Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусне (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ефим кӗсйинчен пирус кӑларса, ҫӗнӗ тусне туртма сӗнчӗ.

Ефим вынул из кармана коробку папирос и стал угощать своего нового друга.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑна пружинӑсем ҫемҫен ярӑнтарчӗҫ, Сергей тусне диван туяннӑшӑн ырласа илчӗ.

Под ним мягко вдавились пружины, и Сергей одобрительно подумал о покупке, сделанной его другом.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сергей Тимофеевич! — ҫухӑрса ячӗ вӑл, пӗтӗм кабинета вут хыпнӑ та, Рубцов-Емницкий чи ҫывӑх тусне инкекрен хӑтарас шутпа чупса килнӗ пек, — Сергей Тимофеевич!

— Сергей Тимофеевич! — крикнул он так, точно весь кабинет был охвачен пламенем и он, Рубцов-Емницкий, прибежал сюда с единственным стремлением — спасти своего друга, — Сергей Тимофеевич!

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен хӑва купи ҫине ларчӗ те тусне пурин ҫинчен те каласа пачӗ: Анфиса ӗнтӗ унӑн арӑмӗ, туй тумалли ҫеҫ юлнӑ, хӑйне колхоз членне йышӑннӑ, виҫӗмкун пӗтӗм станица государствӑна тырӑ парса татрӗ — вӑл ятпа площадьре митинг пулчӗ, Кондратьев Саввӑна куҫакан Хӗрлӗ ялав пачӗ…

Семен сел на вязанку хвороста и рассказал другу о том, что расписался с Анфисой — дело теперь за свадьбой, что его приняли в члены колхоза, что позавчера вся станица выполнила план по государственным поставкам хлеба — по этому случаю на площади был митинг, и Кондратьев вручал Савве переходящее Красное знамя…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей тусне тӑма пулӑшрӗ, вӗсем пӗр-пӗрне ыталарӗҫ.

Сергей помог другу подняться, они обнялись.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей пурин ҫинчен те йӗркипе, чи ҫывӑх тусне каласа кӑтартнӑ пек, Усть-Невинскинчи пилӗк ҫуллӑх план ҫинчен, Пятигорска кайни ҫинчен, Ставрополь синчен, Ҫемен Гончаренко ҫинчен, йывӑҫ юхтарни ҫинчен, Бойченкӑпа калаҫни ҫинчен те каласа пачӗ.

И то различие в воинском звании, о котором Сергей никогда не забывал, теперь куда-то исчезло, Сергей рассказывал обо всем подробно, как обычно рассказывают задушевному другу: и о пятилетнем плане Усть-Невинской, и о поездке в Пятигорск и Ставрополь, и о Семене Гончаренко, и о том, как сплавляли лес, и о разговоре с Бойченко.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ сирӗн пата килӗп, — тусне йӑпатас тесе савӑнӑҫлӑн каларӗ Сергей.

— Так я к вам приеду, — желая успокоить друга, сказал Сергей.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпир пухӑва пыма тухнӑччӗ, — терӗ Ҫемен, хӑйӗн тусне алӑ парса.

— А мы идем на собрание, — сказал Семен, здороваясь с другом.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кун пирки Сергей иккӗленсе тӑман, мӗншӗн тесен, вӑл хӑйӗн тусне аван пӗлнӗ…

Сергей в этом, конечно, не сомневался, ибо хорошо знал своего фронтового друга…

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Савва Сергей тусне хӑйпе пӗрле уя пыма чӗнчӗ, ҫавӑнтах хӑйӗн лашисене мухтама пуҫларӗ.

И когда Савва, приглашая друга поехать с ним в поле, стал расхваливать выездных лошадей.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йӑл кулнӑ май тӗлӗнмелле шурӑ шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса, вӑл тусне кӗтсе илме мӗншӗн тухайманни ҫинчен каласа пачӗ.

Улыбаясь и блестя удивительно белыми зубами, Савва начал объяснять, почему не мог прийти встречать друга: задержался в степи.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хупӑрласа илнӗ Ӗренпура, хӑйӗн тусне Рейнсдорп генерала пулӑшма васкать вӑл.

Спешит на выручку к осажденному Оренбургу, к другу своему генералу Рейнсдорпу.

Генерал-Кар // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хапхи умӗнче хӑйпе пӗр тантӑш тахҫанхи тусне, Митька Коршунова тӗл пулчӗ.

У ворот столкнулся с давнишним другом-одногодком Митькой Коршуновым.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Олейника Андрей хӑй тусне тӗл пулнӑ пекех кӗтсе илчӗ.

Андрей встретил Олейника, как старого друга.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юргина вара хӑй Андрейрен телейлӗ пек туйӑнчӗ, темшӗн ҫапла шухӑшласа илнине пула аванмарланчӗ те тусне йӑпатма шутларӗ:

Юргину подумалось что сейчас он счастливее Андрея, ему стало почему-то неловко от такой мысли, и он решил утешить друга:

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей тусне шӑппӑн йӑпатрӗ:

Андрей тихонько утешал друга:

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл тусне йӗпеннӗ те ӑшӑ хулпуҫҫинчен ыталарӗ.

— Он обнял друга за мокрые теплые плечи.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫук, эпӗ сана хӑналантаратӑпах, анчах чейпе ҫеҫ мар, — ответлерӗ Ольга Самойловна, тусне диван ҫине лартса.

— Нет, уж я тебя угощу — и не только чайком, — отвечала Ольга Самойловна, усаживая подругу.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унӑн пичӗ ҫине пӑхсан хӑйӗн авалхи тусне курнипе Лев Ильич калама ҫук телейлӗ тесе ҫырса хунине вулама пулать.

Лицо, на котором было написано, что Лев Ильич необычайно счастлив, увидев своего старого приятеля.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах Артамашов, хӑйне пачах та чараймасӑр: «Ку сана анчӑк ҫури пулнӑскер тенӗшӗн, ку — манӑн партбилетшӑн, ку тырра ватнӑшӑн…» тесе, хӑйӗн тусне икӗ аллипе те кӳпкеме пуҫларӗ.

Но Артамашов, уже вовсе не владея собой, угощал своего друга то с левой, то с правой руки, приговаривая: — Это тебе, сучий сын, за бывшего, это за мой партбилет, это за потраву…

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех