Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрансан, вӑл хӑйӗн ӑшӑ вырӑнӗ ҫинче ачашланса выртать, унӑн тӑрасси килмест, вӑл шухӑшлать те, шухӑшламасть те, кӑштах тӗлӗрет те, тӗлӗрмест те, — ку вӑл шӑп кӑна паянхи куна тивекен хӑшпӗр япаласем ҫинчен — ҫак кунсене, мӗнле те пулин хуҫалӑхри япалана, мастерскоя, пӗлӗшсене, паянхи куна мӗнле ирттермелли ҫинчен тунӑ плана тивекен япаласем ҫинчен шухӑшлать, ку, паллах ӗнтӗ, тӗлӗрни мар; анчах, кунсӑр пуҫне, тата икӗ япала пур, туй хыҫҫӑн виҫӗ ҫултан виҫҫӗмӗш те пулчӗ, вӑл та, Митя, кунтах, ун аллинче; паллах, Дмитрий тусне хисепленипе «Митя» ӗнтӗ вӑл; ытти икӗ япаласенчен пӗри вара — пурнӑҫра ӑна хӑйне вырӑн, ирӗк паракан ӗҫ ҫинчен шухӑшлани, тепӗр шухӑш — Саша; ку шухӑша уйрӑм шухӑш теме те ҫук, вӑл кашни шухӑш ҫумне хушӑнать, мӗншӗн тесен Саша унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑрать; ҫак шухӑш, ҫак уйрӑм мар, яланхи шухӑш ун пуҫӗнче пӗччен ҫеҫ юлсан вара, — вӑл ун пуҫӗнче нумай, питӗ нумай вӑхӑт пӗччен пулать, — ӑна мӗнле каламалла?
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир ӑна Кирсанов кабинетӗнче Апокалипсиса Ньютон ӑнлантарса ҫырнине вуласа ларнине куртӑмӑр, ҫавӑн хыҫҫӑн тата икӗ ҫултан вӑл Петербургран тухса кайнӑ, Кирсановпа хӑйӗн ик-виҫӗ чи ҫывӑх тусне: манӑн кунта урӑх нимӗн тумалли те ҫук, эпӗ тума пултарнине пурне те турӑм, тепӗр виҫӗ ҫул иртсен тин ытларах тума май килӗ, халӗ эпӗ виҫӗ ҫуллӑха ирӗклӗ ӗнтӗ, эпӗ ҫак виҫӗ ҫул хушшинче малашнехи ӗҫе тума хатӗрленесшӗн, тенӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кун хыҫҫӑн Кирсанов час-часах кӗрсе тухма пуҫларӗ; анчах вӗсем пӗр-пӗринпе унчченхи пек пурӑнма пултарайман: йӗркеллӗ ҫыннӑн темиҫе кун хушши ӗнтӗ кӳренни курӑнса тӑнӑ; ҫак кӳренӳ яланлӑхах пытанас пулсан та, Лопуховсем хӑйсен тахҫанхи тусне чылаях хисеплеми пулнӑ пулӗччӗҫ; анчах Кирсанов кӳренни вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе палӑрнӑ-палӑрнах, вӑл ӑна васкасах пытарма тӑрӑшнӑ пулин те, пӗтӗмпех пытарма пултарайман; вӗсем пӗр-пӗринчен сивӗннӗҫем сивӗнсе пынӑ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каҫпа никам та ҫук пулсан, чей ӗҫнӗ чухне каллех савнӑ тусне каласа кӑтартать, пӗр ҫур сехет хушши варринчи пӳлӗмре лараҫҫӗ, унтан «сывӑ пул, савнӑ тусӑм», чуптӑваҫҫӗ те ыранччен, чей ӗҫме вӑхӑт ҫитиччен, уйрӑлса каяҫҫӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Половцева, Никольские, Казанцева, Сталинград облаҫӗнчи Савватеев подполковникпа унӑн икӗ тусне, кусемсӗр пуҫне, Мускавра ют хушаматпа пурӑннӑ шурӑ гварди офицерӗсемпе генералӗсене тӑхӑр ҫынна персе вӗлермелле тунӑ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тусне ҫухатнӑшӑн вӗсем кашни хӑйне май хурланнӑ, анчах пурне те килсе пуснӑ арҫын хуйхи пуриншӗн те питӗ йывӑр пулнӑ…
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫунаттипе икӗ хут лапӑстатни хӑйӗн тусне хӑй хыҫҫӑн вӗҫме чӗннисӗр пуҫне урӑх мӗне пӗлтерме пултартӑр-ха?
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шалый Давыдова ӗлӗкхи тусне кӗтсе илнӗ пекех кӗтсе илчӗ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Иртсе пыракан эскадрон вӗҫӗнче вӑл хӑйӗн вилнӗ тусне, Митька Лобача, 1920 ҫулта Каховка ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура врангелевецсем касса пӑрахнӑскере, курчӗ, анчах тӗлӗнсе ӳкмерӗ, питӗ хытӑ савӑнчӗ, вара, халӑха тӗрткелесе, иртсе пыракан эскадрон патнелле ыткӑнчӗ.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Финикири Белра ӗҫленӗ чухне вӑл хаклӑ чул тупнӑ, ӑна чутла-чутла лайӑх якатнӑ та Иерусалима таврӑнакан тусне, Захарияна, ҫав чула арӑмӗ патне ҫитерсе памашкӑн ыйтнӑ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Хӑвӑн улпутӑн тусне, Штольца, мантӑн-им, — ӳпкелешсе илчӗ Штольц.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ-и ку, Андрей? — хумханнипе ыйтрӗ Обломов, кӑшт ҫеҫ илтмелле, ҫакӑн пек юратакан ҫын ҫеҫ нумай вӑхӑт хушши хӑйӗн тусне курмасан ыйтать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла Ольга хӑйӗн ӗлӗкхи тусне юратма пултарасси ҫинчен шухӑшламасть те.Так она отталкивала мысль, даже возможность о любви к старому своему другу.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Артемий, мӗнле тӗлӗнтермӗш япала ку? — терӗ Захар тусне.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Старости хресченсем парӑмсене тӳлесе татманни ҫинчен, тырӑ начар пулни ҫинчен пӗлтернӗ ҫырӑва илсенех, Оболомов хӑйӗн ҫывӑх тусне, поварне, ӗҫрен кӑларса кухарка тытнӑ, унтан лашисене сутнӑ, юлашкинчен ытти «тусӗсене» кӑларса янӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуринчен ытларах вӑл шурӑ питлӗ хурлӑхлӑ хӗрсенчен, уйрӑммӑнах хура куҫӗсенче «асаплӑ кунсемпе ҫылӑхлӑ каҫсем» палӑрса тӑракан хӗрсенчен, хуйхи-суйхипе савӑнӑҫне никама палӑртман хӗрсенчен хӑранӑ; ун пек хӗрсен яланах мӗн те пулин ҫынна шанмалли, каламалли пур; каласа парас пулсан та вӗсем шартах сикеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль юхтараҫҫӗ, кайран сасартӑк тусне мӑйран ыталаса илеҫҫӗ, чылайччен куҫран тинкереҫҫӗ, унтан пӗлӗт ҫинелле пӑхаҫҫӗ, хӑйсене ылханлӑ пурнӑҫ пӳрни ҫинчен калаҫҫӗ, тепӗр чухне тата труках тӑнран кайса ӳкеҫҫӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйӗн тусне мӗн тери пысӑк хӑрушлӑх кӗтнине вӑл питӗ аван ӑнланнӑ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Паян эсир,тем, каярах юлтӑр, — терӗ Дмитрий Иванович ывӑлӗпе унӑн тусне.— Вы сегодня что-то с опозданием, — сказал Дмитрий Иванович друзьям.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Тӗрӗс шухӑшлатӑн, маттур, — ырларӗ тусне Женя.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив