Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX

Пай: Шурӑ хурӑн. 2-мӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хушнӑ: 2020.01.28 14:38

Пуплевӗш: 83; Сӑмах: 861

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Пирӗн чаҫсем ҫурҫӗр ҫитес умӗн кӑна Скирмановӑна йышӑнса илчӗҫ.

Ҫапӑҫу вунтӑватӑ сехет хушши пычӗ. Салтаксем ҫав тери ывӑнса ҫитрӗҫ, анчах калама ҫук хавасланнипе халтан кайнине пачах туймарӗҫ: вӗсем, пӗтӗм вӑя хурса пулин те, пӗрремӗш ҫапӑҫура хӑйсем ҫӗнтернӗшӗн, тӑшман аллинчен пӗрремӗш яла туртса илнӗшӗн, тӑван ҫӗршывӑн пӗр пӗчӗк пайне тӑшмантан тасатнӑшӑн хӗпӗртерӗҫ. Тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрашса, ҫунакан ҫуртсене сӳнтерчӗҫ, пушар ҫуттинче нимӗҫсен ҫӗмӗрӗлнӗ танкӗсемпе орудийӗсене пӑхрӗҫ, тӑшман пӑрахса хӑварнӑ хӗҫпӑшалсемпе боеприпассене ял варрине йӑтрӗҫ, нимӗҫсен ҫӗр пӳрчӗсемпе блиндажӗсене ухтарчӗҫ…

Пӗр Юргин ҫеҫ чӗмсӗр те кичем пулчӗ.

Андрей лӑплантарчӗ ӑна:

— Тен, эсӗ йӑнӑшрӑн пулӗ?

— Ҫук, унӑн йыттисемех пулчӗҫ ара…

— Ӑҫта куртӑн-ха эсӗ вӗсене?

— Типӗ вар патӗнче. Урнӑ пекех ыткӑнса ҫӳретчӗҫ.

— Тен, санвзвода кайса килмелле?

— Халех каятӑп. Вӑл ӑҫтине пӗлетӗн-и?

Юргин, рота командирӗпе, Кудрявцевпа курса калаҫсан, салтаксене ҫӗр каҫма блиндажа пуҫтарма хушрӗ те ял варрине, санвзвод вӑхӑтлӑха вырнаҫнӑ пысӑк ҫурт патнелле утрӗ. Унта вӑл ҫав тери хуйхӑрса, шикленсе кайрӗ.

Ленӑна мӗн пулнине санвзводра никам та пӗлекен ҫук. Унӑн йыттисем, Найда йывӑр аманнӑ пулсан та, яла килнӗ. Лена тантӑшӗсем ӑна шырама тухса кайнӑ.

— Ӑҫта кайрӗҫ вара? — кичеммӗн ыйтрӗ Юргин.

— Типӗ вара кайрӗҫ, — салхуллӑн пӗлтерчӗ Вера Уханова, шӑпах паян ирхине Лена хӑйне ҫӑмӑлттайла тыткаланӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑскер.

— Сирӗн ҫухатусем пур-и?

— Пӗрне вӗлерчӗҫ, иккӗшне амантнӑ, Лена ӑҫта кайса кӗни палла мар…

— Эпӗ те шырама каятӑп! — терӗ Юргин, пӑлханса тата хӑй мӗн шутлани тем пулсан та кирлине чӗререн ӗненсе. Ҫаксене илтнӗ Вера Уханова тӗлӗнмелле лейтенант ҫине пуҫласа кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

Матвей Юргин хӑйпе пӗрле Андрее тата икӗ салтака илчӗ, вӗсене хунарсем пачӗ те вӗсемпе пӗрле типӗ вар еннелле, Барсушня сӑртӑн кӑнтӑр енчи тайлӑмнелле, кайрӗ.

Урам тӑрӑх хӗвеланӑҫнелле утса, ял тулашне тухсан, Юргин санвзвод хӗрӗсене тӗл пулчӗ. Вӗсем пӗлмен вырӑнта аташса ҫӳреме шикленнипе тата хуралсем сасӑ парса асӑрхаттармасӑрах пеме пуҫласран хӑранипе шакӑлтатса калаҫаҫҫӗ. Юргин вара сасартӑк: хӗрсем Ленӑна ҫӗклесе килеҫҫӗ, ҫавӑнпа та хавасланнӑ, тесе шутларӗ, хӑй вара хунарпа ҫутатса, вӗсене хирӗҫ ыткӑнчӗ.

Анчах хӗрсем Ленӑсӑрах таврӑнаҫҫӗ.

Юргин ыйтнине хирӗҫ вӗсем пӗрне-пӗри пӳлсе каласа кӑтартрӗҫ:

— Типӗ вара айӗн-сийӗн ҫавӑртӑмӑр, пур ҫӗрте те шырарӑмӑр!

— Ҫыран хӗрринчен шырама пуҫларӑмӑр та пур ҫӗрте те пултӑмӑр!

— Кашни тӗмех пӑхса тухрӑмӑр!

— Блиндажсене те пурне те… Ниҫта та ҫук!

— Унта эпир тахҫанах шыранӑ ӗнтӗ!

Юргин вара, пырӗ пӑвӑннӑ чухнехи пек, пусӑрӑннӑ сассипе:
— Ӑна аманнисемпе пӗрле илсе кайман-и? — тесе ыйтрӗ.

— Ҫук, аманнисене эпир хамӑр ӑсатрӑмӑр, — терӗ хӗрсенчен пӗри. Хӑйсен тантӑшӗ пирки кам интересленнине пӗлесшӗн пулса, Юргин ҫине тинкерчӗ.

— Танкистсем патне лекмен-и?

— Вӗсенчен те ыйтса пӗлтӗмӗр.

— Вилнисене пурне те пуҫтартӑр-и?

— Пӗрне те хӑвармарӑмӑр!

Юргин хӑраса ӳкрӗ: «Нивушлӗ снаряд тӳррӗн тивнипе вилсе выртнӑ?» шухӑшларӗ вӑл. (Пӗррехинче Юргинран аллӑ метра яхӑн малта пӗр салтак пынӑччӗ, сасартӑк — снаряд ҫурӑлнӑччӗ те вут-хӗм ялтӑртатнӑччӗ… Юргин сиксе тӑрса салтак пулнӑ вырӑна ыткӑннӑччӗ, унта — мӑкӑрланса выртакан ӗннӗ курӑк ҫеҫ…) Анчах Юргин, сасартӑк ҫиленсе, хӑйӑлтатакан сассипе:
— Начар шыранӑ эсир! Намӑс та мар-и? — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ.

Хӗрсем хӑраса шӑпланчӗҫ.

Матвей Юргинпа унӑн салтакӗсем типӗ вар патнелле утрӗҫ, хӗрсем вара пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑчӗҫ те пӑшӑлтатса илчӗҫ, унтан леш, Юргин мӗн ыйтни ҫине хирӗҫ тавӑрса каланӑскер, сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ:

— Командир юлташ, эсир унӑн камӗ пулатӑр?

Юргин чарӑнса тӑчӗ, унтан:
— Вӑл сире хӑй каласа парӗ! — тесе пӗлтерчӗ.

Хӗрсем каллех шӑпланчӗҫ те Лена Малышевӑшӑн хуйхӑракан тӗлӗнтермӗш палламан командир, темле хӑвата ӗненекенскер, кайнӑ еннелле чылай вӑхӑт пӑхса тӑчӗҫ. Унтан сасартӑк, ним шарламасӑр, пӗрне-пӗри тӗрткелесе, ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ…

Пӗр сехет ытла Юргин лейтенантпа унӑн салтакӗсем тата санитарсен взводӗнчи хӗрсем типӗ вар тӑрӑх шырарӗҫ. Пӗрне-пӗри кӑшкӑрса чӗнкелесе, хунарсемпе ҫутатса, кашни метра тӗплӗн тинкерсе майӗпен сӑрт еннелле утрӗҫ.

…Матвейка Юргин ача чухне пысӑк нуша тӳссе ирттернӗ. Вӑл, Енисей хӗрринчи тусенчен пӗрин тӑррине хӑпарса, унтан аякри-аякри тавралӑха курасшӑн тата инҫетри ҫӗршывсенче мӗн пулса иртнине пӗлесшӗн чылай вӑхӑт ӗмӗтленсе тӑнӑ. Юлашкинчен унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗчӗ. Вӑл пӗррехинче хӑйӗн тус-юлташӗсемпе ҫав ту ҫине улӑхрӗ, улӑхрӗ те хавасланнипе шалтах тӗлӗнсе кайрӗ! Мӗнле вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗршыв сарӑлса выртать ун умӗнче! Вӑл ҫуталса, темле тӗлӗнмелле хитре юрра шӑрантарать. Матвейкӑн чӗри вара, ҫерҫи чӗппи пирвайхи хут вӗҫме пуҫланӑ чухнехи пек, хӑравҫӑллӑн та хаваслӑн тапрӗ. Вара Матвейка сасартӑк — темиҫе секунд хушшинче — хӑй ҫитӗннӗ ҫын пулнӑ пек, халлӗхе нумай ҫынсене паллӑ мар вӑрттӑн телее тупнӑ пек туйса илчӗ…

Анчах пӗр ашкӑнчӑк тусӗ унпа юнашарах тӑчӗ пулсан та, ҫак телее ӑнланса илеймесӗр, тытрӗ те Матвейкӑна хулпуҫҫинчен тӗртрӗ, ашкӑнас килнипе тата, тен, кӗвӗҫсе тӗртрӗ пулӗ. Матвейка ури чул ҫине майсӑррӑн ҫаврӑнса кайрӗ те, хӑй кӗтмен ҫӗртен ҫӗре ӳкрӗ, унтан ту хӗррипе аялалла шуса анчӗ. Ачасем те хӑраса ӳкрӗҫ. Йӑваланасса вӑл, чӑнах та, нумаях йӑваланмарӗ, анчах шӑмшаккине утайми пуличченех ватрӗ, тусӗсем ӑна, юнланса пӗтнӗскере, килне ҫӗклесе ҫитерчӗҫ.

Паян та ҫавӑн евӗрлӗрех пулса иртрӗ.

Ленӑпа паллашса унпа калаҫнӑ хыҫҫӑн, Матвей Юргин хӑй Енисей ҫинче тӳссе ирттернӗ чухнехи евӗрлӗ туйӑмпа кӑмӑлне тултарнӑччӗ, анчах Ленӑн йыттисем ҫапӑҫу хирӗнче ниҫта кайса кӗреймесӗр чупса ҫӳренине курсан, сасартӑк хӑйне ҫав ту ҫинчи евӗр хӗнесе-ватса пӗтернӗ пек, юнланса пӗтнӗ пек туйрӗ.

Ҫаксем пурте ҫав тери хаяр та хӑйне тивӗҫлӗ мар пулнипе, Юргинӑн ӳпне выртса вилесси килчӗ…

Анчах вӑл Ленӑна чӗррӗн тупса курас шанчӑкне мӗнпур вӑйран ӗненсе тӑчӗ. Ҫавна пула та Ленӑна шыранӑ чухне вӑл халтан каймарӗ, хаярланчӗ ҫеҫ. Хушӑран-хушӑран чарӑнкаласа:
— Шырӑр, тусӑмсем! Лайӑхрах шырӑр! — тесе хушрӗ.

Хуйхине пула унӑн сасси те пӗтрӗ.

— Вӑл кунта! Шырас пулать!

Андрей тусне шӑппӑн йӑпатрӗ:

— Эсӗ хӑвна алла ил, эпир ӑна тупатпӑрах…

— Чӑнах-и? Тӗрӗс, Андрей, тӗрӗс…

Матвей Юргин вара каллех малалла утрӗ. Ун умне хунарсемпе ҫутатса пычӗҫ, хӑй вӑл никама та шанмасӑр, кашни тӗмех хыпаларӗ, юр куписене, йӑтӑнса аннӑ блиндажсене аллипе чаврӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех