Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Мак 7

Пай: Библи –> Маккавейсен пӗрремӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 15:33

Пуплевӗш: 40; Сӑмах: 897

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫӗр аллӑ пӗрремӗш ҫулта Димитрий, Селевк ывӑлӗ, пысӑках мар йышпа Римран тухнӑ та тинӗс хӗрринчи пӗр хулана пырса кӗрсе патшана ларнӑ. 2. Вӑл ӗлӗк хӑйӗн ашшӗсем патшара ларнӑ вӑхӑтра пурӑннӑ кермене пырса кӗнӗ чухне унӑн ҫарӗ Антиохпа Лисие ун патне илсе пыма тесе ярса тытнӑ. 3. Ҫавна пӗлсессӗн, Димитрий: мана вӗсен сӑнне те ан кӑтартӑр, тенӗ. 4. Ҫар ҫыннисем ӗнтӗ вӗсене вӗлернӗ те, Димитрий хӑйӗн патшалӑхӗнче патшанӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларнӑ. 5. Ун патне саккуна уяман йӗркесӗр израильсем пынӑ, вӗсене священника кӗме ӗмӗтлӗ Алким ертсе пынӑ. 6. Вӗсем патша умӗнче халӑха айӑпласа калаҫнӑ: «Иудӑпа унӑн тӑванӗсем санӑн тусусене пӗтерчӗҫ, пире те хамӑр ҫӗр ҫинчен хӑваласа кӑларса ячӗҫ. 7. Унта хӑвӑн шанчӑклӑ ҫыннуна яр; кайтӑр та, вӗсем пире тата патша ҫӗршывне еплерех сӑтӑр тунине хӑй куҫӗпе хӑй курса, вӗсене хӑйсене те, вӗсене пулӑшакансене те тавӑртӑр» тенӗ. 8. Патша Вакхида — хӑйӗн пӗр ҫывӑх тусне, юханшыв леш енчи ҫӗре тытса тӑраканскере, патшалӑхри чаплӑ ҫынна, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине — суйласа илнӗ те 9. ҫавна тата унпа пӗрле усал Алкима — ӑна священник пулма ирӗк парса — Израиль ывӑлӗсене тавӑрма хушса янӑ. 10. Вӗсем ҫула тухнӑ та Иудея ҫӗрне пысӑк ҫарпа пырса кӗнӗ; Вакхид вара Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне ултавлӑ шухӑшпа килӗшӳ тума сӗнсе ҫын янӑ. 11. Анчах лешӗсем вӗсене ӗненмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем пысӑк ҫарпа килнине курнӑ. 12. Алкимпа Вакхид патне, тӗрӗс килӗшӳ шыраса, саккун вӗрентекенсем пухӑнса пынӑ. 13. Израиль ывӑлӗсенчен чи малтисем кунта хасидейсем пулнӑ; вӗсем килӗшӳ тӑвасшӑн тӑнӑ; 14. вӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫарпа Аарон йӑхӗнчен тухнӑ священник килнӗ, вӑл пире кӳрентерес ҫук, тенӗ. 15. Алким вӗсемпе йӑвашшӑн калаҫнӑ: эпир сире те, сирӗн тусӑрсене те усал тумӑпӑр тесе тупа тунӑ. 16. Вӗсем ӑна ӗненнӗ, вӑл вара вӗсенчен утмӑлӑшне ярса тытса вӗсене пӗр кунрах вӗлернӗ; кун ҫинчен Ҫырура ҫапла каланӑ: 17. «Санӑн сӑваплӑ ҫыннусен ӳтне, вӗсен юнне Иерусалим тавра тӑкрӗҫ, вӗсене пытаракан та пулмарӗ» тенӗ. 18. Вара вӗсенчен пӗтӗм халӑх хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ, ӗнтӗ ҫапла каланӑ: вӗсен сӑмахӗнче чӑнлӑх та, тӳрӗлӗх те ҫук: вӗсем мӗн каласа хунине те, хӑйсем тупа тунине те пӑсрӗҫ, тенӗ. 19. Вакхид вара, Иерусалим патӗнчен кайса, Визеф хули ҫывӑхӗнче тапӑра вырӑнаҫса тӑнӑ; унтан вӑл, ҫынсем ярса, хӑй патӗнчен тарнӑ арсене нумайӑшне тата халӑх хушшинчи хӑш-пӗр ҫынна тыттарса килтерсе, вӗсене чике-чике вӗлерсе тарӑн пусӑна пӑрахнӑ.

20. Ҫавӑн хыҫҫӑн Вакхид, ку ҫӗршыва Алким аллине парса, ӑна пулӑшса тӑма ҫарне те хӑварса, хӑй патша патне кайнӑ. 21. Алким ӗнтӗ аслӑ священника ларма тӑрӑшнӑ. 22. Ун патне хӑйсен халӑхне пӑтратакансем пухӑннӑ та, Иудея ҫӗрне хӑйсен аллине ярса илсе, Израиль халӑхне питӗ вӑйлӑ пӗтерсе тухнӑ. 23. Алким ҫапла хӑйӗн каварҫисемпе пӗрле Израиль ывӑлӗсене суя тӗнлӗ ҫынсенчен те ытларах усал тунине Иуда пӗтӗмпех курса тӑнӑ, 24. вара, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе, Израиль йӗркинчен тухнисене тавӑрнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн лешӗсем ку ҫӗршыва кӗрсе ҫӳреме те пӑрахнӑ. 25. Алким, Иудӑпа унӑн ҫыннисем вӑй илнине курсассӑн, хӑй вӗсене хирӗҫ тӑма пултараяс ҫуккине ӑнланса, патша патне таврӑннӑ та вӗсене хаяррӑн айӑпласа калаҫнӑ. 26. Патша вара Израиль халӑхне пӗтерме Никанора — хӑйӗн чаплӑ ҫулпуҫӗсенчен пӗрне — янӑ; вӑл Израиле чунтан курайман ҫын, унӑн тӑшманӗ пулнӑ. 27. Никанор Иерусалима пысӑк ҫарпа пырса кӗнӗ те Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне килӗшӳ тума килтӗмӗр тесе улталама ҫынсем янӑ: 28. «манпа сирӗн хушшӑмӑрта вӑрҫӑ ан пултӑр; сирӗнпе кӑмӑллӑн калаҫас тесе, сирӗн сӑнна курас тесе эпӗ сирӗн патӑра пӗчӗк йышпа ҫеҫ кӗрӗп» теме хушнӑ. 29. Ҫапла вӑл Иуда патне пынӑ та, вӗсем пӗр-пӗрне кӑмӑллӑн саламланӑ; ҫав хушӑрах Никанор ҫыннисем Иудӑна ярса тытма хатӗр тӑнӑ. 30. Иуда ӗнтӗ Никанор хӑй патне усал шухӑшпа килнине пӗлнӗ те, ҫавӑнпа унран шикленсе, текех унпа курӑнӑҫасшӑн пулман. 31. Никанор, хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшӗ паллӑ пулнине пӗлсессӗн, Хафарсалама хули ҫывӑхӗнче Иудӑна хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухнӑ. 32. Никанорпа пӗрле пулнӑ ҫынсенчен пилӗк пине яхӑн пӗтнӗ, ыттисем Давид хулине тарса кайнӑ. 33. Ҫавӑн хыҫҫӑн Никанор Сион тӑвӗ ҫине улӑхнӑ; ӑна кӑмӑллӑн кӗтсе илме таса Ҫуртран темиҫе священникпа халӑх пуҫлӑхӗ тухнӑ, вӗсем ӑна патшашӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнине кӑтартасшӑн пулнӑ. 34. Анчах вӑл вӗсенчен тӑрӑхласа кулнӑ ҫеҫ, вӗсене мӑшкӑлланӑ, чыссӑрласа пӗтернӗ, мӑнкӑмӑллӑн калаҫнӑ, 35. ҫиллессӗн тупа туса каланӑ: эхер те паян Иудӑпа унӑн ҫарӗ ман аллӑма ӳкмесессӗн, хам каялла ыррӑн-сыввӑн таврӑнсассӑн, ҫак Ҫурта вут тивертсе ҫунтарса яратӑп, тесе питӗ ҫилленсе тухса кайнӑ. 36. Священниксем вара Ҫурта кӗнӗ те, парне вырӑнӗ умне тӑрса, йӗрсе ярса каланӑ: 37. эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫак Ҫурта Хӑвӑн яту валли суйласа илнӗ, вӑл кӗлӗ ҫурчӗ пултӑр, унта Хӑвӑн халӑху кӗлтутӑр тенӗ. 38. Ҫак ҫынна, унӑн ҫарне тавӑрсамччӗ, хӗҫ айне пулччӑр вӗсем; вӗсем усаллӑн хӑртнине асна илсемччӗ, вӗсен малашнехи кунне-ҫулне путланмалла тусамччӗ, тенӗ.

39. Никанор, Иерусалимран тухса, Вефорон патне тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ, кунта ун ҫумне Сири ҫарӗ пырса хутшӑннӑ. 40. Иуда вара виҫӗ пин ҫынпа Адас хули патне пырса тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ; Иуда кӗлтуса ҫапла каланӑ: 41. эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӗлӗк Ассири патши янӑ ҫынсем Сан ятна хурласа мӑшкӑл тусассӑн, Санӑн Ангелу килнӗ те вӗсенӗн ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ. 42. Ҫавӑн пек халӗ те ҫакӑ эшкере пирӗн умӑмӑрта аркатса тӑк, вӗсем Санӑн сӑваплӑ вырӑнна мӑшкӑл кӑтартнине ыттисем те пӗлччӗр, вӗсене хӑйсен усаллӑхне кура айӑпла, тенӗ. 43. Вара адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче ҫар ҫапӑҫӑва кӗнӗ, Никанор ҫарне ҫапса аркатнӑ, Никанор хӑй ҫапӑҫура чи малтан пӗтнӗ. 44. Никанор вилнине курсассӑн, унӑн ҫарӗ кӑралӗсене пӑрахса хӑварса тара пуҫланӑ. 45. Израильсем вӗсене кунӗпе, Адас хулинчен пуҫласа Газира хули патне ҫитичченех, хыҫалтан хыпар труписем кӑшкӑртса хӑваланӑ. 46. Вӗсене таврари Иудея ялӗсенче пурӑнакансем те хупӑрла-хупӑрла илнӗ; ҫав ункӑран хӑтӑласшӑн вӗсем каялла ҫаврӑнса тарма хӑтланнӑ та хӑйсен ҫыннисенех пырса тӑрӑннӑ, вара пурте хӗҫ айне пулса пӗтнӗ, вӗсенчен пӗр ҫын та чӗрӗ юлман. 47. Иудейсем вӗсен тупӑшне те, мӗн вӑрласа тухнине те пӗтӗмпех пуҫтарса илнӗ; Никанорӑн пуҫне тата сылтӑм аллине — хуҫи мӑнаҫлӑн тӑсма юратакан алла — касса татса, Иерусалим умне илсе килсе ҫакнӑ. 48. Халӑх тем пекех хӗпӗртенӗ, ҫав куна аслӑ савӑнӑҫ кунне ирттернӗ пек ирттернӗ; 49. вара адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунне ҫулленех уявласа ирттермелле тунӑ. 50. Иудея ҫӗрӗ пӗр тапхӑр канлӗ тӑнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех