Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Патша Вакхида — хӑйӗн пӗр ҫывӑх тусне, юханшыв леш енчи ҫӗре тытса тӑраканскере, патшалӑхри чаплӑ ҫынна, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине — суйласа илнӗ те 9. ҫавна тата унпа пӗрле усал Алкима — ӑна священник пулма ирӗк парса — Израиль ывӑлӗсене тавӑрма хушса янӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫакна илтсессӗн, патша ҫилленсе кайнӑ та хӑйӗн пӗтӗм тусне, ҫарпуҫсене, утлӑ ҫар пуҫлӑхӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑшӗ намӑс курасран тусне сӑмах парать те пӗр сӑлтавсӑрах ҫав ҫынран хӑй валли тӑшман туса хурать.23. Иной из-за стыда дает обещания другу, и без причины наживает в нем себе врага.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тусне йӑпӑлтатакан ҫын унӑн ури айне серепе карать.5. Человек, льстящий другу своему, расстилает сеть ногам его.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кам хӑйӗн тусне ир-ирех кӑшкӑрса мухтать, ҫавна усал сунакансен шутне кӗртеҫҫӗ.14. Кто громко хвалит друга своего с раннего утра, того сочтут за злословящего.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн тусна та, аҫу тусне те ан пӑрах, инкек-синкек пулсассӑн — тӑвану килне ан кай: ҫывӑхри кӳршӗ аякри тӑванран лайӑхрах.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18-19. Хӑйӗн тусне вӑрттӑн сиен туса, кайран: «эпӗ шӳт турӑм ҫеҫ» тесе калакан — ӑсран тайӑлнӑ ҫын евӗр курӑнса, вут-кӑварпа, ҫӗмренпе, вилӗмпе вылякан.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Йӗркесӗр ҫыннӑн чунӗ усал тӑвасшӑн: вӑл хӑйӗн тусне те хӗрхенес ҫук.10. Душа нечестивого желает зла: не найдет милости в глазах его и друг его.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юрату шыракан кӳренӗҫе асра тытмасть, айӑпа аса илтерсех тӑракан вара тусне ҫухатать.9. Прикрывающий проступок ищет любви; а кто снова напоминает о нем, тот удаляет друга.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл Иовӑн виҫӗ тусне те ҫилленнӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем Иова айӑпласа калаҫнӑ чухне ӑна хирӗҫ кирлӗ сӑмах тупса калайман.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мӗн пулса иртнине вӑл арӑмне, Зерешь ятлӑскерне, тата хӑйӗн мӗнпур тусне каласа панӑ.13. И пересказал Аман Зереши, жене своей, и всем друзьям своим все, что случилось с ним.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӳсӗрӗлсессӗн ҫынсем тусне те, тӑванне те манаҫҫӗ, кӗҫех хӗҫне туртса кӑлараҫҫӗ, 23. урӑлса ҫитсессӗн, мӗн тунине те астумаҫҫӗ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ионафан ӗнтӗ, Саул ывӑлӗ, Давид патне вӑрмана пынӑ, хӑйӗн тусне: «Ҫӳлхуҫана шан» тесе, вӑй-хал кӳнӗ, 17. ӑна ҫапла каланӑ: ан хӑра, Саул аттем сана шыраса тупаймӗ, эсӗ Израиль патши пулӑн, эпӗ сан хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ пулӑп; Саул аттем те ҫакна пӗлсе тӑрать, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара каланӑ: Самсон — Фимнафа ҫыннин кӗрӳшӗ — тунӑ, лешӗ ун арӑмне урӑх ҫынна, ун тусне, панӑ, тенӗ.И сказали: Самсон, зять Фимнафянина, ибо этот взял жену его и отдал другу его.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Моисей вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри, ҫапла калать: кашнийӗ хӑйӗн хӗҫне вӗче ҫумне ҫакса ярӑр, тапӑр тӑрӑх пӗр хапха патӗнчен тепӗр хапха патне ҫитиччен каллӗ-маллӗ утса тухӑр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, кашнийӗ хӑйӗн тусне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерӗр, тет, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.