

Ял хуҫалӑх производствине мӗн пур енӗпех ҫӗнетсе пыни отраслӗн ҫирӗп ӳсӗмӗн тӗп мелӗ пулса тӑрать.

Юлашки пилӗк ҫулта Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексне хывнӑ уйрӑм ҫын инвестицийӗсем 21 миллиард ытла тенкӗпе танлашнӑ. Ҫулталӑкне 5% ставкӑпа ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илме май пулнӑран отрасль инвесторӗсем вӑрӑм укҫа мелӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ, ҫакӑ та отрасль аталанӑвӗ ҫине лайӑх витӗм кӳрет.

Ку чухнехи пиллӗкмӗш ӑрури «Новочебоксарский» теплица комплексӗ уҫӑлнине ним иккӗленмесӗрех пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм темелле, ӑна пула республикӑра теплица ҫимӗҫӗсем туса илесси 2,5 хут ытла ӳсет. Кунта ҫулсерен 20 пин тонна таран пахча ҫимӗҫ туса илме палӑртаҫҫӗ тата 2021 ҫулччен 500 яхӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленмелле.

Уйрӑм ҫын инвестицийӗсемсӗр пуҫне, Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексне патшалӑх пулӑшӑвӗ мелӗпе кашни ҫулах 3 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ каять. 2024 ҫулччен унта тата 15 миллиард тенкӗ хывма палӑртнӑ.

Йӑлана кӗнӗ пекех республика килти хушма хуҫалӑхсен тӳпи пысӑк регионсен йышне кӗрет. Эпӗ ҫакна унӑн вӑйлӑ енӗсенчен пӗри тесе шутлатӑп.

Паян килти хушма хуҫалӑхсем экономикӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланаҫҫӗ тата туса кӑларакан ял хуҫалӑх таварӗсен калӑпӑшӗн 40 процентӗнчен ытларах пайне вӗсем туса илеҫҫӗ. Килти хушма хуҫалӑхсенчи ӗҫ тухӑҫлӑхӗ 10 ҫул хушшинче 2 хут ӳсрӗ. Халӗ пирӗн ҫав лайӑх пулӑмсене сыхласа хӑвармалла.

Ҫӗр пуянлӑхӗпе усӑ курассин тухӑҫлӑхне те ӳстермелле. Тӗслӗхрен, тӑпра йӳҫеклӗхне йӗркене кӗртес тӗлӗшпе тӑвакан ӗҫ кӑна хывакан укҫа-тенкӗн тухӑҫлӑхне 30 процент таран ӳстерме пултарать. Кӑҫалтан пуҫласа федерацин ҫӗнӗ программи ӗҫлесе кайрӗ, вӑл асӑннӑ ҫул-йӗр тӗлӗшпе тӑвакан тӑкаксен тӑхӑр вунӑ процентне ҫити саплаштарать. Ҫӗр ӗҫченӗсене асӑннӑ майпа усӑ курма чӗнсе калатӑп.

Ӑратлӑх ӗҫӗнче тата вӑрлӑх ӗрчетессинче наукӑпа тӗпчев ӗҫ-хӗлне пурнӑҫламасӑр ял хуҫалӑхӗнче малалла каяймастӑн. Паян республикӑра ҫӗр улми ҫитӗнтерес ӗҫре селекципе вӑрлӑх ӗрчетекен тӗп центр туса хунӑ (Раҫҫейре ӗҫлекен ҫичӗ центртан пӗри). Черетлӗ утӑм ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине аталантарма тата туса илнӗ ял хуҫалӑх продукцийӗн пахалӑхне ҫирӗплетме, ҫав шутра ӑна экспорта ӑсатма, кирлӗ пек пӗтӗм тишкерӗве тӑвакан аккредитациленӗ лабораторисем йӗркелесси пулса тӑмалла.

Ҫитес икӗ ҫулта халь ӗҫлекен сӗт-ҫу фермисене май килнӗ таран ҫӗнетмелле, 200 пуҫ выльӑхран пуҫласа унтан та ытларах хӑватпа ӗҫлекен ҫӗнӗ сӗт-ҫу комплексӗсем тӑвассине, пысӑк тухӑҫлӑ выльӑх-чӗрлӗх тӳпине ӳстерсе пырассине тивӗҫтермелле. Ҫакӑ пурте производство калӑпӑшӗсене пысӑклатма, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме тата, юлашкинчен, ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине хӑпартма май парать. 2020 ҫулхи бюджетра сӗт-ҫу фермисене ҫӗнетме тата ҫӗнӗрен тума 200 миллиона яхӑн субсидисем пӑхса хӑварнӑ та ӗнтӗ.

Пирӗн апат-ҫимӗҫ промышленноҫ предприятийӗсем Чӑваш Енре туса илекен пӗтӗм ял хуҫалӑх продукцине ӗҫлесе тирпейлеме пултараҫҫӗ. Сӗт паракан выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре мала иртни хальхи хӑватсене туллин ӗҫлеттерме, ҫӗннисене ӗҫе кӗртме май парать.

Хывнӑ инвестицисен тухӑҫлӑхне отрасле цифрӑлани шучӗпе ӳстерме пулать. Ку чухнехи цифра технологийӗсем ял хуҫалӑхӗнчи мӗн пур ӗҫе васкавлӑн тата пахалӑхлӑн асӑрхаса тӑма май параҫҫӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, комплекслӑ цифрӑлав ӗҫӗ ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен тӑкакӗсене сахалтан та 20 процента ҫити чакарма пулӑшать.

Агропромышленноҫ комплексне цифрӑлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе хастарлӑн хутшӑнмалла тата отрасле вӑйлӑн аталантарма ҫӗршыври малта пыракан цифра платформисемпе май килнӗ таран ытларах усӑ курмалла. Вӗренӳ организацийӗсен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен тытӑнса агропромышленноҫ комплексӗнче цифра технологийӗсемпе усӑ куракан специалистсене хатӗрлеме пуҫламалла.

2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа федерацин органикӑллӑ ҫӗр ӗҫӗ ҫинчен калакан саккунӗ вӑя кӗчӗ, вӑл органика апат-ҫимӗҫӗ туса кӑлармалли майсене йӗркелет.

Аналитиксен шучӗпе, тӗнчере органика апат-ҫимӗҫӗпе усӑ курассин ӳсӗмӗ апат-ҫимӗҫ рынокӗнчи ӳсӗм хӑвӑртлӑхӗнчен икӗ хут пысӑкрах. Органикӑллӑ ҫӗр ӗҫӗн вӑйлӑ енӗ — производствӑн маржинальноҫӗ ҫӳллӗ шайра пулни (300% таран) тата экспортшӑн лайӑх майсем йӗркеленни.

Пирӗн органикӑллӑ производствӑна йӗркелесе яма мӗн пур май пур. Ҫитес ҫулсенчех асӑннӑ ҫул-йӗр валли инвестицисем май пур таран ытларах пухмалла тата пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсем хатӗрлемелле.

Халӗ Раҫҫейре «симӗс бренд» концепци — экологи сӑнлавӗсене лайӑхлатнӑ ял хуҫалӑх продукцийӗсем туса кӑларасси вӑй илет. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле агропромышленноҫ комплексӗн организацийӗсем экологи сӑнлавӗсене лайӑхлатнӑ ял хуҫалӑх продукцийӗн ҫӗнӗ тавар паллине илес ӗҫе хутшӑнассине тивӗҫтермелле. Ҫакӑ вӗсене хӑйсен продукцине ҫӗнӗ рыноксене кӑларма, ҫав шутра экспорта ӑсатма хушма майсем туса парать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Чӑннипех те, эпир агропромышленноҫ комплексне аталантарас енӗпе тӑвакан ӗҫсем пӗр тӗп тӗллеве — ял ҫыннисен пурнӑҫӗн ҫӳллӗ шайне тивӗҫтерессине — тӳр килеҫҫӗ.

Ялти ӗҫ укҫи шайӗ экономикӑри ӗҫ укҫин вӑтам виҫинчен пӗчӗкрех пулни тытӑмлӑ проблема пулса юлать. Юлашки пилӗк ҫулта, ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫ тухӑҫлӑхне 2,3 хут ӳстерсе, эпир ҫав уйрӑмлӑха 47 процентран 26 процента ҫити чакарма пултартӑмӑр. Анчах унӑн кӑтартӑвӗ ҫав-ҫавах пысӑк-ха.

Ҫав тапхӑртах ял аталанӑвне 10 миллиард тенкӗ ытла хывнӑ, 2019 ҫулта кӑна — икӗ миллиард та улт ҫӗр миллион тенкӗ. Укҫа-тенке ҫул-йӗрпе общество инфратытӑмӗн объекчӗсене, социаллӑ объектсем тума тата юсама янӑ.

Пирӗн патра «Пӗрле яла илӗртӳллӗрех тӑватпӑр!» программӑн тӗп тӗллевӗ пуҫаруллӑ бюджетировани мелӗпе 2017 ҫултан пуҫласа ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланать. Пӗлтӗр республикӑра граждансен пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленекен 620 ытла проекта ӗҫе кӗртнӗ.

Эпӗ граждансен пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленекен проектсене пурнӑҫлама хастарлӑн хутшӑнакан мӗн пур ҫынна пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп. Пирӗн пурин те пӗр тӗллев — кашни ҫыншӑнах Чӑваш Ене чи илӗртӳллӗ кӗтесе ҫавӑрасси. Ҫакна эпир пӗрле мӗнле пулсан та тӑватпӑрах!

Кӑҫал ялти ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека мелӗ вӑя кӗрет. Ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека кредичӗсене ял тӑрӑхӗнче ҫӗр лаптӑкӗ илме, ҫурт-йӗр тума тата туянма уйӑрса параҫҫӗ. Кредита чи вӑрахлӑха паракан вӑхӑт — 25 ҫул, ӑна 0,1 процентран пуҫласа 3 процент таран ставкӑпа уйӑрса параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӗҫ паракансемпе муниципалитетсем пӗрле ҫурт-йӗр тумалли программа та хута кайнӑ, ӑна 10 ҫултан ӗҫченсем унӑн хакӗн 1 проценчӗпе танлашакан хакпа хӑйсем валли тӳлесе илме пултараҫҫӗ.

Ҫакӑ ялта ӗҫлесе пурӑнас текенсемшӗн пуриншӗн те питӗ лайӑх пулӑшу!

Ҫав вӑхӑтрах ял тӑрӑхӗнче агропроизводствӑна кӑна мар, ҫаплах бизнесӑн ытти тӗсӗсене те аталантарма кирлине палӑртса хӑварас тетӗп. Ял ҫӗрӗнче хӑвӑрт аталанакан территорисем туса хуни ҫак ыйтӑва татса памалли тухӑҫлӑ мел пулса тӑмалла.

Республикӑн Министрсен Кабинетне ҫавнашкал территорисене йӗркелес енӗпе сӗнӳсем хатӗрлеме, ҫавӑн пекех ял территорийӗсен кадр вӑй-халне аталантармалли программӑна, унта ял администрацийӗсем, ҫавӑн пекех экономикӑпа социаллӑ сферӑсем валли специалистсем вӗрентсе хатӗрлессине кӗртсе, туса хатӗрлеме хушатӑп.

Хаклӑ туссем!

Кашнийӗн ҫирӗп сывлӑхӗ — общество ырлӑхӗн никӗсӗ. «Сывлӑх пулсан веҫех пулать», — тесе халӑхра ахальтен каламаҫҫӗ.

Хальхи сывлӑха сыхлас ӗҫ тытӑмӗ умӗнче тӑракан чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри сиплев ӗҫӗн тухӑҫлӑхне тата малтанхи медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗпе юрӑхлӑхне лайӑхлатасси пулса тӑрать.

Республикӑра пурӑнакансем сывлӑх сыхлавӗнчен мӗн кӗтеҫҫӗ? Кӳрекен пулӑшу вӗсемшӗн чӑннипех юрӑхлӑ пулнине тата ӑна вӑрӑм черетсенче тӑрса нушаланмасӑр, тарӑхмасӑр илме май килнине.

Эпир медицина пулӑшӑвӗпе пурте усӑ курма пултармалли майсене лайӑхлатас ӗҫсене пӗр ҫул хушши кӑна мар ӗнтӗ пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне пурнӑҫа кӗртсе пыратпӑр. Тӳрех татса калатӑп: чылайӑшне тунӑ та ӗнтӗ. Эпир мухтанма пултаракан ҫитӗнӳсемпе ӑнӑҫусем те ҫук мар.

Эпӗ пӗтӗм медицина инфратытӑмне, фельдшерпа акушер пункчӗсенчен тытӑнса, ҫӗнетме тӗллев лӑртнӑччӗ. 7 ҫул хушшинче республикӑра кивелсе тата юхӑнса ҫитнисем вырӑнне медицина оборудованийӗпе пуянлатнӑ 206 ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартнӑ.

Аякри ялсенче пурӑнакан ҫынсене пулӑшу пама кашни районтах куҫса ҫӳрекен хӑйӗн медицина комплексӗ пур, вӑл ҫитме йывӑр тата ҫын сахал пурӑнакан ялсенчи халӑха, 33 пин ытла ҫынна, медицина тишкерӗвӗ тума май парать. Ҫавна пула онкологи чирӗсен ҫурринчен ытларах тӗслӗхне малтанхи тапхӑрта, ҫын пурнӑҫне сыхласа хӑварма шанӑҫ пур вӑхӑтра, тупса палӑртаҫҫӗ.

Ҫӑлса хӑварнӑ кашни пурнӑҫ — ахаль статистика кӑтартӑвӗ ҫеҫ мар, вӑл ҫемье ырлӑхӗ, ашшӗ-амӑшӗн тата ачасен телейӗ.

Эпир ҫавӑн пекех сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсен 45 процентпа танлашакан лаптӑкне тӗпрен ҫӗнетрӗмӗр, вӗсене «перекетлӗ производствӑн» пысӑк технологиллӗ оборудованийӗпе пуянлатрӑмӑр. Юлашки пилӗк ҫулта ҫав тӗллевсем валли 7,5 миллиард ытла тенкӗ янӑ.

Республика тӗп хулинче юлашки 30 ҫулта пуҫласа эпир хальхи стандартсене пӑхӑнса туса лартнӑ, 780 миллион тенкӗ тӑракан нумай профильлӗ поликлиника уҫрӑмӑр. Халӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрӗх пин ҫыншӑн медицина пулӑшӑвӗн юрӑхлӑхӗпе пахалӑхӗ палӑрмаллах лайӑхланать.

Килес ӑрусен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшса пӗлтӗр эпир «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗ» программӑна ӗҫе кӗртрӗмӗр — кашни ҫамрӑк ҫемьех паян перинаталь центрӗсен ертсе пыракан специалисчӗсем патӗнче комплекслӑ тӗпчев иртме пултарать.

Эпир васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе те нумай ӗҫ туса ирттертӗмӗр. Федераци тата регион программисене пурнӑҫланине пула 2016 ҫултанпа службӑн пӗтӗм автопаркне ҫӗнетнӗ, ку вӑл — 189 автомобиль. Бригада йыхрав илнӗ хыҫҫӑн вырӑна ҫитекен вӑтам вӑхӑт паян вун пӗр минута ҫити кӗскелнӗ. «Васкавлӑ пулӑшу» ӗҫӗн тухӑҫлӑхӗ енӗпе республика Раҫҫей Федерацийӗн сакӑр вун пилӗк субъекчӗ хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать!

Халӑхӑн ҫуралнӑранпа шута илекен пурнӑҫӗн тӑршшӗ ӳсни Чӑваш Ен медицина отраслӗн ӗҫӗн тӗп кӑтартӑвӗ пулса тӑчӗ. Пӗлтӗр асӑннӑ кӑтарту пуҫласа 73 ҫултан иртрӗ.

Эпир хамӑр ума 2030 ҫул тӗлне халӑхӑн кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗн кӑтартӑвне 80 ҫултан ирттерме тӗллев лартатпӑр. Ӑна пурнӑҫлама кирлине Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ.

Ун валли мӗн тумалла-ха?

Пӗрремӗшӗнчен, фельдшер пункчӗсемпе врач амбулаторийӗсене ҫӗнетмелли программӑна вӗҫлемелле тата ҫитес 5 ҫуллӑха малтанхи медицина пулӑшӑвӗн юрӑхлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мӗн пур ыйтӑва кун йӗркинчен кӑлармалла.

Иккӗмӗшӗнчен, эпӗ республикӑри мӗн пур поликлиникӑпа стационартах хӑтлӑ майсем йӗркелеме тӗллев палӑртнӑччӗ. Кӑҫалах ҫакӑн валли эпир республика бюджетӗнчен хушма майпа 1 миллиард тенкӗ уйӑратпӑр.

Ҫынсем Шупашкарти хулан ача-пӑча 2-мӗш больницин инфекци корпусӗнчи сиплев условийӗсем япӑх пулни пирки тӗрӗсех ӳпкелешетчӗҫ. Чӑннипех те, эпир ӑна вӑрах вӑхӑт юсаймарӑмӑр.

Халӗ больницӑна юсаса ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленсе пырать, ун ҫумне тӗксе 50 вырӑнлӑ, уйрӑмшар палатӑллӑ ҫӗнӗ корпус хӑпарӑнать, унта пӗчӗк пациентсемшӗн пачах урӑхла условисем йӗркеленеҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче объекта хута яратпӑр. Унта пуриншӗн те — ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗшӗн те, врачсемшӗн те меллӗ тата хӑтлӑ пулать.

2020 ҫулта пӗтӗмпе сывлӑх сыхлавӗн 15 объектне туллин юсаса ҫитермелле.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсенче вилеслӗхе эпир пӗрре ҫурӑ хут чакарма пултартӑмӑр пулсан та, ку кӑтарту ҫаплах пысӑк шайра юлать-ха. Шел те, ҫул ҫинчи транспорт инкекӗнче шар куракансенчен виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайӗ врачсем килсе ҫитиччен пурнӑҫран уйрӑлать. Ҫавна май 2020 ҫулта авиацин санитари службине туса хурас ӗҫе вӗҫлеме тӗллев лартатӑп.

Тӑваттӑмӗшӗнчен, республикӑн сывлӑха сыхлас ӗҫ тытӑмне пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсемпе тивӗҫтерсе тӑрасси ӑна аталантармалли тӗп ҫул-йӗр шутланать.

Аккредитаци тытӑмне ӗҫе кӗртнине пула сывлӑха сыхлас ӗҫ отраслӗ майӗпен медицина кадрӗсемпе пуянланса пырать. Тӗслӗхрен, 2019 ҫулта медицина енӗпе аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенчен вӗренсе тухнисен виҫҫӗмӗш пайӗ пуҫламӑш сыпӑкра ӗҫлет.

Ҫитес пилӗк ҫулта пирӗн медицина организацийӗсенче пуҫламӑш сыпӑкри врачсем ҫитменнине тӗппипех пӗтермелле.

Халӑха упрасси, унӑн ӗҫлев вӑй-хӑватне сыхласа хӑварасси — пирӗн тӗп тӗллев. Ҫавӑнпа та ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӑна пурнӑҫлас енӗпе пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫлемелле.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Сывлӑха ҫирӗплетмелли тата чирлесрен асӑрханмалли чи лайӑх мел вӑл — спорт, хастарлӑ хускану, организма пиҫӗхтерни!

Пӗлтӗртен тытӑнса республика «Спорт — пурнӑҫ йӗрки» анлӑ проекта пурнӑҫлама хутшӑнать. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ тӗллеве — 2024 ҫул тӗлне ҫӗршывра пурӑнакан халӑхӑн 55 процентне физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах хутшӑнма явӑҫтарассине — пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Паянхи куна пирӗн спортпа чӑннипех туслӑ ҫынсен тӳпи 46 процентпа танлашать.

Спортпа туслашма лайӑх майсем йӗркелени массӑллӑ физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетес ӗҫе ачасемпе ҫамрӑксен шайӗнче кӑна мар, ҫавӑн пекех ӗҫлекен халӑх хушшинче те тухӑҫлӑрах йӗркелеме май парать.

Пурӑнакан вырӑнти спорт инфратытӑмне аталантарма кӑҫал республика бюджетӗнчен 500 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, ҫав шутран 300 миллиона яхӑн тенкӗ 10 муниципалитет пӗрлӗхӗнче ятарлӑ газонлӑ тулли виҫеллӗ 10 футбол уйӗ тума тӑкакланать.

Тата 200 миллион тенке эпир республикӑри 19 районти, икӗ хулари спорт объекчӗсене тӗпрен юсама яратпӑр.

Кӑҫал хута ямалли спортӑн пысӑк объекчӗсен шутӗнче — Элӗк салинчи тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи бассейнсем.

Паян республикӑра пӗтӗмпе 82 бассейн шутланать.

Аса илтеретӗп: 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче эпӗ «Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли тата вӑй-халне аталантарма пулӑшмалли хушма майсем ҫинчен» калакан Указа алӑ пусрӑм, ӑна пурнӑҫланӑ май пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасене тӳлевсӗр майпа ишме вӗрентеҫҫӗ. Ҫак утӑм пире ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме май парать кӑна мар, шыври инкексенчен асӑрханма та пулӑшать.

Кӑҫал ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине ӑса хывтарас, ачасемпе ҫамрӑксен спортне тата массӑллӑ спорта аталантарассине лайӑхлатас, спорт резервне хатӗрлес енӗпе ытти мерӑсем те палӑртса хӑварнӑ.

Хисеплӗ депутатсем!

Эпир нихӑҫан та ҫут ҫанталӑк пурлӑхне шанса ӗҫлемен. Экономика ӳсӗмне пирӗн республикӑра инновациллӗ производствӑсем йӗркелесе, наукӑпа техникӑн юлашки ҫитӗнӗвӗсемпе усӑ курса, ҫавӑн пекех пысӑк ӑсталӑхлӑ ӗҫ вӑйӗ пулнипе кӑна тивӗҫтерме пулать.

Ӗҫ рынокӗнче конкуренцие тӳсме пултаракан кадрсене вӗрентсе хатӗрлеме ку чухнехи тухӑҫлӑ вӗренӳ тытӑмӗ кирлӗ. Ҫын аталанӑвӗн пахалӑхне ытларах чухне шӑпах вӗренӳ тивӗҫтерет — вӑл ӑна лайӑх специалист пулма пулӑшать, унӑн предпринимательлӗх пултарулӑхне аталантарать, унран ҫивӗч ыйтусене ӑнӑҫлӑн татса пама пӗлекен пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ тӑвать.

Ҫавӑнпа та ҫын аталанӑвне эпир яланах пысӑк укҫа хыватпӑр. Иртнӗ ҫулта кӑна республикӑн пӗрлештернӗ бюджечӗн «Вӗренӳ» пайӗ тӑрӑх тунӑ тӑкаксен калӑпӑшӗ 20 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ.

Вӗренӳ сферинче капашсӑр пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Унӑн тӗп кӑтартӑвӗсенчен пӗри шкулчченхи вӗренӗве вӑйлӑн аталантарни пулса тӑчӗ.

Паянхи кун тӗлне виҫӗ ҫултан аслӑрах ачасене ача сачӗсенчи вырӑнсемпе ҫӗр проценчӗпех тивӗҫтернӗ.

Ачасене пӗлӳ памалли ку чухнехи хӑтлӑ майсем туса хума тата иккӗмӗш сменӑна пӗтерме республикӑра 13 шкул тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ, 3800 вӗренӳ вырӑнӗ йӗркеленӗ.

Пӗлтӗр Шупашкарта Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхӗпе талантне тупса палӑртакан тата аталантаракан центр уҫӑлчӗ, вӑл «Сириус» моделӗпе «Наука», «Искусство» тата «Спорт» ҫул-йӗрӗсем енӗпе ӗҫлет. Малашне асӑннӑ центр пултаруллӑ ачасемшӗн тухӑҫлӑ «социаллӑ лифт» пулса тӑмалла.

Алӑ вӑйӗпе тӑвакан ӗҫе тата управленин кивелнӗ меслечӗсене пур ҫӗртен те хӗссе кӑларакан условисенче тата автоматизаципе компьютеризаци мелӗсем анлӑн ӗҫе кӗнине пула вӗрентӳ тытӑмне тата кадрсене вӗрентсе хатӗрлессине лайӑхлатмалли майсем те улшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпир професси вӗренӗвӗн тытӑмӗнче ку чухнехи тухӑҫлӑ инфратытӑм туса хурас ӗҫе малалла та укҫа-тенкӗ хыватпӑр.

50 мастерской тунӑ, пӗтӗм тӗнчери стандартсене тивӗҫтерекен ку чухнехи пысӑк технологиллӗ оборудованипе пуянлатнӑ 8 компетенци центрӗ ӗҫлет. Пӗтӗмӗшле илсен, професси вӗренӗвӗн аталанӑвне 5 ҫулта пӗтӗмпе 7 миллиард ытла тенкӗ хывнӑ.

Техникумсемпе колледжсенчи студентсене мӗнлерех вӗрентсе хатӗрленине хак пама май паракан тухӑҫлӑ мел Ворлдскиллс (Worldsrills) юхӑм шутланать.

Хусанта иртнӗ «Ҫамрӑк профессионалсем» VII Наци чемпионачӗн финалне хутшӑнса Чӑваш Ен делегацийӗ Раҫҫейри 82 регион хушшинче пӗтӗм команда йышӗнче 16-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ.

Вӗренекенсемпе вӗсен вӗрентекенӗсене тата ашшӗ-амӑшне ҫакӑн пек лайӑх кӑтартушӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп! Малалла та ҫаплах маттур пулӑр!

Эпӗ ҫавӑн пекех республикӑри пӗтӗм вӗрентекене тав тӑвас тетӗп. Ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас енӗпе тӑвакан вӗрентекен ӗҫӗн пӗлтерӗшне хак пама та йывӑр. Класс ертӳҫисене уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗ калатӑп. Эсир пӗлетӗр: ҫӗршыв Президенчӗ мӗн пур класс ертӳҫине (республикипе 6900 яхӑн ҫын) вӗсен яваплӑ та пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗшӗн 5 пин тенкӗ хушса тӳлесси ҫинчен йышӑну турӗ.

Малашлӑхри ҫывӑх ҫулсенче пирӗн умра ҫак тӗллевсем тӑраҫҫӗ.

Пӗрремӗшӗнчен, паян республикӑра шкулчченхи организацисенче пӗр ҫулталӑкран аслӑрах ачасен 77 ытла процентне вырӑнсемпе тивӗҫтернӗ. Ача амӑшӗн, хӑйӗн кӑмӑлне кура, декретлӑ отпуска маларах вӗҫлесе ӗҫе тухма май пултӑр тесен, ҫавнашкал вырӑнсемпе пепкесене ҫӗр проценчӗпех тивӗҫтермелле.

Ҫакӑн валли 2020-2021 ҫулсенче тата 1840 вырӑнлӑ 9 ача садне хута ямалла.

Иккӗмӗшӗнчен, паянхи кун тӗлне 30,5 пин ытла ача кивелнин шайӗ 50 тата унтан та пысӑкрах процентпа танлашакан шкулсенче вӗренет. Хальхи требованисене тивӗҫтерекен майсем туса хума, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисене тӗпрен юсама кӑҫал 510 миллион тенкӗ каять. Унсӑр пуҫне пуҫламӑш классенче вӗренекенсем валли вӗрентӳ сӗтел-пуканне туянма 200 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Ҫакӑ ҫителӗксӗр тесе шутлатӑп. Министрсен Кабинетне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле виҫӗ ҫул хушшинче шкулсене хальхи вӑхӑтри сӗтел-пуканпа туллин тивӗҫтерме хушатӑп.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн тата 190 шкулта апат-ҫимӗҫ блокӗсене ҫӗнетмелле. Ку ӗҫе вӗҫлес пулать. Кӑҫалхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вара пуҫламӑш классенче вӗренекен 62 пин ытла ачана тӳлевсӗр вӗри апатпа тивӗҫтермелле.

Тӑваттӑмӗшӗнчен, Шупашкарти ачасен «Кванториум» технопаркӗн ӗҫ опычӗ асӑннӑ площадка ачана ҫут ҫанталӑк пӗлӗвӗсем енӗпе тата инженерипе техника ҫул-йӗрӗпе аталантарма пулӑшнине ӗненмелле ҫирӗплетсе пачӗ. 2020-2021 ҫулсенче ачасен куҫӑмлӑ тата 3 технопаркне уҫма тӗллев лартатӑп.

Пиллӗкмӗшӗнчен, ял ачисене «Технологи», «Информатика», «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсем» предметсемпе лайӑх пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем туса парас шутпа ялти 40 шкулта гуманитарипе цифра профильлӗ «Ӳсӗм вырӑнӗ» центрсем туса хунӑ. Вӗсене пурне те хальхи вӑхӑтри компьютер тата интерактивлӑ оборудованипе тивӗҫтернӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине 2024 ҫулччен ҫавнашкал тата 140 центр туса хума хушатӑп.

«Вӗренӳ» наци проектне пурнӑҫлама 6 ҫул хушшинче 100 ытла миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Эпир ҫакна лайӑх пӗлсе тӑратпӑр: ҫын аталанӑвне инвестицисем хывни — ӑнӑҫуллӑ ӗҫ! Ачасен пуласлӑхӗ пирӗншӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ!

Хисеплӗ депутатсем!

Хӑть хӑш саманара та аталанӑва яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хӑват кӳрет. Паян вӑл — влаҫӑн ырӑ пуҫарусене ӗҫе кӗртес тӗлӗшри чи шанчӑклӑ ӗҫтешӗ. Ҫывӑх вӑхӑтрах вара шӑпах хастар, лайӑх пӗлӳ илнӗ ҫамрӑк ҫынсен муниципалитета тата патшалӑха тытса пырассине хӑйсен аллине илме тивет.

Ҫавӑнпа та эпир ҫамрӑксене пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшакан майсем туса пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пур пек социаллӑ ҫӑмӑллӑхсем ҫинчен те анлӑрах пӗлтерсе тӑмалла — патшалӑх пулӑшӑвӗпе вӗсенчен кашниех усӑ курма пултартӑр.

Тата, паллах, республика илӗртӳллӗрех, пурӑнма хӑтлӑрах пулса пытӑр тесен мӗн тумаллине те пирӗн чӑн малтанах вӗсенчен ыйтмалла.

Республикӑри ҫамрӑксен нушисемпе интересӗсене тата чун туртӑмне уҫӑмлатма пулӑшакан анлӑ социологи тӗпчевӗ туса ирттерме хушатӑп. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тӗпе хурса яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫма пулӑшакан майсем туса памалли мерӑсен комплексне хатӗрлеме, ӑна ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет воспитанийӗ парассине тивӗҫтерекен пӗрлехи информаци анлӑхне йӗркелеме хушатӑп.

Чӑваш Ене аталантармалли паха шухӑшсем сӗнме пултаракан тата ҫӗнӗлле шухӑшлакан ҫивӗч ӑслӑ, пултаруллӑ та хастар яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пӗрлештерсе тӑракан ҫамрӑксен общество юхӑмне туса хума вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутлатӑп.

Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та шута илмелле: хальхи вӑхӑтри информаци технологийӗсен тӗнчи ҫамрӑксене ҫӗнӗ пӗлӳсемпе хӑнӑхусене алла илме майсем туса парать кӑна мар, вӗсен хӑрушсӑрлӑхне сиенлеме те пултарать. Радикаллӑ шухӑшсем ытларах чухне шӑпах ҫамрӑксен хушшинче сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавӑнпа та аркату тӗллевлӗ информацирен асӑрхаттармалли тата хӳтӗлемелли меслетсене туса хатӗрлемелле.

Тата тепӗр питӗ пӗлтерӗшлӗ туртӑм ҫине тимлӗрех пӑхма ыйтатӑп — Раҫҫей Президенчӗ доброволецсен организацийӗсене гражданла общество йӗркелемелли никӗс вырӑнне хурать.

Волонтер юхӑмне мӗн чухлӗ ытларах ҫын хутшӑнать, халӑхшӑн кирлӗ те усӑллӑ ӗҫсене ҫавӑн чухлӗ ытларах тума май килет. Ҫавна кура ҫамрӑксене волонтер юхӑмне хутшӑнтарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе малалла тӑсма сӗнетӗп.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Чӑваш Республикин пӗтӗмӗшле аталанӑвӗ тата унӑн кашни уйрӑм ҫыннин ҫитӗнӗвӗ ытларах чухне ӑс-хакӑл никӗсӗсене йӗркеллӗн сыхласа упранинчен тата ҫемье хаклӑхӗсене тивӗҫлипе ҫирӗплетсе пынинчен килет.

Ҫемье — чи хаклӑ та ҫывӑх ҫынсем, нимрен хаклӑ тӑван кил-йыш, вӑл пире хамӑра чӑннипех телейлӗ туйма пулӑшать. Ваттисен сӑмахӗ ахальтен мар: «Ҫемьери ҫынсем пурте килте чухне чун та вырӑнта», — тесе палӑртать.

Чӑваш Ен халӑхӗшӗн ҫемье хаклӑхӗсем хӑть хӑш саманара та тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ. Унӑн ҫемье пурнӑҫӗн никӗсӗсем ҫаксем — мӑшӑрсен ҫирӗп пӗрлӗхӗ, ачасемшӗн тӑрӑшни, атте-аннене сума суни, пӗр-пӗрне шанса хисеплени, шанчӑклӑх тата иксӗлми юрату.

Республикӑра федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинчи чи пӗчӗк уйрӑлусен шучӗ пӗр ҫул ҫеҫ мар палӑрать. Туслӑ та ҫирӗп ҫемьесем пирӗн ӗмӗрхи йӑла-йӗрке хаклӑхӗсене ятарлӑ майпа сарма тӑрӑшакан гражданла мӑшӑрланупа ирӗклӗ хутшӑнусен «моди» нихӑҫан та улӑштарма пултарайманнине ӗненмелле ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх паракан социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерме 6 ҫул хушшинче 26 миллиард ытла тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Кӑҫалтан пуҫласа пӗрремӗш ача ҫуралсан кашни уйӑхра паракан тӳлеве памалла тунӑ чухне шута илекен кирлӗлӗх виҫине улӑштарнӑ. Ҫемьен ҫын пуҫне тивекен тупӑш виҫине пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫен пӗрре ҫурӑ шайӗнчен икке ҫитиччен пысӑклатнӑ, тӳлев вӑхӑтне ача виҫӗ ҫула ҫитичченхи тапхӑр таран тӑснӑ. Асӑннӑ улшӑнусем вӑя кӗриччен тӳлеве ҫемьесен 55 проценчӗ илсе тӑнӑ. Халӗ эпир вӗсен шутне 82 процента ҫити пысӑклатма пултаратпӑр, ку вӑл 8700 ытла ҫемье. Ҫакӑ, паллах, малтанхи цифрӑсем.

Кӑҫалтан тытӑнса ҫавӑн пекех ҫемьесене виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн тӳлев уйӑрса панӑ чухнехи кирлӗлӗх виҫине пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк 2 виҫене ҫити улӑштарнӑ. Асӑннӑ пулӑшу майӗпе ҫемьесен 95 процентне тивӗҫтерме палӑртатпӑр.

Ача ҫуратассине хавхалантарма, ҫавӑн пекех сахал тупӑшлӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшма калама ҫук пысӑк укҫа уйӑраҫҫӗ.

Нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшӗ пулма хатӗрленекен мӑшӑрсемшӗн ҫакӑ лайӑх хыпар пулӗ тетӗп — эпир те виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан паракан республикӑри амӑшӗн капиталӗн виҫине пӗрре ҫурӑ хут — 100 пинрен 150 пин тенке ҫити — ӳстересси ҫинчен йышӑну турӑмӑр!

Кашни ҫемьерех телей, тулӑх пурнӑҫ, пӗр-пӗрне ӑнланни тата иксӗлми юрату хуҫаланнӑ, кашни килтех ачасен хаваслӑ сасси илемлӗн янӑраса тӑнӑ чухне пирӗн общество та ҫирӗп, патшалӑхӑмӑр та вӑйлӑ!

Хаклӑ туссем!

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ кашни ҫемьешӗнех, кашни ҫыншӑнах пӗлтерӗшлӗ.

Ҫынсене вӗсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатас енӗпе патшалӑх пулӑшӑвне парасси мӗн пур шайри влаҫ органӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ тӗллев шутӗнче.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр программисене пурнӑҫа кӗртнӗ юлашки тӑватӑ ҫул хушшинче ҫакӑн валли тӗрлӗ шайри бюджетсенчен 10 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ, 20 пин ытла ҫемье патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнӗ.

Кӑҫал ҫавнашкал пулӑшӑва 4 пин ытла ҫемье илме пултарать. Асӑннӑ тӗллевсем валли тӗрлӗ шайри бюджетран 1 миллиард та 700 миллион ытла тенкӗ каять.

Тӑвакан хваттерсем лайӑх сутӑнаҫҫӗ, ку тӗлӗшпе граждансене ипотека кредичӗсем уйӑрса парас ӗҫе аталантарни ырӑ витӗм кӳрет. Кӑҫалтан тытӑнса ял ипотекине ӗҫе кӗртнине пула харпӑр хӑй валли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ аталанӑвӗ те хушма майпа ҫӗнӗ вӑй илет.

Пур пек майсене шута илсе Чӑваш Ен Строительство министерстви умне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тата строительство отраслӗн организацийӗсемпе пӗрле 2020 ҫулта 750 пин тӑваткал метртан сахал мар пурӑнмалли ҫурт-йӗр лаптӑкне хута ярассине тивӗҫтерме тӗллев лартатӑп.

Эпӗ ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса парасси ҫинчен калаҫнӑ чухне туса лартнӑ ҫурт-йӗре кӑна мар, ҫавӑн пекех хамӑр пурӑнакан пӗтӗм хула е ял хутлӑхне те шута илетӗп.

Ҫынсем влаҫ органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне хӑйсен йӗри-таврашӗнче кунсерен пулса иртекен ырӑ улшӑнусем тӑрӑх хаклаҫҫӗ. Каҫхине подъездра ҫутӑ ҫунать-и? Картише кирлӗ пек тасатаҫҫӗ-и? Унта ача-пӑча площадки, чечек клумбисем, меллӗ саксем пур-и тата? Хӑйсем куллен утса ҫӳрекен тротуарсене юсанӑ-и?

Ман шутпа, халӑх кӑмӑл-туйӑмне ытларах чухне шӑпах ҫак хутлӑх пахалӑхӗ палӑртать. Кашни ҫынах хӑтлӑхра пурӑнасшӑн, хӑйӗн тӑван хулинче е ялӗнче пушӑ вӑхӑта ҫемйипе пӗрле канлӗн тата усӑллӑн ирттермелли хальхи вӑхӑтри обществӑлла хутлӑх пулнине те курасшӑн.

Палӑртса хӑваратӑп: 2011 ҫултан пуҫласа эпир картишсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тӗпрен юсамалли анлӑ программӑна пурнӑҫлама тытӑнтӑмӑр. Ҫак тапхӑрта 1900 яхӑн картиш территорине тата вӗсен патне пымалли 800 ытла ҫула юсанӑ. Ку чӑннипех пысӑк ӗҫ.

Раҫҫей Строительство министерстви Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указне тӗпе хурса шутласа палӑртакан хула хутлӑхӗн пахалӑх индексӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республика федерацин Атӑлҫи округӗнче тирпей-илем кӗртнӗ хуласен тӳпи енӗпе тӳрех виҫӗ ушкӑнра — пысӑк, вӑтам тата пӗчӗк хуласен йышӗнче — малти ретре тӑрать. Чӑваш Енӗн тӑхӑр хулинчен пиллӗкӗшӗ 180 тата унтан та ытларах балл пухнӑ, эппин, кашнинчех унта хулан лайӑх хутлӑхне йӗркеленӗ.

Ҫапах лайӑх хутлӑх туса хурас ӗҫе ҫав вырӑнта пурӑнакансем хӑйсем те хастарлӑн хутшӑнни унтан та ытларах савӑнтарать. Ҫакӑ кирек мӗнле программа та ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланассине ҫирӗп шанчӑк кӳрет. Ҫынсем управлени йышӑнӑвӗсене тунӑ ҫӗре хӑйсем те хутшӑннине пӗлсе-туйса тӑнӑ чухне тирпей-илем кӗртнӗ территорисем те типтерлӗн сыхланса упранаҫҫӗ.

Кашниех хӑй пурӑнакан кил-ҫуртшӑн, урамшӑн, хулашӑн тата пӗтӗм республикӑшӑн яваплӑ пулни тата вӗсене типтерлӗ упрани — юратнӑ Чӑваш Енӗмӗр аталӑнӑвӗпе ырлӑхӗн никӗсӗ.

2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче муниципалитет пӗрлӗхӗсенчи ҫынсем пурӑнакан хутлӑхӑн хӑтлӑлӑхне ӳстермелли хушма майсем ҫинчен калакан йышӑнӑва ҫирӗплетнине эсир пӗлетӗр. Паян халӑх пурӑнакан 119 вырӑнти 1200 ытла картиш территорине тирпей-илем кӗртмелле. Урамсене, картишсен территорийӗсене, кану вырӑнӗсене тирпей-илем кӗртме, экопарковкӑсем тума, ҫутӑпа тивӗҫтерме хушма майпа пӗр миллиард ҫурӑ тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хӑйсем пурӑнакан вырӑнта ырӑ улшӑнусем пулса иртнине 380 пине яхӑн ентеш, урӑхла каласан, Чӑваш Енре пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫын курса савӑнма пултарӗ.

Кӑҫал ҫавӑн пекех 800 пин ытла ҫын усӑ куракан тротуарсен 370 пин ытла тӑваткал метр лаптӑкне юсаса йӗркене кӗртме палӑртнӑ.

Республикӑра кунсерен тӗрлӗ ҫул-йӗр енӗпе 365 пин тӗслӗх шайӗнче социаллӑ пулӑшу параҫҫӗ — поликлиникӑсенче, шкулсемпе ача сачӗсенче, культурӑпа спорт учрежденийӗсенче.

Кӑҫал эпир социаллӑ сферӑри 800 ытла патшалӑх тата муниципалитет учрежденине, е вӗсен 66 процентне, ҫӗнетме палӑртатпӑр. Ун валли бюджетран 8 миллиард тенкӗрен кая мар яратпӑр. Ҫав тӗллевсем валли ҫавнашкал пысӑк укҫа-тенкӗ халиччен пӗрре те уйӑрни пулман, эпир ҫакна республикӑра пурӑнакансемшӗн хӑтлӑ майсем туса хурас шутпа тӑватпӑр.

Ҫитменнине, ҫавна та манар мар, пирӗн хуласен урамӗсемпе картишӗсен тирпейлӗхӗ республикӑн туризм вӑй-хӑватне ӳстерес ӗҫ ҫине пысӑк витӗм кӳрет.

2019 ҫулта эпир «Чӑваш Ен — Атӑл чӗри» туризм кластерне тума тытӑнтӑмӑр. Ку проекта Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ырланӑ, ӑна пурнӑҫлама мӗн пур финанс ҫӑл куҫӗнчен 2 миллиарда яхӑн тенкӗ уйӑраҫҫӗ.

Шупашкар заливне, Хӗрлӗ тӳреме, ҫавӑн пекех арҫынсен Ҫветтуй Троица православи мӑнастирӗ патӗнчи Мускав ҫыранлӑхне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Шупашкар ҫыннисем те, республикӑн тӗп хулин хӑнисем те тем пекех килӗштерекен ҫав кану вырӑнӗсем юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн тата та илӗртӳллӗрех пуласси пирки иккӗленместӗп.

2019 ҫулта Етӗрне хули хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисенчен пӗри пулса тӑчӗ. Хула поселенине тирпей-илем кӗртме федераци тата республика бюджечӗсенчен 50 миллион тенкӗ янӑ. Етӗрнешӗн ҫакӑ самаях пысӑк укҫа!

Эпӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене хулара та, ялта та пурӑнма пӗрешкел хӑтлӑ условисем йӗркелеме май паракан ҫавнашкал проектсене туса хатӗрлесси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхма чӗнсе калатӑп.

Хисеплӗ ӗҫтешсем, хисеплӗ депутатсем!

Эпир социаллӑ тӗллевлӗ патшалӑх политикине тухӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртетпӗр. Ватӑ ҫынсене, амӑшлӑхпа ачалӑха, сусӑрсене тата сахал тупӑшлӑ ҫынсене пулӑшу пама 2020 ҫулта 14 миллиард ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Республикӑра пурӑнакан пенси ӳсӗмӗнчи 205 пин ытла ҫын социаллӑ пулӑшӑвӑн тӗрлӗ мелне 14 ҫул-йӗр енӗпе илет.

Пӗлтӗр ятарлӑ хӑпарткӑчсемпе тивӗҫтернӗ, ҫавӑн пекех питех тухса ҫӳреймен ҫынсене тата кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене турттармалли вырӑнсем пӑхса хӑварнӑ, 30 автомашина туяннӑ.

Пенси ӳсӗмӗнчисен халь ӗҫлекен предприятирех ӗҫлеме юлас тата хӑйсен ӗҫ рынокӗнчи конкуренци пултарулӑхне ӳстерес тӗллевпе ҫӗнӗ ӗҫе вӗренме е ӑсталӑхне пысӑклатма май пур. Кӑҫалтан пуҫласа 50 ҫулти е аслӑрах ҫынсем професси пӗлӗвӗ е хушма професси пӗлӗвӗ илме пултараҫҫӗ.

Паян республикӑра пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫын социаллӑ пулӑшу мелне илсе тӑрать. Тӗслӗхрен, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлес енӗпе паракан ҫӑмӑллӑхсемпе кӑна пӗлтӗр 317 пин ытла ҫын пӗтӗмӗшле 1 миллиард та 300 миллион тенкӗлӗх усӑ курнӑ.

Кӑҫал социаллӑ пулӑшу майӗсемпе тивӗҫтерес ӗҫ малалла тӑсӑлать.

Пӗлтӗр Раҫҫейӗн Ӗҫлев министерстви Чӑваш Республикине ҫынсен тупӑшӗсене ӳстермелли тата чухӑнлӑх шайне 2024 ҫул тӗлне икӗ хут чакармалли пилотлӑ проекта пурнӑҫлакан Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен йышне кӗртрӗ.

Кӑҫалтан пуҫласа, тӗслӗхлӗ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май, сахал тупӑшлӑ ҫемьесене тата пӗччен пурӑнакан чухӑн ҫынсене социаллӑ контракт никӗсӗ ҫинче патшалӑхӑн социаллӑ пулӑшӑвӗпе тивӗҫтереҫҫӗ.

Ӗҫе вырнаҫнӑшӑн е ӗҫпе тивӗҫтерекен служба пулӑшнипе професси пӗлӗвӗ илнӗшӗн тӳлевсем евӗр паракан пулӑшу мелне, ҫавӑн пекех вӗреннӗ тапхӑрта тӳлевсем уйӑрса панипе вӗрентӳ курсӗшӗн тӳлесе татӑлмалли мая пӑхса хӑварнӑ.

Хӑйӗн ӗҫне уҫма шутлакан ҫынсемпе социаллӑ контрактсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Проекта ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ хыҫҫӑн ҫавнашкал ҫынсене предприниматель ӗҫ-хӗлне 3 ҫултан кая мар пурнӑҫламалли условипе 250 пин тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех ҫемьесене кашни уйӑхра, анчах та 12 уйӑхран ытла мар, 10 пин тенкӗ виҫепе тӳррӗн укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ парассине те пӑхса хӑварнӑ (тӳлеве ҫемьери пӗр ҫынна параҫҫӗ).

Кӑҫал 3800-тен кая мар социаллӑ контракт ҫирӗплетме палӑртнӑ. Ҫав тӗллевсем валли федераци бюджетӗнчен кашни ҫулах 372 миллион та 400 пин тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Социаллӑ контрактсене пула 14 пин ытла ҫыннӑн тупӑшӗсем чухӑнлӑх шайӗнчен ҫӳлерех шая хӑпараҫҫӗ.

Федераци Пухӑвне янӑ хӑйӗн Ҫырӑвӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин кӑҫал Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви сахал тупӑшлӑ ҫынсене социаллӑ пулӑшу парас енӗпе йышӑнакан питех те пӗлтерӗшлӗ мерӑсене палӑртса хӑварчӗ.

Патшалӑх паракан социаллӑ пулӑшӑвӑн ҫав ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсем, ҫавӑн пекех республикӑра йышӑнакан ҫӗнӗ хушма мерӑсем, пире чухӑн ҫынсен тӳпине ҫулталӑк хушшинче 2,5-3 процента ҫити чакарма май параҫҫӗ.

Хаклӑ туссем!

Ҫын сывлӑхӗн тӑрӑмне йӗркелекен витӗмлӗ сӑлтавсенчен пӗри ҫут ҫанталӑк хутлӑхӗн пахалӑхӗ пулса тӑрать. Шӑпах таврари ҫут ҫанталӑк пире мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрать.

Пирӗн республикӑра ҫут ҫанталӑка хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парас ӗҫре влаҫ органӗсемпе гражданла общество институчӗсен тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑвне йӗркелеме пултарни савӑнтарать.

«Симӗс патруль» экологи общество организацийӗн эксперчӗсен хаклавӗ тӑрӑх, экологи лару-тӑрӑвӗ енӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнче 2-мӗш тата Раҫҫейри пӗтӗм наци шайӗнчи экологи рейтингӗнче 14-мӗш вырӑнта тӑрать.

Экологи тӗлӗшӗнчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани пире чылай мала иртме пулӑшрӗ.

Республика коммуналлӑ хытӑ каяшсене ӗҫе ярас енӗпе Раҫҫейри малта пыракан регионсен шутӗнче. Эпир Шупашкар хулинчи Питтукассин коммуналлӑ хытӑ каяшсен ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртсе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата Шупашкар районӗнче пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр пин ҫынна канӑҫ паман пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва татса патӑмӑр. Ҫав ҫӳп-ҫап вырӑнӗ 60 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Паян ку районта сиенлӗ хутӑшсен шайӗ санитари нормисене туллин тивӗҫтерет.

Концесси килӗшӗвӗн шайӗнче ҫӳп-ҫапа сортировка тӑвакан комплекспа тивӗҫтернӗ коммуналлӑ хытӑ каяшсен полигонне йӗркеленӗ тата ҫӳп-ҫапа пушатса тиекен, унӑн уйрӑм тӗсӗсене сортлакан станци тунӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑри мӗн пур муниципалитет пӗрлӗхӗнче каяшсене пухмалли вырӑнсем туса хатӗрленӗ, контейнерсем вырнаҫтарнӑ.

Ялта тата хулара пурӑнакансене коммуналлӑ хытӑ каяшсене ӗҫе ямалли пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫивӗч ыйтӑва татса пани мӗнлерех пӗлтерӗшлӗ пулнине тӗрӗс ӑнланнӑшӑн тав тӑватӑп.

Экологи хӑрушсӑрлӑхне малалла ӳстерсе пыма полигона килсе тӑракан каяшсен шутне чакармалла тесе шутлатӑп. Кӑҫалхи ҫул вӗҫӗ тӗлне — хула округӗсенче, 2021 ҫулта вара пӗтӗм республикипе ҫӳп-ҫапа уйрӑмшарӑн пухма тытӑнма тӗллев лартатӑп. Ӑна пурнӑҫлама ҫӑмӑл мар, анчах пулать.

«Экологи» наци проектне пурнӑҫланӑ май пирӗн 2020-2023 ҫулсенче Канаш, Етӗрне хулисенчи, Элӗк, Елчӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫичӗ ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртес ӗҫсене туса пӗтермелле.

Коммуналлӑ хытӑ каяшсене вырнаҫтармалли халь ӗҫлекен 11 объект тапхӑрӑн-тапхӑрӑн хупӑнать тата вӗсен вырӑнӗсем йӗркене кӗрсе ҫитеҫҫӗ.

Ҫапла вара Чӑваш Енре коммуналлӑ каяшсене чавса чикес ыйту пуҫӗпех, шанса тӑратӑп, яланлӑхах татӑлать.

Атӑла сыватас енӗпе тумалли ӗҫсене эпир малалла тӑсатпӑр. Ун валли 2024 ҫулччен «Атӑла сыватасси» регион проекчӗн шайӗнче Атӑла тата унӑн юпписене юхса тухакан таса мар каяш шывсен калӑпӑшне 3 хут чакарма май паракан 13 объект туса лартмалла.

Палӑртса хӑварас тетӗп: ҫитес виҫӗ ҫулта Чӑваш Ен Строительство министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти «Биологи мелӗпе тасатакан сооруженисем» патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн шламсен отстойникӗпе шлам пухкӑчӗн вырӑнне йӗркене кӗртсе ҫитерме йышӑннӑ. Асӑннӑ объект Атӑла тасатмалли тытӑма кӗрекен объектсенчен чи пӗлтерӗшли шутланать. Ҫак тӗллевсем валли 1 миллиард та 143 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ҫавна пула 23 гектар ҫӗр хуҫалӑх ҫаврӑнӑшне кӗрет, ҫынсен сывлӑхӗн пахалӑхӗ те лайӑхланать.

Шывпа тивӗҫтерекен 550 ҫӑл куҫа (ку вӑл шыв илмелли скважинӑсем тата шыв пусӑм башнисем) юсаса йӗркене кӗртмелле. Асӑннӑ тӗллев валли республика бюджетӗнчен 340 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑратпӑр.

Ҫавӑн пекех кӑҫал Шупашкар хулин Ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ микрорайонӗнчи насус станцийӗнчен тытӑнса Чантӑр ялне ҫитиччен шыв пӑрӑхӗсем хывас ӗҫе вӗҫне ҫитермелле, ҫакӑ пахалӑхлӑ ӗҫмелли шывпа тивӗҫтернӗ хула ҫыннисен тӳпине 96,5 процента ҫитерме май парать.

Пӑрачкав салинче шыв пӑрӑхӗсем тӑвас ӗҫӗн иккӗмӗш тапхӑрне те вӗҫлемелле.

Кӑҫал 400 гектар ытла лаптӑкра вӑрмансене ҫӗнетмелли ӗҫсене туса ирттерме палӑртнӑ. Ҫапла вара эпир 2010 ҫулта ҫуннӑ вӑрман вырӑнӗсенче вӑрман лартса ӳстерес ӗҫе туллин вӗҫлетпӗр.

Хисеплӗ ӗҫтешсем, хисеплӗ депутатсем!

Транспорт инфратытӑмӗ общество пурнӑҫӗн мӗн пур сферине аталантарас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ҫулсен пахалӑхӗ — республикӑн ят-сумне йӗркелекен тӗп паллӑсенчен пӗри, унӑн инвестици вӑй-халӗн паха кӑтартӑвӗ.

Юлашки 10 ҫулта республикӑра 2 пин ҫухрӑм ытла ҫула юсанӑ. Пӗлтӗр кӑна автомобиль ҫулӗсем тума, юсаса ҫӗнетме, юсама тата тытса тӑма 5 миллиард ытла тенкӗ янӑ.

Пирӗн ӗҫӗн тӗп кӑтартӑвӗ — ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварни. Чӑваш Ен территорийӗнче ҫул ҫинчи транспорт инкекӗсен шучӗ, вӗсенче аманнисен тата вилнисен хисепӗ шайлашуллӑн чакса пырать. «Хӑрушлӑхсӑр тата лайӑх пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци проектне пурнӑҫланӑ шайра 2024 ҫул тӗлне ҫул-йӗр ҫинчи транспорт инкекӗсенчи вилеслӗх кӑтартӑвне 100 пин ҫын пуҫне 4 ҫынран иртмен шая ҫитерес тӗллев тӑрать.

Пирӗн республикӑн тӗп хулинче урампа ҫул-йӗр сетьне аталантарас, тӗп транспорт магистралӗсен ирттерме пултараслӑхне ӳстерес, транспорт коридорӗсен пӗр пӗтӗм тытӑмне туса хурас, аварисен шутне чакарас тӗлӗшпе нумай тунӑ.

Эпир федераци влаҫӗпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине пула республика кӑҫалах федераци бюджетӗнчен ҫӗнӗ троллейбуссем, ҫав шутра хӑйсем тӗллӗн ҫӳреме пултараканнисене, туянма ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ илет.

Асӑннӑ укҫа-тенкӗпе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем хӑйсен автопаркне палӑрмаллах ҫӗнетме пултараҫҫӗ. Ҫакӑ пассажирсем турттарас ӗҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан калама ҫук паха мел! Пирӗн транспорт ӗҫченӗсен ҫавнашкал лайӑх майсем нихӑҫан та пулман!

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Чӑваш Ен территорийӗнчи халӑхсем мӗн ӗлӗкрен пӗр-пӗрне ырӑ сунса, ӑнланса, нацисемпе тӗнсен хушшинчи ҫураҫулӑха упраса тата туслӑн килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Пирӗн халӑхӑн культури пӗтӗм этемлӗхӗн ӗмӗрхи хаклӑхӗсем, ҫемьери ҫирӗп ҫыхӑну, юрату тата ӑнлану ҫинче никӗсленет. Вӗсем пирӗншӗн пуриншӗн те пултаруллӑ вӑй-халпа хавхалану кӳрекен иксӗлми ҫӑлкуҫ пулса тӑраҫҫӗ.

Чӑваш Енре патшалӑх политики мӗн пур наци ҫыннине пӗр-пӗрин ӑс-хакӑлӗпе пуянланма, ҫураҫуллӑн малалла аталанма, хӑйӗн чӗлхине тата культурин еткерлӗхне тивӗҫлипе сыхласа упрама пулӑшакан майсем йӗркелеме палӑртать. Ҫавӑнпа та культура сферине аталантарасси тата пулӑшасси пирӗншӗн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсен шутӗнче.

Иртнӗ ҫул Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ бюджетӗнчен отрасль валли уйӑрнӑ укҫа калӑпӑшӗ 3 миллиард та 600 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Вунӑ ҫул хушшинче вӑл 2,8 хут ӳснӗ. Ку тапхӑрта 250 ытла клуб учрежденине тӗпрен юсанӑ.

Кӑҫал культура учрежденийӗсене юсама тата ҫӗнетме, библиотекӑсемпе архивсен, ҫавӑн пекех ача-пӑча ӳнер шкулӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме 600 ытла миллион тенкӗ каять.

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленнӗ май 2016–2018 ҫулсенче ялти 18 культура ҫурчӗ туса лартрӑмӑр. Тата 7 клуба эпир кӑҫал хута яратпӑр.

Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле 2021–2024 ҫулсенче ялти ҫӗнӗ тепӗр 25 культура ҫуртне хута ярассине тивӗҫтерме хушатӑп.

Чӑваш Ен ҫӗнетнӗ кинозалсем уҫассипе Раҫҫейре малта пыракансен йышне кӗрет. Федерацин Атӑлҫи округӗнче республика 1 ҫӗнӗ кинозал пуҫне тивекен халӑх шучӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑнать.

Искусство шкулӗсене ҫӳрекен ачасен йышӗпе республика федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑрать.

Республика музейӗсем иртнӗ кун-ҫулӑн аваллӑхне сыхласа упрас тата ачасемпе ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫре пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине тата Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявланӑ вӑхӑтра проектсем пурнӑҫласси пулса тӑрать.

Паян историе ҫӗнӗлле тата ӑна пӑсса ҫырма хӑтланакансем каллех пуҫ ҫӗклеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче пирӗн пӗр пӗтӗм халӑх нихҫан пулман хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни, вӑл Тӑван ҫӗршыва пӗтӗм чунтан юратни ҫинчен ҫамрӑксене чӑннине каласа пани ҫав тери пӗлтерӗшлӗ.

Мухтавлӑ геройсен паттӑрлӑхӗ пире Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсемпе ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать.

Эпӗ ҫакна пӗрре ҫеҫ каламан, ҫапах та тепӗр хут аса илтеретӗп — влаҫ органӗсен умри тӗп тӗллевсене ӑнӑҫлӑн татса парас тесен Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсемпе тӑтӑшах хутшӑнса тӑмалла. Ахаль ҫынсен нушисемпе шухӑш-сӗнӗвне итлемелле кӑна мар, вӗсене илтмелле тата ӑнланмалла. Ҫавӑн чухне кӑна эпир умри тӗллевсене пурнӑҫлама пултаратпӑр.

Халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелле, хӑйсен территорийӗнче е отраслӗнче палӑракан тӗп ҫивӗч ыйтусене лайӑх пӗлсе тӑмалла. Ҫакна тума министерствӑсемпе ведомствӑсен, муниципалитет пуҫлӑхӗсен иртен пуҫласа каҫчен ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗпе йышӑнма та кирлӗ мар.

Паян экономикӑн тата общество пурнӑҫӗн пӗтӗм сфери цифра технологийӗсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Хамӑн пӗлтӗрхи Ҫырура эпӗ должноҫри мӗн пур ҫынна социаллӑ сетьсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма, ҫынсен ыйтӑвӗсене тарӑнрах тишкерме тата вӗсемпе тивӗҫлӗ ҫыхӑну йӗркелеме чӗнсе каларӑм. Унтанпа республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫӑн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисенчен пурте тенӗ пекех анлӑрах сарӑлнӑ социаллӑ сетьсенче харпӑр хӑй аккаунтне уҫрӗҫ. Ҫакӑ тӗрӗс йышӑну. Ҫитменнине тата Чӑваш Республикин территорийӗнче «Цифра танмарлӑхне сиресси» программӑна пурнӑҫланине пула «Интернет» сечӗпе ҫыхӑнас тӗлӗшпе паян йывӑрлӑхсем ҫук.

Иртнӗ ҫултанпа ӗҫе кӗртнӗ «Инцидент-менеджмент» мониторинг тумалли тытӑм урлӑ ҫынсене кулленхи пурнӑҫра пӑшӑрхантаракан ыйтусемлӗ 9,5 пин ытла хыпар илнӗ. Республикӑра пурӑнакан хастар чунлӑ ҫынсене пула патшалӑх влаҫӗн органӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем тӗрлӗ сферӑра йӗркеленнӗ ҫивӗч ыйтусен ытларах йышне (тӗрӗсрех каласан — 75 процентран кая мар пайне) вӑхӑтра тишкерме тата татса пама пултарнӑ.

Халӑхпа интерактивлӑ майпа хутшӑнса ӗҫлемелли мелсене малалла та лайӑхлатса пымалла тесе шутлатӑп. Халӑх влаҫ органӗсен ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пуласси ҫакӑнтан та килет. Уҫӑлӑх, таса чунлӑх, уҫҫӑнлӑх — акӑ пирӗн тӗп принципсем, Чӑваш Енре патшалӑхпа муниципалитет влаҫӗ гражданла обществӑпа хутшӑнса ӗҫленӗ чухне вӗсене яланах асра тытать.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Кӑҫал пире Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗсем кӗтеҫҫӗ.

Хӑш халӑх ҫынни пулнине, мӗнле тӗне ӗненнине е политикӑри шухӑшсене пӑхмасӑр, наци тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн, патшалӑхӑмӑр аталанӑвӗпе ырлӑхӗшӗн хӑй пултарнӑ таран тӑрӑшасси — Раҫҫейре пурӑнакан кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ.

Ҫавна шута илсе эпӗ мӗн пур политика вӑйӗсене хӑйсен ӗҫӗнче партин пайӑр интересӗсене мар, чи малтанах, хӑйсен суйлавҫисен — Чӑваш Республикинче пурӑнакан ҫынсен — нушисене тӗп вырӑна хума чӗнсе калас тетӗп.

Паллах, эпир пурсӑмӑр та ӑрасна, юратнӑ республикӑмӑр малалла мӗнлерех ҫулпа утмалли пирки те тӗрлӗрен шухӑшлатпӑр. Ҫавна май пӗтӗм ҫивӗч ыйтӑва татса памалли универсаллӑ ӑслай ҫуккине тата суйласа илекен кирек хӑш аталану ҫулӗ те пӗртен-пӗр тӗрӗсси пулма пултарайманнине эпир пурте лайӑх ӑнланатпӑр.

Ҫапах та пӗрле, пӗрлӗхе, ӑс-хакӑл пӗрлӗхне, хамӑр хушӑри тӑнӑҫлӑха тата нацисен хушшинчи килӗшӳлӗхе упраса эпир паянхи чӗнӳсем тӗлӗшпе вырӑнлӑ йышӑну тума пултарасса эпӗ шанса тӑратӑп.

Пирӗн умра пӗрле татса памалли тӗллев чылай-ха. Чи малтан пурнӑҫламаллисенчен пӗри — социаллӑ хӳтлӗхе тата халӑх пурнӑҫӗн тулӑхлӑхне ӳстересси. Пирӗнтен пурин умӗнче те чи ҫывӑх ҫулсенче республикӑна аталанӑвӑн пачах ҫӗнӗ шайне ҫӗклес тӗллев тӑрать. Ҫавӑнпа та мӗн шухӑшласа хунине эпир сирӗнпе пӗрле йӑлтах пурнӑҫлама пултарасси пирки эпӗ иккӗленместӗп. Пире пурсӑмӑра та Тӑван ҫӗршыва хӗрӳллӗн юратни пӗрлештерет.

Вӑйсене пӗтӗҫтерсе, ҫирӗплӗхе упраса, тытӑмлӑн тата тӗллевлӗн ӗҫлесе эпир чи анлӑ тата курӑмлӑ плансене темле пулсан та пурнӑҫлатпӑрах.

«Ырлӑхран ывӑнман теҫҫӗ», — вӗрентет халӑхӑмӑрӑн ӑсӗ.

Мӑн асаттемӗрсем шухӑшсен тасалӑхӗпе чун-чӗре ӑшшине тӗрӗс-тӗкел сыхласа упрама, ытти ҫынна хисеплеме, ырӑ кӑмӑллӑ, сапӑр та таса чунлӑ пулма халалласа хӑварнӑ. Эппин, атьӑр-ха, вӗсен ӑс-хакӑл халалне яланах асра тытса пурӑнар.

Хисеплӗ депутатсем, ӗҫтешсем!

Тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, тӑван ҫӗр ырлӑхӗшӗн яваплӑ пулнине туйса тӑни пире Тӑван ҫӗршывӑмӑра телейлӗ тата ӑнӑҫуллӑ тума пулӑшасса эпӗ ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп!

Ҫакна тума пирӗн пӗтӗм май пур!

Итленӗшӗн пысӑк тав!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех